Комментировать

26 Июл, 2022

Хыпар 82 (27961) 26.07.2022

Курттăммăн расхутланас мар тесе…

Ачана шкула кайма хатĕрлеме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ? Хĕрачана, арçын ачапа танлаштарсан, ытларах кирлĕ-и? «1-мĕш класа каяканшăн укçа ытларах тăкаклама тивет», — тени тĕрĕс-и тата? Хальхинче çак ыйтусен хуравне шырарăмăр.

Тишкерӳçĕсем маларах шутласа палăртнă тăрăх, кăçал ашшĕ-амăшĕн ачана шкула ăсатма 15 процент ытларах тăкакланма тивĕ. 2022 çулта «шкул пуххи» вăтамран 13 пин те 364 тенке ларать. Унта канцеляри таварĕсем, кутамкка, шкул тумĕ тата пушмак кĕреççĕ. Шкул дневникĕсем кăçал пуринчен ытларах хакланнă: 46 процент таран. 140-163 тенкĕ таран тăраççĕ. Канцеляри хатĕрĕсемлĕ пенал та енчĕке аванах çӳхетет. 600 тенке яхăн тăрать. Е, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 35 процент хаклăрах. Шкул тата спорт тумĕсем, атă-пушмак хакĕсем те хăпарнă.

Ачана шкула яма хатĕрлесси çав тери яваплă ĕç. Савăнтарать те, пăлхантарать те вăл. Çак ыйтупа чылай ашшĕ-амăшне чăрмантартăм. Нумайăшĕ: «Хальлĕхе нимех те туянман-ха», — терĕ. Çитменнине, шкул ярмăрккисем çурла уйăхĕнчен кăна ĕçлеме тытăнаççĕ…

Çапах малашлăх çинчен маларах шухăшлакансем те пур. Шупашкарта пурăнакан Ирина Ивановăн ывăлĕпе хĕрĕ шкула кайма хатĕр ĕнтĕ. Димăпа Настя 61-мĕш пĕлӳ çуртĕнче ăс пухаççĕ. Вĕсен тетрадьсемпе ручкăсем, дневниксем кăна туянмалли юлнă. Тетрадьсене вĕренӳ çулĕ валлилĕхех курттăммăн илмеççĕ. «Ачасене мĕн кирлине çулталăк тăршшĕпех пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн илсе пытăм. Кĕписене, кăшт пысăкраххисене, туянтăм. Ачапчана çăт тытаканни кирлĕ мар. Халĕ вĕсем ирĕклĕ тăхăнаççĕ. Блузкăпа арçын ача кĕпине çĕртме уйăхĕнче илтĕм. Эпĕ синтетикăран çĕленисене пăхмастăп. Вĕсем тарлаттараççĕ. Лайăх пахалăхлисене суйларăм. Вĕсен хакĕ хăть хĕлле, хăть çулла пĕрешкелех. Пирĕн шкул палăртнă тум меллех мар. Арçын ачасен жилеткăпа, шурă кĕпепе çӳремелле. Шурă кĕпен çанни, чавси час вараланаççĕ. Мăйĕ тĕлĕнчи те тасамарланать. Çавсене çăваçăва тинке тухать. Пĕрмай лутăркасан кивелет тата. Хĕрачасем сараппан, шурă блузка тăхăнаççĕ. Хĕрĕмĕн те чавси, мăй тĕлĕнче тăтăш хуралать. «Совет тапхăрĕнче шкул ачисен тумĕ лайăх пулнă», — тесе калаçатпăр час-часах хĕр тусăмпа. Хĕрсем кĕпен çухавине улăштарса кăна тăнă. Тата мăй тĕлĕнчине çуса илнĕ. Çанă хурални паллă пулман. Халĕ ывăлăмпа хĕрĕм валли кроссовкăсем /спортзал валли/, шкулта улăштарса тăхăнма пушмаксем кăна туянмалла. Телее, пирĕн спортзал валли футболкăпа шорты çеç ыйтаççĕ. Футболкăпа шорты 300-шер тенкĕ тăраççĕ. Кроссовкине ансатраххине, çăмăлраххине илетпĕр. Ачасен ури çуллахи вăхăтра ӳсет. Çавăнпа улăштарса тăхăнмалли пушмака туянма васкамастпăр. 1200-1400 тенкĕпе тупма пулать ăна. Сăмах май, мĕн чухлĕ пĕтернине пĕлме /ку хамшăн интереслĕ/ тетраде çырса пытăм. Димăна 1-мĕш класа яма 2020 çулта 12320 тенкĕ расхутланă. 3 пин ытла тенкĕ тăракан кутамкка суйланăччĕ. Костюм илнĕ. Вăл мероприятисенче кăна кирлĕ.

