Комментировать

14 Июл, 2022

Тантӑш № 27 (4796) 14.07.2022

Ашшĕпе аппăшĕн çулĕпе каясшăн

Пĕрремĕш хут парта хушшине ларсанах хăй умне çирĕп тĕллев лартнă Катя: йывăр сумкăна шкула ахаль çеç йăтса утмалла мар, кашнинчех киле «5» паллăпа таврăнмалла, çитĕнӳсемпе атте- аннене савăнтармалла, вĕрентекен мĕн каланине итлесе ларса урокрах ăша хывмалла. Çичĕ çулта чухнех акă еплерех маттур пулнă вăл. «Ĕçе мĕнле пуçлатăн — çапла вĕçлетĕн», — каларăш тĕрĕсех те пулĕ. Кăçал Шупашкарти 2-мĕш лицейрен вĕренсе тухнă, патшалăхăн пĕрлехи икĕ экзаменне те — вырăс чĕлхипе тата химипе — 100 баллăх тытнă Катя Ейкова пĕрремĕш класранах шкулта пуриншĕн те тĕслĕх пулнă, яланах «5» паллăпа ĕлкĕрсе пынă. Унăн тетрачĕсене класс пухăвĕсенче, уроксенче вĕрентекен пĕрре мар тĕслĕх вырăнне хунă, таса та пĕр йăнăшсăр çырнă тĕрĕслев ĕçĕсемпе ашшĕ-амăшне, ачасене паллаштарнă.

Олимпиадăсене хутшăнни пулăшнă

Ейковсем малтан Хĕрлĕ Чутай салинче пурăннă: ашшĕ — тухтăр, амăшĕ — финансист. Катя та тăватă класс пĕтериччен Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Хĕрача кĕçĕн класран вĕренсе тухсан çемье Шупашкара куçса килнĕ. «Хулари 4-мĕш гимназие суйласа илтĕмĕр. Малтанхи кунранах акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренме тытăнтăм. Ку предмет та чи юратнисен шутĕнче пулнă маншăн. Тăххăрмĕш класс хыççăн ятарласах Шупашкарти 2-мĕш лицее профиль класа вĕренме куçрăм. Мана биологи предмечĕ чи малтанхи кунранах килĕшрĕ. Аппа Аня та юрататчĕ ăна. Тен, çавăнпах-и е атте çулĕпе утас терĕ-и — шкул пĕтерсен Мускава медицина енĕпе вĕренме кайрĕ. Вăл кăçал пиллĕкмĕш курс пĕтерчĕ. Аслăрах классенче хими, вырăс чĕлхи предмечĕсене килĕштерме тытăнтăм. Иккĕшĕнпе те 100 балл пухма çăмăлах пулман паллах. Вуннăмĕш- вун пĕрмĕш классенче химипе, биологипе олимпиадăсене хутшăнни пулăшрĕ пулĕ. Икĕ çул та призер пултăм. Манăн та пурнăç çулне медицинăпах çыхăнтарас килет», — хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ Катя.

Тутлă апат-çимĕçпе сăйлать

Катьăна килте нихăçан та ĕç хушман. Яваплăха туяканскер вăл хăех шкултан таврăнсан мĕн-мĕн тумаллине пĕлнĕ: урай çумалла, апат пĕçермелле, пӳлĕмри чечексене шывпа пĕрĕхтермелле, тусан шăлмалла. «Подћезда кĕрсенех тутлă апат шăршине туятăп. Ман Катя кухньăра ăшталанать пуль-ха тетĕп. Чăннипех те çапла. Сĕтел çинче пĕр-пĕр çырла кукăлĕ е пицца хатĕр те. Уйрăмах десерт янтăлама маçтăр вăл. Рецептсене интернетран илет. Асли Аня та ун пекех маттур. Хĕрсем килте чухне канатăп, савăт-сапа çутармаççĕ, пĕрмай тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Ашшĕ те вĕсен апатне юратсах çиет», — савăнăçне пайлать амăшĕ Алена Станиславовна. Ейковсем Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи, 4-мĕш гиназири, 2-мĕш лицейри учительсем вăйлă пулни, тарăн та паха пĕлӳ пани пирки ырласа калаçрĕç.

