Комментировать

2 Авг, 2022

Хыпар 85 (27964) 02.08.2022

Выльăха маркăлани чир-чĕр сарăласран сыхлĕ

Пĕр уйăх каялла Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене маркăлассипе çыхăннă саккуна алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Выльăха ятарлă паллă лартни мĕн тума кирлĕ? Ăна мĕнле меслетсемпе пурнăçлĕç? Паянхи номерте çак ыйтусен хуравне специалистпа пĕрле уçăмлатăпăр.

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР патшалăх ветеринари службин ертӳçин çумĕ Николай  Харитонов уçăмлатĕ.

— Выльăх-чĕрлĕхе ятарлă паллă лартассипе çыхăннă саккун хăçан вăя кĕрет? Ăна мĕнле тĕллевпе ирттереççĕ? Çак ĕçе хăш вăхăтра тата камсем пурнăçлĕç?

— Выльăха маркăласси пирки тахçанах сăмах пырать. Раççей Ял хуçалăх министерстви идентификацилемелли тата шута тăратмалли чĕр чунсен списокне 2016 çултах çирĕплетнĕ, анчах кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче кăна «Ветеринари çинчен» саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Ун тăрăх, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене маркăласси çинчен калакан саккун 2023 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕмелле. Çак ĕç хăçанччен тăсăлассине РФ Правительстви каярахпа палăртĕ. Саккуна кĕртнĕ улшăнусенчен çакă паллă: маркировкăна ерекен чир сăлтавĕсене тата çул-йĕрне тупса ăна сарăлма парас мар тесе ирттереççĕ.

Çакна палăртмалла: тискер тата шыв чĕр чунĕсене, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ выльăх шутне кĕмен килти чĕр чунсене те — вĕсен йышне кушакпа йытта та кĕртеççĕ — маркăламаççĕ.

Паллах, выльăха ятарлă паллă лартас ĕçе ветеринари специалисчĕсем пурнăçлĕç. Чăваш Енре те çапла пулĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра çак ĕç кăçалхи çу уйăхĕнче пуçланнă та ĕнтĕ. Паянхи куна çак енпе Комсомольски, Канаш, Патăрьел районĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ, маркăланă выльăх шутне ӳстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 2500 ытла выльăхăн ятарлă паллă пур.
— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕнле чĕр чунсене паллă тăвĕç?

— Федерацин 221-мĕш саккунĕпе килĕшӳллĕн, маркăламалли чĕр чунсен списокне РФ Правительстви çирĕплетĕ. Тен, вăл Раççей Ял хуçалăх министерствин 2016 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ списокĕпе пĕр килĕ. Ун тăрăх маркăламалли чĕр чунсен йышне лаша, ашак, мăйракаллă шултра выльăх, пăлан, тĕве, сысна, мăйракаллă вĕтĕ выльăх, кушакпа йытă, килти кайăк-кĕшĕк, ирĕкре пурăнман мамăк тирлĕ чĕр чун, кролик, пыл хурчĕ тата пулă кĕреççĕ. Ĕне кăна мар, зебу, буйвол, як та мăйракаллă шултра выльăх шутланаççĕ. Федерацин 221-мĕш саккунĕ тăрăх, килти чĕр чунсене маркăлама кирлĕ мар, анчах маларах Патшалăх Думинче килти чĕр чунсене, çав шутра кушакпа йытта, ятарлă паллă лартас тĕлĕшпе уйрăм саккун проекчĕ хатĕрлеме палăртнăччĕ. Çавăнпа эпир хальлĕхе кĕтетпĕр, анчах кăмăл тăвакансем халĕ те хăйсен килти чĕр чунне чип ларттарма пултараççĕ. Çавăн валли республикăри ветеринарин кирек хăш бюджет учрежденине пымалла. Вĕсен адресĕсемпе республика ветслужбин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене мĕнле меслетпе маркăлама палăртнă? Ăна кам шучĕпе ирттерĕç?

