Комментировать

24 Июн, 2022

Шыçăран хăтарнă

1958 çулта çуралнă хĕрарăма Шупашкарти Васкавлă пулăшу больницине илсе çитернĕ. Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрнă — хĕрарăмăн вар хырăмĕнче рак чирĕ аталаннă, 4-мĕш стадие çитнĕ. Шыççа пула апат çулĕ те хупланнă. Вăхăт-вăхăтăн унран юн тухса тăни лару-тăрăва тата йывăрлатнă, анеми патне илсе çитернĕ.

Пациенткăна операци тăвиччен химиотерапи ирттермелле пулнă, анчах юн кайни, апат çӳрейменни тата организм хавшани çакна тума чарнă. Ултă сехете тăсăлнă операцире шыççа касса кăларнă. 25 кунран пациентка ура çине тăнă.

www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: