Шкула кайма пулăшаççĕ
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хастарĕсем çулсерен сахал тупăшлă тата йышлă çемьесене ачисене шкула яма хатĕрленме пулăшаççĕ.
Акци «Çĕнĕ шкул» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçланать. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, парти проекчĕн координаторĕ Алена Аршинова пĕлтернĕ тăрăх, çапла майпа çулсерен Раççей регионĕсенчи 160 пине яхăн ача пулăшăва тивĕçет. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» шкула кайма кирлĕ япаласене: канцеляри таварĕсене, шкул тумĕ, атă-пушмак, рюкзак, ыттине — йышăнакан 4 пин ытла пункт йĕркелет. Кăçал Донбасран куçса килнĕ ачасене пулăшассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрăпăр», — тенĕ Алена Аршинова.
Паян «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов «Ачана шкула кайма хатĕрлер» акци пирĕн тăрăхра та старт илнине пĕлтернĕ. «Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăхран та сахалрах вăхăт юлчĕ. Пурте лайăх пĕлетпĕр, çак тапхăр ашшĕ-амăшĕшĕн уйрăмах хĕрӳ шутланать. Ачасене шкула яма япаласем туянмалла. Çак акцие пуçарнин тĕллевĕ — сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси. Унта депутатсем, предпринимательсем, общество организацийĕсем, ыр кăмăллăх организацийĕсем, çын нуши-тертне чĕре патне илекен граждансем хутшăнма пултараççĕ, — тенĕ Леонид Черкесов çак ятпа йĕркеленĕ уявра. — Шкула кайма кирлĕ япаласене партин регион тата вырăнсенчи йышăну пӳлĕмĕсене пырса пама юрать. «Çамрăк гварди» хастарĕсем вĕсене çемьесем патне çитерĕç».
Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, Донбасран куçса килнĕ ачасене пулăшассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Вĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ытти ачапа тан шкула кайма рюкзакпа, ручка-тетрадьпе, вĕренӳре кирлĕ ытти япалапа тивĕçтерĕç.
www.hypar.ru Автор сăн ÿкерчĕкĕсем