Тантӑш № 30 (4799) 04.08.2022
Шăрăхра та уя васкаççĕ
Çуллахи вăхăтра улăх-çаранта, çырма-çатрара мĕн тĕрлĕ кăна курăк çитĕнмест пулĕ. Вĕсен хушшинче сывлăхшăн усăлли те нумай. Тухтăрсем те тепĕр чухне курăк чейĕ ĕçме сĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, салтак тӳми шăнса пăсăлнинчен сыватать, пыр ыратнинчен аван, сар çип ути пуç ыратнине ирттерет, вĕлтĕрен, хурăн çулçи шывĕ çӳçшĕн усăллă. Эмел хатĕрленĕ çĕрте те вĕсем питĕ кирлĕ. Кашни ӳсен-тăранăн хăйĕн вăхăчĕ. Чылайăшне шăпах çурла уйăхĕнче пуçтараççĕ те.
Пилеш курăкĕпе хурăн çулçи
Эмел курăкĕ пуçтарма ансат теме çук. Паянхи кун çак ĕçе хутшăнакан ачасем пур-ши? Çакна пĕлес тесе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райповĕпе çыхăнтăм. Аслă категориллĕ менеджер Марина Упракина шкул ачисен çу кунĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Çулсерен пĕр çынсемех курăк пуçтараççĕ иккен. Ку енĕпе темиçе çул ĕнтĕ Октябрьски шкулĕн ачисем хастар. Акă Никита Иванов, Коля Кириллов, Данил Упракин пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ улăх-çарана сиплĕ курăк пухма тухаççĕ.
— Çуллахи вăхăта ачасем усăллă ирттерме тăрăшни савăнтарать. Паллах, курăк типĕтесси ансат ĕç мар. Чĕррин виçи пур-ха, типпи — çăп-çăмăл-çке. Çавăнпа та хĕвел çинче нумай тар тăкма тивет. Ирхине, каçхине сывлăм ӳкет, ун чухне пуçтараймастăн. Данил Упракин — ман ывăл. Вăл виçĕ класс пĕтерсе тăваттăмĕшне куçрĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çу кунĕсенче улăх-çарана тухать. Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюзăн Тав хутне тивĕçрĕ. Çакă та хавхалантарчĕ пулĕ. Пухнă укçи-тенкипе Данил çĕнĕ йышши велосипед туянасшăн. Хăй ĕçлесе илнĕ тупăшшăн мĕн тери хĕпĕртет. Вăл халĕ пилеш курăкĕ пуçтарать. Тĕрĕс пухма та пĕлмелле. Чечекне кăна татмалла мар, курăк тăршшĕ 15 сантиметр пулмалла. Хурăн çулçине Питравччен типĕтсе хатĕрлерĕ, ун чухнехи усăллăрах, — паллаштарчĕ Марина Бехтиеровна.
Эмел курăкĕ пуçтараканăн чи малтан мĕн пĕлмелле-ха? Хăш вăхăтра мĕнле курăк пухмаллине. Октябрьски шкулĕн вĕренекенĕсем сезон пуçлансанах ӳсен- тăран календарĕпе паллашма васкаççĕ. Нумай та вăхăт иртмест — вĕсем мĕн кирлине тупса та килеççĕ. Тĕслĕхрен, çу пуçламăшĕнче ама хупаххи, сар çип ути, армути пуçтараççĕ. Çак курăксене ачасем ытларах килĕштереççĕ иккен. Вĕсене шырама тата пухма йывăр мар. Çавăн пекех шур тăрăллă хыт курăка та. Ăна пуçтарма çăмăл-мĕн тата йывăрăшĕ те пур. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пирĕн хăрама вăхăт çук
Мĕнле професси суйламалла? Çитĕнсен кам пулмалла? Çак ыйтусем Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Алексей ИВАНОВА 8-мĕш класрах канăç паман. Пушар хуралĕнче тăрăшакансем ăна хăюллăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çавна аса илнĕ те: «Эпĕ пушар службин ĕçченĕ пулатăп», – тенĕ çирĕппĕн каччă.
