Комментировать

13 Июл, 2022

«Хресчен сасси» 27 (2915) № 13.07.2022

Сиктĕрме тĕрлĕ халăха туслаштарчĕ

Июлĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнче чаплă уяв кĕрленĕ. Унта 15 пин ытла çын хутшăннă. Пин-пин чăвашпа пĕрле Раççейри ытти наци çынни те пĕр кĕрекере савăннă. Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн 115 çулхи юбилейне халалласа Тутарстанри Уява кăçал Сиктĕрме ялĕнче йĕркелеме палăртнă.
Унта пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов, Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских саламланă. «Тĕрлĕ регионтан килнĕ чăвашсем уявра пĕрле пухăнни — пĕлтерĕшлĕ пулăм. Мĕншĕн тесен пĕрлĕхре вăй упранать», — тенĕ Олег Алексеевич. Вăл регионта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварма тăрăшнăшăн Тутарстан ертӳçине тав тунă. Чăвашла кĕнекесемпе вĕренӳ пособийĕсем туянма 1 пин сертификат парнеленĕ.

Уявра чăваш халăхĕн авалхи пурнăç ĕпе паллаштаракан лаптăксем, ăсталăх лаççисем ĕçленĕ. Кунтах тăмран, йывăçран, тимĕртен хатĕр-хĕтĕр ăсталакансем, çи-пуç çĕлесе тĕрлекенсем те пулнă. Пултарулăх ушкăнĕсем йăлана пăхăнса ачана ят хунине, çамрăксене салтака ăсатнине, улах ларнине, туй-çуй ирттернине, нимелле çурт тунине кăтартнă.

Сиктĕрмере çуралса ӳснĕ Иван Казанков Уявăн пуçаруçи, йĕркелӳçи тата тĕп спонсорĕ шутланать. Вăл — «Звениговский» ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ. Иван Иванович тăрăшнипе ял çумĕнче «Сăвар» этнокомплекс никĕсленĕ. Унпа юнашарах пĕр енче çил арманĕ ĕçлет, тепĕр енче шыв арманĕ тырă авăртать. Кунтах — çĕр пӳрт, хупран тунă çуртсем, кил тĕрĕшри хатĕр-хĕтĕр, савăт-сапа…

Сиктĕрме ялĕ çултан-çул илемленсе, хăтлăланса пырать. Çакă пĕтĕмпех вырăнти Хусанкай ячĕллĕ хуçалăх тивĕçĕ. Ял-йыш унта вăй хурать. Хуçалăхра ĕçлекенсене Иван Казанков çурт парать. Çавна май çамрăксем те хуланалла каймаççĕ. Ача-пăча шучĕ те ӳсет ялта. Çак тĕллевпех çĕнĕ шкул тума та палăртаççĕ.

Хăнасем СССР 100 çул тултарнине халалласа çĕнĕ парк уçма хутшăннă, асăнмалăх хунавсем лартнă. Унта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен бюсчĕсене те вырнаçтарнă. Кăшт айккинерех «Восток» ракетăн копийĕ те пур.

Уявра Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, вырăсла, тутарла вуланă. Унсăр пуçне мухтавлă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан экспозици йĕркеленĕ. Ытти конкурса та — «Выля, хут купăс», «Юрла чăвашла», «Уяв пики», «Ташла чăвашла» — халăх хастар хутшăннă. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Пурнăç тĕрекĕ — ачисенче

Вĕсем иккĕшĕ те Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ, паллашнă, мăшăрланнă. Карл Маркс ячĕллĕ колхозра ырми-канми вăй хунăран иккĕшĕ те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Туслă мăшăра ял-йыш паян та манмасть, хисеплет. Сăмахăм Николайпа Римма Кирилловсен çемйи çинчен пырать.

Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ

Николай Гурьевич вырăнти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри ял хуçалăх механизаци училищинче вĕреннĕ. Каярахпа Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăнă. Пурнăçне вăл вырăнти хуçалăхра трактористра, комбайнерта ĕçлесе ирттернĕ. Николай Гурьевич колхозри чи пултаруллă механизаторсенчен пĕри пулнă. Тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн «уй-хир карапне» тепĕр çулччен парка лартсан трактор çине куçнă: сухаланă, акнă, хĕлле выльăх апачĕ, вутă турттарнă тата ыт.те. Пурĕ 30 çул рычага, штурвала алăран яман. Тыр-пула хăвăрт та пахалăхлă вырассипе унпа никам та танлашайман. Ордена та çавăншăнах тивĕçнĕ. «Ун чухне, хальхи пек, трактор-комбайн кабини пулман. Çавна май мĕн чухлĕ тусан çăтман-ши атте? Ахальтен мар бронхит чирĕпе чирлерĕ, сывлăшĕ пӳлĕнетчĕ. Çичĕ теçетке çултан иртсен пиртен уйрăлчĕ. Ĕçсĕр пурăнайман вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз ĕçне хутшăнатчĕ», — ырăпа аса илет хĕрĕ Антонина. Николай Гурьевичăн орден çумне ултă медаль хутшăннă.

