Тивлетлĕ чун-хавал çути
Чăваш тĕнчине, унăн пур шанчăк-ĕмĕтне сирсе сирĕлми хура чаршав хупласа тăнă саманара вун çичĕ çулти поэт чун-чĕринчен «Нарспи» поэма шăранса тухать. Ытарайми çав Илем тĕнчине пултарнă поэт кун çути курнăранпа часах 125 çул тулать. Пĕр ÿстермесĕр каламалла: пирĕншĕн Нарспипе Сетнерĕн ăраскалсăр кун-çулне сăнласа халĕччен каламан сăмаха калама /е чăнлăха халăхăмăр чĕрине хывма!/ пултарнă генилле художник этемлĕх культурин асĕнче упранакан пророксен - Конфуций, Будда, Зороастр, Мухаммед - ячĕсене калама çук çывăх.
Çук, аслă Пÿлĕх пире те, чăвашсене, пайсăр хăварман. Пирĕн те хамăрăн «Мекка» пур, кÿршĕри мусульмансенни пек* ăна Слакпуç тесе шухăшлас пулать пирĕн, ним иккĕленмесĕр. Сăмах май, ислам тĕнне ĕненекенсенчен кашниех Мухаммед çуралса çитĕннĕ, çĕре кĕнĕ вырăнсене пĕр хутчен те пулин çитсе каабăна /хура чул/ пуç таяссине сăваплăран та сăваплă тивĕç тесе шутлать. Статьяра ку ыйтăва тĕплесех хускатма май килмест пулин те каласа хăварасшăн: пĕтĕм Раççейĕпех 2015 çула Литература çулталăкĕ вырăнне картса анлăн паллă тунă май çав сулăмпах Аслă поэтăмăрăн юбилей каçĕпе çеç çырлахмасăр, ун пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, пĕтĕм эткерне хальхи куçпа шĕкĕлчесе тухма, тарăнрах тĕпчеме, çĕнĕлле хаклама, пур майпа та усă курса ăна халăх хушшинче анлăрах сарма, хăйĕн сăнарне тата та туллинрех уçса палăртма мĕн тери ал май пирĕншĕн çак сăваплă çул. Пин-пин туристшăн тăван поэтăмăр çуралса çитĕннĕ, ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă сăваплă вырăнсене çитсе курма чунĕпе ĕмĕтленекенсемшĕн ятарлă маршрут уçма та май килмелле пек. Паллах, унта çитсе курмалли-сăнамалли, пуç таймалли вырăнсемпе палăксене цивилизаци шайĕпе йĕркелемелле, ăна валли укçа-тенкĕ кирлĕ* анчах пирĕн мĕскĕнлĕх укçаран çеç килмест, тĕлĕрекен чунсене вăратма йывăр.
«Пит каясчĕ вăл çĕр-шыва. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хĕнтерех пулас пек те, çапах та пĕр шухăш тытсан ун пек вак-тĕвексене пăхса тăмалла мар», - çырать Митта Ваçлейĕ хăйĕн тусĕ Петĕр Хусанкай патне 1927 çулта. Чăваш культурин шайне çÿллетекенсем иккĕшĕ те ун чухнех пĕлсе тăнă: Ясная Поляна, Карабиха, Болдино, Турхан йышши сăваплă çĕр-вырăн чăвашсене те сывлăш пекех кирлĕ. Анчах та эпир ытлашши сăпайлă /е инертлă?!/ пулнăран-ши, пирĕн йыш-ушкăн çавнашкал амбициллĕ проектсем тума туртăм-хавал шырасшăн та мар, тупас та темест. Хамăр телее çаврăнса килнĕ меллĕ вăхăтпа усă курас, чĕлхемĕре, культурăна, нацилле хамăра евĕрлĕхе упраса хăварас, пĕтме парас мар тесен пирĕн чылай маларах вăранса, çак асăннă проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе хыпăнса ĕçлемеллеччĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, ун чух эпир мăнаçланса çулсем-йĕрсем пурте Слакпуçа /Рим еннелле мар!/ илсе каяççĕ теме пултарнă пулăттăмăр. Унта вара кĕвĕçÿ, курайманлăх, усаллăх тата ытти киревсĕр туйăм-сунăмсемпе çылăхсенчен Константин Васильевич тасалăхĕпе тасалса, сывалса, чуна тултарса та çунат хывса, гений халалĕпе хавхаланса таврăнма пултарăттăмăр. Чăваш тĕнчи ăмсанмалла шалпарланнă пулĕччĕ, наци туйăмĕпе тымарĕсем те тарăнланĕччĕç, хевтемĕр ÿсĕччĕ.
