Комментировать

7 Июл, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 26 (6425) № 07.07.2022

Лидер пулмалли вăрттăнлăхсене уçрĕç

Ĕçре хăвна мĕнлерех тыткаласан карьера пусмипе çÿлелле хăпарма май пур? Утă уйăхĕн 1-2 мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ Атăлçири Çамрăксен хакатонне хутшăннă яшсемпе хĕрсем шăпах çак тата ытти ыйтăвăн хуравне шырарĕç.

Ĕç паттăрлăхĕн хулисен форумĕн программипе килĕшӳллĕн иртнĕ мероприятие Шупашкарти кăна мар, ытти хулари тĕрлĕ предприятире тăрăшакан çамрăксем те пухăнчĕç. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре çанталăк ăшах марччĕ. Атăл хĕрринче вара сивĕ çил çан-çурăма çӳçентермелле вĕрчĕ. Апла пулин те çамрăксенчен нихăшĕ те кăсăклă лапамран кайма васкамарĕ. Хакатон уçăлнă хыççăнах пухăннă йыш виçĕ ушкăна пайланчĕ. Виçĕ лапам ĕçлерĕ, кашнинче — уйрăм спикерсем. Эпĕ «Çамрăк лидерсен тапхăрĕ» ĕçлĕ лапама çитсе куртăм. Ертӳçĕ хăнасемпе, спикерсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем — студентсемпе шкул ачисен TRIXTER платформин никĕслевçи Эдуард Чечерин тата ĕç шыракансен шкулĕн пуçаруçи, ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен эксперт Гарри Мурадян.

Эдуардпа Гарри аудиторие тӳрех кăсăклă калаçупа интереслентерсе ячĕç. Лидер пулмалли вăрттăнлăхсене уçмашкăн хăйсен пурнăç опычĕпе паллаштарчĕç. «Ĕçре çитĕнӳ тумалли нимĕнле хатĕр рецепт та çук. Кашнин хăйĕн çулĕ. Анчах выртакан чул айĕн шыв юхмасть — çавна астумаллах. Эпир çакнашкал тĕлпулусене хамăр еплерех чăнкă çынсем пулнине палăртассишĕн çӳреместпĕр. Каласа кăтартнинчен мĕн те пулин çамрăксемшĕн усăллă пуласса шанса çула тухатпăр», — палăртрĕ Эдуард Чечерин. Ыйту та чылай янăрарĕ. Çамрăксене общество ĕçне епле хутшăнтарасси, çитĕнӳ пусмин пĕр-пĕр картлашки çинче вăрах чарăнса тăрсан малалла мĕн тăвасси кăсăклантарчĕ. Çак тата ытти ыйтăва хуравланă май экспертсен пухăннă аудитори тĕлĕшпе харпăр хăйĕн шухăшĕ йĕркеленчĕ. Гарри Мурадян Чăваш Ен çамрăкĕсем тарăн шухăшланине, анчах ĕçри ертӳçĕсемпе тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явма хăюлăх çитерейменнине асăнчĕ. Эдуард Чечерин малашне çакнашкал мероприятие предприяти-организаци ертӳçисене те йыхравламаллине, çакăнта янăранă шухăшсем вĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатма кăна пулăшассине палăртрĕ. Сăмах май, икĕ спикер калаçăвĕ хăйне майлă сыпăнса пычĕ. Гарри Мурадян ытларах — ĕç сĕнекенĕн, Эдуард тин ĕçе вырнаçнă çамрăкăн сăнарне уçрĕ. Сăмах май, Эдуард 32-ре кăна-ха, анчах 25-рех «босс» пуканне йышăннине пытармарĕ. Çамрăк пуçлăхсен чи пысăк йăнăшне те асăнчĕ. Ăна пуян пурнăç опычĕпе мăнаçланайман ертӳçĕсем аслă шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсем çине шанмасăр пăхни вĕчĕрхентерет-мĕн.

Хакатонăн тĕп тĕллевĕ — çамрăксен хушшинче ĕç профессийĕсен сумне ӳстересси, яшсемпе хĕрсен патриотлăх туйăмне çĕклесси. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа заводсемпе фабрикăсене мĕнле илĕртмелле? Ахăртнех, паянхи предприятисенче техникăпа тĕрлĕ оборудовани вăхăтпа килĕшӳллĕ пулнине те çирĕплетмелле. Çак тĕллевпех курав та йĕркеленĕ. Чăваш Енре туса кăларакан машинăсемпе тракторсене халалланă кĕтес те пурччĕ. Вĕсенчен пĕрне, «Силант» тракторомобиле, Шупашкар хула мэрине парнелерĕç. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вăрçăри пĕр самант куç умне тухрĕ

Шупашкарта Ĕç паттăрлăхĕн хулисен форумĕ иртнĕ кунсенче регионсен хушшинчи студентсемпе шкул ачисен шырав отрячĕсен «Сăр чиккинче» лагерĕ йĕркеленчĕ. Етĕрне районĕнчи Ильина гора ял çумĕнчи илемлĕ вырăнта, Сăр шывĕ хĕрринче, палаткăсен хули вырнаçрĕ.

Унта Чăваш Енри 19 шырав пĕрлешĕвĕ, Мари, Мордва республикисенчен, Архангельск тăрăхĕнчен тата ытти регионтан пурĕ 200 ытла çын килсе çитрĕ.