Тăхăр класс хыççăн Алексей Атăлçи технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалне вĕренме кĕнĕ. 2006 çулта «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа алла илнĕ. Тăватă çул хушшинче пулас професси çинчен тарăнрах пĕлнĕ вăл. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн, 2018 çулта, Сĕнтĕрвăрринчи 34-мĕш пушар чаçне ĕçе вырнаçнă. Алексей Аркадьевич хăйĕн ĕçĕ- хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ:
– Пĕрремĕш хут пушар сӳнтерме кайни халĕ те асăмрах. Атăл хĕрринчи вырăс ялĕнче тухнăче вăл. Пушара сӳнтертĕмĕр, каймалла ĕнтĕ, анчах ял халăхĕ хуçи пӳртрех пулнине пĕлтерчĕ. Ĕлĕк ăшă пулмашкăн мачча тăррине тăпра хунă, пушарта вăл йăтăнса аннă. Вилнĕ çынна çур метр хулăнăш тăпра, кĕл, хăрăм ăшĕнчен чавса кăлартăмăр. Çак хăрушă ӳкерчĕк халĕ те куç умĕнчен каймасть.
Тепĕр самант та манăçман. Кушник ялĕнче пушар сӳнтернĕ чухне насус ванса кайрĕ. Тăхăр тонна хатĕр шывпа усă курайманни малтанах пăшăрхантарчĕ. Юрать-ха, пирĕн диспетчер хăвăрт пулăшу ячĕ. Çулăма сарăлма памарăмăр. Чунра çавах йывăр пулчĕ. Çакна каласшăн: пирĕн хăрама вăхăт çук. Вырăна çитсен пĕр тĕллев: çулăма сӳнтермелле, çынсене çăлмалла. Пушар мĕн тери хăрушă пулнине, аманма пултарнине кайран кăна шухăшласа илетĕн.
Эпĕ çăмăл ĕç шыраман. Пушар хуралĕнче йывăррине малтанах пĕлнĕ, ăнланнă. Обществăшăн усăллă пулас, çынсене пулăшас, çăлас килет. Пирĕн хушăра ырă çын сахал мар. Виçĕ çул каялла Хуракасси ял тăрăхĕнче кинемей çухалнăччĕ. Ăна шырама полици ĕçченĕсене, пире, халăха явăçтарчĕç. Халтан кайнă кинемее вăрмантан илсе тухрăмăр, машинăпа лартса килтĕмĕр. Хĕрĕ тав турĕ. Çав самантсем маншăн питĕ паха. <...>
Надежда КОЛЕСНИКОВА.
♦ ♦ ♦
Тум улăштарсан пире палламаççĕ
«Мансăр пуçне пирĕн килте никам та хăйĕн пурнăçне строитель профессипе çыхăнтарман. Çĕнĕ Шупашкарта штукатур- маляра вĕренсе тухни 15 çул çитрĕ. Малтанах ĕçлеме йывăрччĕ. Ачасем пĕчĕк чухне пăрахма тиврĕ, анчах каялла таврăнтăм. Мана хамăн ĕç килĕшет, укçи-тенкине те аван тӳлеççĕ», – терĕ Татьяна КОРКУНОВА.
Эпир паллашнă чухне Таня Сĕнтĕрвăрринчи «Пилеш» ача садĕнче пĕр пӳлĕлĕмен стенине сăрлатчĕ. Суйланă професси Таньăна укçа-тенкĕшĕн кăна илĕртмест. Хăйĕн ĕçĕ ăна киленӳ кӳрет. Вĕсем шкулсене, ача сачĕсене юсаса çĕнетеççĕ. Кун пек чухне ытларах дизайнерсем суйланă сăрă тĕсĕсемпе усă кураççĕ. Уйрăм çынсем те чĕнеççĕ ăна. Ĕç хыççăн е канмалли кунсенче Татьяна вĕсене пулăшма вăхăт тупать. Кун пек чухне специалистпа канашлакан чылай. «Мĕнлерех тĕс суйласан лайăхрах-ши? Эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр?» – ыйтусене хваттер е çурт хуçисенчен час-часах илтет. Кашнинех сĕнӳпе пулăшма тăрăшать.