Катя мĕн пĕчĕкрен аллинчен кĕнеке яман. Килте те çӳлĕкĕ туллиех. Уйрăмах Томас Демаркăн, Джек Лондонăн хайлавĕсем килĕшеççĕ ăна. Унăн юратнă призведенийĕ — Гарриет Бичер-Стоу çырнă «Хижина дяди Тома». Пушă вăхăтра Катя чăн-чăн ӳнерçе çаврăнать. Чун киленĕçĕ валли унăн килте ятарлă кĕтес те пур. Пĕчĕкренех хитре ӳкернĕ- ха, 4-мĕш гимназие вĕренме кĕрсен çак ăсталăх тата вăйлăрах аталанма тытăннă. Çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне акварельпе сăнлама юратать Катя. Хитре те çутă тĕссемпе усă курни те ахальтен мар. Яланах ыррине, хитрине куçĕ умне кăларать вăл. Тата мĕн ачаранах спортпа туслăскер çăмăл атлетикăна килĕштерет. Çемьепе пĕрле стадиона чупма тухать. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Меткий стрелок

В народе говорят, что у хорошего стрелка каждая стрела метка. Таким метким стрелком можно назвать и ученицу 7-го кадетского пограничного класса Толиковской школы Чебоксарского района Злату Самсон, которая наравне с мальчишками своего класса стреляет из пневматической малокалиберной винтовки и выбивает 42 очка из 50.

«Когда я слышу звук вылетающей пули при стрельбе, у меня пропадают тревога и стресс», – рассказывает юная снайперша.

За активное участие в общественной жизни школы, достижение высоких результатов и проявленное усердие в обучении военному делу ее титул «Меткий стрелок» отмечен Но-вочебоксарской городской организацией пограничников «Граница».

Девочка очень любит военную подготовку, легкую атлетику и маршировку. Она прекрасно завязывает морские узлы как в простых, так и в сложных вариациях. Сейчас освоила 15 морских узлов. Злата хорошо справляется и сборкой и разборкой автомата на время.

Недавно девушка начала заниматься карате и уже делает большие успехи. Также овладела навыками самообороны. При нападении и в случае опасности может постоять за себя.
Во время каникул Злата не теряет времени даром, учится плавать брассом.

Злата – разносторонняя личность. Помимо военного дела она с десятилетнего возраста увлекается написанием стихов на животрепещущие темы природы, войны, Родины. Ее перу принадлежат красивые героические и патриотические стихи: «Герой», «Пуся», «Артист», «Сохраним природу», «Моя Чувашия». Сегодня в ее «заветном» блокноте 10 стихотворений. Она обладатель солидного портфолио, в котором дипломы и грамоты всероссийских, региональных и районных конкурсов по литературному творчеству, спорту и военной подготовке: «Эрудит», «Выразительное слово», «Туристские навыки», «Смотр строя и песни», «Военно-спортивное многоборье», «Перетягивание каната», «Хрустальные звездочки», «Масленница-блинница – весны именинница!», За высокое исполнительское мастерство награждена дипломом 2-й степени на фестивале «Щит и Лира». <...>

Ирина ЮРЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Сăн-пите илем кĕртесси – чун киленĕçĕ

Визажист профессийĕ хĕрсене уйрăмах çывăх. Пĕр-пĕр мероприятине каймалла-и е уяв ертсе пымалла-и — чылайăшĕ хитре те илĕртӳллĕ прическа, макияж тутарать. Анчах визажист пулма еплерех-ха? Вăл хăйĕн ĕçĕнче мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулать? Кун пирки Шупашкарта пурăнакан Анжела ИВАНОВА каласа кăтартĕ. Ăна сăмах:

— Шкулта вĕреннĕ чухне анне сăрланма хушмастчĕ. Студент вăхăтĕнче те писевпе, тушьпа, пудрăпа пĕрре те усă курман. Пĕррехинче пĕр мероприятине кайма юлташ хĕрĕ мана хитре сăрларĕ, çӳçе илемлĕ прическа турĕ. Тепрехинче хама макияж туса пăхас кăмăл çуралчĕ. Ун чухне ятарлă косметика та пулман, алла мĕн лекнĕ — çавăнпах усă курнă. Çак ĕç килĕшнĕрен профессионал виза-жист пулма хам ума çирĕп тĕллев лартрăм, интернет уçлăхĕнче макияж тăвассипе укçалла ятарлă ăсталăх класĕ туянтăм. Эпир сăрлама пуçличчен малтан пит ӳтне ятарлă мицелляр шывпа е тоникпе тасататпăр. Ун хыççăн нӳретекен крем сĕретпĕр. Вăл ультрафиолет пайăркасенчен сыхлать. Унтан консилерпа шатрасене, куç айĕнчи кăвакарнă вырăнсене хуплатпăр, ӳте хитре тĕс кĕртекен, çитменлĕхсене пытаракан крем сĕретпĕр. Визажистăн çыннăн ӳчĕ мĕнлерех пулнине пĕлмелле, унпа килĕшӳллĕн косметика суйламалла. Хыççăн пите пудрăпа, хайлайтерпа, хĕрлĕ писевпе илемлететпĕр, юлашкинчен куç хупанкине, харшине сăрлатпăр. Хăшĕ-пĕри питне тасатмасть, кремпа усă курмасть. Çакна пула ӳт канăçсăрланать. Çын ман патра темиçе хутчен пулнă тăк эпĕ унăн мĕнлерех ӳт пулнине пĕлетĕп. Кун пек чухне ĕçлеме чылай çăмăл.

Кашни клиент мĕнле макияж кирлине хăех пĕлет. Халĕ ытларахăшĕ çăмăллине суйлать. Вăл ыттисемпе танлаштарсан ытла çутă мар. Сăрланă чухне куçпа çӳç тĕсне, куç пысăк е пĕчĕк пулнине, унăн хупанкине шута илетпĕр. Пĕр макияжах кашни çын çинче килĕшӳллĕ пулма пултарать, анчах кунта тĕссемпе асăрханса усă курмалла. Клиента хăшĕ кайнипе кайманнине малтан тĕрĕслетпĕр. Ун пек чухне куç хупанкине çӳхерех сийпе сăрлатпăр. Сăмахран, тĕттĕм сăрă ывăннă сăнлă кăтартать. Макияж тума кашни ăста тĕрлĕрен пуçăнать. Эпĕ чи малтан питрен тытăнатăп, мĕншĕн тесен куç хупанкине сăрланă чухне сăрă сирпĕнет. Пĕр-пĕр уяв хыççăн хăшĕ-пĕри хитре те илĕртӳллĕ макияжа тасатма васкамасть, анчах та кун пек юрамасть. Çакна каласа хăварас килет — 24 сехетрен ытла унпа çӳремелле мар, вăраха тăсăлсан пит çине шатрасем тухаççĕ, канăçсăрланать, ывăннăн туйăнать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕкскерсене уяв парнелет

Ачасен уявне асра юлмалла ирттересси — унăн юратнă ĕçĕ. Ку таранччен миçе тĕрлĕ сăнара «кĕрсе» пĕчĕкскерсене савăнтарман-ши вăл?! Çав шутра Тухатмăш карчăк, Вутăш-пи, тĕрлĕ юмах пикисем… Анчах ачасемпе пĕр чĕлхе мĕнле тупмалла-ха? Уяв ирттерме пурте пултараяççĕ-и? Кун пирки пире Шупашкарта пурăнакан 23 çулхи Юлия ИЛЬИНА каласа кăтартĕ. Ăна сăмах:

— Шкул пĕтерсен пĕр лагерьте вожатăйра тăрăшрăм. Çавăн чухне ачасене юратнине, вĕсем мана çывăх пулнине, манра артист ăсталăхĕ пытаннине ăнлантăм. Ăна малалла аталантарас тесех аслă шкулта вĕреннĕ чухне аниматора вырнаçрăм, шăпăрлансен уявне ирттерме пуçларăм. Кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленетпĕр, вăл уяв хуçине нумайлăха асра юлтăр тесе тăрăшатпăр. Сăмахран, шăпăрланăн чи юратнă мультфильмне е вăл килĕштерекен юмахри сăнара суйлатпăр. Ăна валли ятарлă макияж тăватăп, куçа илемлететĕп, пит çине чĕр чунсен кĕлеткисене çыпăçтаратăп. Ачасем çакна курсан тĕлĕнеççĕ, вĕсем чăн е чăн маррине хăйсемех пырса пăхаççĕ.

Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни — аниматорăн тĕп енĕсенчен пĕри. Шăпăрлансен кăмăлне уçма тĕрлĕ вăйă выляттаратăп, юрлаттаратăп, ташлаттаратăп. Кун пек чухне вĕсем айккинче ютшăнса тăмаççĕ, тӳрех ман пата чупса килеççĕ. Уяв вĕçленсессĕн те малаллах вылясшăн, савăнасшăн. Пĕррехинче уяв вăхăтĕнчех ман пата пĕр ача пычĕ те: «Нумай пулмасть эпĕ чирлерĕм. Кĕлеткене хĕрлĕ шатра тухса тулчĕ. Эсир нихăçан та ан чирлĕр, яланах сывă çӳрĕр», — терĕ. Кун пек сăмахсем хыççăн куççуль те тухрĕ, çав вăхăтрах савăнтарчĕ. Тепĕр чухне урамра курсан та палласа илеççĕ, хăйсемех чупса пыраççĕ. Хăш-пĕринпе пĕр чĕлхе тупма йывăр. Анчах манăн унашкал тĕслĕх ĕçре пулман-ха. Эпĕ ачасене юрататăп, вĕсем — мана.

Ман шухăшпа, кашни çынах аниматор пулаять. Енчен те унра артист ăсталăхĕ пур тăк тата вăл ачасене юратать, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупаять пулсан мĕншĕн çак ĕçре хăвна тĕрĕслесе пăхмалла мар? Укçа-тенкĕ енчен пĕтĕмпех хамăртан килет. Уяв ирттернĕ чухне аниматорăн нихăçан та начар кăмăл пулмалла мар. Çакна ачасем лайăх туяççĕ. Сăнарсем пирки калас пулсан, эпĕ шăпăрлансемпе пĕр тан утма тăрăшатăп, ТикТока кĕретĕп, вĕсем кăмăллакан мультфильмсене пăхатăп, юрăсем итлетĕп. Халĕ чи анлă сарăлнă сăнарсенчен пĕри — Хагги Вагги.

Çавăн пекех корпоративсем ирттеретĕп. Пĕррехинче Юр Пике сăнарĕнче пулма тӳр килчĕ. Анчах мана пĕчĕкскерсене асăнмалăх уяв парнелеме ытларах килĕшет. Шупашкарта кăна мар, республикăри районсене те тухса çӳретпĕр. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Пулас профессине çарпа çыхăнтарасшăн

Шупашкарти 36-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Ляпкин пĕрремĕш класранах кадетсен ретне тăнă. Хастарлă, çивĕч ăс-тăнлă, хушнă ĕçĕн яваплăхне ăнланаканскер – çак сăмахсем пурте ун çинчен.

Даниил пĕрле вĕренекенсемшĕн — ырă та çутă тĕслĕх. Кунта ашшĕ- амăшĕн тӳпи те пысăк. Вĕсем ывăлне ĕçе юратма, çывăх çыннисене хисеплеме хистеççĕ. Даниил Ляпкин спортра та, вĕренӳре те маттур. Кăçал географипе, биологипе, химипе тата физкультурăпа иртнĕ район олимпиадисенче призер пулса тăнă. Даниил ытти мероприятире те пысăк çитĕнӳсем тăвать. Унăн хула шайĕнчи конкурсра çырнă «Тыл та вăрçă хирне çаврăнчĕ» ĕçĕ ятарлă сочиненисен пуххине лекнĕ. Çавăн пе-кех Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Эпир — пĕрле» конкурсăн «Анне чапĕ» номинацийĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Вăл «Эпир — çамрăк армеецсем» республика слетĕнче тав хутне тивĕçнĕ, Шупашкарти Ленин районĕнчи шкулсен хушшинчи ăмăртура винтовкăран персе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Шкулта вĕрентекенсем каланă тăрăх, Даниил ăшă кăмăллă та тарăн шухăшлă ача. Вăл хăйне кăсăклантаракан ыйтусене туллин хуравлать, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Ĕç хушсан çийĕнчех пурнăçлама тăрăшать. Çав вăхăтрах ача пурнăç йывăрлăхĕсенчен хăрамасть. Вăл яланах хăйне вал-ли мĕн те пулин çĕнни шырать.

Кăрлач уйăхĕнче 36-мĕш шкулта Паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Кадетсем Ленинградра блокадăра пулнă Наталья Крюковскаяпа тĕл пулнă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Наталья Крюковская вăрçă вăхăтĕнче 4 çулти ача пулнă. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.