Хыпар 70 (27949) 28.06.2022
Юхан шывпа çÿреме çĕнĕ карапсем кирлĕ
Юхан шыв туризмне аталантарассипе, туризм инфратытăмне çĕнетессипе, отрасле инвестицисем илĕртессипе, пĕрлехи проектсем тăвассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç РФ Патшалăх Думин туризм енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, комитет председателĕ Сангаджи Тарбаев, Дума депутачĕсем, ертӳçĕсем хутшăнчĕç.
Сангаджи Тарбаев каланă тăрăх, пирĕн çĕршывра туризма аталантарма май çителĕклех. «Ун валли бюджетран чылай укçа-тенкĕ уйăраççĕ, предпринимательсем те туризма нумай укçа-тенкĕ хываççĕ. Туризмăн пĕр енне те куçран вĕçертмĕпĕр. Юлашки вăхăтра юхан шыв туризмĕ мала тухрĕ. Ăна аталантармалли мелсем çинчен Хусанта та калаçрăмăр. Çынсем çулла караппа çӳреме юратаççĕ, çавăнпа çӳреве тухмалли майсене пĕрне те манмалла мар. Акă «Валдай» шыв трамвайĕсем çӳреме пуçларĕç. Аслă Атăл, паллах, чылай туриста илĕртет. Унăн илемĕ пурне те тыткăнлать. Çавăн пекех экологи, ача-пăча, гастрономи тата автомобиль туризмĕсене аталантарас тĕллевлĕ», — терĕ вăл.
Сангаджи Андреевичăн шухăшĕпе, пирĕн республика та туристсене кăсăклантарать, кунта туризм инфратытăмне йĕркелес енĕпе ытларах ĕçлемелле.
Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, туризм экономикăна тĕревлеме пулăшать, çавăнпа кашни регионта ку отрасль пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
«Чăваш Енре туризм енĕпе нумай ĕç тума палăртнă. Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче причалсем, тĕрлĕ вырăнта хăна çурчĕсемпе кемпингсем, Шупашкарти вăрман-катара çӳремелли çулсем тумалла. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексĕ те туристсем кăмăллакан вырăн пулса тăрасса шанатăп», — терĕ регион ертӳçи.
«Аслă Атăл çулĕ» проект юхан шыв туризмне аталантарма тивĕç. Çапла шухăшлать Тутарстанăн туризм енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертӳçи Сергей Иванов. «Ку проект Атăл хĕрринче вырнаçнă чылай региона пĕрлештерсе тăрать.
Тĕрлĕ турмаршрут хатĕрленĕ. «Хусан — Йошкар-Ола — Шупашкар» маршрута туристсем уйрăмах кăмăллаççĕ. «Атăлçи мозаики» маршрут та палăрса тăрать. Çавăн пекех эпир «Юхан шыв сукмакĕсем» хывма, пассажирсен флотне йĕркелме шухăшлатпăр», — терĕ Сергей Евгеньевич. Ку проект Раççейри 5 миллион çынна, ют çĕршывсенчи 2 миллион туриста илĕртме пултарĕ. Хусан çынни Сĕнтĕрвăрринче пулни çинчен аса илчĕ. Çыран хĕрринче Мария императрица кĕтсе илни уйрăмах кăмăла кайнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Халăх тупри – ачасен аллинче
«9 сехет Владивостокран Мускава самолетпа вĕçрĕмĕр. Унтан каллех тӳпене çĕклентĕмĕр те Шупашкара çитрĕмĕр. Фестивале питĕ хутшăнас килчĕ», — каласа кăтартрĕç Владивостокра пурăнакан хĕрсемпе каччăсем. Çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориади иртрĕ. Унта çĕршыври 76 регионтан çитнĕ çамрăк артистсем хутшăнчĕç.
Шупашкара çитессишĕн конкурс витĕр тухнă
Халăх юрри-ташшин фестивалĕ çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп хуламăрти Республика тӳремĕнче пуçланчĕ. 1100 ача пĕр колоннăна тăчĕ те Хĕрлĕ тӳреме çити утрĕ. Уявăн тĕп сцени çинче салам сăмахĕсем янăрарĕç.
«Ача-пăча фольклориади — Раççейри халăхсен культурипе йăли-йĕркине курма май паракан пулăм. Ачасем çак тупрана ыранхи куна çитерĕç», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
РФ культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова Чăваш Республикинче пурăнакансем тарават пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне фестивале хутшăнакан пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçисене, ачасене тав турĕ.
