Комментировать

30 Июн, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 25 (1253) № 30.06.2022

Ялти ятлă мăшăр

Упăшкипе арăмĕ пĕр калăпри çăпата, тенĕ ваттисем. Ку шăкăл-шăкăл пурăннине, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланнине, çемьере килĕшӳ хуçаланнине пĕлтерет. Кунашкал тĕслĕх — Чиркӳллĕ Тăрăнта пурăнакан Григорьевсем.

Çемье пуçĕ Александр Григорьевич çак ялтах çуралса ӳснĕ, çемьере тăваттăмĕш ача пулнă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер малалла Ишеке çул тытать. Мал ĕмĕтлĕскере вырăс чĕлхипе литературине юратни канăç паман. Кĕнеке пĕлӳ çăл куçĕ пулнине лайăх ăнланаканскер чăваш, вырăс çыравçисен хайлавĕсене каçса кайса вуланă. Çанталăка пăхмасăр: шарлаттарса çумăр çăвать-и, куç курми çил-тăман алхасать-и, шартлама сивĕ хуçаланать-и – кашни кун Ункă шывĕ урлă асамлă пĕлӳ тĕнчине лекме васканă. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, тӳсĕм, чун хăвачĕ кирлĕ пул-нă каччăна! Çапла виçĕ çул сукмак такăрлатнă вăл. Чăн та, аттестат çинче пĕр «виççĕ» те çук унăн, «тăватти» те шутлă кăна. Вĕрентекенсене пысăк хавхаланупа аса илет вăл, кашнин çинчен ăшшăн каласа кăтартать — унтанпа утмăл çул ытла иртмен те тейĕн.

Тăрăн шкулĕнче кроликсем тытнă ун чухне. Ĕрчевлĕскерсен йышĕ çулсерен хутшăннă. Саньккăн ĕçченлĕхне кура директор хушма хуçалăха йĕркелесе тăрас тивĕçе вун çичĕ çулти каччăна шанса панă. Чĕр чун çăмне каснă. Хура, шурă, сăрă тĕсĕпе уйрăм пуçтарнă, патшалăха сутнă. Тупăшĕпе шкул валли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă, апат-çимĕç, вут-шанкă хатĕрлеме усă курнă. Çу илмешкĕн Красноармейски районĕнчи Ямайкасси таранах çитнĕ, пăрçа Энтимĕркассинчен илсе килнĕ, краççын патне Ишеке çӳренĕ. Çак çăмăл мар лава ӳркенмен яш салтака кайичченех пĕр кăлтăксăр пысăк яваплăхпа туртса пынă.

Çуллахи тапхăрта тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Юратнă урхамахĕпе бригадир хушăвĕсене хаваспах пурнăçланă. Кĕçех çамрăкăн салтак ячĕ тухнă. Тăван çĕршыва сыхласси — чи сăваплă та пархатарлă тивĕç. Ăна вăл Польшăра, штаб çумĕнчи хисеплĕ хуралта тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Тăван ене таврăнсан тӳрех çĕнĕ ферма хута ярас ĕçе кӳлĕнет каччă. Хăйĕн вара малалла вĕренес килет. Анчах вăл — кĕçĕнни, тĕпкĕч... «Аслисем çемьеленме пуçланă. Ватăсене манăн пăхмалла», — тĕв тунă вăл. Председатель ăна кассира лартать. Александр Григорьевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă ĕçĕнчен уйрăлман.

Халĕ те кĕнеке вулама юратать вăл. Хаçат-журнал çырăнса илет. Телевизорпа кăтартакан кăларăм-сене те хаваспах тишкерсе тăрать.

Пулас мăшăрне Людмилăна аллă тăватă çул каялла Муркаш районĕнчи Çĕньял Очăкассинче тĕл пулать те алăран вĕçертмест чиперккене. Виçĕ уйăхран çамрăксем туй кĕрекине лараççĕ, çемье çавăраççĕ. Пĕр-пĕрне хисепленинче, куçран пăхса ăнланнинче, куллен пĕр-пĕрне пулăшса тăнинче палăрать вĕсен чун илемĕ. Пĕрремĕш ывăл çут тĕнчене килнипе пĕрле хастар мăшăр йывăçран шур пӳрт çĕклесе лартма пултарни вĕсен ĕçченлĕхне кăтартать. <...>

Антонина ЕФИМОВА.

Шупашкар районĕ.

