Çамрăксен хаçачĕ 23 (6422) № 16.06.2022
«Пĕчĕк чухнех тухтăр профессийĕ килĕшетчĕ»
«МЕДИК-СТУДЕНТСЕМ ÇĔРĔПЕ ВĔРЕНЕÇÇĔ, ВĔСЕН ПУШĂ ВĂХĂТ ÇУК» ТЕÇÇĔ ПУЛИН ТЕ КĂÇАЛ И.Н.УЛЬЯНОВ ЯЧĔЛЛĔ ЧПУ ДИПЛОМНЕ ИЛЕКЕН АНАСТАСИЯ КАПИТОНОВА ЗАНЯТИСЕНЕ ХАТĔРЛЕНМЕ ТЕ, ВОЛОНТЕР ĔÇНЕ ХУТШĂНМА ТА ĔЛКĔРНĔ. ВĂЛ — ДОНОР ТА.
— Анастасия, малтанах хаçат вулаканĕсене санпа паллаштарас килет.
— Эпĕ Вăрнар районĕнчи Кивьял Хапăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулта ăс пухрăм. Атте Владимир Петрович — строитель-кровельщик. Анне Людмила Геннадьевна Вăрнар районĕн администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнче ĕçлет. Манăн аппа пур.
— Эсĕ ачаранпах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ-и?
— Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех врач профессийĕ илĕртетчĕ. Çынна пулăшакан тухтăр ĕçĕ питĕ килĕшетчĕ, кăсăклă пек туйăнатчĕ. Пирĕн çемьере, аппапа иксĕмĕрсĕр пуçне, тухтăрсем çук. Аппа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран 3 çул маларах вĕренсе тухрĕ. Халĕ хулари 1-мĕш клиника больницинче гинекологра ĕçлет. Эпĕ кăçал 6-мĕш курс пĕтертĕм.
— Апла санăн та тинех ĕмĕтӳ пурнăçланать: ĕçлеме пуçлатăн.
— Ординатурăна вĕренме кĕрес шухăш пур. Унта ăс пухнă вăхăтрах ĕçлеме май пулĕ.
— Ахăртнех, специализацие суйланă эсĕ.
— Паллах. Анчах хальлĕхе эпĕ кун пирки никама та каламан.
— Тухтăра вĕренме йывăр мар-и? Яваплă ĕç вĕт ку.
— Çăмăл мар. Нумай вулама, вĕренме, кĕске вăхăтра чылай информацие ăса хывма тиветчĕ. Ирччен вĕренни пĕрре мар пулнă. Çапах эпĕ медицина факультетне вĕренме кĕнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнмерĕм. Ку маншăн интереслĕ. Зачеткăра виçĕ «4» çеç, ыттисем «5». Малтанхи 3 курс — чи йывăрри. Кайран хăнăхатăн.
— «Пиллĕксемпе» вĕренме, волонтер пулма епле ĕлкĕрсе пытăн?
— Хĕр тусăм экзамена пĕр чĕптĕм куç хупмасăр кайма пултаратчĕ. Эпĕ вара çĕрĕпе вĕренсен те 1-1,5 сехет те пулин çывăраттăм. Тĕлĕнмелле те, канман чухне те экзаменра, ун хыççăн та пуç ĕçлетчĕ, тепĕр кунхине вара шухăшлама пăрахатчĕ. Паллах, студент чухне çывăрса тăранас килетчĕ.
— Студентсем лайăх паллă илес тесе экзамен умĕн çӳçне çумаççĕ е çĕрле чӳрече уçса кăшкăраççĕ. Санăн хăвăн йăлусем пулман-и?
— Семестрти пĕтĕм экзамена пĕр халатпа, пĕр тумтирпе каяттăм. Паллах, вĕсене çăваттăм. Ку йăлан усси пур пек туйăнчĕ /кулать. — Авт./.
— Кĕçех диплом илĕн. Халь тин тĕрĕссине каласан та юрать ĕнтĕ: шпаргалкăсем хатĕрленĕ-и?