Ытти чухне кĕпепе, жилеткăпа çӳреççĕ. Шăлаварпа жилетшăн тата галстукшăн 1950 тенкĕ кăларса хунăччĕ. Арçын ача кĕпипе шортикшĕн 1100 тенкĕ пĕтернĕччĕ. Пирĕн ача куçлăхпа çӳрет. Çавăнпа уншăн 2790 тенкĕ кăларса хутăмăр. Куçлăх илмелле мар тăк ачана 10 пин тенкĕпе шкула яма пулатчĕ. Настьăна пĕлтĕр 1-мĕш класа яма 6320 тенкĕ расхутларăмăр. Кунта çакна каласа хăвармалла. Шкула кайма хатĕрленӳ курсне вăл икĕ çул çӳрерĕ. Çавăнпа уроксем тумалли сĕтел-пукана маларах илсе лартрăмăр. Курттăммăн расхутланас мар тесе эпир йăлтах маларах илсе пытăмăр. Хĕрĕмĕре кутамккине те шкула кайиччен çур çул маларах туянса патăмăр. Авăн уйăхĕнче ăна 900 тенкĕпе илме пулатчĕ. Блузка — 900, шурă футболка 1950 тенке ларнăччĕ. Шортик садикрен юлниех юрăхлăччĕ. «Ачана шкула яма питĕ хакла ларать», — тенине ашшĕ-амăшĕнчен час-часах илтетĕп. Ялтан килнисем пĕр лавккана кĕреççĕ те мĕн кураççĕ, йăлт курттăммăн илеççĕ. Эпир, хулара пурăнакансем, тăхтатпăр, танлаштаратпăр. Ача таварĕсене сутакан лавккасенчи акцисене курса тăратпăр. «Хĕрачасемшĕн укçа ытларах тăкакланать», — теççĕ хăшĕсем. Манăн шухăшпа, пĕрешкелех. 1-мĕш класс ачине тата карас телефон кирлĕ. Эпир ачасем валли кĕсье телефонĕсене 4-5 пин тенкĕпе туяннăччĕ. Халĕ вĕсем те хакланнă. Канцтаварсем пĕлтĕрхи саппасран юлнисемех пур. Ачасене типтерлĕхе хăнăхтармалла. Хăйсен япалисене ан çухатчăр. Çемçен çыракан ахаль кăранташсем хаклă халĕ. Хытăрах çыраканнисене тасатса пĕтереймеççĕ. Кĕнеке, тетрадь хуплашкисем яланах хаклă пулнă. Пирĕн çуртпа юнашар канцтаварсем сутакан лавкка пурччĕ. Çур çул каялла хупăнас умĕн унта пĕтĕмпех 50 процент йӳнĕрехпе сутрĕç. Çавăнтан 600 тенкĕлĕх хуплашка туянтăм. Кивелмеççĕ, çăкăр ыйтмаççĕ, выртаççĕ… Сăмах май, ывăлăмăр пĕрре туяннă жилеткăпа кăçал виççĕмĕш çул шкула каять. Çак кунсенче ача-пăча пушмакне сутакан пĕр лавккара пултăмăр. Ывăлпа хĕрĕмĕр валли икшер мăшăр пушмак илтĕмĕр. Икĕ мăшăр илсен виççĕмĕшне тӳлевсĕр параççĕ унта. Пĕтĕмпе 6500 тенкĕ тухса кайрĕ. «Ачана шкула яратăп», — тесе трагеди тумалла мар. Ĕçлекен çыншăн 10 пин тенкĕ пысăк укçа мар», — тетрадь çине çырса пынă «бухгалтерие» кăтартсах ăнлантарчĕ Ирина Леонидовна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Граждан урамĕпе транспорт хăçан çÿреме пуçлĕ?