Чăн та, фестиваль çĕршывăмăрăн культура пуянлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрлĕ тӳремре карелсен ейги, Дон çинчи казаксен юрри, пушкăрт эпосĕ… янăрарĕç. Куракансем чăваш, дагестан, калмăк, вырăс тата ытти халăх ташшипе киленчĕç. Сцена çине тухакансен хăйне евĕр тумĕ чылайăшне кăсăклантарчĕ. Çи-пуçра халăх кун-çулĕ, вăл ăçта тата мĕн ĕçлесе пурăнни курăнать. Амур облаçĕнчи Усть-Нюкжа салинчи «Гудяй-Дуннэ» ансамблĕн артисчĕсем пăлан тирĕнчен çĕленĕ пушмак, мамăк тиртен хатĕрленĕ тум тăхăннă. Хĕрсемпе каччăсем эвенк йăли-йĕркине малалла тăсаççĕ. Вĕсем «Амур — Туслăх юхан шывĕ», «Пăлан ӳстерекенсемпе сунарçăсен» фестивалĕсенче пĕрре мар пулнă. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи «Гудяй-Дуннэ» уявсене хутшăнать.
Хабаровск тăрăхĕнчен çитнĕ «Диро» наци ташшисен ушкăнĕ те куракансен асĕнче юлĕ. Çамрăк артистсем ульчи халăхĕн /вĕсем Амур хĕрринчи 9 поселокра пурăнаççĕ/ йăли-йĕркине тĕпчеççĕ. «Диро» ансамбль 50 çул каялла йĕркеленнĕ. Вăл тăрăшнипе сахал йышлă халăхăн юрри-ташши пĕтмест.
«Фольклориадăна хутшăнас кăмăллисем чылаййăн пулчĕç. Ятарласа конкурс йĕркелерĕç. Эпир çĕнтертĕмĕр, Шупашкара çитме тивĕç пултăмăр. Бурят Республикинче «Булжамуур» халăх ташшин ансамблĕ — чи пултаруллă коллективсенчен пĕри. Вăл 1984 çулта йĕркеленнĕ. Репертуарта ача-пăча тата çамрăксен вăййи, çурçĕр тата хĕвел тухăç халăхĕсен ташшисем», — терĕ ушкăн ертӳçи Людмила Овчинникова. Улан-Удэ хулинчен çитнĕ хĕрсем тăван халăх йăли-йĕркипе кăсăкланаççĕ, ташшисене вĕренеççĕ. Бурят ачисен пичĕ çинче йăл кулă каймарĕ. Вĕсем Шупашкарпа кăмăллă пулнине пытармарĕç. Камчатка тăрăхĕнчен çитнĕ «Орьякан» ансамбль фольклориадăра тундрăра пурăнакан ачасен вăййисемпе паллаштарчĕ. Артистсем Чăваш Ене упа тирĕ илсе килнĕ. Сцена çинче вăл та кирлĕ пулчĕ — ун çинче арçын ачана сиктерчĕç.
«Тепĕр чухне Вова айккинелле вĕçсе каятчĕ те эпир ăна тытма ĕлкĕрейместĕмĕр. Паян йĕркеллех пулчĕ — никам та такăнмарĕ, ӳкмерĕ», — терĕç сцена çинчен аннă артистсем. «Орьякан» ансамбль солисчĕсем сасса пыртан кăларса юрлаççĕ, хăнкăрмаллă параппан калаççĕ, Камчатка çурма утравăн çурçĕр енче пурăнакан коряксен ташшине ташлаççĕ.
«Туслăх кăшăлĕ»
Фольклориада программи анлă пулчĕ. Фестивале çитнисем валли ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç, Шупашкарпа паллаштарчĕç. Ушкăнсем Чăваш тĕррин музейне те çитрĕç, «Раççейĕн тĕрленĕ карттипе» киленчĕç. Шăматкун коллективсем Çĕнĕ Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн А.И.Андриянов ячĕллĕ центрĕн умĕнчи лапамра, тĕп хуламăрти «Амазони» паркра юрларĕç, ташларĕç.
Корей халăхĕн çапса каламалли инструменчĕсен «Пулькотнори» ансамблĕ фольклориадăна хутшăннă ушкăнсенчен уйрăлса тăчĕ. Коллектив 2015 çулта Кăнтăр Сахалинск хулинче йĕркеленнĕ.
