Пĕчĕкрен суйласа илнĕ çулпа...
Шкулта вĕреннĕ чухнех юрра-ташша ăста пулнă вăл. Ачалăхри киленĕç каярахпа пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă
Анатолий Юдин пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă. Вăрнар районĕнче пурăнакансем çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çуралса ÿснĕ çамрăксем те ун патĕнче вĕреннĕ. Анатолий Иванович хальхи вăхăтра Вăрнар поселокĕнче пурăнать. Унăн ăсталăхĕ пирки тахçанах илтнĕ, сцена çинче темиçе те курнă. Хамăн çавнашкал пултарулăх çукран ун çине кашнинчех ăмсанса пăхнă. Музыкăна чунтан юратакан, юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене пĕлекен çынпа курса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.
"Музыкăна пĕчĕкрен юратма пуçланă. Шкулта пĕрремĕш артист пулнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн юрлама вĕренес тесе Шупашкара çул тытрăм. Илмерĕç. Манăн хороведенине каймалла пулнă. Йăнăш турăм. Кун пирки вĕрентсе калакан пулман", - аса илет Анатолий Иванович.
Ăçтан пырать-ха Юдинăн çак пултарулăхĕ? "Анне юрлама юратнă. Пичче те хитре юрлатчĕ, сасси лайăхчĕ, - калаçать малалла хастарскер. - Таçтан тупнăччĕ вăл хăлтăр-халтăр балалайка. Вырăн çине урисене тăратса выртатчĕ те пантăртаттарма пуçлатчĕ. Пулсах пĕтейместчĕ хăйĕн. Унтан тарăхса балалайкăна перетчĕ. Çÿп шăтăкĕ патĕнче выртса çĕр каçатчĕ вара инструмент. Тепĕр кун çĕмрĕкскере юсатчĕ, каллех пантăртаттарма пуçлатчĕ".
Пĕчĕк Анатолий те балалайка калама вĕренесшĕн пулнă. Ĕлкĕреймен: пиччĕшĕ инструмента кăларса пенĕ. Хут купăс калама вĕренме хирĕçре пурăнакан Никантăр пичи ирĕк паман: çĕмĕрен тесе музыка инструментне тыттарман. "Вăхăт çитсен хамах пĕтĕмпех вĕрентĕм. Никам та ăс паман. Каярахпа хамах купăс, баян туянтăм", - тет Анатолий Иванович.
Ачалăхри киленĕç пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. А.Юдин И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн музыка факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. "Хормейстера вĕрентĕм. Питĕ ăста педагогсем пулнă манăн: В.Ходяшев, Т.Фандеев... - сăмахне тăсать вăл. - Çĕмĕрлене ĕçлеме ячĕç. Кашни класра хĕрĕхшер ача. "Ой-ой!" - терĕм те Вăрнара тарса килтĕм. Петĕр Ялкир районăн кивĕ культура çуртне хормейстера йышăнчĕ. Çамрăксен юрăпа ташă ансамбльне ертсе пыма пуçларăм".
А.Юдин Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче нумай çул ĕçленĕ. Вăл вĕренекенсене пухса йĕркеленĕ хор кĕрлесе кăна тăнă. Тĕрлĕ смотрсемпе конкурссене хутшăннă. Мускава, Мурома, Чул хулана, ытти çĕре çитсе килнĕ. Атăл тăрăхĕнчи ял хуçалăх техникумĕсенче пултарулăхне кăтартнă. 70-мĕш çулсенче А.Юдин тăрăшнипех "Студентсен çуркунни" конкурс йĕркелесе янă. "Çав вăхăтрах профориентаци ĕçне те туса пынă. Ялсем тăрăх çÿресе вĕренекенсене пухаттăмăр. Кашнинчех илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе çула тухнă, концертсем кăтартнă, - каласа парать Анатолий Иванович. - Пĕррехинче питĕ интереслĕ самант пулчĕ. Сцена çине тухса тăтăмăр, юрра манса кайрăм. Гена Максимов вĕренекен те пурччĕ. Ун чухне вĕсем виççĕн юрлатчĕç. Каялла кĕтĕмĕр. Аса илтĕм. Тухсан каллех манса кайрăм. Кусем мана хăлхаран пăшăлтатаççĕ. Çĕнĕ юрăпа сцена çине тухма питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен тональноçе пĕлместĕн, кĕввине тăруках аса илейместĕн. Виççĕмĕш хутĕнче тухсан аран аса илсе юрлаттартăм".