«Кансĕр те… Анчах чăтма тивет ĕнтĕ. Çула туса пĕтерсен пуриншĕн те лайăх пулать паллах. Граждан урамĕнче эпĕ нумай çул пурăнатăп. Кунти çулсем ансăрччĕ, транспорт вара йышлă çӳретчĕ. Юсама тахçанах вăхăт çитнĕ», — терĕ Владимир Назаров.

Кăткăс проект

Шупашкарти Граждан урамĕнче пурăнакансемпе калаçнă çынсен хушшинче Владимир Егорович пек лару-тăрăва ăнланса сăмах ваклаканни те, хивреленекенни те пулчĕ.

«Унччен путăк çине путăкччĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăкра йĕри-тавра кӳлленчĕкчĕ. Малашне лайăх çулпа çӳрессе шанатпăр, стройка хăвăртрах вĕçленессе кĕтетпĕр», — терĕ Сергей Клементьев. «Пирĕн урама кĕрсе тухма питĕ кансĕр, пăкăра нумай тăма тивет. Васканă чухне çакă пушшех тарăхтарать», — калаçăва хутшăнчĕ Ирина Семенова. «Çула юсани питĕ лайăх, — терĕ Надежда Федорова, — анчах вăрах ĕçлени пăшăрхантарать.

Строительство тата хăçанччен тăсăлĕ?» Андрей Золов çула юсама пуçлани питĕ вăхăтлă тата вырăнлă пулнине пĕлтерчĕ: «Халĕ хăнăхрăмăр та — темех мар. Унччен те пирĕн урамра çулсем ансăртан пăкă пулнă. Ĕçе вăхăтра çитес тесен маларах тухма тивнĕ. Малашне çулсем анлăланĕç. Кун пек чăрмавсем те пулмĕç».
Граждан урамĕнчи ункăран пуçласа Социализм урамне çитиччен реконструкцилеме палăртнă çул тăршшĕ — 3,07 çухрăм. Юсав 2020 çулхи раштав уйăхĕнче пуçланнă, кăçалхи раштавра вĕçленмелле. Генеральнăй подрядчик — «Дорисс» пĕрлĕх.

Ĕçсене икĕ тапхăра пайланă. Пĕрремĕшĕнче Граждан урамĕнчи ункăран пуçласа Социализм урамне çитичченхи çула юсамалла. Иккĕмĕшĕнче Граждан урамĕнчи ункăран хĕресленекен тăватă енлĕ çул тумалла, транспорт юхăмне ку вырăнта светофор йĕркелесе тăрĕ. Реконструкци проекчĕпе килĕшӳллĕн шыв юххисене, шыв, газ, ăшă, электроснабжени, канализаци тытăмне, çыхăну, урамри çутă линийĕсене, контакт сетьне улăштармалла. Юсанă хыççăн çул 15 метр сарлакăш, тăватă йĕрлĕ пулĕ, тротуарсен сарлакăшĕ — 2,25-4,5 метр. Çул хĕррипе вырнаçнă çуртсене шавран сыхлама пластик чӳречесем лартса парĕç.

Сăмах май, ку объекта çĕр айĕнчи инженери коммуникацийĕсене куçарма тивнĕрен «Хăрушсăрлăх тата паха çулсем» наци проекчĕн историйĕнче чи кăткăсси тесе палăртнă.

Пĕрене те, шлак та тухать

«Граждан урамĕнчи çулсене хăй вăхăтĕнче кам мĕнле пĕлнĕ, çавăн пек тунă», — ав мĕнле пĕтĕмлетӳ патне пырса тухнă строительсем.