«Ача-пăча искусствисен «Этнос» шкулĕнче корей чĕлхин курсĕсем те пур. Ачасем унта кăсăкланса çӳреççĕ, корей чĕлхине ăнланаççĕ, унпа калаçакан та пулаççĕ. 2018-2019 çулсенче ансамбль Корей кĕввин патшалăх центрĕнче пĕлӳ пухрĕ. Çакă пире пулăшрĕ — куртăмăр, итлерĕмĕр, хавхалантăмăр», — терĕ ушкăн ертӳçи Юлия Син. Сахалин облаçĕнче корей культурипе кăсăкланакан чылай. Ача-пăча искусствисен шкулĕн уйрăмĕнче — 130 вĕренекен. Вĕсем çапса каламалли, хĕлĕхлĕ, вĕрсе каламалли инструментсем калаççĕ, корей халăхĕн юрри-ташшине вĕренеççĕ. Артистсен тумĕ те, хусканăвĕсем те хăйне евĕр. Ташланă вăхăтра калпак тăррине çирĕплетнĕ вăрăм хăю вылянчĕ.
Шăматкунах «Туслăх кăшăлĕ» флешмоб иртрĕ. 1100 ача Хĕрлĕ тӳреме пухăнчĕ, алăран тытăнса çаврăнчĕ, ташларĕ.
«Туслăх тĕрлĕ тăрăхра пурăнакансене пĕрлештерет. Карталанса тăнă ачасем — регионсен кăна мар, çĕршыв мухтавĕ. Вĕсем йăла-йĕркене упракансем, малалла тăсакансем. Фольклориада пулас ăрусемшĕн те ырă йăла пуласса шанатăп», — терĕ фольклориада режиссерĕ Анастасия Синельникова. Пухăннисене ЧР культура министрĕпе Светлана Каликовăпа Раççейри В.Д.Поленов ячĕллĕ Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ Андрей Беляев саламларĕç.
«Паян Хĕрлĕ тӳремпе 1 пин чечек çеçкеленчĕ. Ачасем, çак чечексем — эсир. Чи илемлĕ кăшăла тăрса çаврăнар, çĕршывĕпех Раççейре епле илемлĕ ачасем пурăннине курччăр», — терĕ Андрей Беляев. Флешмоба хутшăнакансем те кăмăл-туйăма пытармарĕç. «Эпир ют çĕрте пĕрремĕш хут. Сирĕн хула тĕлĕнмелле таса, халăхĕ вара уçă кăмăллă», — терĕç Карелирен çитнĕ ачасем. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Проектсем çыраççĕ, фильм ÿкереççĕ
Республика кунĕ Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ уяв. Вĕсем çак кун Шупашкара çулленех пухăнаççĕ. Юрласа-ташласа савăнма кăна мар.
Хальхинче те, малтанхи çулсенчи пекех, ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе пĕрле семинар-канашлу ирттерчĕç. Унта, «Амазони» этнопаркри Курав залĕнче, «Раççей регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен чăваш культурипе чĕлхине упрамалли чи лайăх ĕç меслечĕсем» ятпа йĕркеленĕскерте, çак енĕпе 30 çулта пухăннă опытпа паллаштарчĕç. Сăмах май, хальхи вăхăтра Раççейри 25 регионта тата 8 ют çĕршывра 60 ытла чăваш наци культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет.
Свердловск облаçĕн чăваш культура центрĕн председателĕ, Урал патшалăх экономика университечĕн кафедра заведующийĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Ергунова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, «Стройтех» организацин гендиректорĕ, федерацин Урал округĕнчи наци общество организацийĕсен председателĕ, Чăваш наци конгресĕн Тюмень облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ Владимир Логинов семинар-канашлăвăн эксперчĕсем пулса ертсе пычĕç. Унта çĕршывăн 10 ытла субъектĕнчен 30 ытла представителĕ тата республикăри чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем хутшăнчĕç.
Валерий Клементьевпа ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский хăйсен салам сăмахĕнче канашлăва хутшăннă ентешсене ахаль хăнасем пек кăна мар, чăваш культурин чăн-чăн элчисем пек йышăннине пĕлтерчĕç.
Çавăнпа вăл е ку регионта ыттисемшĕн мĕн лайăххи, усăлли пур — уçса пама ыйтрĕç. «Пĕрле пулни пире кирек мĕнле чăрмава та çĕнтерме пулăшĕ. Эпир вара сире май килнĕ таран пулăшса пырăпăр», — терĕç.