— Малтанах маркировка мĕнне ăнланар. Вăл — килти выльăх е чĕр чун кĕлетки çине пĕр-пĕр паллă лартни. Вăл куçа курăнакан, электронлă е ун пек те, кун пек те пулаять. Маркировка процедурипе тата идентификаци хатĕрĕпе уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, курăнакан маркировка валли бирка, татуировка, тавро /клеймо лартасси/, кайăксем валли мăй çыххипе тата ункăпа усă кураççĕ. Выльăх ӳтне чип тата болюс лартни — электронлă меслет. Хутăш маркировка курăнакан тата электронлă майпа идентификациленекен меслетсене пĕрлештерет, ăна «RFID-метка» электронлă биркăпа ирттереççĕ.

Маркировка — тӳлевлĕ, унăн хакĕ хуçи хăйĕн выльăхне е чĕр чунне мĕнле меслетпе усă курса паллă тунинчен килет. Хальлĕхе, шел те, унăн хакĕ пирки тĕплĕ калаймастăп, вăтамран биркăшăн 5-250, ĕçшĕн 20-500 тенкĕ тӳлеме тивĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Юлхав студентсенчен тĕслĕх илер мар

Республикăра юлашки кунсенче коронавируспа çыхăннă лару-тăру каллех çивĕчленес туртăм палăрать — куллен 60 çын патнелле чирлет. Çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхлăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Чиртен упранмалли чи шанчăклă мел — вакцинаци.

Олег Николаев предприятисемпе организацисем прививка тăвакансене заявка парса хăйсем патне чĕнсе илмелли мелпе усă курма сĕнчĕ — хальлĕхе унашкаллисем йышлă мар-ха. Ачасем шкула каймалли тапхăр çывхарать — авăн уйăхĕнче эпидемипе çыхăннă лару-тăру çуллен йывăрланать. Апла ан пултăр тесен халех мерăсем йышăнни вырăнлă. Вăл палăртнă тăрăх, коронавирусран сыхланмалли вакцина республикăра çителĕклĕ — ку енĕпе чăрмавсем пулмĕç.

Чирлекен нумайланнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Краснодар крайĕнче, Крымра, ытти çĕрте канса тăван ене таврăнакан йышлипе сăлтавларĕ. Вăл та авăн уйăхĕнче ытти вирус чирĕ вăй илессипе пĕрлех коронавирусăн тепĕр хумĕ пулма пултарассине çирĕплетекен прогноз пуррине палăртрĕ. Çавăнпа халĕ — чире прививка тутарса кĕтсе илме хатĕрленмелли чи лайăх вăхăт.

Канашлура тĕплĕ тишкернĕ тема — шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесси. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрремĕш класа каякансен шучĕ пысăк — 17,5 пин ача парта хушшине пуçласа ларĕ. Пĕтĕмпе вара шкулсем 146 пин ачана йышăнĕç. Хальлĕхе комиссисем 410 шкултан 41-ĕшне кăна йышăннă — вĕсем вĕренӳ çулне хатĕррине çирĕплетнĕ.

Юсав ĕçĕсем пуçарнă шкул чылай. Вĕсенчен 12-шĕнче çурла уйăхĕнче ĕçсем вĕçленмелле. Тăваттăшĕ тĕлĕшпе ыйтусем пур — ĕçсем палăртнинчен юлса пыраççĕ. Министр ку енĕпе прокуратура та пулăшнине палăртрĕ — подрядчиксене надзор органĕ те васкатать.

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти çĕнĕ шкул çулталăк вĕçĕччен уçăлмалла, анчах унта хальлĕхе ĕçсен 41% кăна пурнăçланă. Олег Николаев уйрăм вĕрентӳ организацийĕсемпе çыхăннă лару-тăру тивĕçтермерĕ. Вăл юлхав студентсем сессие хатĕрленнĕ пек, экзамен патне çитсен тин, ĕçлеме тытăннипе çырлахма юраманни çинчен каларĕ.

Çакă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти тата Пăрачкав районĕнчи Кудеихăри шкулсене пайăррăн пырса тивет. Ку объектсенче пĕр подрядчик ĕçлет  — унăн ĕçĕпе кăмăлсăрланма сăлтав пур. Çийĕнчен Пăрачкав районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев Кудеихăри шкул тĕлĕшпе дренаж тумалли çинчен каларĕ — унсăрăн путвала шыв илет, хальхи юсав ĕçĕсем харама каяс хăрушлăх пур. Дренаж валли проект та тунă, Вĕрентӳ министерствине асăрхаттарнă, анчах ку ĕçсем темшĕн сметăна кĕмен...