Палаткăсен умĕпе иртнĕ май хăшĕнче мĕнле отряд вырнаçни палăрчĕ: кашнин умĕнче пысăках мар курав йĕркеленĕ. Куçа пысăк виçĕ баннер тыткăнларĕ. Вĕсенчен пĕрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Мордва Республикинчи Ромоданово хутлăхĕн паттăрĕсене, тĕл перекенсен полкĕнче тăшманпа кĕрешнĕскерсене, халалланă. Ун умĕнче кĕпĕрленнĕ каччăсемпе паллашрăм.

«Историпе тахçантанпах кăсăкланатăп. Çакна пĕлсе пĕр юлташ мана 2019 çулта шырав отрядне ертсе килчĕ. Çав çулах пирвайхи хут экспедицире — Ленинград облаçĕнчи Апраксин станцийĕнче — пултăм. Çав çул çӳрев хыççăн мана тахçанхи пулăмсене куç умне кăларасси пушшех илĕртет, — каласа пама тытăнчĕ Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕн студенчĕ, 19 çулти Илья Саунин.

— Хальлĕхе 6 экспедицире пулма тӳр килчĕ. Пирĕн республикăри шыравçăсен юхăмĕн ертӳçи Сергей Косынкин Чăваш Енре шыравçăсен форумне йĕркелессине пĕлтерсен çула тухмашкăн пуçтарăнма тытăнтăмăр. Кунта Саранскри яшсемсĕр пуçне тĕрлĕ районта пурăнакан шыравçăсем çитнĕ».

Историрен паллă: Сăр чикки пирĕн республикăпа кӳршĕллĕ Мордва çĕрĕ тăрăх та иртнĕ. Форума килнĕ «Отечество» отряд ертӳçи Иван Селеверстов каланă тăрăх, ку республикăра вăл 80 километра тăсăлнă. Тăшманран хӳтĕленсе окоп, блиндаж чавас ĕçе 67 пин çын хутшăннă. Пысăк ĕçе 1,5 уйăхра вĕçлеме пултарнă. Иван Алексеевич иртнĕ кунсен историне тĕпчеме юратать. Нумаях пулмасть кăна хӳтĕлев чикки тăвакансем патне лашапа апат-çимĕç леçнĕ çынпа паллашнă. Астăвăм ĕçне çитĕнекен ăрăва хутшăнтарас тĕллевпе Ромодановăри училищĕре 20 çул каяллах шырав отрячĕ йĕркеленĕ.

Çамрăк шыравçăсене Чăваш Енри форума пĕлӳ шайне ӳстерес, пĕр-пĕринпе хутшăнма май туса парас, экспедицие каяканăн пĕлмелли йĕркепе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе йыхравланă. Эксгумаци, вилнĕ çын юлашкийĕсене чавнă чухне тĕрĕс кăларасси, пуç купташки тăрăх çын сăнне реконструкцилесси тата ытти ыйту тавра калаçу пычĕ.

Лагерьте кашни кун кăсăклă иртнине палăртрĕç ачасем. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ уйрăмах интереслĕ пулчĕ-тĕр. Ун чухне çамрăксем Ржев çапăçу операцийĕн сыпăкне кăтартса пачĕç. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăсăлнă хĕрӳ тытăçусене пирĕн ентешсем йышлă хутшăннă. Форум ĕç-хĕлĕпе паллашма, çапăçу реконструкцине курма Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле сумлă хăнасем килсе çитрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Раççей шырав юхăмĕ» пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Елена Цунаева çапла палăртрĕ: «Кашни регионăн астăвăма ĕмĕрлĕх упрас енĕпе хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Чăваш Енре çав хăйне евĕрлĕх — тылри паттăрлăхпа мăнаçланасси. Ку енĕпе эсир историе чĕртсе тăратнă пек урăх пĕр регион та палăрман. Ĕç паттăрлăхĕ кашни çемьене пырса тивнĕ, çавăнпа унăн масштабĕ ыттипе танлашаймĕ, вăл анлăрах».

Чăваш Енре иртнĕ çула Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланăччĕ. Историе асра тытас, фронтран аякра та Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсене шеллемен çынсене сума сăвас тĕллевпе малашне те тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртнă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Турăшсемпе Библи сюжечĕсене сăнлать

Паян сире Мария Овечкинăпа паллаштарас килет. Вăл — Патăрьел тăрăхĕнчен тухнă пĕртен-пĕр миниатюрист художник.