Ольга Ергунова, ыттисемпе танлаштарсан, проектсем çырса тĕрлĕ шайри гранта темиçе те тивĕçнĕ. Çавăнпа унăн калаçăвĕ шăпах çак ыйту пирки пулчĕ. «Тĕрĕс, пĕлсе йĕркеленĕ грантсене тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те ырласа йышăнаççĕ, — ĕç опычĕпе паллаштарчĕ Ольга Титовна. — Икĕ çул каялла пысăк проект хатĕрлесе унта влаç органĕсене, наци культура пĕрлĕхĕсене, бизнесра ĕçлекенсене явăçтарма пултартăмăр. Мероприятисенче вара чăвашсем хăйсен капăр тумĕпе, юрри-кĕввипе тӳрех тыткăнларĕç. Эпĕ туризм енĕпе ĕçлетĕп, Чăваш Енре те шăпах çак енĕпе проектсем хатĕрлеме сĕнетĕп. Чăвашсен хăйсем çинчен тĕнчене пĕлтермелли сахал мар. Свердловск облаçĕнче пирĕн пирки лайăххине кăна калани, унта хальхи вăхăтра 12,5 пин йăхташ пурăнать, мана савăнтарать, мăнаçлантарать».
Мускаври чăваш культура обществин председателĕ Лира Смирнова чăвашлăх ĕçне çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче кӳлĕннĕ. Хăйĕн çак енĕпе пухăннă опытне пĕтĕмлетнĕ май Лира Петровна мегаполисри йăхташсене виçĕ ушкăна пайласа хакларĕ. «Пĕрисем, — терĕ вăл, — питĕ хастар. Вĕсем хăйсем чăваш чĕлхишĕн çунса тăраççĕ.
Çамрăксем вара тăван чĕлхине манман-ха, анчах хастарлăхпа палăрмаççĕ. Вĕсемпе ĕçлемелле, хамăр тавра пуçтармалла. Кусен ачисем ашшĕ-амăшĕ мĕн калать — çавна тăваççĕ. Кĕçĕнннисем аслисенчен иртеймеççĕ. Мускаври вырсарни шкулĕ, вăл темиçе çул ĕçлет ĕнтĕ, шăпах кĕçĕн çултисене пĕрлештерес тĕлĕшпе вăй хурать те. Учебникĕсем çителĕклех. Анчах вĕрентӳ ĕçĕн меслечĕсене çĕнетмелле. Эпир ачасене грамматика енĕпе мар, калаçу чĕлхине алла илме пулăшатпăр. Ку енĕпе тăван юрă-ташăпа, кĕвĕ-çемĕпе анлăн усă куратпăр». <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Çынсем справкăсене ялтах илĕç
Иртнĕ эрнере Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕ вырăна тухса лару йĕркелерĕ.
Паха опыт пур
— Çывăх вăхăтрах республикăри тата 19 районтан муниципалитет округĕ туса хумалла. Авăн уйăхĕнче вĕсен депутачĕсене суйламалла, округсен администрацийĕсемпе тытăмне йĕркелемелле, уставне çирĕплетмелле, правăн ытти документне йышăнмалла, — терĕ комитет председателĕ Андрей Марушин ларăва уçса.
Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Вячеслав Борисов, РФ Юстици министерствин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Ольга Никонова, ЧР финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева, Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн тата ЧР Юстици министерствин представителĕсем, райадминистрацисен пуçлăхĕсемпе пай ертӳçисем, Красноармейскипе Çĕмĕрле муниципалитет округĕсен тата вĕсене кĕрекен территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Ларура Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсен муниципалитет округĕсен ĕç меслечĕпе кăçал ытти районта усă курассипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе яврĕç. Паха опытпа çӳлте палăртнă муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем Лев Рафинов тата Борис Клементьев паллаштарчĕç, районсенчен муниципалитет округĕсем туса хунă чухне сиксе тухма пултаракан йывăрлăхсене шута илме сĕнчĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсене округсен тытăмне кĕртнĕ май финанспа кадрсене пĕрлештернине, муниципалитетăн пĕрлехи бюджетĕнчи укçапа тухăçлăрах усă курма тытăннине палăртрĕç.