— Паллах! Пĕррехинче пĕчĕк хут татăкĕ çине хама кирлĕ пĕтĕм формулăна çырнăччĕ те ăна килте манса хăварнăччĕ. Юрать, вăл экзаменра кирлĕ пулмарĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Надежда Бабкина килсен çумăр та çума чарăннă
«Кунта çынсем лăпкă, сăпайлă», — тенĕ Раççей халăх артистки Надежда Бабкина Чăваш Енре пурăнакансем пирки. Пирĕн республикăра «Раççей юррисем» фестиваль-марафон иртет. Вăл çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче пуçланнă та 18-мĕшĕнче вĕçленет. Ăна Надежда Бабкина ертсе пырать.
Раççей халăх артисткине вокзалта çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. «Чăваш Ен, Чăваш Ен… Темпераментлă халăх! Вокзалта мĕн тери хитре юрăсем илтрĕм! Ура хăех ташша ярать. Эсир питĕ ăнăçлă регионта пурăнатăр. Сирĕн шыв, йывăç-курăк нумай. Сирĕн патра 128 наци çынни пурăннине, эсир наци йăли-йĕркине, уявĕсене упрама тăрăшнине пĕлетĕп», — палăртнă Надежда Бабкина.
Фестиваль Çĕнĕ Шупашкартан старт илнĕ. Тепĕр кунхине пултарулăх ушкăнĕ Комсомольски районне çитнĕ. Раççей халăх артисткипе унăн ушкăнне чашлаттарса çăвакан çумăр кĕтсе илнĕ. Çанталăк пăсăлнине кура концерт иртмест пек туйăннă. Ара сцена, гримерка уçă тӳпе айĕнче вырнаçнă вĕт. Анчах чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса иртнĕ! Концерт пуçланиччен пĕр сехет маларах Каçал тăрăхĕнчи тачка пĕлĕтсем таçта çухалнă, хĕвел пăхса янă. Концертра вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем те халăха савăнтарнă. Сцена çине купăсçăсен «Каçал» ансамблĕ, Фарит Гибатдинов ячĕллĕ «Мишар» юрăпа ташă ансамблĕ, «Тевет» ача-пăча фольклор ансамблĕ, «Кубяночка» халăх вокал ансамблĕ те тухнă.
Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тăвай тăрăхĕнче концерт пулнă. Унта районти ушкăнсем те хутшăннă: «Задоринки» ташă ушкăнĕ, «Сурпан» фольклор ушкăнĕ, «Тăвай ен» халăх вокал ансамблĕ, «Тăвайсем» фольклор ушкăнĕ. Фестивальпе килĕшӳллĕн, «Голоса Вселенной» концерт программин пĕр пайĕпе пĕрремĕш хут паллаштарнă. «Тăвайсем, тавах!» тесе çырнă кайран Надежда Бабкина хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Патăрьелсем те Надежда Бабкинăна питĕ хаваслăн, ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Раççей шайĕнчи артистсемпе пĕрле Патăрьелти культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ, «Мерчен» ушкăн, «Пашьел» тата «Чемен» фольклор ушкăнĕсем, купăсçăсен «Салам» ансамблĕ тухнă.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Надежда Бабкина журналистсемпе тĕл пулса пресс-конференци ирттернĕ. Кашни юрăçăн, ахăртнех, сцена çине тухиччен хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Надежда Бабкинăна та çак вăрттăнлăха уçма ыйтнă. «Раççей юррисем» фестиваль-марафона хатĕрленнĕ чухне вăл чăваш фольклорне тишкермен-и? «Паллах, хатĕрленнĕ. Пирĕн хĕрсем ушкăнсем пуçтарчĕç, унтан кăтартрĕç. Пирĕнпе кам пĕрлешессине ăнкармалла-çке-ха. Сцена çине тухиччен карталанса тăратпăр та çапла каласа пĕшкĕнетпĕр: «Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн!» Пăшăрханăва чунран кăларса савăнса, йăл кулса сцена çине тухатпăр. Фестиваль пĕрремĕш хут иртмест, опыт пур», — уçăмлатнă Надежда Георгиевна.