Римма Архиповна та упăшки пекех ĕçчен, маттур, пултаруллă пулнă. Мăшăрĕпе ăмăртса вăй хунăн туйăнать. Колхоз уй-хирĕнче, фермăра тăрăшнă. Ахальтен мар вăл та асăннă наградăна тата 5 медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна III степень «Амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланă. Вăл та упăшки пекех ĕмĕрне колхоз ĕçĕнче ирттернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, 50 çул вăй хунă çакăнта. Римма Архиповна — ĕç ветеранĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 11 çулта пулнă. Ытти ача-пăча пекех уй-хирте, йĕтем çинче тăрăшнă. Выçлăх çулĕсенче нуша курнисене те манма пултараймасть ватă: мăян çăкăрĕ çинине, крахмал пуçтарнине епле манăн?

1947 çулта Улатăр тăрăхне вăрман касма янине те лайăх астăвать. Шартлама сивĕре хăшĕ-пĕри тăлăппа пулнă, 17 çулти хĕр çийĕнче вара — пир йĕмпе фуфайка. «Турă шеллерĕ пулас мана, шăнса пăсăлмарăм», — тет вăл.

Шупашкар таврашне торф кăларма кайнине те аса илет. Пĕррехинче ури шыçнипе аптăранă вăл. Çавна май тăван тăрăха аран çитсе ӳкнĕ. «Ура уйран çӳпçи пек шыçăнчĕ. Анне мана ăшă пăрака ăшне лартса сыватрĕ. Ураллă пуласса шухăшламан та эпĕ», — пăшăрханса пĕлтерет Римма Архиповна. Телее, вăл сывалнă, ытти çамрăк пекех ĕçлеме тытăннă.

Авалхи пурнăçа час-часах хальхипе танлаштарать, йывăр кун-çул пирки ачисемпе мăнукĕсене те каласа кăтартать: пĕчĕк шăллĕ вилсен тупăк тума хăма та пулман çемьен. Çавна май ашшĕн чăлан маччине хăйпăтма тивнĕ. Çапла, тупăк туса юлашки çула ăсатнă шăллĕне.

«Тертлĕ кунсене никамăн та курмалла ан пултăрччĕ», — тет вăл.

Николайпа РиммаКирилловсем 7 ача çуратса ӳстернĕ, вĕренсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсемпе ывăлĕсене те хăйсем пекех ĕçчен ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.

«Эпир ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăман, — сăпайлăн калаçрĕ Антонина Николаевна. — Ун чухне пурте ĕçленĕ. 1-мĕш класа кайичченех çĕр улми, выльăх кăшманĕ хирĕнче вăй хураттăмăр. Анне икшер пай илетчĕ. Унсăр пуçне хăмла пайĕ те пурччĕ. Шкултан таврăнсан ăна татма каяттăмăр. Пире килте лартман: 5 класс хыççăн уй-хире улăм пуçтарма кайнă, 8 класс хыççăн вара — пăрçа çулма. Мĕнле вăй çитернĕ-ши? Аслисене ĕлкĕрсе пыма çăмăл пулман паллах.

Вырма вăхăтĕнче арçын ачасем аттепе юнашар ĕçленĕ, комбайнер пулăшаканĕнче тăрăшнă. Эпир, хĕрачасем, йĕтем çинче. Каçхи сменăна та каяттăмăр. Урамра выляма та вăхăт тупнă. Пирĕншĕн атте-анне — чăннипех ырă тĕслĕх пулнă». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вырмана мĕнле хатĕрленеççĕ?

Райадминистрацисен комиссийĕсем ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тырра пухса кĕртме епле хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ. Елчĕк енре яваплă ку ĕçе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертӳçисемпе специалисчĕсем, механизаторсем, ЧР Технадзорĕн районти инспекцийĕн ертӳçи Владимир Мекшеев, Россельхозцентрăн районти филиалĕн пуçлăхĕ Людмила Ишмуратова хутшăнаççĕ.