Олег Николаева кунашкал ыйтусене хăйĕн шайне çĕклени тĕрĕс пулнине палăртрĕ, çакăн евĕр ĕçсем валли укçа тупма шантарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, юсавпа строительство тĕлĕшпе уçăмлă стандартсем кирлĕ. Сад-хуласем тăвасси, паллах, бюджет шучĕпе пурнăçламалли ĕçсем мар, анчах юсатпăр тăк — Кудеихăри пек ыйтусене пăрахса хăварма юрамасть. Шкулсене вĕренӳ çулне хатĕрленипе çыхăннă пĕтĕмĕшле хаклав вара каярах пулĕ — Олег Алексеевич ун чухне шкулсенчи юсав-строительство ĕçĕсем пирки ят-хушамата асăнсах тĕплĕ тишкерӳ пуласси çинчен асăрхаттарчĕ.

Канашлура çавăн пекех республика делегацийĕ Донбаса кайса килни çинчен калаçу пулчĕ. Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев унти предприятисемпе алла-аллăн ĕçлесси, культура, вĕрентӳ енĕпе çыхăну тытасси çинчен каласа кăтартрĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтрах пирĕн строительсем Мариупольте ĕçлеме тытăнĕç — арканнă хулана çĕклемелле. Малтанхи тапхăрта чăваш строителĕсем унти нумай хваттерлĕ тăхăр çурта тĕпрен юсĕç. Пурăнмалли çурт-йĕре, инфратытăма йĕркене кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах Донбасри предприятисене ĕçлеттерсе яни, Олег Алексеевич шучĕпе, тата пĕлтерĕшлĕрех. Çынсем валли ĕç вырăнĕсем пулĕç — çакă лайăх. Шупашкарти электроаппарат завочĕ Донецкри тата Торезри электротехника завочĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме пуçлать — чӳк уйăхĕнчех подстанцисем туса кăларма пуçлĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕр класран 20 медалист тухнă

Вăрттăнлăхне Елена Михайлова вĕрентекен уçса пачĕ Шупашкарти 44-мĕш лицейри 11-мĕш класран кăçал 99 ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 35-шĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче тăваттăн 100 балл пухнă: вĕсенчен пĕри — химие, тепĕр виççĕшĕ математикăна тарăннăн пĕлнине çирĕплетнĕ.

«Наукăсен патшипе» туслисем

— Елена Михайлова вĕрентекен класĕнчен. Чи тĕлĕнмелли: 11-мĕш класри 26 ачаран 20-шĕ ылтăн медале тивĕçнĕ, ыттисен те аттестатра «4» паллă нумай мар. Вĕренӳре ачасене пысăк çитĕнӳсем тума пулăшакан учительпе тĕл пулса калаçрăмăр.

Амăшĕ счетпа шутлаттарнă

— Улми улмуççинчен аякка ӳкмест теççĕ. Аçăр-аннĕр те математикăна аван пĕлнипе уйрăлса тăман-и? Çывăх çыннăрсем пирки каласа кăтартăр-ха…

— Эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеялта çуралса ӳснĕ. Пилĕк пĕртăван çитĕнтĕмĕр, эпĕ — асли. Атте Александр Арсентьевич — колхозра, анне Таисия Ивановна ял советĕнче специалистра вăй хучĕç. Вĕсем, уйрăмах анне, пире пурне те пĕлӳ парассишĕн тăрăшатчĕç. Атте шашкăлла тата шахматла выляма юрататчĕ, пире те ăс-хакăл вăййине вĕрентрĕ. Тен, çакă та аталантарнă, шахмат кашни утăма тĕплĕ шухăшласа тума хăнăхтарать вĕт. Анне ампар кĕнекине отчетсем çырса пыни те асра. Пире, ачисене, счетпа шутлаттаратчĕ. Паллах, хыççăн тĕрĕслетчĕ. Çакă та витĕм кӳчĕ-тĕр. Шел, аттепе анне ир çĕре кĕчĕç. Атте вилнĕ чухне эпĕ 23-реччĕ, 26-ра аннесĕр тăрса юлтăм.