Анатолий Юдинăн пурнăçĕнчи тепĕр тапхăр - районти культура çуртĕнче ĕçленĕ çулсем. Унта вăл 1982 çулта Виталий Кольцов чĕннипе пынă. Унччен район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçинче тăрăшнă. "Администраци ĕçĕ килĕшмест. Ман чуна пултарулăх ĕçĕ çывăх. Ташă-юрăпа ĕçлесен нервăсем те лăпланаççĕ. Концертсем лартса çÿретĕн. Çавă мана ытларах килĕшетчĕ", - ĕçрен кайнине сăлтавлать А.Юдин.
Шел те, хальхи вăхăтра хорсем модăра мар. "Çамрăксене урăххи интереслентерет. Музыка, ташă жанрĕсем улшăнчĕç те - хора хисеплесех каймаççĕ. Çара кăкăрĕсене, урисене кăтартса ташласшăн. Унччен ун пек марччĕ", - пăшăрханса калаçать пилĕк çĕр çынлă хорсем пухма пултарнă Анатолий Иванович. Çав çулсенче колхозсемпе совхозсен, кашни предприятипе организацин хăйĕн хорĕ пулнă. Пысăк уявсенче вĕсене пĕрлештерсе халăх умне кăларнă. Халĕ кун пирки аса илсе калаçни кăна ĕнтĕ.
Ватă çынна культура пуласлăхĕ хытă канăçсăрлантарать. "Культура ĕçченĕсем çул тăрăх çÿп-çап пухса çÿренипе культура малалла каяймĕ. Юрă-ташă манăçа тухрĕ. Музыкăна вĕреннĕ çынсем сахаллансах пыраççĕ. Вĕсене улăштаракансем урăх енпе ĕçленĕ çынсем. Хальхи вăхăтра тракторист та, комбайнер та культура çуртĕнче ĕçлеме пултарать, - чунтан пăшăрханса калаçрĕ ватă çын. - Тракториста темиçе уйăхра тухма пулать. Музыкăна вара вун виçĕ çултан кая мар вĕренмелле".
Анатолий Иванович 1990 çулта ветерансен хорне йĕркеленĕ. Коллектива виçĕ çултан "халăх" ята панă. Хăй вăл юрлама анчах мар, ташлама та юратать, сăвă калама кăмăллать. "Пĕтĕм жанрлă юрăсене юрататăп, классикăна та кăмăллатăп. Анчах ăна юрлама йывăртарах. Чиркÿ юррисене те юрланă. Сюитăсем тума юрататтăмччĕ. Халăх хорне çÿрекенсене такмаксем те калаттарнă", - тет. Анатолий Иванович каланă тăрăх - çулталăк тăрăшсан кирек кама та хитре юрлама вĕрентме пулать иккен.
А.Юдин тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне пăрахман. Малалла та ĕçлес туртăмĕ пулнă. Юлашки çулсенче вăл культура паркĕн ертÿçинче тăрăшнă. Тăватă-пилĕк çул каялла должноçа кĕскетнипе ватă çын ĕçсĕр тăрса юлнă. Çакăн пек майпа ĕçрен тухмалла пулнишĕн питĕ кÿреннĕ вăл. "Хăйсем каялла илетпĕр тесе шантарчĕç. Илмерĕç. Кÿрентĕм уншăн. Нервăсем йăлт пăсăлчĕç çакăн хыççăн. Тĕрĕслĕх шыраса чупмарăм ĕнтĕ", - тет 74-ри ватă. Хора çÿреме те чарнă ăна. Чăрмантарать имĕш.
Ĕмĕрне культура тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернĕ Анатолий Юдин пуçне усмасть. "Нарспи" спектакле çĕнĕлле лартнă вăл. Тăхтаман рольне хăй вылять. "Аллă çула çитиччен авланмасăр пурăнтăм..." - юрласа ячĕ калаçса ларнă хушăрах. Спектакле тăван ялĕнче, Красноармейски районĕнчи Кушкăра, кăтартасшăн. Тепĕр ĕмĕчĕ - çак ялта çуралса ÿснĕ паллă çынсене пĕрле пухасси, вĕсен курăмлă ĕçĕсемпе тата пултарулăхĕпе ентешĕсене паллаштарасси. Кушкăра асфальт çул çукки те пăшăрхантарать ăна. "Ял пуçне çитет-ха. Малалла вара? Урам çăрăлса кăна тăрать", - тет.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Вăрнар районĕ