Паянхи çамрăксен йышĕнче çак профессие суйлакансем пур-ши? Кивелнĕ стенасене хырса тасатнă чух вĕçекен тусан, сăрă шăрши вĕсене хăратмасть-и? Кун пирки Таня Коркунова хăйĕн шу-хăшне пĕлтерчĕ:
– Штукатур-маляр пулас текенсем пур. Сăмахран, эпĕ вĕреннĕ техникумран кашни çул пĕр ушкăн дипломлă специалист тухать. Анчах теприсем алла илнĕ специальноçпа ĕçлесшĕн мар. Кун пек ĕçре вăрăм чĕрне хуçăласран, маникюр пăсăласран хăраççĕ. Акă, эпĕ сăрланă вăрăм чĕрнесемпех ĕçлетĕп, пĕрре те кансĕрлемест, пурте йĕркеллĕ. Сăрланатăп та. Эпир – хĕрарăмсем, пирĕм хамăра пăхма пĕлмелле. Чăн та, пирĕн çинче – тĕрлĕ сăрăпа вараланса пĕтнĕ тум, пуçра – тутăр. Стенана хырса тасатнă чухне тусан вĕçесрен маска та тăхăнатпăр. Тум улăштарсан пире палламаççĕ. Пĕррехинче коридорпа утса пыратпăр. «Хĕрсем, эсир ăçта каятăр?» – сисчĕвленсе ыйтрĕ ача садĕнче ĕçлекен. Ĕç хыççăн хывăнса тăхăннине, штукатур-маляр пулнине кула-кулах ăнлантартăмăр.
Штукатур-маляр профессийĕ – кăсăклă. Çынсемпе калаçма пĕлмелле. Вĕренсе тухнă чухнехи шайра тăма юрамасть. Унсăрăн пурнăçран юлатăн. Ĕç хатĕрĕсем, материалсем çĕнелсе улшăнса пыраççĕ. Çакă пире пĕр вĕçĕм аталанма хистет. <...>
Надежда КОЛЕСНИКОВА.
♦ ♦ ♦
Кушак йăтса пымаççĕ
Выльăхăн чĕлхи çук, тем пек ыратсан та, мĕн те пулин канăçсăрлантарсан та калаймасть. Кун пек лару-тăрура мĕн тумалла-ха? «Эпĕ тӳрех выльăха сăнама, тĕрĕслеме тытăнатăп. Чи малтан ӳт температурине виçетĕп, сывланине пăхатăп», – терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăри ветеринари участокĕнче ĕçлекен Константин СЕРГЕЕВ.
Караньяль каччи ачаранах чĕр чунсене, уйрăмах йытă- кушака, юратнă. Биологи урокне килĕштернĕ. Çитĕнсен çын е выльăх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă классенче çирĕппĕнех ветеринар профессине суйлама тĕв тунă. Чăваш патшалăх аграри университетне çул тытнă. 2012 çулта аслă пĕлӳллĕ специалист пулса тăнă. Ветврач хăй çуралнă тăрăха практикăна килнĕ те яланлăхах унта юлнă. «Манăн пĕр ĕç вырăнĕ – Урхас Кушкăри ветеринари участокĕ. Унта эпир иккĕн ĕçлетпĕр», – терĕ кăмăллăн.
Вунă çул хушшинче ял халăхĕн выльăхне ура çине тăма сахал мар пулăшнă вăл. Укол тунă, капельница лартнă, юн илсе лабораторие ăсатнă. Константин Александрович юратнă ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ:
– Ялти пурнăç ытларах килĕшет. Кунта шăв-шав çук, ирĕклĕ. Хулара хама читлĕхри пек туятăп. Манăн ĕçпе шăпах ялта пурăнмалла. Пирĕн тĕллев: тĕрле чиртен профилактика ирттересси. Çынсем пирĕн пата чылай чухне ĕне чирлесен килеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх хăратать çав. Ĕне ытларах чухне пăруланă хыççăн чирлет. Выльăх ӳксе ура хуçсан сыватма йывăр. Ун пек тĕслĕх пулнăччĕ. Акт çыртăмăр та пусма ăсатрăмăр. Тепĕр тĕслĕх: ĕнеен вар-хырăмĕ пăсăлни. Вăл питĕ хăвăрт кӳпĕнет, хуçисем асăрхаса та ĕлкĕреймеççĕ. Йывăрланса çитсен тин шăнкăравлаççĕ. Ĕне 10 минут хушшинче вилет. Чуна хурлантаракан. Çавăн пек тĕслĕх халĕ те асрах.
Çынсем хулари пек ман пата кушак йăтса пымаççĕ, мĕншĕн тесен ялтисем час-час чирлемеççĕ. Пыйтă ернинчен пулăшу ыйткалаççĕ. Кушак е йытă ура хуçсан та тӳрех хулана илсе каяççĕ. Пирĕн рентген тумалли оборудовани çук. Сыватасса кĕтсе куçран пăхакан выльăх-чĕрлĕхе пулăшсан, çăлсан чун савăнать. Хуçисен ырă сăмахĕ те хавхалантарать. Çавăнпа тăрăшсах ĕçлес килет. <...>
Надежда КОЛЕСНИКОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...