Комментировать

12 Авг, 2022

Хыпар 89-90 (27968-27969) 12.08.2022

Денис СПИРИН: Шупашкар уява хатĕрленет

Тĕп хулан 553-мĕш çуралнă кунĕ мĕнпе тĕлĕнтерĕ? Икĕ çул шавлă мероприятисемсĕр тунсăхланă халăх уява чăннипех те чăтăмсăррăн кĕтет. Хула кунне халалланă мероприятисем çинчен юнкун Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин журналистсене каласа кăтартрĕ.

Тĕрĕссипе, уяв халех пуçланнă. Хулара тĕрлĕ конкурс пуçарнă. Тĕп мероприятисем вара çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче пулмалла. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне чыслĕç. Заливра спорт, çемье пултарулăхĕн фестивальне, «Чемпионсен тытăçăвне» йĕркелеме палăртнă. «Шупашкар — ĕç паттăрлăхĕн хули» фе стивальте предприятисем хăйсемпе паллаш тарĕç. Чапаев скверĕнче «Чапай» чей ĕçме «йыхравлĕ». Йĕркелӳçĕсем этнофестиваль наци культурипе кăсăкланакансемшĕн кăна мар, ыттисене те килĕшессе шантараççĕ. Юхан шыв портĕнче автомобильсен куравĕ ĕçлĕ. «АвтоАрена2022» курав хальхи йыш ши çĕнĕ техникăпа паллаштарĕ. Мускавран килекен ушкăнсем çамрăксене Хĕрлĕ тӳреме хаваслă юрă-кĕвĕпе итлеме чĕнеççĕ. Хула уявĕн виççĕмĕш кунĕ Мускав çыранĕнчи ирхи зарядкăран пуçланĕ. Хула техникин, ача кӳмисен парачĕ, Пултарулăх бульварĕ, ăсталăх класĕсем, ытти мероприяти, сăмах май, çулсерен ирттерсе халăх килĕштерни сем пулса тăнисем, кăçалхи программăра та пур. «Çĕнни, тĕлĕнтерекенни — Шупашкар заливĕнчи юрă-ташă карти пулĕ, — терĕ Денис Спирин. — Тата пирĕн пата уява тăванла хуласенчен — Беларуçри Гроднăран «Рада» театр, Донбасри Торезран «Спиваночки» вокал ансамблĕ, Сухумирен ачасен хореографи ансамблĕ — килсе çитмелле». Уява Денис Майданов концерчĕ тата салют вĕçлĕç. Мĕншĕн Майданова йыхравланă-ха? «Вăл пĕр çулхине çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе ĕç уявĕнче Чăваш Енре пурăнакансене саламланăччĕ, — терĕ Денис Спирин. — Унăн юррисене пур ӳсĕмри çынсем те килĕштереççĕ. Патриотизм юррисем пирĕншĕн хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пĕр шухăшлăх, пĕр тĕллевлĕх паян тĕпре пулмаллине манар мар». Денис Спирин хула техникин парачĕ тата пултарулăх бульварĕ ĕçленĕ вăхăтра хула урамĕсене хупасси, транспорта çӳреме вă хăтлăх чарасси пирки пĕлтерчĕ. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА, Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпӗ хӗлле кӗпе тăхăнатăп»

«Вăш та вăш çил вĕрет, çил вĕрет кантăкран. Тыр вырма вăхăт çитрĕ татах. Агроном халь сăнать ылтăн туллă хире, тăри евĕр юрлать чун-чĕре», — аса килчĕç юрă сăмахĕсем ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕпе Елена Николаевăпа тĕл пулсан. Акă Трак тăрăхĕнче Янкас ялĕ çывăхĕнчи хирте комбайнсем тырă вырнине тинкеретпĕр. Хир карапĕсем хыççăн тусан çăра пĕлĕт пек капланать... «Вырмана çирĕм тăваттăмĕш хут ирттеретĕп. Кăçалхи пек кая юлса тухни пулман. Çурлан 2-мĕшĕнче кăна ĕçе пикентĕмĕр», — çапларах пуçларĕ калаçăва ку тăрăхри паллă агрофирмăн тĕп агрономĕ Елена Владимировна.