— Елена Александровна, эсир 42 çул ачасене пĕлӳ паратăр. Учитель пулас ĕмĕт хăçан тĕвĕленчĕ?

— Пĕчĕк чухне çынсене сыватас та килетчĕ, Валентина Терешкова пек тĕнче уçлăхне те парăнтарма ĕмĕтленеттĕм. Ялтах шкул пурччĕ, кĕçĕн классенче унта вĕрентĕм, ӳсерехпе 5-6 çухрăмри Йăнтăрча çӳрерĕм. Унта математикăна Мария Николаева вĕрентетчĕ. Учителе кăмăлланипех предметне юратрăм. Хам та тĕлĕнеттĕм: тĕрĕслев урокĕсенче задачăсене икĕ мелпе шутлама мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши эпĕ? Пĕрисем аран-аран пĕрне шĕкĕлчетчĕç. Пурнăçри çул-йĕре суйлама пулăшаканни шăпах Мария Егоровна пулчĕ. Вăл ертсе пыракан предмета юратнипех 9-мĕш класс хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытрăм. Математикăна çăмăллăн парăнтарнине Виталий Данилов учитель те асăрхарĕ, мана олимпиада задачисем шутлаттарма тытăнчĕ. Олимпиадăсенче пĕрре мар палăртăм. Училище хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче ăс пухрăм. Елена Перепелицина педагога паян та ырăпа аса илетĕп, вăл нумай пулăшса, хавхалантарса тăчĕ.

— Лицее киличчен тĕрлĕ шкулта вăй хунă эсир…

— Аслă шкул пĕтерсен тăван тăрăхах таврăнтăм, ял каччипе çемье çавăртăмăр. Малтанах хам вĕреннĕ Йăнтăрчă шкулĕнче ĕçлерĕм, унтан Канашри 10-мĕш шкулта ачасене пĕлӳ патăм. Мăшăра ĕçĕнчен Шупашкара куçарсан икĕ çул тĕп хулари 24-мĕш шкулта ачасене математика вĕрентрĕм. Юлашки 16 çулне 44-мĕш лицейре ĕçлетĕп. Кунта 3 класс вĕрентсе кăлартăм, иккĕшне 5-мĕшĕнченех тытса пытăм. Малтанхи икĕ класра та ачасенчен çурри медальпе вĕренсе тухрĕ. Кăçал «ылтăна» тивĕçнисем 20-ĕн пулчĕç. Вĕсем пурте ăна тивĕçлине çирĕплетрĕç: Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче 70-тен кая мар балл пуçтарчĕç. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хăмла çырли ватăлмасть, хурлăхан хурлантармасть…

«Эх çырли, хăмла çырли! Куç тулли!» — çапла калас килчĕ Зинетулла Санзяповăн çырла плантацийĕпе паллашнă хыççăн. Зинетулла Шейхуллович мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле 11 гектар çинче хăмла çырли, хура, хĕрлĕ, сарă хурлăхан ӳстерет.

Мал ĕмĕтлĕ Зинетулла Санзяпов çак ĕçе 5 çул каялла пикеннĕ. Канаш районĕнчи Асхва ялĕ çывăхĕнчи, сарăлса юхакан Кĕçĕн Çавал патĕнчи, хыр вăрманĕ хĕрринчи çĕр лаптăкне куç хывнă вăл. Патăрьелти питомникрен çырла хунавĕсене илсе килсе лартнă. «Вăрман çырла тĕммисене шăнасран, сивĕрен хӳтĕлет. Юхан шыв юнашар пулни те аван. Тип шар пулас тăк шăварма пулать», — ăнлантарчĕ Зинетулла Шейхуллович.

Вăл Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче çуралса ӳснĕ. Шкул хыççăн — водителе, каярахпа строительство енĕпе вĕреннĕ. 15 çула яхăн Канаш хулинче ĕçлесе пурăннă: предпринимательте тăрăшнă. Пĕр вăхăт утă хатĕрлесе сутнă. Унтан хăйĕн ĕç-хĕлне çырлапа çыхăнтарнă. «Курăка çулса кайнă хыççăн çумăр çурĕ тĕк уттăн хакĕ чакать. Çырлашăн вара çумăр çуни усса кăна каять», — чăвашла калаçсах ăнлантарчĕ маттур арçын. Çапла, вăл тутар пулсан та чăвашла аван калаçать. Çав вăхăтрах турккăлла та лайăх пĕлет, мĕншĕн тесен Санзяповсем çулла — Чăваш Енре, кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен Турцири Анталья хулинче пурăнаççĕ.