Чуна хĕртсе кулянтараканни çителĕклех-ха паян. Юлашки икĕ-виçĕ çулта Константин Васильевич Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне тарăнрах тĕпчеме те, кĕнеке кăларма та май килчĕ. Поэт хавхалануллă хавалпа пултарнă Илем тĕнчине ăнланса, чунпа туйса илес тесен вăл çуралса ÿснĕ вырăнсене çитсе курмалла, унти сывлăшпа сывлас пулать. Сăмахран, çынсем çырни, аса илнисем тăрăх - Слакпуçпа ун çывăхĕнчи вырăнсем, юхан шывсемпе ту хысакĕсем, улăх-çарансемпе валаклă çăл куçсем манăн ăшăмра самаях уçăмлă ÿтленсе ÿкерчĕкленнĕн туйăнатчĕç. Çук иккен, вĕсене хăвăн куçупа курса сăнамалла, пытарăнчăк сăн-пулăма хăвăн асăрхаса «уçмалла», тен, хальччен никам та курманни те курăнса кайĕ.
...Силпи улăхĕ... Вĕлтрен пусса илнĕ талккишпех, хупахлăх ашкăрать лаптăкăн-лаптăкăн... Çурт вырăнĕсен путăкĕсем урăх ним те юлман пек темиçе ĕмĕр каярах пурнăç вĕресе тăнă вырăнта нумай-нумай çул иртнĕ хыççăн. Поэмăри Силпи ялне сăнланă чух миçе хутчен килсе, ĕмĕчĕсемпе хавхаланса, телейсĕр шăпасемшĕн кулянса, тен, куççуль кăларсах, шухăша кайса ларнă-ши поэтăмăр?! Инçе те мар ансăр çеç Силпи юхса выртать, кунта вăл мĕн ачаран пулла çÿренĕ. Асамлă вырăн чуна сисĕмлетет, туйăма çивĕчлетет: ура айне тимлесерех пăхсан гений утăмласа пуснă вырăнсенче халь те палăри-палăрми йĕрсем курăнса каяссăн туйăнса каять, хам вара, пин-пин чăваш çынни пекех, унăн вилĕмсĕр чунĕпе темле пытарăнчăк çыхăнура пулнине тĕтре ăшĕнчи пек ăнкаратăп. Поэмăри Силпи ялĕ куç умĕнчех чĕрĕлет, çурт вырăнĕсен лакăм-тĕкĕмĕсене вĕлтрен пусси пусман та тейĕн* вĕсен вырăнĕнче самантра Кантăр варĕ сарăлса тăнă пек, темиçе йăмра, тен, вĕсенчен пĕри Нарспи çакăнса вилниех? Чĕре хытăрах тапма пуçланине туйса «вăранатăп».
Кайрăклă ялĕ пек юратнă, чуна çывăх вырăн поэтăмăрăн урăх çĕрте пулнă-ши? Кукамăшĕ Слакпуçне хăнана пымассерен ăна хăйпе пĕрле Кайрăклăна илсе кайнă, савнă мăнукне чун ирĕклĕхне йÿле яртарса, çын ăшшипе пиелесе, утьăкка сиктерсе «ачашланă» пек пăхнă. Çирĕп тымарлă, çитетлĕ пурнăçпа пурăнакан кил-йыш, чи çывăх тăванĕсем, пулас поэта мĕн кирлине йăлтах пама мехел çитернĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ те, куккăшĕпе инкĕшĕ те... Юнашар килĕн хуçи куçсăр Макçăм патне иленет Кĕçтук, мĕн чухлĕ юмах-халап, юрă-кĕвĕ, сăнарлă сăмах çаврăнăшĕ çыра-çыра илет вăл унран. Кайрăклă урамĕпе утнă май шутсăр кивелсе кайнă çуртсем /пăт-пат самансем/ час-час куçа курăнаççĕ. Часрах Константин Васильевич киле-киле, эрни-эрнипе пурăнма юратнă хаклă çурт патне çитме васкатăп. Анчах та пысăках мар пÿрт умне тухса ларнă ватă хĕрарăм, Максимова Таисия Георгиевна, çав çурт тахçанах çĕр питĕнчен çухалнине, вăл ларнă вырăна мĕнле урампа тухмаллине ăнлантарса пачĕ. «Куккăшне, Алексей Васильевича, кулак тесе инçе çĕре ăсатнă. Тĕп çурчĕн вырăнĕнче кирпĕч ишĕлчĕксем пурччĕ тахçан. Кантур çуртне тунă чух усă курса пĕтерчĕç. Халь çурт вырăнĕнче фельдшер пункчĕ».
Шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Çуртăн йĕрри-палли те юлман. Анчах кăрт-кăрт тапакан чĕре йышăнасшăн мар чăн пуррине, хирĕçлет... Ларнă вĕсем çак вырăнта тем тесен те куккăшĕн çурчĕ те, Макçăм юмăçăн та. Килсе çÿренĕ поэт кунта, пурăннă, тавралăх илемĕпе киленнĕ, чи телейлĕ, хавхалануллă саманчĕсем унăн çакăнта иртнĕ. Çакна туйса, ĕненсе тăни пире хăех пурнăç тĕрекĕ, шанчăк парать, эпир пуласлăхсăр маррине ĕнентерет.