Сăмах май, Упи шкулĕнче аслă классенче ăс пухнă чухне Елена физикăпа математика вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн хатĕрленӳ курсне çӳренĕ. «Физикăпа математикăна юрататтăм. Асатте Давыд Иванов Упи шкулĕнче ачасене физика, математика вĕрентнĕ. Аттен Владимир Давыдовичăн пиччĕшĕпе шăллĕ те ачасене çак предметсемпех пĕлӳ панă. Мана педин ститутра вĕренме илнĕччĕ. «Учителĕн ялан пӳлĕмре лармалла. Урама тухса кураймăп капла», — пуçа пырса çапнăччĕ шухăш экза менсем тытсан. Документсене каялла илтĕм те ял хуçалăх институтне /халĕ — аграри университечĕ/ кайса патăм. Аттепе аннене нимĕн те каламарăм. Паянхи кун пек астăватăп: çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çыру килчĕ. «Эсир агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ», — çырнăччĕ унта. Аттен çакна пĕлсен чутах инфаркт пулатчĕ. Çывăх çыннăм Тусай ялĕн колхозĕнче чылай çул агрономра ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра экономистра тăрăшнăччĕ. Вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 11 çул çитрĕ ĕнтĕ. Анне Алевтина Геннадьевна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Фермăра пăру пăхнă. Халĕ мăнукĕсемпе йăпанать. Пахча çимĕç ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх пăхать. «Агроном хĕр ĕçĕ мар, йывăр пулĕ», — ятланăччĕ атте. Маншăн куляннăччĕ. Эпĕ вара шухăшланине пурнăçа кĕртме хăнăхнă. Биологипе хими те килĕшетчĕç мана. Биологие Майя Ивановна вĕрентнĕ. Вăл ӳсен-тăран тĕнчи çинчен, тырă пĕрчĕрен мĕнле ӳсни, аталанни пирки питĕ интереслĕ каласа кăтартатчĕ. Çавна хамăн курас килетчĕ. Çуркунне ялан кантăкран пăхса лараттăм. Çулçă уçăлать. Сарăлать. Ӳссе çитет. Кĕркунне сарă тĕс çапать. Унтан ӳкет… Çакă шутсăр интереслĕччĕ маншăн. Çавăнпа агронома кайрăм. Диплом илсен, 1996 çулта, «Досаево» колхозра агрономра ĕçлеме тытăнтăм», — калаçăва сыпăнтарчĕ Елена Владимировна. 8 çул вăй хунă вăл унта. 2004 çулта Красноармейскинчи Ял хуçалăх химине вырнаçнă. Çамрăк хĕрарăм хăйне агрохимикре вăй хурса тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Çулталăк ĕçлесен хими илĕртменнине, çĕр хăй патне туртнине туйса илнĕ. Çав çул шăпах çĕнĕ агрофирма йĕркеленнĕ. Пултаруллă агронома унта чĕннĕ. Çĕнĕ хуçалăхра вăл вăрлăх хатĕрлекен агрономра ĕçлеме тытăннă. 2014 çулта ăна тĕп агроном пулма шаннă. «Агронома кайнăшăн, тăван яла килнĕшĕн пач кулянмастăп. Ĕçĕм питĕ килĕшет. Урăх вырăнта ĕçлеме пултараймастăп та пулĕ. Ир-ирех тăратăн та çĕрле кăна выртатăн. Хăш чухне çывăрмасть те агроном… Ыран, виçмине мĕн тумаллине паян шухăшласа хуратăп. План тени яланах пур манăн. Çу уй ăхĕнчех çурла валли ĕçсем палăртатăп. Малтанхи çулсенчех ун пек планлама пĕлмен. Агроном ĕçĕнче пĕтĕмпех килĕшет. Акана тухни те, вырма вăхăчĕ те… Маншăн кашни тапхăр, пур ĕç те кăмăллă. Хĕлле уйра шап-шурă юр выртнă чухне çур акине тухасса кĕтетĕп. «Хăçан çĕр уçăлать-ши?» — тесе сăнатăп. Ак хайхи хура пĕр пăнчă курăнать, леререхре те хуралнă лаптăк пур. Çакăншăн та хĕпĕртетĕп. Ама хупаххи чечеке ларнине сыхлатăп. Вăл тухсан акмалли вăхăт часах çитет. Хăва папкана ларать, пĕрремĕш çулçă уçăлать. Тракторсем уя тухсан вара чуна канлĕх çавăрса илет. Кайран калча шăтасса кĕтетĕн. Ӳсме пуçлать вăл. Уншăн чун савăнать. Пучах тухать. Вырмана кĕтетĕн. Кашни бункершăн савăнатăн. Сухаласан çĕр хуралать. Ку — тепĕр савăнăç», — чунне уçрĕ хисеплĕ агроном. Çут çанталăкпа килĕшӳре пурăнма тăрăшать вăл. Çанталăка вăрçмасть. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Яла килсен кашнинех алă тытса сывлăх сунатчӗ»

Андриян Николаев космонавт летчик 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Восток-3» караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Унтанпа 60 çул иртрĕ.