«Турккă сăмахĕсен 40 проценчĕ тутар чĕлхинче тĕл пулать. Ывăлăм Азат та турккăлла пĕлет. Вăл Антальйăри шкулта 8-мĕш класс пĕтерчĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ çемье пуçĕ. Çырла ӳстерме тытăнсан вăл Шупашкарта тата Хусанта агрономи енĕпе ятарлă курсра пĕлӳ илнĕ. «Çавăн чухлĕ укçа кĕртсе хурсан ирĕксĕрех вĕренетĕн», — йăл кулчĕ вăл. Маларах вĕсем çĕр çырли те лартнă. Анчах ăна нумай ĕрчетмен. Ма тесен çырла тĕммисене виçĕ çулта пĕрре куçарса лартмалла…

«Хăмла çырли вара лартнă хыççăн иккĕ çултан çимĕç пама тытăнать. Çырли кашни çул пулать. Тĕмми хăйне хăй çĕнелсе тăрать. 15 çула яхăн çырла пама пултарать. Хура хурлăхан та хурлантармасть. Çулсерен хура çырлипе савăнтарать. Кăçал çуркунне сивĕрех тăни пире ура хумарĕ. Çырла ăнса пулчĕ. Тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Хăмла çырли пĕр гектартан 2 тоннăран кая мар тухрĕ. Хура хурлăханăн тухăçĕ те унран кая мар», — пĕлтерчĕ Зинетулла Шейхуллович.

Вĕсен çырлине çывăхри ялсенче пурăнакансем канмалли кунсенче питĕ нумаййăн килсе татаççĕ. Вăрмар, Вăрнар, Тăвай, Комсомольски тăрăхĕсенчен те пыраççĕ. Ун хыççăн вара Чĕмпĕр тăрăхĕнчи партнерсем килсе йăлтах пуçтарса каяççĕ. Санзяповсем малашне те çырла çитĕнтересшĕн. Кăçал вĕсем лаптăка тата пысăклатасшăн: хура хурлăхан тĕммисене çĕнĕрен лартнă. Анчах Зинетулла Шейхулловича пăшăрхантаракан ыйту та пур. Ăна пулăшакан ял хуçалăх водителĕнтракторисчĕн правин юрăхлăх вăхăчĕ тухнă. Медстраховка тутараймасть. Унăн бланкĕ улшăннă-мĕн. Çĕнни вара сутлăхра çук имĕш. Çак ыйтăва республика шайĕнче çитес вăхăтрах татса парасса шанать вăл. Тракторпа вĕсем çырла тĕммисен хушшине кăпкалатаççĕ, курăк çулаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

 ♦   ♦   


Мемориал уçнине куççульленсе пăхнă

— Пите кунне темиçе хутчен  тăм илетчĕ. Мĕкĕрленсе ăна ирттереттĕмĕр кăна, каллех: «Сана тăм тивнĕ!» — тетчĕç. Питĕ сивĕ пулчĕ çав çул. Шартлама хĕлле пулни хĕрсе ĕçлесен те туйăнатчĕ», — окоп чавнă вăхăта куç умне кăларчĕ Антонина Чуксина. Кăçал 100 çул тултарнă кинемей Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пĕчченхырта пурăнать.

Фронта ярасшăн пулнă

Чăрăшкассинчи ултă ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ тăватă хĕрпе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Антонина Алексеевна тăваттăмĕшĕ пулнă. Кил хуçи Алексей Гордеевич ĕмĕр тăршшĕпе лесникре вăй хунă, амăшĕ Ирина Гордеевна колхозра тар тăкнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне, тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннăскере, ватă тесе фронта илмен. Фашистла Германи пирĕн çĕре тапăнса кĕнĕ чухне Антонина 19 çулта пулнă.