Ăнсăртран мар. Çул реконструкцине пуçарнăранпа вĕсен тĕлне çул-йĕр строительствин тахçанхи технологийĕсене кăтартакан интереслĕ япаласем — кĕтменлĕхсем — вĕçĕмсĕр сике-сике тухаççĕ. Сăмахран, пăрăхсем, коммуникаци сечĕсем. Вĕсене хунă, анчах карттă çинче паллă тума маннă.

«Чернышевский урамĕнчи çул хĕресленĕвĕнче шыв юххи вырнаçтарнă чухне асфальт айĕнчен пĕренесем тухрĕç. Вĕсене лаша урапипе çӳренĕ çулсенче хурса хăварнă ĕнтĕ. Шел, ӳкерсе илме ăс çитереймерĕмĕр», — терĕ «Экостройкомфорт» пĕрлĕхĕн ертӳçи Андрей Борисов. «Чăваш Ен çулĕсем» пĕрлĕхĕн участок пуçлăхĕ Юрий Агафонов каласа кăтартнă тăрăх, унччен автоçулсен тăршшĕпе кювейт чавнă, вĕсен тăрăх çурхи, кĕрхи çумăр, юр шывĕсем çырмана юхнă. Строительсем Грасис урамĕнчи хĕресленӳре шыв пăрăхĕсене асăрхасан çакăн пек шухăш патне пырса тухнă: «Ахăртнех, микрорайон аталанса пынă май автоçулсене те сарнă. Кювейтсене вара тăпрапа хупласа хăварнă».

Çула тума усă курнă материалсем те интереслĕ. Кивĕ асфальт айĕнчен агрегат завочĕн шлакĕ те, çырма чулĕ те тухнине пĕлтерчĕç строительсем. «Хальхи вăхăтра çул хулăнăшĕ пĕр метр ытла, — терĕ Юрий Агафонов. — 48 сантиметр хăйăр, 30 сантиметр вак чул, 22 сантиметртан кая мар асфальт-бетон хутăшне хураççĕ. Унччен вара çулсем чылай çӳхерех пулнă. Паян вĕт транспорт та ытларах, çавăнпа çул-йĕр строительствинче урăх материалсемпе тата технологисемпе усă кураççĕ».

Пĕрремĕш тапхăрти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Граждан урамĕнчи çул реконструкцине влаç органĕсем куçран вĕçертмеççĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин кашни эрне вĕçĕнче штаб ларăвне ирттерет, унта иртнĕ эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене палăртаççĕ. Юлашки канашлу унчченхи вун-вун ларуран чылай уйрăлса тăнă: тинех вăл е ку ĕçе вĕçлес патне çитересси пирки пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, автомагистралĕн сылтăм енче инженери коммуникацийĕсене вырнаçтарса пĕтернĕ. Кĕçех Социализм урамне Граждан урамĕнчи ункăпа асфальт-бетон сийĕ хурса пĕрлештерĕç. Троллейбус управленийĕ Чернышевский тата Улма-çырла урамĕсен хушшинчи лаптăкра çĕнĕ контакт сетьне хута янă. Анчах, ларура палăртнă тăрăх, автоçулăн хатĕр лаптăкне çул хĕресленĕвĕн хатĕр пайĕпе çыхăнтарнă чухне чăрмавсем сиксе тухма пултараççĕ. Çак вырăнтан газ пăрăхĕ иртет, çавна май пысăк, вăтам тата пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсен çĕнĕ линине хума тивет. Субподряд организацийĕ хальлĕхе ĕçе пуçăнман-ха, кирлĕ хатĕрсене туянать кăна. Газопровод строительствине хăвăртлатма çул-йĕр карттине хатĕрленĕ.

Денис Спирин палăртнă тăрăх, ункăра та ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Ростелеком коммуникаци сечĕсене çĕр тĕпнерех антарнă хыççăн çул-йĕр ĕçĕсем çĕнĕрен тапраннă.

