Комментировать

10 Авг, 2022

«Хресчен сасси» 31 (2919) № 10.08.2022

«Пĕлĕве ÿстернишĕн савăнатăп»

Нумаях пулмасть «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă 32 çын диплом илчĕ. Вĕрентӳ проекчĕн виççĕмĕш йышĕнче вĕсем «Çырла туса илесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси», «Сыр хатĕрлесси» специальноçсемпе пĕлĕве ӳстерчĕç.

Курăмлă тĕрев

«Фермер шкулĕ» Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Республика пилотлă проекта виççĕмĕш хутчен хутшăнчĕ.

Кунта теорие ăса хываççĕ, фермер хуçалăхне тупăшлă тытса пыма, маркетинг, финанс ĕçĕ-хĕлне вĕренеççĕ. Бизнес-план хӳтĕленисем Раççей Ял хуçалăх министерствинчен, республикăран пулăшу илме конкурса хутшăнма пултараççĕ. «Фермер шкулĕнчен» маларах вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ «Перспектива», «Агростартап» тата ытти программăпа грантсем илнĕ. Бизнесра малтанхи утăм тăвакансемшĕн пысăк пулăшу, йывăр тапхăрта малалла утма алă тăсни.

Вĕрентӳ проекчĕ республикăри АПК отрасльне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ. Кадрсемпе тивĕçтернипе пĕрлех регионта сыр хатĕрлессине, çырла туса илессине, пулă ĕрчетессине, ял туризмне аталантарассине çĕнĕ шая çĕклерĕ. Вĕрентӳ проектне хутшăннисем бизнесра хăйсене хăюллăрах тытаççĕ, рынока çул такăрлатаççĕ. Вĕсем улма-çырла плантацийĕсем хываççĕ, сыр завочĕсем уçаççĕ, пĕве пĕвелесе пулă ĕрчетеççĕ тата ытти те.

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», — тенĕ. Çамрăксемпе пĕрлех аслăрах çултисем те парта хушшине лараççĕ. Унччен нумайăшне çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси канăç паман. Хальхинче вара çырла ĕçне вĕренес текеннисем ытларах пулнă, пурĕ 15-ĕн.

Улма-çырла туса илесси республикăра вăй илет кăна-ха. Темиçе çул каялла рынокра ют çĕршывран е кăнтăртан кӳрсе килнĕ пылак çимĕç ытларах пулнă. Юлашки вăхăтра вырăнта çитĕнтернĕ улма-çырла та сарăлма тытăнни шанăç кӳрет. Отрасле аталантарма «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнисем те пысăк тӳпе хываççĕ.

Шкулта теорие ăса хывнипе пĕрлех вĕсем республикăри, çĕршыври паллă фермерсен хуçалăхĕсенче, предприятисенче пулса çĕнĕ агротехнологипе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Çакă бизнеса кӳлĕнекенсене производствăна лайăхрах ăнланма пулăшать, ĕçе тухăçлă йĕркелеме вĕрентет.

Курни-илтнине — пурнăçа

Фермерсем теорие ăса хывнипе пĕрлех практика пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Хăв курни-илтнине мĕн çиттĕр? Вĕсен пĕрремĕш ĕçлĕ çул çӳревĕ Куславкка районĕнчи Елчĕкри Алексей Афанасьев фермер хуçалăхĕнчен пуçланнă. Çакна палăртма кăмăллă, вăл та «Фермер шкулĕнче» «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçа алла илнĕ.

Бизнес-проектне ăнăçлă хӳтĕленĕ хыççăн патшалăх пулăшăвĕпе усă курма конкурса хутшăннă. Грант укçине хуçалăхне аталантарма тăкакланă. Алексей Юрьевич пĕвере пулăсем ĕрчетет.

Çулталăкĕпех вырăнта туса илнĕ, тирпейленĕ продукцине — сивĕтнĕ тата чĕрĕ пулă сутать. Ытларах карпсем кунта, пурĕ 85% таран. Унсăр пуçне çăрттан, шурă амур ытти пулă та пур. Фермер пĕвисем 250 гектар йышăнаççĕ. Вĕтĕ пулăсем çитĕнмелли, амисене тытмалли, вăлча сапмалли, хĕл каçармалли… — туллиех вĕсем.