Журналистсем юрăçăн ĕçĕ пирки те кăсăкланнă. «Ĕçлетĕп тесе мар, савăнса пурăнатăп темелли ĕç туп-малла. Çапла каланă ăслă çынсем. Акă тĕслĕх — эпĕ. Ку таранччен эпĕ пĕрре те ĕçлетĕп тесе шухăшламан. Мана ку киленӳ çеç кӳрет. Сирĕнпе калаçса, сцена çине тухса тулли кăмăлпа киленетĕп», — хуравланă Надежда Бабкина. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Тухтăрсем çуратма чарсан ачасем усрава илнĕ
«Çăва тухсан яла ача нумай пуçтарăнатчĕ. Пĕрисем хуларан аслашшĕ-асламăшĕ патне килетчĕç, теприсем — тăванĕсем патне. Кашни килте тенĕ пекех шăв-шав тăратчĕ. Пирĕн çемьере ун пек марччĕ. Эпир йăмăкпа кăна ӳснĕ, пирĕн пата каникула килекен те çукчĕ. Нумай ачаллă çемьесене çав тери ăмсанаттăм», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Улатăр хулинче пурăнакан Елена Глухова.
Елена Николаевна Пăрачкав районĕнчи Семеновка шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Унта хăйсен районĕнчи йĕкĕтпе Вадим Глуховпа паллашнă, хĕрпе каччăлла çӳресен вĕсем çемье çавăрнă. Çулталăкран хĕрĕ Даша çуралнă.
Çемье пурнăçĕн кустăрми пĕр тикĕссĕн пынă. Глуховсем Шупашкар хулинче 12 çул ĕçлесе пурăннă. Шăпа вĕсене Улатăрти арçынсен мăнастирне ăнсăртран илсе çитернĕ. Çук, Еленăпа Вадим унта йывăрлăха пула çитмен. Вĕсем Иероним манах çинчен ырăпа калаçнине илтнĕ, унпа паллашма ĕмĕтленнĕ. Çапла Глуховсем Улатăра пĕрремĕш хут çитсе курнă. Çав тери килĕшнĕ вĕсене ватă хула. Иероним аттен сăмахĕсем те вĕсене пурнăçне çак хулапа çыхăнтарма хистенĕ.
2010 çулта Глуховсем Улатăра куçса кайнă. Вĕсем çак хулара ипотекăпа хваттер илме палăртнă. Иероним атте сĕннипе çемье çурт туяннă. Уйрăм пӳртре пурăнма тытăнсан Глуховсем мĕн тери савăннă! Пĕчĕккĕн выльăх-чĕрлĕх те усрама тытăннă. Паянхи кун чăх-чĕп, кролик ĕрчетеççĕ.
Елена ача чухне ял урамĕсем ача-пăча шăв-шавĕпе тулнине аса илсе пурăннă. Вăл та нумай ача çуратса ӳстерме ĕмĕтленнĕ. Анчах тухтăрсем ăна урăх çуратма сĕнмен. Мĕн тумалла? Елена ача усрава илме шухăшланă. Мăшăрĕ те, хĕрĕ те хирĕç пулман. Даша ку хыпара пĕлсен пуринчен те ытла савăннă. Вăл та йăмăкĕ-шăллĕ пирки ĕмĕтленнĕ-çке-ха. Елена хĕрĕпе пĕрле «Усыновите.ру» интернет-проектпа паллашнă. Ача усрава илмелли пĕтĕм документа пухса пĕтерсен Глуховсем черете тăнă. Анчах вĕсем валли ниçта та ача тупăнман. Чĕмпĕр, Чулхула, Шупашкар, Улатăр хулисенчи ача çурчĕсене çитнĕ вĕсем. Анчах усси пулман.
Çапла виçĕ çул иртнĕ. Пĕррехинче Даша интернетра Чулхулари ача çуртĕнче икĕ пепке пурри çинчен вуласа пĕлнĕ. Глуховсем тӳрех ача çуртне шăнкăравланă. Ачасем чăнах та пур иккен: пĕртăвансем, ывăлпа хĕр. Вĕсем çийĕнчех Чулхулана çул тытнă. Унта 2 çул çурăри тата çулталăк çурăри хĕрачапа арçын ачана курсан Еленăпа Вадим пĕр шухăшламасăр иккĕшне те хӳтте илессине пĕлтернĕ.
«Илсе килнĕ чухне ачасем питĕ вăйсăрччĕ, хытканччĕ. Çынран питĕ ютшăнатчĕç. Каçсерен çывăрма хăратчĕç. Апат çиме ларсан çăкăр татăкĕсене кĕсьене е минтер айне пытарса хуратчĕç. Хăть мĕнле ăнлантарсан та çаплах тăватчĕç. Çапла çур çул асаплантăмăр. Кайран майĕпен хамăр та, вĕсем те пĕр-пĕрне хăнăхса пытăмăр. Тăвансем, ĕçтешсем пире ăнланчĕç. Мана декрет отпускĕ пачĕç. Ку мана ачасемпе тата çывăхланма пулăшрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Ачасене чăн чăваш ӳстересшĕн»
Паян «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш Ен тулашĕнче, Пушкăртстанра, кун çути курнă çар çыннине Олег МАКСИМОВА чĕнтĕм. Унпа чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçма питĕ кăсăклă пулчĕ.