Строительсен уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалли тепĕр лаптăк — 61-мĕш шкул патĕнчи тротуарсем тата çул урлă каçмалли йĕрсем. Ку вырăнта, Денис Спирин, çирĕплетнĕ тăрăх, çурлан 29-мĕшĕччен тротуара сылтăм енчи çулпа пĕр вăхăтрах сарса пĕтермелле. Хальхи вăхăтра субподряд организацийĕ тăватă çухрăма яхăн хăйăр сарнă, поребриксем вырнаçтарнă. Çавна май вак чул, асфальт сарма май пур. Тĕп хулан ЖКХ тата территорисен хăтлăлăхĕн управленийĕ умне те тĕллев лартнă: кивĕ чарăну павильонĕсем вырăнне çĕннисене вырнаçтармалла.

Хальхи вăхăтра пĕрремĕш тапхăрта тума палăртнă ĕçсенчен Элмен урамĕнчи çул хĕресленĕвĕнчи тата О.Кошевой урамне кĕмелли лаптăка асфальт сарнă, тротуар тума 3750 метр хăйăр сарнă, «Виртуальный мир» пĕрлĕх урамри çутă линийĕсем валли 156 метр траншея чавнă, кабель, пăрăхсене хунă, çутă юписем валли шăтăк алтса никĕс янă, Шупашкар троллейбус управленийĕ контакт сечĕсем валли 40 кронштейн вырнаçтарнă.

Иккĕмĕш тапхăр реконструкцийĕн ĕçĕсен планĕпе килĕшӳллĕн Ростелеком çыхăну линийĕсене куçарнă, «Чăваш Ен çулĕсем» пĕрлĕх çул çине хăйăр, вак чул сарать, «Интехстрой» пĕрлĕх автомойка центрĕ таврашĕнче шыв юххисене вырнаçтарать, МВМ-Групп специалисчĕсем кабельсем хураççĕ, полиэтилен пăрăхсене сваркăпа çыпăçтараççĕ.

Сăмах май, объектра депутатсем те, Халăх фрончĕн хастарĕсем те час-часах пулаççĕ, строительствăна ура хуракан самантсене палăртса пулăшмалли майсене шыраççĕ. «Дорисс» пĕрлĕх хăйĕн официаллă сайтĕнче те ĕç-хĕлпе куллен паллаштарать. Çавăн пекех çулсене вăхăтлăха хупассине халăха пĕлтерсе тăраççĕ. Çапла майпа çынсене çула тухсан чăрмавлă пулассинчен, вăл е ку еннелле мĕнле майпа каймаллине маларах палăртса хума май туса параççĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Соцконтракт аталанма шанăç кÿнĕ

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Геннадий Ягупов хăйĕн ĕçне кил хуçалăхĕнче аталантарма кăçалхи ака уйăхĕнче патшалăхран 100 пин тенке тивĕçнĕ. Çав укçапа епле усă курнă вăл?

— Ăна районăн социаллă хӳтлĕх пайĕпе контракт çирĕплетнĕ, хамăн бизнес планĕпе комиссие паллаштарнă хыççăн куçарса пачĕç. Унпа çĕр улми лартмалли, кăлармалли, курăк çулмалли агрегатсем туянтăмăр. Вĕсене пĕчĕк «МТ-110» трактортан кăкарса ĕçлетĕп. Иккĕшĕпе усă куртăмăр ĕнтĕ. Люцерна çултăм, тавăрса типĕтрĕм — лайăх утă пулчĕ. Ăна пресс-подборщикпа хамăр ял çынни тĕркемлесе пачĕ. Хиртен киле турттарма пирĕн тележка çук-ха. Лавккара сутаканни çирĕп мар тенĕрен хамăр тăватпăр. Тĕркемсене çын тележкипе турттарса килтĕмĕр. Пурăна киле пресс-подборщик туянас шухăш пур. Соцконтракт аталанма шанăç кӳчĕ.