— Тыр-пула пухса кĕртмелли комбайнсен штурвалĕ умне тăратма механизаторсем çирĕплетнĕ-и? Кашни комбайнпа вăтамран миçе гектар тырă пухса кĕртетĕр? «Уй карапĕсен», йĕтемсен, сушилкăсен миçе процентне ĕçлеттерме хатĕрлесе çитернĕ? Комисси чи малтанах çак ыйтусемпе кăсăкланать, — пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Петр Тремасов. — Çавăн пекех хуçалăхсенче кĕр акине ирттерме епле хатĕрленнине, инвестици проекчĕсене мĕнле пурнăçланине тишкеретпĕр. «Сатурн», «Нива», «Клевер» хуçалăхсен комбайнсем, вĕсемпе ĕçлеме механизаторсем çителĕклĕ. Çур аки хыççăн çĕре сухаламалли, кăпкалатмалли машинăсене тасатса пĕр рете тăратнă. Комисси кашни хуçалăхах çитсе тĕпченĕ, комбайнсене, йĕтем-кĕлете çывăх кунсенчех хатĕрлесе çитерме сĕннĕ. Райадминистраци ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пулăхлатас, унпа перекетлĕ усă курас, ăна шыв çурни-юхтарнинчен хӳтĕлес ĕçре çĕнтернĕшĕн Ленин ячĕллĕ кооператив коллективне преми тата куçса çӳрекен кубок парса хавхалантарнă. Муркашсен комиссийĕ те хуçалăхсене пысăк йышпа çитсе тĕрĕслет. Вырмана 56 комбайн хутшăнать. Çав шутран 36-шĕ АПК организацийĕсен, 20-шĕ уйрăм çынсен. Кашнине вăтамран — 301 га, хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм çынсенне — 177, ял хуçалăх организацийĕсенне — 435, çав шутра Чкалов ячĕллĕ ЯХПКра — 955, «Ударник» кооперативра — 699, Е.Андреев ячĕллĕ ЯХПКра — 526, çĕршыври хăш-пĕр регионта вара 1000 га тивет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Турчанка

Ишлейре çурт лартса пĕтерсен ашшĕ Çеруша çапла каларĕ: «Ну, санăн авланас пулать. Кун пек хӳхĕм çурта хӳхĕм хĕр кĕртме те намăс мар. Сана валли ку çуртра виçĕ пӳлĕм уйăрса парăпăр, хулари пек пурăнăр».

Çеруш хирĕç нимех те шарламарĕ. Авланма вăхăт çитнине хăех пĕлет вăл. Çитес çул вăтăра каять. Ватă хусах пулас килмест унăн. Анчах тантăш хĕрсем качча кайса пĕтнĕ ĕнтĕ, ачисем те шкула чупаççĕ. Кĕçĕнрех хĕрсем те сайра. Çирĕм çултисем ăна, ватă тесе, тиркеме хăтланаççĕ.

Хĕрсемпе паллашма та йывăр. Ташă каçĕсене кайса хăвăнтан вунă çул кĕçĕн хĕрсен хушшинче тăма намăс. Çавăн пек шухăшсем канăç памаççĕ ăна.

Кун пирки Çеруш хăйĕн акăшĕпе Гальăпа калаçса пăхма шухăшларĕ. Вăл качча тухнă, çемйипе Ишлейрех пурăнать. Икĕ хĕрачи шкула çӳрет.

— А-а, тинех пурнăç çинчен шухăшлама пуçларăн пулать, — терĕ Галя Çеруш ашшĕпе калаçни çинчен каласа кăтартсан.

— Шкул ачи пурнăçĕпе пурăнма пăрах. Санăн тек телевизор, тек футбол-хоккей. Çитет ачаланма. Тавай, хĕр шырама пуçла.

— Эпĕ хаçатра пĕлтерӳ памалла мар-ши тетĕп. Урăхла паллашма пĕлместĕп.

— Апла та юрать. Сăмахран, «Хĕрарăмсен хаçачĕ» кашни эрнерех пĕлтерӳсем пичетлет.

— Айта, çырма пулăш. Эп çырса курман, — сĕнчĕ каччă акăшне. Чылайччен тăрмашрĕç вĕсем пĕлтерӳ йĕркелесе çырмашкăн. Йывăр иккен ку. Тавлашса та илчĕç.