Паян шухăшлатăн та, мĕн чухлĕ ăс-хакăлпа чун пуянлăхĕ парса хăварнă тăван халăха çав тери кĕске ĕмĕр пурăнса ирттернĕ гени. Тĕнче культурин сĕткенне чуна сăрăхтармасăр вăл «Нарспи» поэмăна çырма пултарайман пулĕччĕ. Çак çунат çĕкленĕ ăна вилĕмсĕр классика шайне, И.Я.Яковлев шкулĕнчи хатĕрленÿ класĕнче вĕренекен, вун виçĕ çултискер, курăр-ха, камсене суйласа илсе вулать. Пушкин, Лермонтов, Гоголь, Гăте, Гейне, Жюль Верн, Майн Рид, Виктор Гюго, Достоевский, Данилевский, Салиас, Лесков, Гончаров... Кăна Трубина Мархви аса илĕвĕнчен пĕлетпĕр.
Юратнă поэтăмăр совет саманине пурăнса çитеймен, çавăнпа та хăй пултарнă вилĕмсĕр сăвă-поэмăсемшĕн гонорар таврашĕ илме те, ун çинчен шухăшлама та пултарайман. Пархатарлă та таса ĕмĕт-тĕллевпе пурăннăскер, вăл хăй халăхне пур майпа та тĕттĕмлĕхпе танмарлăхран çăлса кăларасшăн хыпăнса çуннă, турă панă тивлетлĕ талаватне ăна сапăррăн парнеленĕ. «Халăхăм çеç хăйне сывă, телейлĕ, танлă, мал ĕмĕтлĕ туйтăрччĕ, чи кирли çакă», - тесе шухăшланă вăл.
Этем пурнăçĕн кашни саманчĕ ырăпа усал хушшинче иртет, кашни хăй суйласа илнĕ сукмакпа утать. Нарспи те савнийĕпе пĕрлешсе телейлĕ пулма ĕмĕтленетчĕ, вăл тĕнче çине тин çурăлакан папка куçĕпе тасан пăхатчĕ. Çавăнпа чăн малтан К.Иванов идеалне ăнланса илес пулать. Поэт пысăк сас паллипе çырăнма тивĕçлĕ чăн-чăн таса юратăва аслăлать, ун ячĕпе гимн хывать. Нарспипе Сетнер юратăвĕ вăл - сăваплă, çÿллĕ шайри тĕслĕх, укçалла туянакан юратăва сивлекен, чун сассине хуплама килĕшмен çынсене поэт чăваш хутлăхĕнче курнă, хăй вара вĕсен «ваккачĕ пулса» вилĕм урлă вилĕмсĕрлĕхе тухакан икĕ çамрăк чунăн тĕслĕхне тĕнче умне кăларнă. Нарспипе Сетнер чун-чĕринчи чыс туйăмĕ тĕнче литературин чи сумлă та пархатарлă тĕслĕхĕсемпе пĕр шайра. Тепĕр хут калатпăр - «Нарспи» авторĕ рецепт сĕнмест, ун тĕллевĕ пачах тепĕр майлă: вăл хытнă чунсене çемçетесшĕн /«ватă чун та хытă чун, хытса кайнă кĕççе çав»/, чунсăрлăх, çамрăксен кăмăлне таптаса хуçни, ирĕксĕрлени мĕнле хăрушă инкек патне çитерме пултарассине витерÿллĕ сăнласа ÿкерет. Çакăнта ĕнтĕ трагедилле ÿнер вăй-хăвачĕн пĕçерттерекен сывлăшĕпе кăварĕ, унпа пĕрлех чуна тасатакан сипечĕ.
Яш чĕресен инкекĕ çынсенчен çеç килмест текен шухăш та пулнăн туйăнать тарăн философиллĕ поэма тытăмĕнче. Çук-ха, епле пулсан та таса та сывă туйăмсене хуплакансем чăн малтан хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ тата хăлăхсăр Тăхтаман пулчĕç. Мĕншĕн хăлăхсăр? Ма тесессĕн хулăм укçипе хĕр ашшĕне çырлахтарнă, йăлана та пăсмасть вăл, ытти пĕтĕмпех вак-тĕвек уншăн. Юрату хытнă чунсемшĕн - мираж çеç, тута çинче амăш сĕчĕ типменни. Хăйсем вĕсем пурнăçĕнче юратса курман, çав туйăм мĕн иккенне пĕлмеççĕ. Автор пуçласа уйрăм çын яваплăхĕпе тивĕçĕ пирки ыйтăва çав тери тарăннăн лартать: пĕччен çын енче тĕрĕслĕх пулма пултарать-и? Нарспи пăхăнманлăхĕ /е йăла-йĕрке пусмăрĕ!/, пĕр сăмахпа, пилĕк виле патне илсе çитерет. Трагедилле роле «вылякансенчен» пĕри те хăйне хăй айăплă тесе шутламасть. Чун-чĕре алăкĕсене шаккаса уçтарайман поэт синкерлĕ лару-тăрусен сăлтавне ÿнерçĕ куçĕпе тимлесе тишкерет, паллах, пире те, вулакансене, диалога хутшăнма йыхăрать.
Шухăшлатăн та, мĕн пысăкăш парăм пирĕн пурсăмăрăн та хамăр халăха вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăпа тĕнчери чĕлхесемпе культурăсен диалогне хăюллăн та танлăн хутшăнма май туса панă генилле поэтăмăр умĕнче!
Юрий АРТЕМЬЕВ