Комментировать

16 Авг, 2022

Хыпар 91 (27970) 16.08.2022

Çӗнӗ Чукалта: Тури Макаринта… çӗр йӱнӗ

Çын ĕмĕрĕнче çурт лартасси чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Хулара пурăнакансем те канма, пахча çимĕç туса илме дача е çĕр лаптăкĕ туянма тăрăшаççĕ. Çапла, сăмахăм паян — çĕр лаптăкĕсем çинчен. Çĕр туянма йывăр мар-и? Хула çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсен хакĕ аякри районтисенчен самай уйрăлса тăрать-и? Ялсенче кил вырăнĕсем мĕн хак? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле шырар.

Каçал тăрăхĕнчи Кивĕ Сĕнтĕрте çитĕннĕ пĕлĕшĕм ашшĕ-амăшĕн килне çулталăк сутаймасăр тăчĕ. Çывăх çыннисем пурнăçран уйрăлнă унăн. Вĕсем, виçĕ хĕр, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Кашнин дача пур. Унсăр пуçне мăшăрĕсен ялĕсене çÿреççĕ. Каçал тăрăхне сайра кăна каяççĕ. Пушă кил, унта никам та кĕтмест пулсан, хăйĕн патне туртмасть. Çын пурăнмасан юхăнать тата. 60 тăваткал метр йышăнакан кирпĕч çурта тата 30 сотăй çĕре вăл 550 пин тенкĕпе улăштарчĕ. «Тăван кил вырăнне сутма çав тери йывăр, анчах нимĕн те тăваймăн. Юхăнса ларнине курсан чун тата ытларах ыратать. Унта малашне виçĕ ачаллă çамрăк çемье пурăнĕ», — каласа кăтартрĕ тивĕçлĕ канăва тухма ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Çав вăхăтрах Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан юлташăм кăçал çуркунне çуртне 300 пин тенкĕпе кăна сутрĕ. Çурчĕ те чаплăччĕ, çĕрĕ 30 сотăйччĕ. Куратăр ĕнтĕ: хаксем пĕр районта пулсан та тĕрлĕрен.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçра йывăçран тунă икĕ пайлă пысăк пÿртшĕн тата 25 сотăй çĕршĕн 165 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Çурчĕ 60 тăваткал метрлă. Ку пĕлтерÿ тахçантанпах çакăнса тăрать, анчах темшĕн сутăнмасть. Çав вăхăтрах аслă урамра çуртшăн тата 30 сотăй çĕршĕн 850 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Тăватă пÿлĕмлĕ çуртра пĕтĕм услови пур: газ, вĕри шыв кĕртнĕ, канализаци тутарнă. Душпа туалет та — пÿртрех. Сакайпа гаражпур. Тăватă çул каялла ку ялта çуртпа çĕре 150-200 пин тенкĕпе туянма май пурччĕ. Унтанпа çĕр хакланнă. Тикеш, Именкасси, Аслă Арапуç тăрăхĕсенче пушă кил вырăнĕсене тутарсем вăшăл-вашăл туянаççĕ. Çавăнпа ялсенче пурăнакансем кÿршĕри пушă киле хăйсемех илме тăрăшаççĕ.

Тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайтĕнче çĕр, çурт сутакан çав тери нумай: пирĕн республикăра кăна 5 пин ытла. Нухрат пулсан кăмăла килекен çурта, çĕрехăвăртах туянма пулать. Суйлама кăна ан ÿркен. Çав пĕлтерÿсене тишкернĕ май акă мĕн палăрчĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта та вĕсен таврашĕнче çĕр питĕ хаклă. Çав вăхăтрах сутакан та йышлăрах. Республикăри ытти хулара самай йÿнĕрех. Çурт тума никĕс янă пулсан е пÿрчĕпе пĕрле çĕршĕн хаклăрах ыйтаççĕ. Акă, сă махран, Шупашкар районĕнчи Хыркассинче 13 сотăй шăн /çуртăн никĕсне янă/ 2 миллион тенкĕ ыйтаççĕ. Республикăн тĕп хулинчен 12 çухрăмра вырнаçнă çĕр лаптăкĕшĕн /24 сотăй/ 1950000 тенкĕ кăларса хума тивет. Газ, электричество тата асфальт çул пурри çинчен пĕлтереççĕ. Шупашкар районĕнчи Опукассинчи 10 сотăй вара 500 пин тенкĕ тăрать. Шупашкар хулинчи Кăнтăр поселокĕнче 4,6 сотăйшăн 900000 тенкĕ ыйтаççĕ. Шупашкар районĕнчи Питтукассинче 7 сотăй — 880 пин тенкĕ. Чантăрта 8 сотăйшăн 1440000 тенкĕ кăларса хумалла. Муркаш салинче 20 сотăя 550 пин тенкĕпе параççĕ, Канаш çывăхĕнчи Уçырмара 12 сотăйшăн 900 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Хула çумĕнче пулнăран кунта çĕр хаклăрах. Шупашкарти Федин урамĕнче 7,2 сотăй çĕр туянас тесен 900 пин тенкĕ хатĕрле мелле. Енчĕкре 850 пин тенкĕ пулсан Ишлейре 6 сотка туянса коттедж çĕклеме пулать. Муркаш тăрăхĕнчи Шомикре 10 соткăшăн 1 миллион та 50 пин тенкĕ кăларса хума тивет. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   ♦


