Комментировать

14 Июл, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 27 (1255) № 14.07.2022

Ялта — ырлăх!

Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсене комплекслă аталантармалли программа пур. Унсăр пуçне çак тĕллевпех çĕршыв шайĕпе тĕрлĕ проект-программа çуратаççĕ. Ялта сывлăш та тасарах, апат-çимĕçĕ те, ӳркенмесен, йăлтах хăвăн пахчаран кĕрет пӳлмене. Çуртсем хулари коттеджсенчен начар мар, условийĕсем те чаплă: вĕри шыв та, ванна та шалтах. Паян çынсене шăпах ял çинчен калаçтарас терĕмĕр. Çуралнă тăрăхра тĕпленме хатĕр-и вĕсем? Çапла, унта пурăнма çăмăл мар, анчах та патшалăх программисемпе усă курсан хуларинчен пĕрре те кая мар аталантарма пулать пурнăçа. Нумай чухне вара шăпах çав программăсем пирки нимĕн те пĕлменни ура хурать те.

Дмитрий , 63 çулта, Элĕк районĕ:

— Шкултан вĕренсе тухса кайнăранпах хулара пурăнатпăр. Ялта çурт пушанчĕ те унпа дача пек усă куратпăр. Унта та кунта та ĕлкĕретпĕр — тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вăхăт енчен çапах та ирĕклĕрех.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансене патшалăх енчен тĕревлени аван паллах. Пайăррăн та, комплекслă та пулăшма тăрăшаççĕ. Пирĕн ялта Атмалкассинче акă халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлерĕç, башня улăштарчĕç. Çавăн пекех ял тăрăхне аталантарас программăна хутшăнса спорт инвентарĕ илсе килчĕç, вырнаçтарса параççĕ пулĕ-ха.

Çынсем Скандинави уттине килĕштереççĕ халĕ, пирĕн ялта та тăтăшах тухаççĕ теççĕ пуçтарăнса, анчах та çул питĕ начар пулнипе такăнса ӳкесси те часах-тăр. Маларах пирĕн яла турă пачах та маннă тенĕ пулĕччĕ-ха эпир — кĕмешкĕн пачах та çул çукчĕ. Икĕ çул каялла чул сарчĕç, анчах та вăл «ирĕлсе çухалчĕ». Шăп çав вăхăтра Мăн Вылă ял администрацийĕн пуçлăхĕ çукчĕ, тивĕçĕсене пурнăçлаканни вара тимлесе тĕрĕслесе тăмарĕ курăнать. Технологие пăхăнманнине кура çул питĕ хăвăрт арканчĕ. Ун хыççăнхи пуçлăх: «Эпĕ вăл вăхăтра ĕçлемен», — терĕ. Халĕ вăй хураканни экспертиза туса тĕрĕслесшĕн текен сас-хура тухрĕ-ха та… Çула йĕркене кĕртсен аванччĕ. Унсăрăн халĕ кăшт çумăр çуса каять те çул майонеза çаврăнать, ура çумне çыпăçать. Типĕре те шăтăк-путăк кăна. Пĕлтĕр юсама хăтланчĕç. Кăçал хальлĕхе никам та килмен-ха. Пайăррăн калас пулсан вара, Ишлейре дача пур пирĕн. Унта патшалăх программипе усă курса электроэнерги кĕртнĕччĕ.

Халĕ газ та пӳрт умнех тӳлевсĕр çитереççĕ теççĕ. Тата ытти программа пур паллах. Анчах та халь тин пур пĕрех яла кайса тĕпленсе пурăнас шухăш çук ĕнтĕ. Çамрăксенче малашлăх, вĕсем ĕçлеччĕр. <...>

М.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Ырă чĕреллисем телейлĕ

«Юмах» апат пĕçерме вĕрентес-и? Мордва Республикинчи Кижменевсем-Афонинсем ăна никамран тутлă хатĕрлеме пĕлеççĕ. Тулли кашăк юратăва, хисепе, çитĕнĕве, кулла, ĕмĕт-тĕллеве, тимлĕхе, каçарăва, шанăçа пăтратмалла, чĕптĕм чăтăмлăх хушмалла. Туслă çемье ку апата ирхине ас тивме сĕнет.