Кашни тăванне ӳкернĕ

Мария Овечкина Вăтаел ялĕнче çуралнă. 6 çулта шкула кайнă. «Манăн тантăшсем пурте пĕрер çул аслăрахчĕ. Вĕсем пĕр вăхăтра шкула кайрĕç. Çак шутра çывăх юлташăм Альбина та. Пĕччен мĕнле тăрса юлăн-ха? Вĕренӳ çулĕ пуçлансан, темиçе кунран, эпĕ те аппан кивĕ шкул сумкине йăтса пĕлӳ çуртне кайрăм. Малтан анне çакна шӳт вырăнне кăна йышăннă. Анчах эпĕ кашни кун шкула çӳренине курсан учительпе тĕл пулса калаçнă. «Класра 9 хĕрача çеç. Çӳретĕрех», — тенĕ вăл. Çапла ытти юлташпа пĕрле шкула кайма тытăнтăм, — аса илчĕ Мария Васильевна. — Пирĕн ялта пуçламăш шкул çеçчĕ, кайран Тури Туçана çӳреме пуçларăмăр. 7-мĕш класра «Камчаткăра» вĕренеттĕмĕр. Пысăк шкул çумĕнчи пĕчĕк çурта çапла калатчĕç. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче физика учителĕ пире 25 задача шутлама парса ячĕ. Ку предмет мана питĕ йывăр парăнатчĕ. Çав задачăсене çине тăрсах шутларăм. Пурин хуравĕ те тухманччĕ, паллах. Çапах питĕ тăрăшрăм. Ачасем урок пуçланиччен манран пĕрремĕш хут çырса илчĕç. Анчах çав кун учитель килмерĕ. Тепĕр урока эпĕ тетрадьсĕр çитрĕм, килте манса хăварнăччĕ. Пурте «5» илчĕç, эпĕ — «2». Вăт урок пулнăччĕ ку маншăн». Мария Овечкина шкул çулĕсенчех ӳкерме тытăннă. Вĕсене рисованипе ятарласа пĕлӳ илнĕ специалист та вĕрентмен. Е физика, е чăваш чĕлхи учителĕ пĕлӳ панă.

«Пирĕн атте шкулта вĕреннĕ чухне питĕ хитре ӳкернине каласа кăтартнăччĕ. Вăл колхозра бухгалтер пулса ĕçлетчĕ. Тен, аттен пултарулăхĕ манра аталаннă, ĕмĕтне эпĕ пурнăçа кĕртнĕ. Пĕчĕк чухне шпалер е пĕр-пĕр плакат хыçне ӳкереттĕм — альбом пулман. Пĕррехинче, эпĕ ун чухне 6-мĕш класра вĕренеттĕм, ялти «Гвардеец» колхоза Шупашкарти художниксен ушкăнĕ килнĕччĕ. Вĕсем тĕрлĕ вырăна, çынсене ӳкерчĕç. Художник мĕнле ĕçленине питĕ курас килетчĕ. Пĕррехинче уроксем хыççăн юлташпа Альбинăпа вĕсене шыраса тупрăмăр. Йĕри-тавра утса çӳрерĕмĕр, анчах çывăха пыма хăрарăмăр. Эпир вăтаннине ăнланчĕç пуль, хăйсемех чĕнсе илчĕç. Мĕнле ӳкернине кăтартрĕç. Ку маншăн чăн-чăн уяв пулчĕ.

Çав çулхине мана хĕресне анне патне хăнана Молдавие илсе кайнăччĕ. Эпĕ ӳкерме юратнине кура тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ тата тетрадь илсе пачĕç. Молдавире кашни кил умĕнчех питĕ хитре кĕлчечек тĕмĕсем ӳсетчĕç. Унта паллашнă çĕнĕ тусăмсене вĕсен умĕнче ӳкернĕччĕ. Тетрачĕ паянхи кун та упранать. Çавăн хыççăн эпĕ портретсем ӳкерме тытăнтăм. Хамăр çемьери кашни çынна сăнларăм.

7 класс пĕтернĕ хыççăн мана Канаш районĕнчи пионерсен «Спутник» лагерьне ячĕç. Пĕррехинче утса пынă вăхăтра пĕр пӳлĕмре рисовани урокĕ пынине ăнлантăм. Пуçа чиксе пăхса тăтăм. Ертсе пыраканĕ мана курса шала иртме, мĕн те пулин ӳкерме ыйтрĕ. Эпĕ çав ĕçе паянхи пек астăватăп. Сĕтел йĕри-тавра çемье ларнă, амăшĕ тин кăна пиçнĕ ăшă çăкăра хунă, кăмакаран апат кăларать. Хĕлле. Чӳречерен юр куписем курăнаççĕ. Ӳкерчĕке лагерьтех хăварнăччĕ. Кайран ун пирки маннăччĕ. Анчах авăн уйăхĕнче, шкула кайсан, шăнкăравласа манăн Шупашкара пымаллине пĕлтерчĕç. Телевидение те йыхравланăччĕ, эпĕ унта çитеймерĕм. Тепĕр çулхине мана Мускавран значок тата конкурсра 1-мĕш вырăна тухнине çирĕплетекен грамота ярса пачĕç. Çав лагерьти ӳкерчĕке Пĕтĕм Союзри конкурса та çитернĕ иккен. Эпĕ унта та çĕнтернĕ. Çапла манăн ĕç çулталăка яхăн пĕр конкурсран теприне çӳренĕ. Çавăн хыççăн художник пулас ĕмĕт пĕрре те пăчланман». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Чăвашсен Акатуйĕнче еврейсем те, эрменсем те савăнчĕç

Тăватă çул каялла Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче пулнă чухне унти çамрăксем тăван чĕлхепе калаçнине, хаваслă чăваш юрри-кĕввине итленине курсан чун хĕпĕртенĕччĕ. Хальхинче те, ку тăрăха тепĕр хут кайсан, тăван чĕлхе янăранине илтме кăмăллă пулчĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче Пенза тăрăхĕнче Акатуй тата çамрăксен форумĕ иртрĕç. Эпĕ те Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн пайташĕсемпе пĕрле инçе çула кĕскетсе аякри йăхташсем патне çитрĕм.