♦   ♦   


Чун ыйтнипе…

Арçын кĕпи çинчи тĕрĕ сыхчă /оберег/ пулнине мĕн ĕлĕкрен ĕненнĕ несĕлĕмĕрсем. Анчах паян чăваш тĕррине хăйне упрамалла пулса тухать. Тĕрĕре — халăх кун-çулĕ, пирĕн истори-çке. Хăшĕ-пĕри чăвашсен çак туприне тĕрлĕ халăхăннипе танлаштарма пăхать. Мексикăра тĕртекен кавирсенче те пирĕнешкел тĕрлĕ тăваткал пур сăмахран. Чăн та, вĕсен пир çинчи ӳкерчĕкĕсем пирĕннинчен уйрăлса тăмаççĕ тесен те юрать. Телее, ют çĕршыв çыннисене те кăсăклантарма пултарнă илеме пулас ăрусем патне çитерме тăрăшакансем хамăр тăрăхра та пур!

«Эпĕ майра, чăваш ӳнерçи»

Экзотика! Акă мĕн илĕртнĕ Тамбов облаçĕнчи хĕре чăваш тĕрринче. Татьяна Петрова /хĕр чухне Кочерыгина/, направленипе Чăваш Ене килнĕскер, пирĕн тăрăхра нумайлăха юлма палăртман. Анчах ăна чăваш тĕрри ĕмĕрлĕхе тыткăнланă. Паян вăл йĕппе çип тытмасăр пĕр кун та ирттермест.

— Чăвашсем хăйсен несĕлĕсен тĕррине хаклама пĕлменни тĕлĕнтерет, — шухăшне палăртать Татьяна Ивановна. — Хитри — пĕрре, вĕсен пĕлтерĕшĕсем те питĕ кăсăклă-çке.
Шупашкарти Тавра пĕлӳ музейĕнче упранакан XVIII ĕмĕрти тĕрĕсене курсан çак капăрлăх тыткăнне лекнине палăртать вăл. Ал ĕçĕсене пысăк искусство шайĕнче хаклать. Темиçе тĕрре ӳкерсе те илнĕ. Çакă чăвашлăха упраса хăварас тата аталантарас ĕçĕн пуçламăшĕ пулнă тесен те юрать.

Сăмах май, чăн чăваш тĕррисене тупма халь ансат мар. Çавăнпа та çамрăк тĕрĕçĕсене музейсенче упранакан ĕлĕкхи япаласемпе паллашма сĕнет Татьяна Ивановна. Вăл хăй те, паллă ăста Екатерина Ефремова каланипе, сахал мар музейра пулнă. Унта курнă эрешсене тĕпе хурса хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене ăсталанă. Çав вăхăтрах ял çыннисен ар-чисенче упранса юлнă тĕрĕллĕ япаласем те малтанхи вăхăтра питĕ пулăшнине пытармасть паллă модельер.

Çапла, Татьяна Петровăна паян модельер пек те пĕлеççĕ. Тĕрĕссипе, ĕлĕкхилле тĕрлекенсем те Чăваш Енре нумай мар, чăваш тумĕн модельерĕсем вара пушшех те шутлă кăна.

— Тумтире «чăвашла» капăрлатас шухăш тахçанах пулнă манăн. Çакна пурнăçа кĕртме пĕлӳ çителĕклĕ, ăсталăх та пур пек. Чи курăмлă та хӳхĕм тĕрĕсене пĕрлештерни, чăн та, хама та килĕшрĕ. Наци тумĕн конкурсĕсенче те палăртрĕç ĕçĕмсене: Еврази шайĕнче иртнĕ «Этно-эрато» /2015 çул/, Пĕтĕм тĕнчери «Наци тумĕ» /2016 çул/ конкурссенче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç, — каласа парать Татьяна Ивановна. 1998 çулта вăл «Çулталăк модельерĕ» ята тивĕçнĕ. 1999 çулта Татьяна Петровăна «ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

Пĕлӳ тенĕрен, вăл 1973 çулта Мускаври Михаил Калинин ячĕллĕ ӳнер промышленноç учили-щинчен вĕренсе тухнипе кăна çырлахман. Яланах çĕнни шыраканскер 1991 çулта Мускав патшалăх йăлапа пулăшусен академийĕнчен вĕренсе тухнă. Паллах, тĕрĕ ăстисемпе тăтăшах тĕл пулать, тĕрлĕ йышши чăваш тĕррисене тимлĕ тишкерсе хăй ĕçне паянхи тĕнче курăм элеменчĕсене, çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать.