— Тракторпа тата мĕн тăватăр?

— Сухаласа тăпрана кăпкалататăп, çĕр улми лартатăп, кăларатăп, кăшман, кишĕр акатăп, ана çине тислĕк кăларатăп, ытти ĕçе пурнăçлатăп. Кăçалтан вăл хушăнатех: тынаран ĕне тăватпăр. Качака, кăвакал, индокăвакал, чăх усратпăр.

— Эсир çемьере миçен? — Эпĕ, мăшăр, икĕ ача. Асли кăçал шкул пĕтерчĕ, кĕçĕнни тăхăр çулта кăна-ха. Арăмпа иксĕмĕре кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ. АПК предприятийĕсенче ĕç çитмест. Çавăнпа мăшăр та ĕç вырăнĕсĕр. Кил хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçе вăл тăвать, çав шутра çемье валли пахча çимĕç туса илет. Хам, çартан таврăнсан ял тăрăхĕнче водительте, каярахпа фабрикăра ĕçленĕскер, халĕ — строитель. Çапах çемьери кашни çынна тупăш чи пĕчĕк ĕç укçи чухлĕ лекмест тесе пулăшма йышăнчĕç. Тӳлев укçине çемье туса илнĕ усламран патшалăха тавăрттармаççĕ, агрегатсемпе усă курса тунă продукцирен налук тытмаççĕ. Вĕсене туяннине социаллă хӳтлĕх пайĕнче лавккара çырса панă документпа çирĕплетрĕмĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Кил пушă ан пултăр

Шел те, тĕнчере тăлăха юлнă ача нумай. Вĕсен ача çурчĕсемпе интернатсенче пурăнма тивет. Телее, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕсĕр тăрса юлнăскерсене хăйсен çемйине илекен ырă чунлă çынсем пур. Сăмахăм паян Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра пурăнакан Константиновсем пирки.

Петр Васильевич 1959 çулта Уйпуç ялĕнче çуралнă. Ольга Васильевна 1960 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан «Маяк» колхозра вăй хунă. Петр Васильевич вара 8 класс хыççăн Çĕмĕрлери училищĕре каменщик-монтажника вĕреннĕ. Дипломлă специалист Хĕрлĕ Чутайра ĕçленĕ. Штанаш фермине ĕçпе пырсан поварта тăрăшакан Ольгăпа паллашнă. Каччă салтака кайса килнĕ хыççăн вĕсем çемье чăмăртанă. Ытти çамрăк пек хулана çул тытман мăшăр, пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Кил хуçи колхозра водительте ĕçленĕ. Анчах хуçалăх салансан унăн çурçĕре çӳреме тивнĕ. Мăшăрĕ шкул столовăйне куçнă.

— Ача-пăчасăр кил пушă пек. Çавăнпа арçын ачана усрава илме шухăшларăмăр. Ача çуртĕнче Владик кăмăла кайрĕ. 2003 çултан вăл, 5 çултискер, пирĕн çемьен пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Киле килсенех «атте», «анне» теме пуçларĕ. Ырă кăмăллăскер ача садĕнче те тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупрĕ. Килте те пире тарăхтарман вăл, ялан пулăшатчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн Владик хĕрача илме сĕнчĕ. Мăшăрпа калаçнă хыççăн каллех ача çуртне çул тытрăмăр. 2005 çулччĕ. Кристина кăмăла кайрĕ, анчах унăн йăмăкĕ пуррине пĕлтерчĕç. Вĕсене уйăрмарăмăр, киле илсе таврăнтăмăр. Кристина — 4 çултаччĕ, Настя 3-реччĕ. Вĕсем Владикпа тӳрех туслашрĕç. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ӳсрĕç. Вĕсене манăн анне те пăхатчĕ, ача садĕнчен кайса илетчĕ. Шел, 2015 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ачасем шкулта лайăх вĕренчĕç. Владик спортпа туслăччĕ, ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнатчĕ. Хĕрачасем олимпиадăсенче пĕлĕвне тĕрĕслетчĕç.