Çĕнĕ йышпа

Çула тухнă кун Çăрттанлă салинче витререн тăкнă пек çумăр çунине пĕлсен пурин те кăмăл хуçăлчĕ. Çавах çамрăксем шанчăка çухатмарĕç: праçник кунхине хĕвел тĕксĕм пĕлĕт хыçĕнчен тухасса ĕмĕтленчĕç. Çамрăксем тенĕрен... «Хастар» пĕрлешӳ хăйĕн ытамне чăннипех пултаруллă та анлă тавра курăмлă, вĕри чунлă чăваш каччисемпе хĕрĕсене пухнă. Çур çул каялла йыш çĕнелнĕ. Халĕ пĕрлешӳре — 30-а яхăн çын. Çамрăксем кашни уйăхра тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çул çӳреве Ирина Лампасова радиоертӳçĕ, «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ Алексей Енейкин, «Чăвашкино» патшалăх киностудире тăрăшакан Артур Галкин, Чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕ Алексей Зотиков, Наци радиовĕн ĕçченĕсем Петр Ильин, Элтияр Александров, Анастасия Сидорова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Кристина Данилова, Лев Плотниковпа Людмила Засыпкина юрăçсем, Георгий Смирнов купăсçă тухрĕç. Çамрăксем кăмăла çĕклемешкĕн çул тăршшĕпе чăваш юррисене шăрантарса пычĕç. Георгий купăсне алăран ямарĕ. Элтияр, Лев, Людмила, Петр халăх юррисене чуна тивмелле юрларĕç.

Çăрттанлă районĕнчи чăвашсен автономине çамрăк усламçă Олег Жемчугов ертсе пырать. Çак яваплă тилхепене тытнăранпа вăхăт нумай иртмен-ха. Вăл пире кĕтсе илнĕ чухне те автобусра ларса пынă çамрăксем хаваслă юрă парнелесе кăмăла çĕклерĕç. Çур çĕр иртнĕ пулсан та çумăр лӳшкеме чарăнмарĕ. Çанталăк уяртасса шансах çывăрма выртрăмăр. Хăшĕ-пĕри вуçех куç хупмарĕ, уява хатĕрленчĕ...

Пĕр çемье пек пурăнаççĕ

Телее, Акатуй кунхине уяр çанталăк хуçаланчĕ. Эпир Чăваш Енрен Пенза тăрăхне хĕвел илсе килнĕ пекех пулчĕ. Вырăнти чăвашсене саламлама килсе çитнĕ Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Саратов тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем уява пуçтарăннисен кăмăлне пушшех те çĕклерĕç. Чăвашран кăна 3 коллектив — «Каçал» тата «Шанчăк» ансамбльсем, «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ — пынă. Пенза хулинчен те сумлă хăнасем çитнĕ. Çак йышра — Пенза облаçĕн шалти тата информаци политикин министрĕ Павел Маслов, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Гришаев, саккун кăларакан Пухăвăн депутачĕ Ильдар Акчурин, культурăпа туризм министрĕн заместителĕ Ильдар Мавлюдов. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев та йăхташсене саламларĕ. Павел Маслов Акатуя хутшăнакансене сывлăх суннă май Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Олег Мельниченкăн саламне çитерчĕ. Вăл чăвашсен ака-сухапа çĕр уявĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. Раççейри халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕнче уйрăмах Пенза облаçĕнче çавнашкал ĕçлĕхпе туслăх уявĕ иртнишĕн, вăл тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештернишĕн савăннине пĕлтернĕ.

Ильдар Акчурин депутат уява килнисене тӳрех чăвашла ырă сунчĕ. «Мана çынсем ку уява, çак тăрăхри чăвашсем патне, тĕрлĕ регионтан килни уйрăмах савăнтарать. Эпир сире мĕнле туслă пурăннине, ĕçчен пулнине кăтартасшăн. Çăрттанлă районĕнче чăваш нумай. Ку тăрăхра пур халăх çынни те килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнать. Чăвашсене, уйрăмах ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльте ĕçлекенсене, уявпа саламлатăп. Эсир ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлетĕр», — терĕ.

Ильдар Мавлюдов вара уявра пулма пушшех те кăмăллине палăртрĕ. Вăл — Çăрттанлă районĕнчен. «Эпĕ çак çĕр çинче çитĕннĕ, ку пĕвере /Акатуй вырăнти Чертанка пĕви патĕнче иртрĕ/ чăмпăлтатнă. Анчах пурăна киле кунта Акатуй пек уявсем иртессе шухăшлама та пултарайман. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ халăх çынни яланах пĕр туслă çемье пек пурăннă. Халĕ çак туслă çемье уявра савăнать», — ăшшăн калаçрĕ Ильдар Наильевич.

Акатуя çитнĕ чи пысăк делегаци — Чăваш Енрен. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев уява пуçтарăннисене саламланă май Çăрттанлă районне Палестина çынни Аль-балауи Бассам /ăна пурте доктор Бассам пек пĕлеççĕ/, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов килнине палăртрĕ. «Ку тăрăха яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа килетпĕр. Эпир пĕрле пулни савăнтарать. Чăвашсем пĕрле пулсан темĕн те тăваятпăр, çавăн чухне кăна эпир вăйлă», — палăртрĕ Валерий Леонидович. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Сăвă çырсан лайăх ĕç тунă пек туйăнать»

Пĕр шухăшласан, кашни çынрах сăвăç чунĕ пурăнать. Пĕрисен вăл çамрăклах вăранать, теприсен — çулсем иртсен. ЧР писательсен союзĕн членĕ, Надежда КРАСНОВА сăвăç пултарулăх уйне çуллансан сухалама пуçланă. Унпа чуна уçса калаçма питĕ кăсăклă пулчĕ.