Ача — Пӳлĕхçĕ парни

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх филармонийĕ ачасен хаваслă сассипе, куллипе тулчĕ. Çакăнта «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн округри тапхăрĕ иртрĕ. Хăнăхнă йĕркепе, 14 çемье вăй виçрĕ. Сăмах май, тупăшăва хутшăннисем çут тĕнче кăтартнă ывăл-хĕре кăна мар, хăйсен çунатти айне илнĕ тĕпренчĕксене те пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăнасене хамăр тăрăхра хапăл туса йышăннине палăртрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Раççей Президенчĕ çемье пĕлтерĕшне пысăка хурса аталану çул-йĕрне палăртни çине пусăм турĕ. Нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă май кăçал республикăра 7 тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине каларĕ вăл.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн саламлă çырăвне унăн çумĕ Олег Машковцев вуларĕ. Унта çак конкурс çемьен ырă йăлисене саракан тĕп лапама çаврăннине палăртнă. Олег Машковцев хăнасене Шупашкарăн хитре вырăнĕсене çитме сĕнчĕ. Çакă тĕрлĕ тăрăхран килнисен туслăхне çирĕплетме пулăшнине каларĕ.

Конкурса хаклакансенчен пĕри, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса çитĕннĕ Анатолий Гущин актер — 3 ача ашшĕ. Унăн аслă ывăлĕ авланма хатĕрленет. Варта тĕвĕленнĕ пепкен пурнăçне татма юраманни, çакă Пӳлĕхçĕ парни пулни çинчен ачисемпе пĕрре мар калаçу пуçарнă вăл.

«Пысăк йыш — çемье пуянлăхĕ», — терĕ республикăри хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева. Ашшĕ-амăшне ачасемшĕн асамçă вырăнĕнче пулма чĕнсе каларĕ вăл. Çакă çывăх çыннисене тĕпренчĕкĕсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн хавхалантарĕ.

Уявра виçĕ çемьене — Вăрнар районĕнчи Сергейпа Нина Андриановсене, Шупашкар районĕнчи Михаилпа Ольга Васильевсене, Çĕмĕрле районĕнчи Владимирпа Алефтина Индейкинсене — «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕç. «Çемье юрату çинче никĕсленет. Мăшăрăн пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлмелле», — ансат чăнлăх тавра сăмах пуçарчĕç Владимир Васильевичпа Алефтина Семеновна.

Конкурсăн пĕлтĕрхи çĕнтерӳçисем, Пермь крайĕнче пурăнакан Абакшинсем, видеоçыру урлă салам ячĕç. Шупашкара çитсе килнине ырăпа аса илчĕç вĕсем. Ун чухне çемьере 22 ача пулнă. Унтанпа йыш пысăкланнине палăртма кăмăллă: халĕ Абакшинсен килĕнче — 23 тĕпренчĕк. Вĕсем конкурса хутшăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме сунчĕç. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Атьăр, вăййа тухар-и?

Чăваш халăхĕ çĕр пин юррипе паллă. Юрăсем савăнтарнă, йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă, хавхалантарнă. Çĕнĕ çĕре каякансен, авăн çапакансен, пир тĕртекенсен, ака-сухаçăсен, çăм тапакансен, катка-пичке тăвакансен, тимĕрçĕсен, утă çулакансен ятарлă юрăсем пулнă. Кашни уявăн тата — хăйне евĕрли. Паян та чăваш фольклорĕнче вĕсем пурте тенĕ пекех тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пурнăç улшăннă май аталанса пырать. Çав шутра уйрăмах туй, ĕçкĕ, вăйă юррисене палăртмалла.

Аваллăха упраса

Чи илемли — вăйă юррисем. Хитре йăлапа çыхăннăскерсем халĕ, шел те, пирĕн пурнăçран тухсах пыраççĕ. Апла пулин Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ авалхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратса малалла аталантарас тесе нумай ĕç туса ирттерет. Акă çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунне уявланă май, чăвашсен авалхи вăйă юррисене халалланă «Атьăр, вăййа тухар-и!» халăхсен хушшинчи фестиваль иртрĕ. Ăна «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектпа килĕшӳллĕн йĕркелерĕмĕр. Проект авторĕ — ЧНК культура комитечĕн ертӳçи Вера Архипова, фестиваль авторĕ — ЧНК культура комитечĕн пайташĕ, Шупашкар районĕнчи «Телей» ансамбль ертӳçи Наталья Арсентьева.

Мероприяти тĕп тĕллевĕ — чăваш халăхĕн авалхи вăййисемпе паллаштарасси, вĕсен тĕслĕхĕсене аса илесси, вăйă сăввисемпе юррисен илемне, асамлăхне тата пĕлтерĕшне туясси, халăх йăлисене упраса хăварасси тата аталантарасси. Çак фестивале ирттерсе эпир ӳссе пыракан ăрăвăн тăван енĕмĕрĕн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвне ӳстересшĕн. Фестивале ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Людмила Засыпкина ертсе пычĕ.

