Комментировать

19 Сен, 2014

Шифер çурaлнa-и? Саплатпaр

Кил-çурт ан юхăнтăр тесен куллен пĕрер пăта та пулин çапмалла теççĕ. Çаплах çав. Пĕчĕк юсав ĕçĕ çурта çирĕплетсе-тĕреклетсе тăма май парать. Лайăх хуçа кил-çуртри шăйрăксене тÿрех асăрхать, юсава пысăк тăкаксăр пурнăçламалли мел шырать.

Хуралтă çине витнĕ шифер çурăлнă тăк ăна йăлтах çĕннипе улăштарасси самаях тăкаклă. Хăшĕ-пĕри çурăлнă шифер тĕлне хумĕсене мая килтерсе çĕннине çиелтен хума пултарать. Çакă çурăкран шыв каяссинчен хăтарать паллах. Анчах çиеле хунă шифер листи пусарса тăнипе ытти шифера çурса яма пултарать. Çавăнпа ку мел чи ăнăçлиех мар темелле.

Тепĕр мел - çурăк вырăна шыв яман хутăшпа сапласси. Ун валли цемент, ПВА çилĕм, шыв, çемçе асбест /распушенный асбест/ кирлĕ. Хутăша ĕçе икĕ-виçĕ сехет хушшинче пурнăçламалăх хатĕрлемелле. Ытлашши вăхăт тытсан вăл типсе хытать. 2 пай цемента 3 пай çемçе асбестпа хутăштармалла, ПВА çилĕмне шывпа 1,1 виçепе илсе пăтратмалла. Унтан иккĕшне те пĕрле хутăштармалла. Раствор çăралăхĕпе хăйма пек пулмалла.

Хуралтă виткĕчне тасатмалла, шывпа пĕрĕхсе çумалла, çурăлнă тĕлти шифера хытă щеткăпа хырмалла. Çи витти типнĕ хыççăн шывпа хутăштарнă ПВА çилĕмĕпе сĕрмелле. Унтан çурăк тĕлсене асбестпа, цементпа, ПВА çилĕмĕпе хутăштарса хатĕрленĕ растворпа сĕрмелле. Сĕрнĕ хутăш сиĕ икĕ миллиметртан кая пулмалла мар. Çак ĕçе хĕвел пăхман кун пурнăçласан аванрах.

Çемçе /распушенный/ асбест вырăнне листаланă асбест та илме юрать, анчах ăна пахча çимĕç хырмалли теркăпа хырса вĕтетме тивет. ПВА çилĕмĕ вырăнне те сивве тÿсĕмлĕ сăрăпа улăштарма май пур, анчах ку саплăк чăтăмлăхне хавшатать.

Шифер çурăкĕсене çи виттисем валли ятарласа хатĕрленĕ герметикпа та саплама пулать. Ăна хуçалăх лавккисенче сутаççĕ. Çурăлнă тĕлти шифера малтан лайăх тасатмалла, унтан çи витти герметикĕпе ятарлă пистолетпа усă курса шăтăксене сĕрсе сапламалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.