Çапла, асăннă районсенче пĕлтĕр муниципалитет округĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче муниципалитетсене ертсе пымалли пĕрлехи механизм туса хунă: округсен пуçлăхĕсене, депутачĕсене суйланă, ад-министрацийĕсене çирĕплетнĕ, администрацисен çĕнĕ тытăмĕсем, вĕсене кĕрекен пайсемпе çум пайсем, çав шутра тавралăха хăтлăлатас тата территорисене аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен управленисемпе территори пайĕсем çинчен положенисем, должноç инструкцийĕсем çирĕплетнĕ.
Çĕмĕрле округĕн администрацийĕн хăтлăлатас тата территорисене аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен управленийĕн Хутар тата Çĕмĕрле территори уйрăмĕсенче пуçару бюджечĕпе усă курса тунă объектсене кăтартрĕç. Тукас ялĕнчи 80 килтен 53-шне ĕçмелли паха шывпа башньăран тивĕçтерме пăрăх тăснă. Çемьесем унпа кăçал усă курма пуçлĕç. Проект хакĕ — 7,2 миллион тенкĕ. Çав шутра 5,2 миллионĕ — республика, 1,7 миллионне округ бюджечĕсенчен куçарнă, 13-шер пин тенкĕ ял-йышран пухнă.
Çĕмĕрле ялне хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Иртнĕ çулсенче Благовещени урамне газ, шыв, электричество кĕртнĕ, çул хывнă. Вĕсен пĕр пайне пуçару бюджетĕнче пухнă укçапа хута янă. Унпа Калинин урамĕнче çулпа тротуар тунă, Çĕнтерӳ паркĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, фронтран таврăннисене, тыл ĕçченĕсене, Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннисене асăнса палăк лартнă.
Кун йĕркинчи ыйтупа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн ертӳçи Сергей Тарасов тухса калаçрĕ.
— Кăçалхи пуш уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ тата 19 районтан муниципалитет округĕ туса хурасси çинчен саккун кăларчĕ, — палăртрĕ вăл. — Ку енĕпе усă курма практика, нормативлă право докуменчĕсем пур ĕнтĕ. Муниципалитет районĕсенчен округсем тăвасси планпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Халĕ районсем — ĕç пуçламăшĕнче. Округсен депутачĕсен суйлавне авăн уйăхĕнче ирт-тересси çинчен çак кунсенчех йышăну кăларĕç. Ун хыççăн суйлав кампанийĕ пуçланĕ.
Лайăхрах çеç
Федераци тата Чăваш Ен саккунĕсем округсен ĕç тăвакан органĕсен тытăмне тĕрлĕ формăллă тума ирĕк параççĕ. Калăпăр, Красноармейски округĕн тавралăха хăтлăлатас тата территорисене аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен управленийĕ паянхи кун тĕлне юридици сăпачĕсĕр. Çĕмĕрле округĕн палăртнă управленийĕн вара вăл пур. Унăн пуçлăхĕ Дмитрий Головин шухăшĕпе, юридици сăпачĕллĕ пулнăран округра пурăнакансен умĕнчи социаллă ыйтусене хăвăртрах тата лайăхрах татса параççĕ. Тухса калаçакан районсенче тухăçлăрах меле суйласа илме сĕнчĕ.
Округсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен штатне муниципалитетра пурăнакансен шутне тĕпе хурса çирĕплетме сĕнеççĕ. 10 пин çын пурăнакан округ администрацийĕнче ĕçлекенсен йышĕ 65 пин çын шутланакан муниципалитет штатĕнчен пĕчĕкрех пулĕ. Районсенче пурăнакан çынсен хисепне тĕпе хурса вăл епле пуласси пирки сĕнӳсене 1-1,5 уйăхран хатĕрлесе çитерĕç.
Сергей Тарасов Красноармейски тата Çĕмĕрле округĕсене йĕркеленĕ хыççăн çынсен ыйтăвĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче йышăнас, вĕсене татса парас, влаçпа ял-йыш хутшăнăвĕсене йĕркелес енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çирĕплетнĕ малтанхи йĕркех упранса юлассине палăртрĕ. Сăмахран, депутатсем пулса курнă Хутар территори уйрăмĕнче унăн ертӳçи, специалисчĕ тата компьютерпа пичетлекен, хуçалăх ыйтăвĕсене татса паракан техника ĕçченĕ шутланса тăрать. Уйрăм çуртне тирпейленĕшĕн вырăнти культура учрежденийĕн специалистне 0,7 ставкăпа ĕç укçи тӳлеççĕ. Унсăр пуçне уйрăм ĕçе вырнаçтаракан центрпа килĕшӳ çирĕплетсе унта шутра тăракансене общество вырăнĕсене тасатма, çав шутра курăк çулма, тĕрлĕ мероприяти ирттерме явăçтарать. Специалистсем ял-йышран тĕрлĕ ыйтупа заявлени тата документсем йышăнĕç, вĕсемпе çыхăннă ĕçе тăвассишĕн çынсене инстанцисене чуптармĕç, ыйтăвĕсене татса панине çирĕплетекен документсем парĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пахчарах кăмпа ÿстереççĕ
Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Амосовсене ялта пурăнма килĕшет.