Сăмах май, Куславкка тăрăхĕнче ĕлĕкрен пулă ĕрчетнĕ. Елчĕк тăрăхĕнче отрасле аталантарма услови çителĕклех. Çитменнине, Енĕш, Атăл юхан шывĕсем те юнашарах. 1980 çулсенче Елчĕк ял тăрăхĕнче пулă отраслĕ çĕнĕ шая çĕкленнĕ. Çырмасем шывпа, пулăпа тулнă, хăватлă производство объекчĕсем уçăлнă. Хуçалăх шыв чĕр чунне сутса пысăк тупăш илнĕ. Шел, 1990 çулсенче рынок тапхăрĕнче предприяти йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Усă курманнипе, пăхса тăманнипе пĕвесем, цехсем юхăннă. Ĕçе малалла тăсакан, яваплăха хăй çине илекен тупăнман. Пысăк производствăна ĕçлеттерсе яма укçа-тенкĕ, вăй-хал нумай кирли те хăратнă темелле.

2012 çулта Шупашкарта пурăнакан Алексей Афанасьев ашшĕпе пĕрле пулă хуçалăхне чĕртсе тăратма тытăннă.

— Çĕннине пĕвелеме хаклă. Çавăнпа эпир киввисемпех усă курма шухăшларăмăр. Типпе юлнăскерсене тасатса шыв пырассине йĕркелерĕмĕр. Грант, çăмăллăх кредичĕсем финанс ыйтăвне татса пама, палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшрĕç, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать Алексей Афанасьев. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çĕнĕ пыл – кивĕ çăвар…

Пĕрремĕш Сăпаса мĕншĕн Пыл Сăпасĕ теççĕ? Мĕншĕн тесен çурла уйăхĕн варри тĕлне вĕллери рамăсем пылпа тулаççĕ. Шăпах пыл юхтармалли вăхăт çитет. Ĕлĕк Пыл Сăпасĕччен утарçăсен пыл юхтарса ĕлкĕрмелле пулнă. Унсăрăн тутлă шăршăллă пылак çимĕçе ытти утарти ылтăн хуртсем вăрласа каяççĕ тесе ĕненнĕ.

Христос тĕнне йышăннă хыççăн çĕнĕ пыла чиркӳре сăваплама тытăннă. Çавăн хыççăн кăна ăна çиме юранă. Пĕрремĕш Сăпасра ялсенче пыл ярмăрккисем ирттернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсем çак кун сим пыл тата пыл кăвасĕ хатĕрленĕ. Пыл ярса пĕремĕк, печени пĕçернĕ. Ачасемпе тăлăхсене, начар пурăнакансене пылак çимĕçпе хăналанă. «Пĕрремĕш карас — тăлăх ачасемпе хĕрарăмсене, чирлисене», — тенĕ.

Пĕрремĕш Сăпаса çавăн пекех йĕпе сăпас теççĕ. Çак кун авал кивĕ çăлсене тасатнă, çĕннисене сăвапланă. Çак тапхăра шыв сивĕннĕ. Çавăнпа: «Пĕрремĕш Сăпас хыççăн шыва кĕмеççĕ, е пĕрремĕш Сăпас хыççăн лашасене шыва кĕртмеççĕ», — тенĕ.

Халĕ те Чăваш Енри хурт-хăмăрçăсем пĕрремĕш Сăпас тĕлне пыл юхтарма тăрăшаççĕ. Вĕллери рамăсем пылак сĕткенпе тулсан хăшĕсем Сăпаса кĕтмеççĕ, утă уйăхĕн вĕçĕнчех пыл «уçлаççĕ». «Çĕнĕ пыл — кивĕ çăвар», — теççĕ пылак çимĕçе тутаннă чухне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи утарçăсем. Пыл юхтарсанах чи малтан вĕсем унпа ача-пăчана, кӳршĕ-арша хăналаççĕ. Утарçăсем хăйне евĕрлĕ çынсем. Хăйсем пуçарнă çăмăл мар ĕçне куç ӳкесрен хăраççĕ. Çавăнпа ют çынна утарти вĕлле шутне нихăçан та каламаççĕ. Тăвана пыл парсан ячĕшĕн 10 тенкĕ те пулин илеççĕ. Телей каясран хăраççĕ…

Туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăк мăшăршăн чап-чап уйăхĕ пуçланать. Вырăссем ăна «пыллă уйăх» /медовый месяц/ теççĕ. Çапах ăна мĕншĕн пыллă теççĕ? «Юрату тутлă, пылак пулнипе», — тейĕ вулаканăм. Кун пек каланине хирĕçлеме çук паллах. Анчах уйăх ячĕ урăх сăлтавпа çыхăннă. Раççейре вун тăххăрмĕш ĕмĕрте ашшĕ-амăшĕ çамрăк мăшăра туй вăхăтĕнче пĕр пичке пыл парнеленĕ. Иккĕ кăна мар, вунă килограмм тайнă вăл. Çамрăк мăшăрăн пĕр уйăхра çак пичкери пыла çисе ямалла пулнă. Ашшĕ-амăшĕ çапла майпа ачисем çирĕп пулччăр, мăнукĕсем сывă çуралччăр тесе тăрăшнă. Мĕншĕн пыл панă тетĕр-и? Раççейре ĕлĕк пылпа нумай амакран сипленнĕ. Хĕрарăма вăй патăр, ыратăвне çăмăллаттăр тесе ача çуратнă чухне пĕр кашăк пыл хыптарнă. Арçынсем вăй кĕтĕр тесе каçсерен пĕрер кашăк пыл çисе выртнă…

Хальхи вăхăтра утарçăсенчен ытларахăшĕ пыл юхтарнă ĕнтĕ. Ĕлкĕрейменнисем пĕрремĕш Сăпас тĕлне пыл «уçласшăн». Çапах мĕнлерех çу пулчĕ кăçал хурт-хăмăрçăсемшĕн? Пыл тухăçĕ еплерех-ши? Иртнĕ хĕлле юр самаях çурĕ, çил-тăман та вĕçтеркелерĕ.

«Апла тăк çулла çумăр çумалла, ăшă кунсем те тăмалла. Пыл çулĕ пулать», — тенĕччĕ маларах çут çанталăка сăнакансем. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Куçкинри сад ăсти

Ĕлĕк-авал, 20-мĕш ĕмĕр пуçлансан, Атăл хĕрринчи пĕр чăваш ялĕнчи Ваçлей каччăн авланма вăхăт çитнĕ. Вăтанчăк та хăюсăрскер кӳршĕ яла хĕр пăхма Иван ятлă юлташне илсе кайнă. Пикен ашшĕ-амăшĕ çамрăк та сатур-мĕн. Калаçма пуçланă хайхисем. Иван хăйĕн яка та пыллă чĕлхипе хĕр ашшĕн чĕри патнех çитсе вырнаçнă, чĕмсĕр Ваçлей аптăраса шăпăрт ларнă.

Вилĕмпе пурнăç хушшинче

— Иван, хĕрĕме Ваçлее мар, сана паянах парса яма хатĕр, — кăмăлĕ уçăлнă 2-3 черкке ĕçсен пике ашшĕн.

Хăюллă Иван çакна кĕтменнипе çухалса кайнă, тусне шеллесе çине-çинех эрех шаплаттарнă. Хайхискер ӳсĕрĕлсе тăпчан çине кайса выртнă. Ваçлей хăйне яла епле çитернине те астуман вăл. Ирхине вăраннă та пӳртĕнче çав ĕнерхи акăш пикене курах кайнă.

— Кам пултăн, мĕн ятлă эсĕ? — тĕлĕннĕ Иван. Мухмăр сĕвĕрĕлнĕ май тавçăрса илнĕ: «Ваçлей тусăмăн ĕнер çураçнă хĕрĕ-çке ку»...