7 ывăл, 7 хĕр
— Олег, эсĕ çуралнă тăрăхпа çывăхрах паллашар-ха…
— Эпĕ атте—анне çумĕнче 17 çулччен çеç пурăнтăм. Тăван ялăм — Мияки районĕнчи Тимеш. Тимеш мĕне пĕлтернине халь тин калама хĕн. Тен, чăвашсем хăйсем куçса килнĕ ял ятнех панă. Юнашар Тим ятлă çырма пур, эпир леш енче пурăнатпăр. Тен, ял ячĕ Тимлĕ сăмахран пулса кайнă. «Эпир — Тимешсем», — тесе мăнаçланатпăр. Пирĕн тăрăхра пурĕ 6 чăваш ялĕ. Йĕри-тавра пушкăртсемпе тутарсем тĕпленнĕ.
— Паян эпир технологи аталаннă вăхăтра пурăнатпăр. Ĕлĕк вара пурнăç пач урăхла пулнă.
— Пирĕн хушамат Макçăм мучейрен пуçланнă. Вăл икĕ хут авланнă. Пĕрремĕш арăмĕнчен 7 хĕр çуралнă. Вĕсен пушар 3-4 хутчен тухнă, çурчĕпе хуçалăхĕ çунса кайнă. Юлашки пушартан арăмĕ тухайман. Макçăм мучей тепре авланнă. Иккĕмĕш мăшăрĕ 7 ывăл парнеленĕ. 4 арçын ачан ăрăвĕ паянхи кунчченех йӳпленет. Вĕсем Раççей тăрăх сапаланса пĕтнĕ пулсан та пĕр-пĕрне пĕлетпĕр, хутшăнатпăр. Макçăм мучейĕн пĕр ывăлĕ Прокопий ятлă пулнă, унăн тăхăмĕ — Петĕр, унăн Митя çуралнă. Эпĕ — Митьăн ывăлĕ. Йăх йывăççине 7 сыпăк таран шыраса тупасшăн. Макçăм мучей 1800-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пурăннă. Унăн тепĕр ывăлĕн Элекçей мучейĕн тăхăмĕсем Новосибирскра тĕпленнĕ. 1953 çулта Новосибирскри Чĕрпуç текен чăваш ялне аркатса Академхула тума пуçланă, нумай хутлă çуртсем туса лартнă. Упранса юлнă икĕ урамĕнче паянхи кун та чăвашсен мăнукĕсем пурăнаççĕ. Шăп çавăнта тымар янă манăн тăвансем. Ыттисем — Киров облаçĕнче, Тутарстанра, Пушкăртстанра. Тăван ялта аттен тăванĕсен ачисем тĕпленнĕ.
— Пĕррехинче аслаçун сăн ӳкерчĕкне кăтартрăн. Вăл 2 метр çӳллĕш. «Хитре йăхран», — ун чухне сан пирки çапла шухăшларăм.
— Асатте çĕрпе ĕçлесе пурăннă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ашшĕсĕр тăрса юлнă, вăл çапăçура вилнĕ. Тепĕр икĕ çултан амăшĕ çĕре кĕнĕ. 4-5 çулсенчи ачана Элекçей мучи пăхса ӳстернĕ. Элекçей мучи хăйне кулак тесе айăпласран хăраса Новосибирск енне тухса кайнă. Асатте пĕве кĕрсен, тăван ялне килсен, Пушпӳлек районĕнчи Пăслăк ялĕн хĕрне качча илнĕ, çурт хăпартнă. 1941 çулхи çу уйăхĕнче асаттене вăрçа илсе кайнă. Аттен 1937 çулта çуралнă пиччĕшĕ пулнă. Асатте вăрçа кайсан асаннен, Пăлакин, çире тепĕр ача юлнă. Çав çулах çурла уйăхĕнче асатте хыпарсăр çухалнă текен хут килнĕ. Асанне выçăллă-тутăллă пурăннă. Икĕ ачи чирлесе вилнĕ, манăн атте чĕрĕ юлнă. Асанне пиллесе ялан çапла калатчĕ: «Еди вăхăтне ан юлăр!» «Еди» «единоличное хозяйство» тенине пĕлтерет. Асаннен те ашшĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнĕ. «Колхозсем йĕркелесе пирĕн пеккисене вилме памарĕç», — тетчĕ асанне.
