Комментировать

20 Сен, 2014

Кĕр яланах пуян килет

Тăван килтен хакли çук

Мăнçырма урамĕпе пынă май "çăматăллă" чăхсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Епле мăнаçлă утаççĕ. Хури те, чăпарри те пур. Тĕрĕссипе, пушмак тăхăнтартман кайăк-кĕшĕке, ури кăна ытла тĕклĕ. Вĕсен хуçисемпе хăвăртрах паллашас килчĕ. "Андреевсем ăратлă чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ", - уçăмлатрĕç ял çыннисем.

...Йăлтах пасартан туяннă пĕр автанран пуçланнă. Вăл хальхи хуçисене илемĕпе тыткăнланă иккен. Çавăнпах ку килте 10 çул ытла чăхсем çакнашкал чĕпĕсем пусса кăлараççĕ. Хăйсем каланă тăрăх - ăратлă кайăк-кĕшĕкĕн çăмарти пысăкрах. Халĕ вĕсен кăна мар, ыттисен те "çăматăллă" чăх-чĕп пур.

10 ытла кăркка урамрах çÿрет. Апат парсан таврана сас кăларса çитсе те тăчĕç. Тырă юратса çиеççĕ. Çăмарта пуçланă амасене уринчен çиппе çыхса паллă тунă - капла сăнаса тăма çăмăлрах.

Качака сĕчĕпе шурă кулач

Андреевсем сĕтлĕ качакине Йĕпреç районĕнчен илсе килнĕ. "Анне пĕчĕклех çăмарта сутма Хусана илсе каятчĕ. Кайран шурă кулач илсе çитеретчĕ. Мĕнешкел юратса çиеттĕм ăна", - аса илÿ авăрне путать Петр Семенович. Халĕ, паллах, ĕлĕкхи пурнăç мар. Уншăн вара çаплипех качака сĕчĕпе шурă кулач - чи тутлă апат.

4 вăкăр самăртаççĕ вĕсем. Ĕне тытаççĕ. 20-е яхăн сурăх усраççĕ. Хăй вăхăтĕнче сысна çăвăрлаттарса сутнă. Ĕçлесе илнĕ укçапа ГАЗель туяннă. Çавнашкалах купăстапа çĕр улмине те тупăшлă вырнаçтарнă. Унсăр пуçне тырă, люцерна, çĕр улми çитĕнтерме ÿркенмеççĕ.

Ачисене те пулăшасшăн

"3-4 сехетре тăрса выльăх-чĕрлĕхе апатлантараттăмăр. Унтан ĕçе тухса чупнă. Каçхи 5-6 сехетре тин киле таврăнаттăмăр", - теççĕ канлĕх курман Андреевсем. Малтан, паллах, хăтлă йăва çавăрма, ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленнĕ вĕсем. Мĕн кирли йăлтах пур ĕнтĕ. Пур пĕрех Петр Семеновичпа Зоя Ивановнăн чун туличчен канма вăхăт çук. "Халĕ ачасене пулăшас килет", - пĕр саслăн ăнлантарать ашшĕ-амăшĕ.

Мускавра хваттер туяннă ывăлĕ Тит мăшăрĕпе яла килнĕччĕ. Вĕсем те тăван тăрăхрах, çывăх çыннисенчен инçе мар, хăйсене ятăн çурт лартнă. Шăпах шалти ĕçсене пурнăçлатчĕç.

Хĕрĕ Марина та çемье телейне тупнă. Вĕсем те мăшăрĕпе иккĕшĕ хваттер илесшĕн.

Хĕр йĕрĕ хыççăн...

Петр Семеновичпа Зоя Ивановна пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Çавăнпах пур ĕç те ăнса пырать вĕсен. Вăхăт иртнĕçемĕн юрату сĕвĕрĕлет теççĕ. Андреевсене сăнасан апла калаймăн: арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрин çине епле ытараймасăр пăхать.

"Вăрмарта бухгалтерта ĕçлеттĕм. Пĕрре кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче столовăя кĕнĕччĕ. Черетрех пĕр каччă куç илмесĕр сăнанине асăрхарăм. Паллашрăмăр. Çав кун ĕçрен тухнă çĕре мана кĕтме пырса та тăнă хайхискер. Кайран тин пĕлтĕм: столовăйран тухсан юлташне ман хыççăн янă вăл", - йăл кулса каласа кăтартать Зоя Ивановна. Çамрăксем уйăхранах пĕрлешнĕ.

"Халĕ çак килте мăнуксем чупнине курас килет", - ĕмĕтленеççĕ Андреевсем. Йыш хушăнни, чăнах, капашсăр пысăк савăнăç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.