— Праски эпĕ. Атте ĕнер сан патна илсе килчĕ те: «Пурăнăр Иванпа, сывă та телейлĕ пулăр, ача-пăча çуратса ӳстерĕр», — тесе тухса кайрĕ, — хуравланă пике. Килĕшнĕ Иван, Праскипе çывăхрах паллашнă, çакăн пек телей килнех килнинчен тĕлĕннĕ. Хăйĕнчен вунă çул кĕçĕн, илемлĕ чиперккене качча илнĕ вăл. Çапла çуралнă чăваш ялĕнче çĕнĕ çемье. Çулталăк иртсен вĕсен ывăлĕ Санькка çут тĕнчене килнĕ. Иван кĕрнеклĕ те çирĕп хресчен пулнă, 3-4 лаша тытнă. Çамрăклах ямшăк пулса çӳреме пуçланă. Ун чухнехи ямшăкăн ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл пулман. Çилтăманра, шартлама сивĕре, йĕпе-сапара, шăрăхра та вăрăм çулпа вĕçĕм çынсене илсе çӳренĕ вăл, Саратов кĕпĕрнинчен пуçласа Малоярославец хулине çитиех. Чарăну çурчĕсем Шупашкарта, Ильинкăра, Çармăсри Липовкăра, Чикме /Козьмодемьянск/ хулинче пулнă. Хутран-ситрен киле те кĕрсе çĕр каçкаланă Иван. Колхозсем пуçлансан лашисене туртса илнĕ, хăйне кулак тесе кĕçех Çĕпĕре ăсатман. Шкулта вĕренеймен вăл, сас паллисем кăна палланă.

Вилес умĕн çулталăк малтан Перасковья Степановна Санькка ывăлне юнашар лартнă та пулни-иртнине куç умне кăларнă:

— Ача чухне виçĕ хутчен вилсе чĕрĕлтĕн эсĕ, Санькка. Мĕн курмарăмăр, мĕн тӳсмерĕмĕр пулĕ санпа. Пĕррехинче эсĕ, виçĕ çултискер, урамра шывпа выляма тухмашкăн йăлăнтăн. Çуркуннеччĕ ун чухне. Чармарăм. Çĕнĕ пӳрт лартмалли вырăнта тĕп сакай валли шăтăк чавнăччĕ, çурхи шыв-шур хĕррипе танах тулнăччĕ. Пĕчĕкскер унта кĕрсе ӳкнĕ. Юрать-ха, шалчаран çакланса ларнă, путайман. Сана çухатнипе кил-тĕрĕшре, ял тăрăх шыратпăр, тупаймастпăр. Иккĕмĕш хут шырама тухсан пăтранчăк шывра сăмсупа куçу курăнсах кайрĕç. Туртса кăлартăм, эсĕ вара куçна хупнă, сывламастăн, шăлна çыртса лартнă. Аçу урамран чупса çитрĕ, шĕшлĕпе çăварна уçрĕ те ăшă эрех кăштах ĕçтерчĕ, кĕрĕкпе чĕркесе вĕри кăмакана хутăмăр. Виçĕ сехетрен тин кăшкăрса ятăн: «а-а-а-п-п-п-и-и-и!» Кăмакаран кăлартăмăр, кăшт вăхăт иртсен урайĕнче чупса çӳреме пуçларăн.

Тепрехинче, хĕлле, йĕтем çине авăн çапма кайрăмăр, эсĕ вара килте юлтăн. «Санькка, — асăрхаттартăм сана, — сурăхсене витерен ан кăлар, путекки шăнса хытать». Эсĕ, тăватă çултискер, кил картишне тухнă. Анчах шăршăннă алăка уçайманнипе каялла кĕреймен. Эпĕ вара ĕçрен çур çĕрпе кăна çитрĕм. Картише кĕрсен урана тем çемçескер перĕнчĕ. Эсĕ путекпе пĕрле юр çинче хускалмасăр выртатăн. Аçупа хыпăнса ӳкрĕмĕр: мĕн тумалла? Вăл каллех çăварна шĕшлĕпе кăштах уçрĕ, ăшă эрех сыптарчĕ, тăлăппа чĕркерĕмĕр. Хăвăртрах кăмака хутса ятăмăр. Вутă çунса пĕтсен тата кăмака хĕрсен унчченхи пекех шала хутăмăр. Макăрса тăнна çухатнă пулнă эсĕ. Каллех виçĕ сехетрен сассуна патăн, — каласа панă амăшĕ.

— Виççĕмĕш хут вилĕм умĕнче тăнине хам та лайăх астăватăп, — тенĕ каярахпа Александр Иванович.