Авалхи пурнăçа тĕпчет
Çемье пуçлăхĕ Александр Николаевич кунтах çуралса ӳснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пир-авăр техникумĕн дипломне алла илнĕ. Тăван колхозри фермăра техник-операторта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл — О.А.Хлюкин фермер хуçалăхĕн сĕтпе тавар фермин техник-операторĕ. Ылтăн алăллă çын çак ĕçсĕр пуçне харпăр хăй çурчĕсене çутă кĕртме те пулăшать, телевизорсем юсаса парать.
Александр Николаевич чăвашсен авалхи пурнăçне, ĕçне-хĕлне тĕпчет, ĕç хатĕрĕсене, тĕрлĕ япала пуçтарать. Килĕнче пĕчĕк музей йĕркеленĕ. Унта çип арламалли, пир тĕртмелли хатĕрсем, уйран çӳпçи, вĕри кăмакана çăкăр хывмалли кĕреçе, ухватсем, турчăкасем, кăварпа усă курмалли утюгсем, çăпатасем, ĕлĕкхи штыксем, тĕрлĕ маркăллă телевизор, сехетсем, çăра уççисем, ĕлĕкхи кĕнекесем упранаççĕ. Вăл ял çыннисене, хăнасене, курма килекенсене хăйĕн килĕнче хаваспах йышăнать, çав экспонатсемпе паллаштарать.
Маттур кил хуçин тата тепĕр юратнă киленĕçĕ — ĕлĕкхи тимĕр тата хут укçа, значоксем пуçтарасси. Унăн коллекцийĕнче кашни çĕршывăн укçи пур.
Кулленех — вăрманта
Александр Николаевич ялти пĕрле тумалли ĕçсене те хутшăнать, вăл – вырăнти суйлав комиссийĕн чи хастар членĕ. Ăна пурнăçра пулăшса пыраканĕ, кил вучахне упраканĕ — илемлĕ сăн- питлĕ те ырă кăмăллă мăшăрĕ Татьяна Анатольевна. Вăл çак районти Ярăслав ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам пĕлӳ илсен мал ĕмĕтлĕ хĕр Ульяновскри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист ĕç биографине Карапай Шăмăршăра вырнаçнă «Елочка» профилакторире пуçланă. Ĕçри тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура ăна сиплев учрежденийĕн аслă медсестри туса хунă. 2010 çулта асăннă учрежденирен республикăри психоневрологи интерначĕ йĕркеленĕ. Татьяна Анатольевнăн аслă мед-сестрара тата диетсестрара ĕçленĕ стажĕ – 35 çул. Вăл чылай Тав хучĕпе грамотăна тивĕçнĕ.
Халĕ маттур хĕрарăм тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та алă усса лармасть. Çуллахи вăхăтра кăмпа-çырла, тĕрлĕ курăк пуçтарать. Вăрмана кайса килмесĕр пĕр кун та ирттермест. Хура, хĕрлĕ çырла, çĕр çырли, кĕтмел Карапай Шăмăршă ялĕ çумĕнчи вăрманта ӳсеççĕ. Кăмпа тухсан витри-витрипе пуçтарать ăна ĕçчен хĕрарăм. «Наци паркĕ» ирттерекен «Кăмпа фестивалĕнче» вăл ку енĕпе темиçе хут та çĕнтернĕ.
Çулла Татьяна Анатольевна тĕрлĕ курăк — сар çип ути /зверобой/, пĕтнĕк /мята/, хура çырла аври, кăлкан /ковыль перистый/, чага тата ыттине — пуçтарса типĕтет. Сиплĕ курăксене тăванĕсене, юлташĕсене, хăнасене парнелет. Амосовсен пахчинче те кăмпа ӳсет. Улмуççисен айĕнче, çерем çинче кăмпасем йĕркипе шăтаççĕ. <...>
Алина САВЕЛЬЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...