— Колхозра тислĕк кăлараттăмăр. «Вăрçă пуçланнă!» — терĕç. Кĕркунне пире, ĕçлеме пултаракансене пурне те, окоп чавма Октябрьски сали çывăхне илсе кайрĕç. Çавăнтан пуçласа Карапаш, Кĕчкей еннелле чаврăмăр. Атте вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ май унтах хысна çуртĕнче пурăнатчĕ. Анне те пĕрлеччĕ. Пирĕн пата икĕ учительницăна Нина Яковлевнăпа Елизавета Яковлевнăна хваттере ячĕç. Ачасене çавсем пăхнă, урок тума пулăшнă. Эпĕ çичĕ класс пĕтернĕ. Аппа качча тухнăччĕ, унăн мăшăрĕ вăрçăра пуç хучĕ. Вăл текех çемье çавăрмарĕ, ĕмĕрне пĕчченех ирттерчĕ. Ваççа пичче авланнăччĕ. Куçĕ япăх курнăран ăна вăрçа ямарĕç. Сирĕн килтен арçынсенчен никам та фронта кайман тесе мана ярасшăнччĕ. Темĕнле хăварчĕç, — иртнине аса илчĕ тыл ĕçченĕ.

Алăран лум кайман

Окоп чавма ир-ирех, чан сасă парсанах, тăрса утнă вĕсем. Вырăна вăхăтра çитмелле пулнă — çулĕ вара çывăх мар: пилĕк çухрăм тăршшĕ. Вăрман Пилемĕч ялĕнчи кил хуçи хваттерĕнче вуннăн выртса тăнă. Каçхине те чан çапнă хыççăн çеç киле янă. Урари çăпата хăш-пĕр чухне тепĕр кун валли типсе те ĕлкĕреймен. Хваттер хуçи япаласене типĕтмешкĕн мунча хутса панă пулсан та. Мунчи пĕчĕк, çынни нумай, апла типĕтмелли япала та сахал мар. Çие тăхăнмаллисене урайне сарса çывăрнă. Антонина Алексеевна каласа кăтартнă тăрăх, хваттер хуçин хĕрĕ окоп чавнă чухне шăнса чирленĕ хыççăн вилнĕ. Çи-пуç япăх пулнă. Апат-çимĕç те савăнтарман. Килтен чиксе кайни вăрах çиме çитмен. Колхоз лашапа хăш-пĕр чухне илсе пынă-ха, анчах вăл та выçă хырăма улталамалăх çеç лекнĕ. Вăрçă нуши пурне те тертлентернĕ.

— Кăнтăрла хĕве чиксе кайнă çăкăра кăвайт çинче ăшăтса çиеттĕмĕр. Çавăнпа кун каçаттăмăр. Пĕрле ĕçлекенсенчен пĕрне кăшт маларах хваттере яраттăмăр та вăл каçхине валли яшка пĕçеретчĕ. Киле кайса килме питĕ аякраччĕ. Çавăнпа темĕн те чăтма тиврĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче чавма пуçларăмăр та хĕл каçипех ĕçлерĕмĕр. Кĕркунне кĕреçепех чаврăмăр. Шартлама сивĕ çитсен алăран лум каймарĕ. Тепĕр кунхине ирхине пынă çĕре çиелти тăпра каллех шак шăнатчĕ. Фронтри хыпарсене пĕрпĕринчен пĕлеттĕмĕр. Тăшман чакма пуçлани çинчен илтсен окоп чавма чарăнтăмăр, пире киле ячĕç, — каласа кăтартрĕ Тоня аппа.

Пĕр кун та алă усса ларман вăл: колхоза кайнă, таврăнсан пуçа минтер çине хуричченех килте тăрмашнă. Колхоз уйĕнче утă çулнă, тырă вырнă. Хĕр-упраç пурнăçĕ вăййа тухса кураймасăрах иртнĕ. Ялта кăштах пурăннă хыççăн Турханкасси çывăхĕнчи вăрмана йывăç касма илсе кайнă. Пĕренесенчен Карапаш патĕнче дзотсем тунă. Йывăр ĕç çамрăка пайтах нуша кăтартнă.