— Вунă çултаччĕ ун чухне эпĕ. Мĕн тери айван пулнă! Çуркунне. Атăл хĕрринче пăр кайнине сăнатăп. Çӳлтен пысăк, сарлака пăр юхса анать. Яла çитме икĕ çухрăм утмалла манăн. «Мĕншĕн пăр çине ларса анас мар», — тесе шухăшласа илтĕм те ун çине сикрĕм. Тӳперен хĕвел ăшăтать, пĕлĕт янкăр кăвак… Ярăнса пынăçемĕн пăр çурăла-çурăла вакланма пуçларĕ. Çитменнине, вăйлă çил килсе çапрĕ, эпĕ вырнаçнă пăр катăкне Атăлăн сулахай еннелле тĕксе кайрĕ. Кĕçех пăр шывпа хупланчĕ... Кун хыççăн мĕн пулса иртнине ыттисем каласа панă тăрăх кăна пĕлетĕп. Мана, ухмах мĕскĕне, ырă çынсем асăрханă пулнă, киммипе хăвăртрах ишсе пырса путасран çăлнă. Тăна çухатнăскере, аттепе анне эрехпе сăтăрса, массаж туса ура çине тăратнă. <...>

Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

♦   ♦   ♦


Рекордсене çĕнетнĕ

Çурла уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ.

Спортсменсене РФ спорт министрĕ Олег Матыцин, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Привалова, Олимп чемпионĕсем Юрий Борзаковский, Валентина Егорова, Елена Николаева тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Кăçал 800 спортсмен старта тухрĕ. Куракансем шăчăпа сикекен Анжелика Сидоровăна уйрăмах кăмăллăн йышăнчĕç. Мускав спортсменĕ 4,91 метр сиксе Раççейри кăна мар, тĕнчери чи вăйлă атлет пулнине çирĕплетрĕ. Кăçал тĕнче чемпионачĕн çĕнтерӳçи Кэти Наджиотте /АПШ/ 4,85 метр кăна сикнĕ. Анжелика Раççей чемпионатĕнчи кăтартăва та лайăхлатнă: 2016 çулта Елена Исинбаева Шупашкарта 4,90 сикнĕччĕ. Анжеликăн чи лайăх кăтартăвĕ — 5,01 м /2021 çулта Цюрихре иртнĕ «Бриллиант лиги» турнирта сикнĕ/.

100 метрлă дистанцире те хĕрӳ тупăшу иртрĕ. Ку старта РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Сергей Смирновăн вĕренекенĕсем Марина Максимовăпа Виктория Максимова тухрĕç, анчах Маринăна кăна ăнчĕ: вăл — виççĕмĕш, Виктория — тăваттăмĕш. «Кунашкал пысăк чемпионатра пĕрремĕш хут ăмăртма яланах йывăр. Эп мĕн вăй çитнĕ таран тупăшрăм», — терĕ Канаш хĕрĕ. Иккĕмĕш ăмăртура вара Виктория пурне те тĕлĕнтерчĕ: 200 метрлă дистанцире финиша пĕрремĕш çитсе чемпион ятне тивĕçрĕ.

Сергей Шубенков /110 м/, Владимир Никитин /5000 м, вăл чемпионат рекордне çĕнетрĕ/, Светлана Аплачкина /5000 м/, Мария Ласицкене /çӳллĕшне сикесси/, Александр Меньковпа Елена Соколова /тăршшĕне сикесси/, Илья Шкуренев /10 енлĕ кĕрешӳ/, Софья Палкина /молот ывăтасси/ т.ыт. çĕршыври спорт лидерĕ пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç.

Раççей чемпионачĕ ку хутĕнче унчченхисенчен уйрăлса тăчĕ. Кăçал ăмăрту программине хăвăрт утмалли дистанцие те кĕртнĕ. Ку çĕнĕлĕх Раççей спортсменĕсене тĕнче шайĕнчи турнирсене хутшăнма чарнипе çыхăннă. Çĕршыв чемпионатне шăпах хăвăрт утакансем уçрĕç. Челябинск облаçĕнчи Василий Мизинов 10 пин метрлă дистанцире финиша чи пĕрремĕш çитсе Раççей рекордне çĕнетрĕ. Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн кăтартăвĕ — 38 минут та 14,24 çеккунт. Юлашки хут ку дистанцире 2000 çулта Виктор Бураев рекордпа палăрнă. Ун чухне спортсмен финиша 38,46 минутра çитнĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.