Чăвашла пĕлмен

— Надежда, эсĕ хăвна сăвăç тесе шутлатăн-и? Е чунна лăплантарас тесе çеç çыратăн-и?

— Ку ыйтăва хуравличчен аякран пуçлам-ха. Эпĕ Иркутск облаçĕнче çуралса ӳснĕ. Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕре пурăннă аттен çемйине кулак тесе пурлăхне туртса илсе Çĕпĕре ăсатнă. Эпĕ 10 çул тултарсан аттепе анне тăван тăрăха таврăнма шут тытнă. Мĕншĕн тесен мĕн пур тăванĕ Чăвашра пурăннă. Пирĕн çемье Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялне куçса килчĕ. Эпĕ чăвашла калаçма пĕлменпе пĕрехчĕ. Пуçламăш классенче уроксем тăван чĕлхепе иртетчĕç. Класра вырăсла калаçакан виçĕ-тăвата ача çеçчĕ. Чăвашла пуплеме пĕлменнипе пире чăваш чĕлхи урокĕнчен кăларса яратчĕç. Шкул хыççăн юлташпа Розăпа Канашри медицина училищине çул тытрăмăр. Анчах унта ĕç тухмарĕ те Костромана бухгалтера вĕренме кайрăмăр. Диплом илсен тăван яла таврăнтăм. Пирĕн ялта завод пурччĕ. Унта 500 çын вăй хуратчĕ, виçĕ сменăпа ĕçлетчĕç. Пекарня, столовăй, общежити пурччĕ. Клуб ертӳçине ĕçе кĕтĕм. Шăп та лăп çавăн чухне сăвă çырма пуçларăм. Анчах чăваш сас паллийĕсем тăррине çекĕлсем лартма пĕлместĕм. Пулăшакансем тупăнатчĕç. Шел, çав сăвăсене упраса хăварман.

– Тĕлĕнтеретĕн, чăвашла аванах калаçма пĕлмен хĕр сăвă мĕнле çырма пултарнă-ши?

— Хĕр тусăм библиотекăра ĕçлетчĕ. Унтан тухма пĕлмесĕр чăваш кĕнекисем вулаттăм. Классиксен пуян та сăнарлă чĕлхеллĕ хайлавĕсене вула-вула чăвашла илемлĕ çырма хăнăхрăм. Каярах мана кантура кассира ĕçлеме чĕнчĕç. Тĕп бухгалтер декрета кайсан вăхăтлăха ун вырăнне ĕçлеме сĕнчĕç те килĕшрĕм. Çулталăк отчетне хатĕрлесе памаллаччĕ. Ку яваплă ĕçе пĕр эрнере пурнăçларăм. Унтан комсомол путевкипе Дон çинчи Ростов хулине «Россельмаш» завода ĕçлеме тухса кайрăм. Электросварщикра тăрăшнă май комбайнăн пĕр детальне шăратса çыпăçтараттăм. «Эпĕ сана курма пыраймастăп, киле таврăн», — анне çине тăрсах каялла чĕнчĕ. Шупашкарти агрегат заводне ĕçлеме кĕрсе 10 çул ытла секретарьте тăрăшрăм. Унтах пулас упăшкана тĕл пултăм. Заводра мастерта ĕçлетчĕ. Хĕрпе ывăл çуратрăм. 5 çултан хваттер пачĕç. Ачасем ӳснĕ май «Школьники постарше» хаçат валли вырăсла та, чăвашла та сăвăсем çырма пуçларăм. Пурне те пичетлетчĕç. Каярах вăхăт çитсе пыманнипе хаçатпа çыхăнăва татрăм.

— Анчах та эсĕ сăвă çырма пăрахман. Акă манăн алăра санăн «Юрататăп пурнăçа», «Мĕншĕн çамрăклăх иртет-ши…» кĕнекӳсем.

— Халĕ виççĕмĕш сăвă пуххипе ĕçлетĕп. Хальлĕхе ятне тупман-ха. Паянхи куна 155 ытла сăвă çыртăм. Эпĕ вĕсене юрласа шăрçалатăп. Кĕнекесене тăвансене, шкулсене, библиотекăсене парнелерĕм. Çавăн чухне кăмăл çырлахупа тулчĕ. Сăвăсене шăрçаланă чухне те çавах. «Нивушлĕ эпĕ çавăн пек çырма пултаратăп?» — тесе савăнатăп. Сăвăсем чунра юрату çуралсан çырăнаççĕ. Пĕр вырăс каччи чĕрере вырăн тупнăччĕ. Ăна халалланă сăвăсене вырăсла çыртăм. Сăвă шăрçаланă чухне юратнă çын хăш халăх çынни пулни те пĕлтерĕшлĕ çав.

— Кун пек каланине илтменччĕ-ха… Сăввусем урлă вулакана мĕн каласшăн эсĕ?