Тĕрлĕ регионран

Фестивале хутшăнакансем республикăри тĕрлĕ район-хуларан, регионсенчен пысăк ушкăнсемпе килсе çитрĕç — Пушкăрт Республикинчи «Пилеш», Сарă ту тăрăхĕнчи «Палан», Питĕр хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи «Юрату», Шупашкар районĕнчи «Телей», Чăваш наци библиотеки çумĕнчи «Эткер», Чулхулари «Чулхула чăвашĕсем», Мускав хулинчи «Ентеш» ушкăнсем. <...>

Вера АРХИПОВА, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи.

♦   ♦   ♦


Арăмĕ тĕрлет, упăшки пулла çÿрет

Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ юратура, килĕшӳре, ăнланура, хисепре кăна мар, пĕр-пĕрне каçарма пĕлнинче те, парăнма пултарнинче те. Шăпах çакна аса илтерчĕç те Комсомольски районĕнчи ЗАГС уйрăмне Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлама пухăннă хăнасем. Хăнăхнă ырă йăлапа нумай çул килĕштерсе пурăнакан хисеплĕ мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç. Аслă Çĕрпӳелĕнче пурăнакан Мария Ивановнăпа Владислав Сергеевич утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ылтăн туй паллă тунă.

Ашшĕ-амăшне саламлама ачисем, мăнукĕсем пуçтарăннă кĕрекене. Çур ĕмĕр сахалах та мар пек. Михайловсен савăнмалли те, кулянмалли те пулнă çак тапхăрта. Пурнăç ялан тикĕс çулпа чуптармасть-çке. Тумхахĕ те пайтах тĕл пулать. Анчах нихăçан та пуç усман арăмĕпе упăшки. Шав малалла тинкернĕ. Çавăнпах асра савăнăçлă самантсем чылай нумайрах упранаççĕ.

— 50 çул пĕрле пурăнатпăр — питĕ хăвăрт иртрĕ çак вăхăт, — тет кил ăшшин управçи «арăм» ята илтнĕренпе çур ĕмĕр çитнине ĕненмесĕр.

Паллах, пĕр чарăнмасăр шав малалла чупать вăхăт. Йăва çавăрса ачи-пăчине çитĕнтернĕ, куллен ĕçе çӳренĕ май кун хыççăн кун хыçа юлнă. Тăватă ачи пĕрин хыççăн тепри çитĕннĕ.

— Çапăçма-хирĕçме вăхăчĕ те пулман. Иксĕмĕр те ĕçе чупнă. Пӳрт-çурт лартнă чухне йĕркеллĕ çывăрса та курман. Ун чухне паянхи пек сутăн илмен вĕт материалсене. Вăрмана, кирпĕч турттарма çур çĕр иртни икĕ сехетре тухса каятчĕç, — аса илет Мария Ивановна.

Пĕрлешсен уйрăлса тухнă çамрăк çемье. Вĕсем çурт лартнă çул вăрманта темшĕн çулçă пулман. Çавăнпах пĕрремĕш хĕл каçнă чухне мачча çине сарайманнипе килте сивĕ пулнине те манман Михайловсем. Йыш хушма килнĕ пĕрремĕш кайăка — хĕрне — ăшăрах кипкелеме тăрăшни те ашшĕ-амăшĕн куçĕ умĕнчех.

Тăватă ача — икĕ ывăлпа икĕ хĕр — çитĕнтернĕ Михайловсем. Паян кашниех çемьеллĕ, тăван килтен вĕçсе тухса кайнă. Кил хуçисем иккĕшех кун кунлаççĕ. Анчах та тунсăхламаççĕ вĕсем. Кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ патне мăнукĕсем час-часах килсе çӳреççĕ. Çиччĕ таранах вĕсем. Кĕçĕн мăнукĕ куç тулли савăнăç кӳрет.

— Ача ӳстернĕ чухне темĕн те куран. Пĕррехинче уйра кăшман çумлатпăр. Кĕçĕннисене Сашăпа Сергея кĕтӳ ансан ĕне кĕртме киле янă. Хамăр таврăнсан пăхатпăр: выльăхсем картара-ха, анчах ачасем килте çук. Ăçта-ши вĕсем? Больницăна кайнă иккен. Çырмара ӳсекен йăмра çине ярăнма кайнă хайхисем. Пĕри — иккĕмĕш, тепри тăваттăмĕш класра вĕренеççĕ-ши ун чухне? Ывăлсем турат çине хăпарса сикнĕ. Хăрăкскер хуçăлса аннă та кĕçĕнни аллин икĕ шăммине хуçнăччĕ. Сергее шеллесе Саша та больницăна пĕрле ларса кайнă иккен, — каласа кăтартать Мария Ивановна.