Çакăнта вăл вĕрентекенĕ каланине пурнăçланăнах туйăнать. Чăвашсен паллă тĕрĕçи Екатерина Ефремова 1980 çулта «Тăван Атăл» журналта çапла çырнă: «Чăваш сурпанĕ-масмакĕ, тухйи-тевечĕ, кĕпи-саппунĕ вĕреннĕ чух та асран тухмастчĕç. «Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи кун музей экспоначĕсем кăна-çке, — шухăша путаттăм час-часах. — Сăмахран, акă чăваш хĕрарăмĕсем халь сурпан-масмакпа çӳремеççĕ. Çапах та мĕншĕн манăçа хăварас-ха ĕмĕрсем хушши пухăннă çав хӳхĕм япаласене! Вĕсен тĕррисенче ĕç çыннисен ăс-тăнĕнче, ĕçĕнче пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăннă ахах тĕпренчĕксем, пултарулăх талпăнăвĕн хĕлхемĕсем, халиччен утса тухнă историлле çул-йĕрсен сĕмĕсем упранаççĕ-çке. Хальхи самана сывлăшне, пурнăç ташшине, вăхăт туйăмне кĕртмелле çĕвĕ-эреш композицине!»

Пĕр тĕслĕх кăна. Паян вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси анлă сарăлнă. Татьяна Ивановна та çак мелпе ăнăçлă усă курать. Тĕрре вĕтĕ шăрçапа пĕрлех тенкĕсемпе, тĕрлĕ аппликаципе пуянлатать.

Пĕтĕмĕшле илсен, унăн ĕçĕсенче йăлт виçеллĕ те килĕшӳллĕ. «Тен, Татьяна Ивановна Чăваш Енрен пулманнипе йăлтах асăрханса тата тĕплĕн тăвать. Унăн ĕçĕсем яланах кăсăклă», — тесе палăртнă Чăваш тĕррин музейĕн заведующийĕ На-дежда Сельверстрова ăстаçăн черетлĕ куравне уçнă май. Уйрăмах хальхи мода сĕмĕллĕ ĕçсемпе кăсăкланаççĕ куракансем. Эстрада тата фольклор концерчĕсенче, уявсенче, тĕл пулусенче Татьяна Петрова капăрлатнă тумсемпе киленни пĕрре, çывăхарах курсан — ăсталăхĕнчен тĕлĕнмесĕр май çук.

«Эпĕ майра, чăваш ӳнерçи» ята та питĕ ăнăçлă суйласа илнĕ çак курав валли. «Майра» сăмаха чă-вашсем мĕн ĕлĕкренех илемпе, капăрлăхпа çыхăнтарнă. Урăх наци хĕрарăмĕ пирки те çапла каланă. Татьяна Петрова çумне те çак сăмах Чăваш Ене килсенех çыпçăннă. «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикине темиçе çуллăха кăна тесе килнĕ те — телейне кунтах тупнă вăл. Вăхăт иртнĕçемĕн «майра» тенине те килĕштернĕ. Чăваш йĕкĕтнех качча тухнă. Вĕсен хĕрĕ паян амăшне чăваш тĕриллĕ тумсем ăсталама пулăшать. <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Ен хăна пуçтарчĕ

Кун хыççăн кун иртнĕ май çулталăк хыççăн çулталăк хыçа юлать. Иртнĕ эрнере черетлĕ хутчен Республика кунне анлăн уявласа ирттертĕмĕр. Чăваш Автономине йĕркеленĕренпе 102 çул çитрĕ. Пысăк та сумлă мероприятисем ирттернипе чылайччен асра юлĕ паллă кун. Йăлана кĕнисем те, кăçалхипе пĕрремĕш хутчен ирттернисем те пулчĕç уяв меро-приятийĕсен вăчăринче. Республикăра пурăнакансем те, вĕсенчен те ытла аякран килнĕ хăнасем Чăваш Енре, Шупашкарта пулса курнине ăшă йăл кулăпа темччен аса илĕç.

Пуçарусем пур

Экономика форумĕн импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă теми тавра пуçарнă анлă калаçăва «Шупашкар — Арена» пăр керменте пĕрлехи ларура малалла тăсрĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республика импорта хамăрăн таварпа улăштарма паян пуçламан, ку енĕпе 2014 çултанпах çине тăрса ĕçлет. Юлашки уйăхсем вара çак ĕçе васкатма хи-стерĕç. Ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Калăпăр, «Трактор завочĕсем» концернăн Чăваш Енри предприятийĕсем юлашки вăхăтра кăна импорт пăхăнăвне виçĕ-тăватă хут пĕчĕклетме пултарнă. Тата ăнăçлăрах ĕçлеме çак ĕç валли укçа-тенкĕ уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку енĕпе вара ыйтусем пур. Вăл çĕршыв ертӳлĕхĕ çак ыйтусене татса парас енĕпе çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ йышăнусем тăвасси пирки иккĕленмест.

Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Русских пытармарĕ: нимĕçсем, яппунсем, датчансем, ыттисем облаçран пăрахса кайнă. Хăшĕсем хăйсен предприятийĕсене хăварнă — «вĕсемпе хăть те мĕн тăвăр» тенĕ, теприсем вара ĕçлеме пăрахнă, чăн та, çынсене шалу тӳлеççĕ – тем кĕтеççĕ.

Логистика тенĕрен, кӳршĕсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Алексей Русских татăлнă çыхăнусене тепĕр хут йĕркелес тĕллевпе продукцие Китайран контейнерсемпе кӳмелли «Китай — Ульяновск» çул уçнине çирĕплетрĕ — унпа пурте усă курма пултарнине палăртрĕ.

Импорта хамăрăннипе улăштарасси туризма та пырса тивет. Пандемиччен пирĕн граждансем çулта-лăкра ют çĕршывсенчи çул çӳревсенче 19 миллион хут пулнă. Паян вара халăх чикĕ леш енне унчченхи пек тухса çӳреймест. Эппин, хамăр патрах канмалли условисем йĕркелемелле. Думăн Туризм енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сангаджи Тарбаев Атăлăн туризм майĕсене тивĕçлипе хакламаннине палăртрĕ. Ун шучĕпе, уйрăм флот тата инфратытăм çукки Атăлпа туризм тĕллевĕсемпе туллин усă курма чăрмантарать. Вăл юхан шыв туризмне тата тивĕçлĕ инфратытăма аталантармалли саккун проекчĕ, программа хатĕрлемеллине палăртрĕ.

РФ Шутлав палатин аудиторĕ Наталья Трунова туризм аталанăвĕ валли çулсем кирли çинчен сă-мах пуçарчĕ. Çывăх çулсенче М-12 автомагистраль ĕçлесе каймалла, анчах вăл та çителĕксĕр. «Ласточка» пуйăс çӳреме пуçланиех вăл çитекен регионсенчи туризм юхăмне тăруках 30% ӳстерет- мĕн. Çавăнпа регионсене çыхăнтаракан проектсене çул памалла. Халĕ, сăмахран, Ульяновск, Самар облаçĕсене тата Тутарстана çыхăнтаракан проекта тишкереççĕ — çакнашкал тĕллевсемпе ĕçлемелле.

РФ Кластерсен, технопарксен, уйрăм экономика зонисен ассоциацийĕн директорĕ Андрей Шпиленко Чăваш Ен кӳршĕ регионсен шайĕнче çулталăк каялла кăна конкурентлăх енĕпе юлса пынине палăртрĕ, халĕ аталанăва вăй пама тивĕç пуçарусем пур.

Акатуй — йăла управĕ

Акатуй — чăваш халăхĕ ĕмĕртен-ĕмĕре ирттернĕ пысăк та аслă уяв. Çурхи ĕçсене вĕçлесен несĕлĕмĕрсем пĕрле пухăнса «Алран кайми аки-сухи» шăрантарнă, ташласа-юрласа савăннă. Çак йăлана халĕ те тытса пырать чăваш. Республикăра пурăнакансем кăна мар, аякри йăхташăмăрсем те несĕлĕмĕрсен праçникне манăçа кăлармаççĕ. Республика кунне уявланă май аякри те çывăхри тăвансене пуçтарса Акатуй ирттересси те ырă пулăма çаврăнчĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ кăçал 10-мĕш хутчен иртрĕ. Шупашкарти «Амазони» кану паркне эрне кун республикăри мĕн пур районтан кăна мар, Пушкăртран, Крымран, Красноярск тăрăхĕнчен, Эрĕнпур, Пенза, Саратов, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран, Чулхуларан, Санкт-Петербургран килнĕ йăхташăмăрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Районсем йĕркеленĕ картишсен умĕпе иртнĕ май хăнасен наци апат-çимĕçĕпе паллашма, халăх пултарулăхĕн алă ĕçĕсемпе киленме май пулчĕ. Республика пысăк мар пулин те кашни тăрăхăн кĕпи-тумтирĕ те, юрри- ташшин çемми те уйрăлса тăрать-çке.

— Акатуй — наци культурин пуянлăхĕн хаклă управĕ. Çак уяв пирĕн пата ĕмĕрсен хушши упранса çитнĕ. Унта мĕн пур чăваш хутшăнни эпир хамăр историе сума суса упранине çирĕплетет, — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв картине пухăннисене саламласа.

Регионсенчи наципе культура пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхипе культурине упраса, сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернине, çакă халăх вăй- хăватне тата ытларах ӳстернине çирĕплетрĕ Олег Алексеевич. <...>

Татьяна НАУМОВА, Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.