— Вĕсене вуласан çынсем кăштах та пулсан улшăнччăр тесе ĕмĕтленетĕп. Пултарулăхăма кăмăллакансенчен пĕр пайĕ хайлавăмсенче хăйне курать. Шел, нумайăшĕ сăвă вулама юратмасть. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Операци тусан Ксюша ура çине çирĕп тăма пултарать»

Шупашкарта тĕлĕнмелле вăйлă, çирĕп кăмăллă пĕчĕк хĕрача Ксюша пурăнать. Спастика чирĕ унăн урине çултан-çул хытарса пырать. Хальлĕхе вăхăт — унăн тăшманĕ. Кунсем, уйăхсем иртнĕçемĕн Ксюшăна утма, кĕлеткине тӳрĕ тытма йывăрлансах пырать. Унăн — ДЦП. Спастикăран хăтăлма нейрохирурги операцийĕ пулăшаять. Халĕ Пасюковсем ун валли укçа пухаççĕ.

Ротовируспа чирлесен

Пасюковсен малтан аслă хĕрĕ Саша çуралнă. Ача кунран-кун ӳснĕ, утма, калаçма пуçланă. Сергейпа Евгения унăн кашни пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн калама çук хытă хĕпĕртенĕ. 2016 çулта Женя иккĕмĕш ачине кĕтнине пĕлнĕ. Ку ырă хыпар çемьене пушшех те савăнтарнă. Анчах çие юлнине пĕлсенех тухтăрсем Евгенийăна хырăм ӳкес хăрушлăх пуррине каланă, больницăна вырттарнă. Сиплев хыççăн йăлтах йĕркеленнĕ, скрининг та, УЗИ те лайăхах пулнă. Анчах пурнăç сукмакĕ каллех кукăрăлнă. Ун чухне Пасюковсем Мускавра пурăннă.

«1 çул та 8 уйăхра чухне Саша ротовирус инфекцийĕпе чирлерĕ, йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Ку маншăн та стресс пулчĕ: тин кăна чупса çӳрекен ача кравать çинче вăйсăр выртать… Унпа больницăна выртрăмăр, тухтăрсем Сашăна капельницăсем лартса ура çине тăратрĕç. Анчах хам та /ун чухне варти ача 30-мĕш эрнене çитнĕччĕ/ ротовируспа аптăраса ӳкрĕм. Кун хыççăн кăшт юн кайма пуçланипе мана ача çуратмалли больницăна сипленме вырттарчĕç. «Ним хăрушши те çук, ку çурхах /плацента/ уйрăлни мар. Кăштах выртатăн та киле каятăн», — лăплантарчĕç тухтăрсем. УЗИ те, КТГ та япăххине кăтартмарĕç. Пĕр талăк капельница айĕнче выртнă хыççăн каллех УЗИ турĕç. Тухтăр датчике хырăм патне тытрĕ кăна — пĕтĕм больница илтмелле кăшкăрса ячĕ: «Çурхах уйрăлать! Часрах операцие!» Ача варта чылай вăхăт кислородсăр аптăранине, ăна пĕр тăхтамасăр çăлмаллине ăнлантăм. Кайран йăлтах тĕтрери пек пулчĕ. Мана каталка çине хурса операци пӳлĕмне илсе кайнă вăхăтрах хывăнтарчĕç. «Часрах! Часрах! Ачана çăлмалла!» — хирург çапла калани халĕ те хăлхара янăрать. Пит тăрăх куççуль юхрĕ, чутах тăна çухатмарăм… Пĕ-ĕчĕк хĕрĕме кăтартрĕç. Вăл вăйсăррăн сасă пачĕ те, ăна реанимацие илсе кайрĕç.

Кесарево хыççăн суран ыратрĕ пулин те хĕрĕм патне реанимацие хăпарма вăй тупаттăм. 1 сехет çеç кăтартатчĕç. 1,4 килограмм таякан хĕрĕм кювезра выртатчĕ, тавралла — датчиксемпе пралуксем. Хăй тĕллĕн сывлаймастчĕ. Татăклăн нимĕн те каламарĕç. Пуç мимине юн кайнă, I степень. Тухтăр ку йывăр чирех мар, çак уйрăмра выртакансен пурин те çапла тесе кăштах лăплантарчĕ. Палатăна таврăнасси маншăн чĕр нушаччĕ. Унта амăшĕсем вăхăтра çуралнă ачисемпе выртаççĕ… Вĕсемпе калаçаттăм, пулăшаттăм. Ун пек çăмăлрахчĕ. Тĕнче енне çурăмпа çаврăнмалла маррине ăнланаттăм, хама алăра тытма тăрăшаттăм. Йăлтах йĕркеллĕ пуласса ĕнентĕм, йывăрлăхсене чăтса ирттермелле çеç…» — аса илчĕ Евгения. Хăйне больницăран кăларни уншăн тепĕр çирĕп тĕрĕслев пулнă. Амăшĕсемпе пепкисене тăванĕсем савăнăçлăн кĕтсе илнĕ, Женя çеç çав алăкран пусăрăнчăк кăмăлпа тухнă.