— Аçупа аннӳ сана хăйсен пĕтĕм юратăвне панă пулмалла. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, яштака пӳллĕ илемлĕ арçын эсĕ. Пĕр сăмахпа, юратмалласкер.
— Эпĕ — чăн чăваш çемйинчен. Атте, тăлăх ӳснĕ пулсан та, 18 çултанпа вăрман касса пура тума пуçланă, çурт лартсан тин авланнă. Шкул хыççăн вăл çар çыннине вĕренес тенĕ. «Аçу, элле, таçта. Саншăн çар училищи хупă», — тенĕ ăна. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлайманнипе мана пĕчĕкренех çар воспитанине пачĕ. Эпĕ Киеври çар инженери çыхăнăвĕн училищинче ăс пухрăм. Унтан вĕренсе килсен мана мухтарĕ. Атте эпĕ çуралнă хыççăн техникумра маçтăра вĕренсе тухнă. Пĕр хушă хулара вăй хунă, анчах чунĕ ялаллах туртнă. Колхозра инженер пулса ĕçленĕ. Пушкăрт сода заводĕнче 11 пин сысна валли хушма хуçалăх тунă çĕрте те тар тăкнă. Кайран халăх ăна ял канашĕн ертӳçине суйланă. Анне 8 класс кăна вĕренсе пĕтернĕ пулсан та çав тери ăслă-тăнлă хĕрарăмччĕ. Килте пире чăвашла кăна калаçтарнă. Урок тунă чухне е вырăс туссем килсен çеç вырăсла калаçма юранă. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ташкентра пĕр кунра 10 тонна плов пĕçереççĕ
Узбекистан тесенех куç умне техĕмлĕ плов тухса тăрать. Хĕвел тухăçри çак çĕршыв Самаркандри тӳпе евĕр тĕслĕ мечĕтсемпе те, асамлă Ташкентпа та, авалхи Хива хулапа та, Бухарари караван- сарайсемпе те… пуян. Тата унти тарават халăх хăнана тӳрех сĕтел хушшине йыхравлать. «Пирĕн патра, Европăрипе тата Раççейрипе танлаштарсан, хăнана систермесĕрех пыраççĕ. Хăçан килессине шăнкăравласа каласан хăна шутланмасть ĕнтĕ вăл», — шӳтлерĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Миркомол Пулатов.
Куç умĕнче çын вилсен макăрнă
Миркомол Узбекистан тĕп хулинче — Ташкентра — ăсчахсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Унăн кукашшĕ — профессор. Амăшĕ те ун пекех информатика предметне вĕрентет. Иккĕшĕ те тĕрлĕ кĕнеке авторĕ. Каччăн ашшĕ — тухтăр. Вăл ача-пăча больницинче уйрăм ертӳçи пулса ĕçлет. Ачасене питĕ юратать. Миркомол шухăшланă тăрăх, çавăнпах пуль вăл педиатр ĕçне суйланă. Вăл та унăн ĕçне тăсма шухăшланă. Ашшĕ сĕннипе тухтăра вĕренме кайнă. Миркомолăн шăллĕ 8-мĕш класра вĕренет. Вăл акăлчан, вырăс чĕлхисене тарăннăн вĕренет. Экономист пулас ĕмĕтпе пурăнать. Пиччĕшĕ ăна тĕрлĕ чĕлхене ăса хывма сĕнет. «Чĕлхе пĕлмесен ют çĕршывра вĕренейместĕн», — тет. Хăй узбекла кăна мар, вырăсла та, акăлчанла та, казахла та, туркменла та, турккăла та калаçать. «Паллах, чăваш чĕлхине ăнланма тытăнтăм. Шупашкарта 6 çул пурăнсан чĕлхене тĕшмĕртмесен намăс. Ку халăха хисеплени шутланать. Тата эпир пурте тĕрĕк халăхĕсем вĕт. Манăн пĕр ушкăнра вĕренекенсенчен чылайăшĕ чăваш. Питĕ лайăх çынсем, кирек мĕнле ыйтупа та пулăшаççĕ. Çакăншăнах чăвашсене питĕ хисеплетĕп», — палăртрĕ каччă.