— Вăрçă чарăниччен Шупашкарти аэропорта пысăклатнă çĕрте те ĕçлеме тивнĕ аннен. Лаша сахал пулнăран çырмаçатрана наçилккапа тăпра йăтса тултарнă. Чантăр вăрманĕ патĕнчи йывăç çула чулпа улăштарнă çĕрте те ĕçленĕ, — калаçăва хутшăнчĕ тыл ĕçченĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ Калиса Ильинична. Вăл Пĕчченхыр ялĕнчи Геннадий Матвеевские качча тухса пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ.

— Чучукассине çынсене ĕçе чĕнме кайнăччĕ. Баржа тиеме халăх пуçтарма янăччĕ мана. Çынсем унталла-кунталла чупаççĕ, кăшкăрашаççĕ. «Вăрçă чарăннă! Вăрçă чарăннă! Урра! Çĕнтерӳ!» — теççĕ. Çав кун ĕçлемерĕмĕр. Каннă хыççăн тепĕр кунхине тин баржа тиеме кайрăмăр, — паянхи пек астăвать Антонина Алексеевна. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕрарăм сăрлансан та сăрланман пек курăнтăр

Арина Ковалюкăн социаллă сетьри страницине кĕрсен темиçе сехетлĕхе унтан хăпаймастăн. Модăпа, илем тĕнчипе кăсăкланакансене макияж, прическа тунине, куç харшине илемлетнине сăнланă видеосемпе сăн ӳкерчĕксем илĕртеççех.

Илем тĕнчин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан блога тытса пырасси мĕнрен пуçланнă-ха? 7-мĕш класс пĕтернĕ Арина маршруткăра ларса пынă. Салонра вăл ăнсăртран тенĕ пек пĕлтерӳ курнă: макияж, прическа, фотосесси, маникюр курсĕсене вĕренме чĕнеççĕ. Хĕрача телефон номерне çырса юлнă. Кĕçех вăл çав курсра ăс пухма тытăннă.

Тепĕр çултанах ăна пĕрле вĕреннĕ хĕр Шупашкарти суту-илӳ центрĕнче вырнаçнă салона ĕçлеме чĕннĕ. Каникул вăхăтĕнче ахаль ларасран вăл килĕшнĕ. Арина икĕ эрне хĕр-хĕрарăм çӳçне çивĕтленĕ. Клиент нумаййине курнă та ăнланнă: вăл хуçа çине мар, хăйĕншĕн те ĕçлеме пултарать. Çулталăк çурă прическа тăвас енĕпе опыт пухнă. Çакна тума ăна интернетри видеосем, онлайн уроксем пулăшнă. Малтанах, вĕренмелле тесе, хĕрсене вăл тӳлевсĕр йышăннă. Ытларах тантăшĕсен çӳçне çивĕтленĕ. 9-мĕш класс хыççăн социаллă сетьре хăйĕн блогне уçнă. Унта прическа тунине кăтартакан сăн ӳкерчĕксене кăларса хума тытăннă. Кун хыççăн ăна çӳçе тирпейлеттерме чĕнекен йышланнă. Арина районсене те тухса çӳренĕ. Çапла майпа илем индустрийĕ ăна малалла аталанма хистенĕ. 10-мĕш класс хыççăн пике макияж тумашкăн, куç харши сăрламашкăн вĕренме кайнă. Вĕренсе пĕтерсен клиентсене килĕнчех йышăннă. Çур çул çапла тăрăшнă хыççăн студи тара илнĕ. Малтанах нумай вăхăтлăха мар — темиçе сехетлĕхе кăна. Кайран вара — темиçе уйăхлăхах.

«Ытларах чухне эпĕ килĕшӳллĕ курăнакан макияж тăватăп. Асар-писер, йăлтăр çутă мар, сăпайлă та çут çанталăк панă илеме кăтартма пулăшаканнине, çитменлĕхсене пытараканнине хапăл тăватăп. Хăшĕ-пĕри тренд хыççăн хăвалама юратать. Вăл хĕре килĕшӳллĕ кăтартмасан та пултарать, хитре мар курăнать. Çавăнпа лайăх макияжăн тĕп правилисенчен пĕри — макияж сăна илем кӳтĕр, ăна ан пăстăр», — ăнлантарчĕ Арина Ковалюк. <...>

Кристина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.