«Ман пек амăшĕсене мĕншĕн урăх вăхăтра киле кăлармаççĕ-ши? Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсен, савăнăçлă çынсен хушшинчен мĕнле тухса каймалла? Реанимацие Ксюшăна курма çӳреттĕм. Ман пек шăпаллă тепĕр амăшĕпе ялан пĕр вăхăтра тĕл пулаттăмăр, калаçаттăмăр. «Эпир Филатов больницине каятпăр. Унта — профессионалсем, сыватĕç. Çавăнта лекме тăрăшăр», — тетчĕ вăл. Хам ума тĕллев лартрăм: унта лекмеллех. Анчах тухтăр урăхла шухăшлать иккен, пире урăх больницăна куçарма хатĕрленет. Кирек мĕнле пулсан та Филатов больницинех лекме тăрăшрăм. Пĕрре хĕрĕме курма çитрĕм те ăна урăх çĕре куçарма пуçласан сатураци пĕчĕкленнине пĕлтĕм. Çавăнпа тепĕр кунхине ăна Филатов ячĕллĕ ача-пăча клиника больницине унти тухтăрсемпе пĕрле илсе кайма йышăннă.

Малалла кунсем вăрах шурĕç… Унта та реанимацире ачана курма 1 сехет çеç паратчĕç. Çав вăхăтра черет тăрса заведующипе Ксюшăн сывлăхĕ пирки те калаçмаллаччĕ. Юлнă 15 минута кювез умĕнче хĕрĕмпе калаçса ирттереттĕм. «Сывлăхĕ йывăр. Хальлĕхе хăй тĕллĕн сывлаймасть» — çак сăмахсене кашни кун илтеттĕм. Ксюша реанимацире 1 уйăх выртрĕ. Пĕрре унта кĕрсен кювез пушă пулнине куртăм. Чĕре йăшăл! турĕ: Ксюшăна урăх çĕре куçарнă е чи хăрушши пулнă… Лайăххине çеç ĕненес килсен те чĕтреме пăрахаймарăм. «Ан хăрăр. Вăл сывалаканнисен палатинче. Ыран патологи уйрăмне куçаратпăр», — терĕ заведующи. Тинех ура айĕнчи çĕре туйма пуçларăм. Анчах иртерех савăннă иккен. Патологи уйрăмĕ — хăрушă диагнозсемпе приговорсен уйрăмĕ. «Сирĕн ача илтмест», «Хутаçлă шыçă /киста/ çур пуçĕ таранах. Сусăр тăрса юлĕ, йышăну тăвăр»… Тухтăрсем ытти амăшне çапла каланине кашни кун илтеттĕм. Ксюшăн нимĕнле диагноз та ан пултăр тесе ĕмĕтленеттĕм. Анчах… «Ачăр пирĕн пата илсе килнĕ чухне вилнĕпе пĕрехчĕ», — терĕ шурă халатли. Епле майпа? Ĕнер кăна сывалаканнисен палатине куçарнăччĕ-çке-ха. Ксюшăна тĕплĕн тĕрĕслерĕç. «Пĕтĕмпех япăх. Сирĕн ПВЛ /перивентрикулярная лейкомаляция/», — янăрарĕ приговор. Урăх нимĕн те ăнлантармарĕç. Интернета кĕрсе чир пирки вулама пуçларăм: 90 проценчĕн ДЦП аталанать… Урана туйми пултăм. Куççуль юхмарĕ. Пĕтĕмпех хăрушă тĕлĕк пек туйăнчĕ. Ку манпа пулса иртнине ĕненес килмерĕ», — йывăр самантсене куç умне кăларчĕ амăшĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Поварта ĕçленĕскер çĕр улми шуратнă чухне те юрланă

Вăл юрлама пуçласанах халăх сцена умнее пухăнать. Янкăр сасăллăскере Чăваш Республикинче кăна мар, ытти тăрăхра та пĕлеççĕ. Чăваш халăх артистки Людмила Семенова халăх юратăвне тахçанах çĕнсе илнĕ.

Пĕрремĕш шалу — 3-мĕш класра

«Чи илемлĕ ялта кун çути куртăм. Икĕ айккипе лаштра йăмра ӳсетчĕ. «Пирĕн ял пекки урăх ниçта та çук. Çакна асра тытăр», — тетчĕ анне. Çемьере 5 пĕртăван ӳсрĕмĕр. Атте эпĕ пĕчĕк чухне çĕре кĕнĕ. Аннене пире ура çине тăратмашкăн пĕртте çăмăл марччĕ. Ачалăх йывăр пулчĕ. Канфет-печение уявсенче çеç тутанаттăмăр. Хут çине пĕр кашăк сахăр хуратчĕç те ăна çăкăр татăкĕпе пуçса çиеттĕмĕр. Анчах эпир нихăçан та выçă ларман. Шкул пĕтерсен Шупашкара килсен пĕр батон туянтăм. Ялта шурă кулач пулман-çке-ха. Çав батона пĕчченех тăраниччен çирĕм.