Кăçал вăл медицина факультетĕнчен вĕренсе тухать. Малалла ординатурăра ăс пухма, хĕвеллĕ Чăваш Енре ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленет. Малтанах каччă Узбекистанрах аслă пĕлӳ илесшĕн пулнă — май килмен. Санкт-Петербургри пĕр университетра аспирантурăра вĕреннĕ кукашшĕ ăна Европăна кайма сĕннĕ. Акăлчанла пĕлет пулсан та Миркомола унта хăйне хăтлă пулассăн туйăнман. Кукашшĕпе иккĕшĕ Раççейри университетсем пирки интернетра вулама тытăннă. Малтанах Крымри, Мускаври, Чулхулари, Хусанти аслă шкулсене тишкернĕ. Кайран Шупашкар пирки вуласа пĕлнĕ. Унччен вĕсем кунашкал хула пурри çинчен пач илтмен. Миркомол Чăваш Ен пирки тĕплĕнрех вуласа пĕлнĕ: чĕлхе çывăх, тавралăх илемлĕ, хăтлă… Çапла И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне суйласа экзамен тытма Шупашкара килнĕ вăл.
Яш шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн медицина колледжĕнче 3 çул вĕреннĕ. Диплом илсен васкавлă медпулăшура ĕçленĕ. Малтанхи тапхăрта унта çăмăлах пулманнине пытармасть. Тепĕр чухне, куç умĕнче çын вилсен, çак профессие мĕншĕн суйланă-ши тесе макăрни те пулнă. Çапах кайран ĕçе хăнăхнă, çулран пăрăнма юраманнине, малалла утмаллине ăнланнă. Миркомол лайăх тухтăр пулас тесен аслă пĕлӳ кирлине чухланă. Çывăх çыннисем, уйрăмах амăшĕ, ăна Чăваш Ене йĕре-йĕре ăсатнă. «Санăн унта никам та çук-çке», — тенĕ амăшĕ. Каччă ун чухне 22 çулта кăна пулнă. «Кайтăр. Вăл — арçын», — çапла каласа лăплантарнă кукашшĕ. «Манăн пĕлĕшсен, туссен йышĕнче кунта вĕренме килнĕ тĕслĕх пулман. «Эсĕ ăçтан?» — ыйтнăччĕ пĕрле вĕренекенсем. Узбекистанран мĕнле килнине ыйтатчĕç. Вĕсемпе тӳрех пĕр чĕлхе тупрăм, пĕчĕк çемье пулса тăтăмăр. Эпĕ шкулта вырăс чĕлхине вĕреннĕ, çемьере те вырăсла хутшăннă. Çавăнпа йывăрлăхсем пулман. Узбекистанра юлташсем тутарсемччĕ, вĕсемпе ялан вырăсла калаçнă», — каласа кăтартрĕ пулас тухтăр. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Чăвашла юрланине итлеме консерватори ректорĕ те килнĕ
ЧР тава тивĕçлĕ артистне Константин Ефремова чылайăшĕ «Нарспи» мюзиклта Тăхтаман рольне калăплакан пек пĕлет. Ку роле чылай çул Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» оперинче те вылянă. Чи тĕлĕнмелли — опера артисчĕ пуличчен вăл «вышибала» пулнă. Константин Вениаминович вулакансене çамрăклăхĕпе паллаштарать.
Комбайн çинче çăлтăр ӳкернĕ
«Ача чухне артиста вĕренме каятăп тесе шухăшламан. Ку пуçра та пулман. Эпĕ — Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçаран. 4-мĕш класа куçсан Çирĕккасси Туçа шкулне çӳреме тытăнтăм, унта 5 километр утма тиветчĕ. Çавăн чухне пĕрмай юрласа пыраттăм. Яла юрласа кĕреттĕм те: «О, Костя шкултан килчĕ», — тетчĕç çынсем. Пуçа пырса кĕнĕ юрăсене ĕнĕрлеттĕм, вĕсене тăсса юрлаттăм. Пӳрт тăррине хăпарса юрă шăрантарни те пулнă. Çавăн чухне мана яла килнĕ пĕр çын илтнĕ те: «Ку ачан юрлама каймалла», — тенĕ.