Настя биологие, химие, математикăна килĕштерсе вĕренчĕ. Шкула шĕкĕр «5»-пе вĕçлерĕ. Кристина гуманитари енĕпе аталанчĕ. Хĕрсем ташлама юрататчĕç, «Штаваш» ушкăна çӳретчĕç. Ачасем маттур пулнăшăн питĕ савăнатăп. Вĕсене киле илсе килнĕшĕн пĕртте ӳкĕнмен эпир, — аса илчĕ Ольга Васильевна.

Халĕ Константиновсем — тивĕçлĕ канура. Чуна лăпкăлăх кӳме выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пурнăç сукмакĕпе 38 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. 24-ри Владик диплом илсе ĕçе кӳлĕннĕ, хулара пурăнать. Кристина И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра ăс пухать, филолог пуласшăн, Настя та аппăшĕпе пĕр аслă шкултах вĕренет. Вăл шăл тухтăрĕ пулма хатĕрленет. Ачасем ашшĕ-амăшĕ патне час-часах пырса çӳреççĕ. <...>

Кристина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Курса çÿресен чун пуянланать

Пур çемье те çуллахи вăхăтра ют çĕршыва е кăнтăра канма каймашкăн нухрат çитереймест. Тепĕр тесен, тăван республикăра та курса çӳремелли илемлĕ вырăн сахал мар. Кӳршĕллĕ регионсенче те ун пекки чылай. Ачасене лартса çăмăл машинăпа пĕр-икĕ кунлăха ăçта-ăçта кайса курма пулать-ха? Çак ыйтăва ятарласа тишкертĕмĕр, нумай вырăна хамăр та çитсе куртăмăр. Çапла, тĕнче курса çӳресен чун пуянланать, хавхалану çуралать. Пурнăçа ытларах юратма тата хаклама тытăнатăн...

Сенкер кӳлĕре шывĕ те сенкер

Тутар Республикинче курса çӳремелли чылай — пĕр кунра йăлт пăхса çаврăнма вăхăт та, май та çитмĕ. Çавăнпа унта çĕр выртмаллах çула тухмалла. Сăмах май, Хусан çывăхĕнчи, аслă çул хĕрринчи хăна çурчĕсенче çĕр каçма питĕ хаклă ыйтмаççĕ.

Чи малтан, паллах, хăйне чăваш тесе шутлакан кашни çыннăн вăтам ĕмĕрсенче Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули пулнă Пăлхара çитсе курмаллах. Историпе архитектура заповедникĕнче курмалли, чăнах та, питĕ нумай. Хамăр историе пĕлни ачасемшĕн те кирлĕ. Шăпах унта мăнаçлăх туйăмĕ вăранать. Хусан Кремльне çитсе курма та вăхăт тупмалла. Каçхине шыв хĕрринче çамрăк юрăçсем юрланине итлесе киленме, çыран хĕррипе утса, тавралăх илемĕпе киленсе çӳреме пулать. Каçхи Хусан уйрăмах илĕртӳллĕ! Çамрăксем Кремль çумĕнчи çерем çинче лараççĕ… Хусанти аквапарк пахалăхĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăнта тăрать — кĕрсе курмасăр епле тӳсĕн? Унтан утрав çинче вырнаçнă Сĕвене курса çаврăнмалла. Питĕ илемлĕ вырăнта ларать вăл! Ĕлĕкхи храмсем, çуртсем, аваллăх управçисем… Пĕлмелли чылай. Çул çӳреме кăмăллакансене çавăн пекех Кама шывĕн çыранĕнче вырнаçнă, 1007 çулта йĕркеленнĕ Елабугăпа та паллашма сĕнес килет. Шуйттан хулашĕнче башня та упранса юлнă. Ку хулара Иван Шишкин художник, Марина Цветаева поэтесса çут тĕнчене килнĕ. Шишкин музейĕпе ачасем те хаваспах паллашаççĕ. Алабугăна /каярахпа Елабуга/ пуçарнă Эмир Ибрагима бен Мухаммата халалласа хула йĕркеленнĕренпе 1000 çул çитнĕ тĕле пысăк та мăнаçлă палăк çĕкленĕ. Сăмах май, ку хулара сăмавара та палăк лартнă. Ачасем Лаиш хулинчи «Кама тинĕсĕ» пляжа та килĕштереççĕ. Унти пляж — 890 метр тăршшĕ. Ачасем валли ятарлă вырăн та хăтланă. Хăй патне кăчăк туртакан тепĕр вырăн — Хусан çывăхĕнчи Казанка шывĕ патĕнчи виçĕ сенкер кӳлĕ. Пысăкраххи — пĕр енче, тăсăклипе пĕчĕкреххи тепĕр енче вырнаçнă. Сенкер кӳлĕсенче шывĕ те сенкер тĕслĕ. Питĕ илемлĕ. Тăсăклипе пĕчĕкки патне кайнă çĕрте шыв сиккисем те пур. Çак кӳлĕсенче шыв ялан /хĕлле те, çулла та/ пĕр пек — 4-6 градус ăшă. Кунта шыва кĕмелли, хывăнса тăхăнмалли вырăнсем хăтланă. Эпир асамлă çав вырăнта 30 градус шăрăхра пулнăччĕ. Сивĕ шыва чăмса тухсан ывăнни иртрĕ, вăй-хал хушăнчĕ.