Анне пек ĕçченни пулнă-ши? Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Хурсем ӳстереттĕмĕр. Анне пире хĕвел тухичченех вăрататчĕ те уя хур чĕпписене пăхма кăларса яратчĕ. Мĕншĕн 4 сехетрех вăратнă-ши? Халĕ çакăн пирки шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп. «Ачасем тутлă тĕлĕксем курччăр, çывăрччăр», — темен. Çулсем иртнĕçемĕн пурнăç лайăхланчĕ. Ялти ачасем ĕçрен татăлман. Кăшман тата çĕр улми тӳписем паратчĕç. Кунĕпех йăрансен хушшинче чакаланаттăмăр. 3-мĕш класс хыççăн колхоз ĕçне тухрăм. Ачасене кӳрентермен — шалу паратчĕç. Çапла, пĕрремĕш ĕç укçине 4-мĕш класа кайичченех алла илтĕм. Эпĕ тантăшăмсенчен тĕреклĕрехчĕ. 5-мĕш класра аннепе тата аппасемпе пĕрле утă çулма тухаттăм. Çĕрле йĕтем çине тырă аллама каяс килетчĕ. Анчах унта пурне те йышăнмастчĕç. Пăрçа миххине çĕклесе йĕтем йĕри-тавра çаврăнма пултараканнисене çеç илетчĕç. Эпĕ йывăр миххе йăпăр-япăр çурăм хыçне çавăрса хураттăм. Çывăх юлташăм манран юласшăн марччĕ. «Люда, атя-ха, маншăн йăтса пар», — тесе йăлăнатчĕ. «Пурте кураççĕ вĕт», — хуравлаттăм ăна. Ĕççи вăхăтĕнче клуба çӳремешкĕн те вăхăт çукчĕ. Вăй ăçтан тухнă-ши? Пурпĕр ачалăхăм телейлĕ иртрĕ тесе шухăшлатăп. Халĕ атте килĕнче никам та пурăнмасть. Ял пушанчĕ, пурăнаканĕсем сахалланчĕç.

Сысна çури сутса пусма туяннă

Эпĕ 6 çултах шкула каясшăн пултăм. Пĕр касри ачасенчен юлас темерĕм. 2-3 кун çӳрерĕм те вĕрентекен: «Кăштах ӳс-ха», — тесе киле ячĕ. Çулталăкран парта хушшине лартăм. Классенче 30-шар ачаччĕ. Вĕрентекенсене халĕ те астăватăп. Математика учителĕ Виктор Нестерович питĕ çирĕп ыйтатчĕ. Тĕрĕслев ĕçĕ çырсан мĕнле паллă илнине каламастчĕ. Доска умне тухатчĕ те: «Эсир япăх çырнă», — тетчĕ. Уроксем хыççăн класĕпех ларса юлаттăмăр. Тĕрĕслев ĕçне лайăхрах çыракансем задачăсене хăвăрт шутлатчĕç те тухса каятчĕç.

«Çак ачасен амăшĕсене шаркку пĕçерсе килме калăр. Каçченех ларăпăр-ха», — тетчĕ Виктор Нестерович вĕсемпе сыв пуллашнă май. Каярах пире ăс панă вĕрентекенсем пирки телекăларăм ӳкертĕм. Йышпа пĕрле аса илӳ авăрне путрăмăр. Виктор Нестеровичăн арăмĕ Любовь Ивановна та шкултах вăй хуратчĕ. Вĕсем каппайчăкраххисене итлеттерме пĕлетчĕç, пире çирĕп тытатчĕç. Математикăпа вăтам вĕренеттĕм. Музыка урокĕсем сайра иртетчĕç çав. Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш шкулĕнче пĕлӳ илсен 7 çухрăмра вырнаçнă Кĕçĕн Кипеке çӳреме пуçларăм. Унта музыка учителĕ пурччĕ. Анчах эпĕ питĕ вăтанчăкчĕ. Сцена çине тухма именеттĕм. Каярах ывăлăм именчĕкрех пулнине сисеттĕм те: «Вăтанчăклăх туйăмĕнчен хăтăлмалла. Вăл пултарулăха аталантарма ура хурать», — теттĕм.

Пире мĕн ачаран хамăр вăя çеç шанма вĕрентнĕшĕн аннене, Анастасия Семеновнăна, пысăк тав. Пĕррехинче пасарта пусма татăкĕ куртăм. Тăваткал ӳкерчĕклĕ пусмаран юбка çĕлесе тăхăнас килчĕ. Çакăн пирки çывăх çыннăма пĕлтертĕм. «Хитре тумланас килсен çак сысна çурине пасарта сут та тупăшу санăн пулĕ», — терĕ. Аслă классенче вĕренеттĕм. Ирпе ирех вăрантăм та пасара утрăм. Михĕри сысна çури çул тăршшĕпе нăриклетрĕ. Тантăшăмсем курасран иментĕм. Пасара çитсе сысна çурине сутрăм. Пусма татăкĕ туянтăм та ялти çĕвĕçе юбка çĕлеттертĕм. Хама ялти чи «моднăй» хĕрача пек туйрăм. Шупашкартан çитнĕ аппа юбкăна килĕштерчĕ, хулана парса яма йăлăнчĕ. Эпĕ хыт кукар марччĕ те хирĕçлемерĕм.

Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрăм. Анчах аслă шкул студентки пулаймарăм — балл çитмерĕ. Яла таврăнма намăсчĕ. Ăçта каяс? Аппа кулинари училищинчен вĕренсе тухрĕ. Вăлах повар специальноçне алла илме сĕнчĕ. Пурăнмалли кĕтес те çукчĕ — пичче патĕнче кун кунларăм. Пĕртăван пурри лайăх çав. Пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, тĕрев параттăмăр. 2 çул вĕренсе диплом илтĕм те специальноçпах ĕçлерĕм. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.