Выльăх-чĕрлĕхне çамрăк чухне карта тулли усранă Михайловсем. Халĕ те картиш кайăк-кĕшĕк, выльăх сассисĕр тунсăхламасть.

— Сысна та, икĕ ĕне те, пăру та усранă. Выльăх пусса сутсан пĕр-пĕр япала туянаттăмăр. Аванах тупăш кӳретчĕ. Хуçалăхсем саланнă вăхăтра укçа-тенкĕ тупма çăмăлах марччĕ, — тăсăлать малалла калаçу.

Ашшĕ-амăшне ачисем нумай пулăшнă паллах. Аслисем ĕçре чухне килти тивĕçсене вĕсем пурнăçланă. Пĕрисем пӳртре, теприсем тулта тăрмашнă. Кăмака хутса чукунпа çĕр улми те пĕçернĕ, шыв вĕретсе çăнăх та пăтратнă.

Мария Ивановна малтан правленире, ун хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хунă. Çавна май çамрăксене нумай çырăнтарнă. Вун-вун кăна мар, çĕр-çĕр çемье çуралнă унăн куçĕ умĕнче. Мĕн чухлĕ ача регистрациленĕ тата!

— Кам мĕнле ĕçленине, çамрăксене еплерех çырăнтарнине, ачасене хаваслă лару-тăрура ят хунине тишкерсе районта конкурс та ирттеретчĕç. Çавăнпах тăрăшса пурнăçланă ку ĕçе. Пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашаттăмăр, — общество ĕçĕнче те хастар хĕрарăм çинчен çынсен телейне хут çинче çирĕплетсе пынă тесен те йăнăш мар. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Аллинче — тĕрĕс çул кăтартакан парне

Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда салинче пурăнакан Владимир Павлов йăх-несĕлне пуç таймашкăн Чăваш Ене çулленех килет. Арçын çакна хăйĕн тивĕçĕ вырăнне йышăнать. «Хамăр тăрăхри тĕп чăваш», — теççĕ ун пирки йăхташăмăрсем. Çавăнпах унпа вулакансене паллаштарас килчĕ.

Велосипедсăр юлнă

«Çут тĕнче кăтартнă çывăх çыннăмсем Тюмень облаçĕнчи Канаш ялне Вăрнар районĕнчен куçнă. Атте Александр Павлович «Канаш» колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ, хуçалăх ертӳçи таранах çитрĕ. Анне Дарья Григорьевна колхоз бригадинче те, ача садĕнче те, фермăра та ĕçлерĕ», — йăх-несĕлĕ тавра сăмах пуçарсан палăртрĕ Владимир Александрович. Вĕсем 8 тĕпренчĕк çуратса çитĕнтернĕ. «Килте чăвашла калаçаттăмăр. Пуçламăш шкулта вара тăван чĕлхепе хутшăнма чаратчĕç. Ун чухне ачасенчен нумайăшĕ вырăсла пачах пĕлместчĕ. Атте патне тĕрлĕ çĕртен килетчĕç. Эпĕ хăнасен калаçăвне итленĕ май вырăсла перкелешме хăнăхрăм», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнать Владимир Павлов.

Йышлă çемьери тĕпренчĕксене пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. «Пахча тăрантарнă пире. Хамăра ятăн çĕр лаптăкĕнче тăрăшса, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеттĕмĕр. Унсăр пуçне картиш тулли выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеттĕмĕр. 4-мĕш класран вĕренсе тухсан алла çава тытрăм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçченĕсене пулăшма тухаттăмăр. Гектарĕ-гектарĕпе курăк çулса типĕтеттĕмĕр. Çакăншăн утă паратчĕç, укçа тӳлетчĕç», — иртнине куçĕ умне кăларать арçын. Çитĕннĕçемĕн мотоцикл туянас шухăш тĕвĕленнĕ унăн пуçĕнче. Ахальтен мар транспортăн ун чухнехи хакне тата ăна илмешкĕн миçе тонна утă хатĕрлемеллине çаплипех ас тăвать вăл. Çапах мотоцикл вырăнне велосипед туяннăшăн та тем пекех савăннине пытармасть йăхташăмăр. Анчах пĕррехинче пăтăрмах сиксе тухнă. Ун чухне Владимир Павлов велосипед утланса 10 çухрăмри шкула вĕренме çӳренĕ. Хаклă хатĕре пĕлнĕ-пĕлмен çынсем патне хăварма лекнĕ. Çавăнпа усă курса çĕнĕ велосипеда вăрланă. Ăна темле шырасан та тупайман. Çамрăкăн инçе çула çуран парăнтарма тивнĕ.