— Кирлĕ мар кунта пурне те палăртма, — терĕ Галя. — Акă çапла çырăпăр: «30 çула çитмен, ялта пурăнакан арçын çемье çавăрма ĕçчен, кăмăллă хĕрпе паллашасшăн. Пурăнма çурт пур». Юлашкинчен телефон номерне çыратпăр та — ĕçĕ те пĕтнĕ.

— Ишлейре пурăнать тесе çырмастпăр-и? Ишлей ял мар вĕт-ха. «Ишлейре» тесен тĕрĕсрех мар-и?

— Мĕн эсĕ, Ишлейрен хула тăвасшăн-и? — килĕшмерĕ Галя. — Кирлĕ мар пурне те çырма. Ку пĕлтерĕве эпĕ хамах хаçат редакцине кĕртсе парăп.

Çеруш килĕшрĕ. Çакăн хыççăн сисмесĕрех икĕ эрне иртсе кайрĕ. Çеруш яланхи пекех Ишлейри заводра ĕçлерĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче телефон шăнкăравларĕ. Йĕкĕт пĕлмен номер. Палламан хĕрарăм сасси янраса кайрĕ.

— Здравствуйте. Эпĕ хаçатри пĕлтерӳ пирки шăнкăравлатăп. Тĕрĕсех лекрĕм-ши? Çеруш малтанах çухалса кайрĕ, нимĕн калама аптăрарĕ. Унтан тавçăрса илчĕ. Ку Галя панă пĕлтерӳ пирки пулĕ-ха.

— Çапла, çапла. Тĕрĕсех лекрĕр.

— Мана Эльвира тесе чĕнеççĕ. Сире мĕнле?

— Мана — Сергей.

— Сережа апла. Мĕнле шухăшлатăр, Сережа, пирĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулмалла-и?

Каччă каллех нимĕн калама аптăрарĕ.

— Тĕл пулмасăр мĕнле паллашăпăр-ха? — хăех ыйтрĕ вăл хуравлас вырăнне.

— Тĕрĕс. Эпĕ те çапла шухăшлатăп. Эсир тепĕр шăматкун Шупашкара килме пултаратăр-и?

Вĕсем Шупашкарти вокзал умĕнчи чечек лавкки патĕнче 10 сехетре тĕл пулма палăртрĕç.

— Эпĕ пырăп-ха, анчах сире мĕнле тупас-ха?

Çакна илтсен хĕр кулса ячĕ.

— Ан хумханăр, Сережа. Эпĕ хамах шыраса тупăп.

Çак калаçу хыççăн Çеруш пăлханса ӳкрĕ: мĕн тăхăнса каймалла, хăйне мĕнле тытмалла. Ай-яй, мĕн чухлĕ чăрманмалли. Смена пĕтичченех çав ыйтусем канăç памарĕç ăна. Ĕçрен тухсан вăл акăшĕ патне шăнкăравларĕ, канаш ыйтрĕ. Галя кĕскен темиçе сăмах çеç каласа асăрхаттарчĕ:

— Мемме ан пул. Хăюллăрах тыткала хăвна. Хĕрсем хăраса тăманнисене килĕштереççĕ. Виçĕ чечек илсе пама пултаратăн, хĕрĕ килĕшет пулсан.

Çерушăн лăпкă пурнăç пĕтрĕ. «Ăçтан сиксе тухрĕ ман тĕле ку пăтăрмах? — шухăшларĕ вăл кăмăлсăррăн. — Тен, каймалла та мар хулана? Кĕтет, кĕтет те каять. Анчах килтисем хăпмаççĕ: «Авлан, авлан!» — теççĕ. Хулана каймах лекет». Шăматкун умĕн вăл çи-пуçне тĕрĕслесе хатĕрлерĕ. Кĕсйине 1 пин тенкĕ чикрĕ. Хырăнчĕ, çăвăнчĕ.

Çула тухсан та чунра лăпкă пулмарĕ. Темĕн кĕтмен япала сиксе тухассăнах туйăнать. «Сăнĕпе мĕнлерех-ши вăл, Эльвира? — шухăшларĕ Çеруш. — Кăшт та пулин килĕштĕрччĕ хăть. Килĕшмесен мĕн тумалла тата? Веç аптăрамалла». <...>

Михаил ВОЛКОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.