Подъезд умӗнче кăвайт чӗртсе апат хатӗрлеççӗ

Çак кунсенче Мариуполь хулинчен Галина Зайцева çырса ячĕ: «Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕн ĕçченĕсене пире лайăх йышăннăшăн питĕ тав тăвас килет. Пурне те, пурне те», — тенĕ вăл. Сăмах май, Галина Алексеевна Шупашкара эвакуаципе ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче килнĕ. Ун çинчен, вăл Мариупольте нацистсем аркатнă сирпĕтнĕ вăхăтра пĕчĕк путвалтан 28 кун тухмасăр пурăнни пирки эпир «Хыпар» хаçатăн çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнă номерĕнче çырнăччĕ.

Черете çĕрле те çырăнаççĕ

Хăйĕн çуралнă кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Галина Зайцева пуйăсра Дон çинчи Ростова кайнă чухне çырнăччĕ. «Тинех киле, Мариуполе», — тенĕччĕ вăл. Пирĕн çыхăну татăлмарĕ. Тăван тăрăхĕнчи пурнăçа мĕнле хăнăхни çинчен пĕлтерсех тăчĕ 69 çулти вырăс хĕрарăмĕ. — Нумай хваттерлĕ çуртăн 8-мĕш хутĕнче пурăнатăп. Пирĕн çурт темĕнле майпа сиенленмесĕр юлнă. Снарядсен хумĕ пырса тивнĕрен чÿречесемпе алăксем арканнă-ха. Вĕсене аран-аран юсарăмăр. Эпĕ гуманитари пулăшăвĕн центрĕнче ĕçлеме пуçларăм. Апат-çимĕç енчен питĕ аван пулăшаççĕ: çăнăх кĕрпе, сахăр, консерв… Хăш-пĕр чухне ачасем валли паексем — пылак çимĕç — параççĕ. Анчах кирек ăçта пăхатăн — темĕн вăрăмăш черет, — пĕлтерчĕ вăл. — Пирĕн шыв та, электричество та çук. Подъезд умĕнче кăвайт чĕртсе апат хатĕрлетпĕр. Кашни кунах шыв кÿрсе килеççĕ. Ăна илме каймашкăн 5-10 минут кăна утмалла ха, анчах черетре каллех 2-3 сехет тăмалла. Кайран ăна 8-мĕш хута йăтса çитермелле. Пĕр эрне каялла çирĕм литртан ытла памастчĕç. Халĕ çителĕклех илме май пур. Мана эрнере пĕр хут хĕрĕм Люба пулăшать. Вăл хулан тепĕр вĕçĕнче пурăнать. Унта пĕр сехет ытла каймалла. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, Люба мăшăрсăр пурăнать. Иккĕмĕш хут качча тухсан та телей пулман унăн. 11 тата 6 çулсенчи икĕ ывăлне пĕчченех пăхса ÿстерет. Вĕсен хваттерĕ çунса кайнă. Халĕ юлташĕ патĕнче пурăнаççĕ. Мăнукĕсене хальччен Галина Алексеевна хăй те пăхса пулăшнă-ха. Халĕ вара хăрать — ачапча вĕт, кирек ăçта кĕрсе тухса сирпĕнсе кайма пултараççĕ вĕт. Арçын ачасем вара пушшех шухă. Çавăнпах кукамăшĕ Любăна пулăшас тĕллевпе ĕçлеме кайнă.

Саккун улшăннă та…

— Апат кунне пĕрре пĕçеретпĕр. Саккăрмĕш хута йăпăр-япăр хăпарса анма çук. Шăрăх çанталăкра пĕçерни хăвăрт пăсăлать тата. Люба ачисене пĕччен пăхса ÿстернине ĕнентерекен документсем аслă ывăлĕ валли пуçтарнă, анчах кĕçĕннишĕн çав тÿлеве илеймест. Мĕншĕн тесен вăл 2016 çулта çуралнă. Украинăра çав вăхăтра саккун улшăнчĕ. Халĕ икĕ ача пăхнине ĕнентерме ЗАГСа каймалла. Анчах вăл ĕçлемест, — пăшăрханса çырчĕ Галина Алексеевна. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...
 

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.