Ĕне мăйракипе вылянă та...

Колхоз ертӳçин тилхепине тытса пыракан ашшĕне ĕçпе Мускава янă. Ун патне килнĕ машинăра Владимир валли те вырăн тупăннă. Çăматă, саплăклă шăлавар тăхăннă ача хаваспах çула тухнă. Ахăртнех, ун чухне унран телейлĕрех çын та пулман. Çĕршывăн тĕп хулине çитиччен пĕчĕкскерĕн хырăмĕ самаях выçнă. Анчах çăматăллă, саплăклă шăлаварлă тĕпренчĕке кафене апатланма кĕртмен. Юрать, çывăхри лавккара мĕн кирлине йăлтах тупса илме май килнĕ. Çавăн чухне Владимир сăран пушмак тăхăнса курнă. Сутуçăсем кивĕ япаласене çӳп-çап контейнерне пăрахма тăнă. Арçын ача хыпăнса ӳкнĕ. Хăйĕн хатĕр-хĕтĕрне хутаçа пуçтарса чикнĕ. Ăна ниçта та хăварасшăн пулман. Ара, çав япаласем яла çитсен тăхăнма чухах. «Айккинчен пĕчĕк Хĕл Мучи пекех курăнтăм ахăр», — тет ачаллах хатĕр хакне ăнланаканскер. Хуçалăх ертӳçинче тăрăшакан Александр Павловăн хушăвĕпе, малтан ялта ĕç çыннисем валли çурт-йĕр хăпартнă. Пуçлăх пуканне йышăнакансем патне кайран тин черет çитнĕ. Пӳрт лартакансене пĕренесемпе хăвăртах тивĕçтернĕ. Ачасем вĕсен тавра чупкаланă, сăмала кăшланă. Пĕррехинче пĕренесем вырăнтан куçнă та пĕчĕк Вовăна хĕстерсе хунă. Хайхискер кăшкăрма та вăй çитереймен. Юрать, çав вăхăтра вăй питти арçынсем кăнтăрлахи апата таврăннă. 5-6-ри лара-тăра пĕлмен ачана пĕрене айĕнчен туртса кăларнă.

Владимирăн ăс-тăнĕнче тепĕр самант яланлăхах çырăнса юлнă. Килте ĕне утланма хăнăхнă вăл. Выльăхăн мăйраки руль пекех пулнă уншăн. Хăйне водитель вырăнĕнче туякан ача ăна унталла-кунталла çавăрнă. Юлашкинчен ĕне йăлăхса çитнĕ те ачана пуç çийĕн ывăтнă. Амăшĕ каланă тăрăх, Вова мунча тăрринчен çӳлерех «вĕçсе» хăпарнă. Телее, чĕрĕ юлнă.

Тепрехинче килти выльăх валли турнепс кăларнă. Урапапа таптанакан ӳсен-тăрана çулçинчен хытах туртнă вăл. Те вăйĕ пĕтнĕрен, те асăрхаса çитерейменрен ача пăрăнма ĕлкĕреймен? Хайхискер тулли урапа айне пулнă. Çакăн хыççăн вăрах сипленме лекнĕ унăн. Кĕлетки хытах ыратнине çаплипех манман йăхташăмăр.

«Тем те пулнă», — хаш! сывлать Владимир Александрович. Ака вăхăтĕнче арçын вырăнĕнче ĕçлекен çамрăксем 50 килограмм таякан михĕсене йăтнă. Çакă урари юн тымарĕсене усал витĕм кӳнĕ. Владимир Павловăн летчике вĕренес ĕмĕте ирĕксĕрех пăрахăçлама тивнĕ, мĕншĕн тесен ăна медицина комиссийĕ витĕр кăларман. Авиатехник пулма сĕннĕ, анчах унăн ку ĕç патне чунĕ выртман. Ашшĕ ывăлне тухтăра вĕренме ыйтнă. Владимир Павлов юнран хăранине калать. Çавăнпах шурă халатлисен çулне суйлама килĕшмен вăл. «Вĕренес килмесен фермăра ĕç тупăнатех», — тенĕ ашшĕ. Аслисен сăмахĕнчен иртме хăнăхманскер выльăх пăхма вырнаçнă. Çав вăхăтрах водителе вĕренме çӳренĕ. «Ун чухне фермăра ĕçленĕшĕн вăтамран 40 тенкĕ тӳлетчĕç. Водителе 120 тенкĕ паратчĕç», — кашни утăма шухăшласа пуснине çирĕплетет пурнăç çынни. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.