Нумайăшĕ ыйтнă Космос паттăрне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче чыслама 8-мĕш тата 5-мĕш классенче вĕренме тытăнакан Нина Егорова-Михайловăпа Алевтина Пирогова-Петрова та хутшăннă. Вĕсем Андриян Григорьевичпа сахал мар тĕл пулса калаçнăран унпа çыхăннă самантсене аса илме килĕшрĕç. 1962 çулта Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсене хальхи вăхăтра çыхăнтаракан Мăн Çавал урлă хывнă тимĕр-бетон кĕпер пулман. Сĕнтĕрвăррисем Шупашкар енне Çĕрпӳ хули урлă каçса çӳренĕ. Виççĕмĕш космонавт та çуралнă ялне «ЗИС» çăмăл машинăпа /кунти музейре упранать/ çавра çулпа килнĕ, ăна хĕвел тухăç енчи уй хапхи умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. — Андриян Григорьевича хисеплесе Шуршăлта сахал мар йышăнтăмăр, — аса илчĕ Нина Михайлова, унăн ячĕпе хисепленнĕ колхоз ветфельдшерĕ, зоотехникĕ тата тĕп зоотехникĕ, 1985-1998 çулсенче председателĕ пулнăскер. — Унпа тĕл пулмассерен Мускавран 25 çухрăмри Çăлтăр хулине пырса курма чĕнетчĕ. Анчах пысăк должноçра ĕçлекенскере пĕрмай чăрмантарас килместчĕ. Ун чухне йывăр 1990 çулсемччĕ. Унран — депутатран — республикăна ертсе пыракансем, колхоза манран маларах ертсе пынисем е ыттисем бюджетран укçа илессишĕн пулăшма пайтах ыйтнине, вăл ыйтăва татса пама май килтернине эпĕ пĕлнĕ пулин те хуçалăх тĕллевĕсемпе ăна аптăратса канăçсăрлантарман. Ыйтакансен хушшинче уйрăм предпринимательсем те пурччĕ. Сăмахран, Комсомольски районĕнче çуралса ӳснĕ Анатолий Лукианова тата «Булгарстрой» предприяти директорне Владимир Абрамова унпа Çăлтăр хулинче паллаштартăм. Герой пире ĕç кунĕ вĕçленсен хваттерĕнче йышăнчĕ. Пӳлĕмĕсенче тирпейлĕччĕ, пурте вырăнтахчĕ. Хамăрпа пĕрле илсе кайнă кучченеçе сĕтел çине хутăмăр, кил хуçи холодильникри апат- çимĕçе кăларса лартрĕ — çĕрлечченех ăшшăн калаçса лартăмăр. Лукианов депутатран республикăра пурăнакансен пĕр пайне те пулин сахăрпа тивĕçтерес ыйтăва татса памашкăн пулăшма ыйтрĕ. Андриян Григорьевич йывăр лăхран тухмалли çула кĕске хушăрах шыраса тупнă, предприниматель Чăваш Ене сахăр песукĕ чылай турттарчĕ. Хăна çуртĕнче-и? Андриян Николаев 1992 çулта пысăк должноçран тата 1993 çулта депутатран кайсан ĕçсĕр юлнă, ăна пушă вăхăта мĕнле ирттересси самай шухăшлаттарнă. Ĕçсĕр пурăнма пĕлменскер 1994 çултанпа РФ Патшалăх Думин мандат комиссийĕн аппаратĕнче тăрăшнă. Космонавтсене вĕçеве хатĕрленĕ çулсенче вăл республикăна килсе çӳреме вăхăт нумай уйăрайман. Саппаса кайсан вара Чăваш Енре пурăнма, хăйне килĕшнĕ вырăнта ĕçлеме пул тарнă. 1993 çулта Андриян Григорьевич 64 çеç тултарнă-ха. Анчах унăн Чăваш Енре хваттер те, уйрăм çурт та пулман. Экономикăпа социаллă ыйтусене татса парассишĕн çĕрĕн-кунĕн тăрăшнă ЧР Правительстви ентешĕмĕре тимлĕх çителĕклĕ уйăрайман-тăр. — «Лукиановпа Абрамов виççĕмĕш космонавт республикăна килмессерен хăна çуртĕнче çĕр каçни намăс», — терĕç, 70 çулхи юбилейĕ умĕн Правительствăна чупа-чупа ăна Шупашкарта икĕ пӳлĕмлĕ хваттер илме пулăшрĕç, — чĕрине ыраттарсах калаçрĕ Нина Александровна. — 1999 çулхи авăн уйăхĕнче Анатолий Иванович Андриян юбилейне Комсомольски районĕнче йĕркелерĕ. Партин Тĕп комитечĕн членĕнчен, СССР Аслă Канашĕн халăх депутатĕнчен Валентина Терешкова космонавт летчикрен вара эпĕ колхоза пулăшма ыйтрăм. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

 www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.