Канат çулĕпе ярăнма — Чулхулана

Чулхулапа та пĕр кунра паллашма май çук, çавăнпа унта 2-3 кунлăха кайсан чылай аванрах. Чи малтанах чиркӳсемпе Кремль стенине курмашкăн вăхăт уйăрма сĕнетпĕр. Чулхулана ахальтен мар «Раççей кĕсйи» тенĕ. Пĕлтерĕшлĕ суту-илӳ çулĕсем шăпах çавăнтан иртнипе çыхăннă. Пысăк ярмăрккăсем йĕркеленĕ. Купсасем йышлă пулнă. Суту-илӳ тума кунта Раççейĕн мĕн пур кĕтесĕнчен кăна мар, Европăпа Азирен те килнĕ.

Паллах, Аслă Пукрав урамĕпе /ăна Чулхула Арбачĕ те теççĕ/ иртмеллех. Иртнĕ ĕмĕрте кунта паллă çынсем пурăннă. Çавăнпа чаплă та илемлĕ çурт чылай. Чулхула Кремлĕпе паллашнă чухне çӳле хăпарса пăхма сĕнсен ан хирĕçлĕр — куç умне тĕлĕнмелле илемлĕ ӳкерчĕк тухса тăрать. 13 башня историйĕпе паллашма та вăхăт тупма тăрăшмалла. Мининпа Пожарскин тӳремĕнче те уçăлса çӳремелле, Чкаловăн пусмипе хăпарса анмалла. Миçе картлашка пулнине шутламалла. Туристсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шучĕ 680. Унтан Çӳлти Атăл хĕрринче уçăлса çӳремелле, Александров садне кĕмелле… Каç кӳлĕм канат çулĕпе ярăнса пăхмалла. Ку çул Чулхулана Бор хулипе çыхăнтарать. Канат çулне 2012 çулта тунă. Кабинăсенчен хула та, юхан шыв та питĕ илемлĕ курăнаççĕ. Чулхула ярмăрккин вырăнне те çитмеллех. Атăлпа Ока шывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте Александр Невский ячĕпе собор лартнă. Ку хулари чи пысăк /çĕршывĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать/ чиркӳ шутланать. Анат Атăл хĕрринче / Раштав урамĕ/ курса çӳремелле. Елка теттисен «Ариэль» музейне кĕрсе курни ача-пăчан кăмăлне çĕклĕ. Арçын ачасемшĕн «ГАЗ» историйĕн аваллăх управçи интереслĕ пулĕ. Вăхăт пулсан аквапарка та кайма пулать. Чулхуласен те чаплă вăл. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.