5 ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Анне сысна ферминче нумай çул ĕçлерĕ, кайран — бригадăра. Атте ферма заведующийĕ, бригадир пулнă. Пĕр вăхăт «Спутник» совхозра художник- оформитель пулса тăрăшрĕ. Вăл çакна ятарласа вĕренмен, Турă панă ăсталăх пулнă унăн. Ку пултарулăх мана та куçнă. Атте ăста платник те пулнă. Йывăçран хитре, тирпейлĕ касса кăларатчĕ. Эпĕ çемьере иккĕмĕш ача пулсан та ытларах ĕç аппа çине тиеннĕ. Арçын ача шухăрах пулнă ĕнтĕ. 10-мĕш класс пĕтерсен тантăшсемпе водителе вĕренме каясшăнччĕ. Çĕрпӳре виççĕмĕш сыпăкри пиччене Владимир Егорова /халĕ Наци радиовĕнче вăй хурать/ тĕл пултăм. Вăл тин çеç салтакран таврăннăччĕ. Эпĕ водителе вĕренме каяссине пĕлсен: «Мĕн тума кирлĕ ку сана? Ĕмĕрĕпе машинăра ларса çӳрес килет-им?» — тесе çутĕç училищине ертсе кайрĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра юрлама, ташлама юратнă. Комисси членĕсене пултарулăхпа паллаштартăм. Хам та сиссе юлаймарăм — вĕренме йышăнчĕç.
Çуллахи сесси вĕçлениччен, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, мана салтака илсе кайрĕç. Хĕсметрен таврăнсан Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищи пирки илтрĕм. Унччен унта юрлама вĕрентнине пĕлмен те. Эпĕ пулас студентсем çурла уйăхĕнче экзамен тытаççĕ тесе шухăшласа çавăн чухне кăна кайрăм. Экзамен пĕр уйăх маларах иртнĕ иккен. Мана тепĕр çул килме хушрĕç. Ялта ĕçлеме тытăнтăм. Кăнтăрла тракторпа уйра çĕр сухалаттăм, клуб ертӳçинче те тăрăшаттăм. Атте вырăнне художник-оформителе вырнаçрăм. Вăл эпĕ салтака кайиччен 1 уйăх маларах пурнăçран уй-рăлчĕ. Комбайнсем çине çăлтăрсем ӳкереттĕм.
Салтака кайиччен Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ конкурс йĕркеленине пĕлнĕччĕ. Хамăр ялти Геннадий Никифоровпа Шупашкара кайрăмăр. Пĕтĕм ансамбль умĕнче юрласа патăм. «Вçо, илетпĕр», — терĕç. Çав самантрах тумтир виçине пĕлчĕç, нотăсем тыттарчĕç. Эпĕ нота та пĕлмен. Тепĕр кунхине ĕçе тухрăм, хулара тăван патĕнче пурăнтăм. 3-4 кун ĕçленĕ хыççăн яла таврăнтăм та атте вăрçса пĕтерчĕ, текех ĕçе каймарăм.
Çĕрпӳри çутĕç училищинче ăс пухнă вăхăтра Чăваш патшалăх академи драма театрĕ труппа валли çамрăк артистсене шыранине пĕлсен Володя Егоровпа пĕрле кайрăмăр. Çавăн чухне мана: «Санăн юрламалла», — тесе Станислав Кондратьев профессор патне кайма сĕнчĕç. Музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра Станислав Алексеевич патне ирхи 9 сехетрех юрлама çӳреттĕм. Вăл хăй çапла расписани тунă. Паллах, ирхине юрлама йывăртарахчĕ. Вĕреннĕ вăхăтра ытти предмет занятийĕсене çӳремен пулсан та специальноçпа çыхăннисене пĕрре те сиктермен.
1-мĕш курсрах артист пулса тăтăм. Геннадий Терентьев çырнă «Савни, савниçĕм, сан пĕлесчĕ» спектакльте выляма тытăнтăм. Театра мана аслă курсра вĕренекенсем ертсе кайнăччĕ. Постановкăра 8 студент вылярăмăр. Аншлагчĕ. Çуллахи каникулта ялсене гастрольпе çӳреттĕмĕр. Пĕр кунра 2-шер спектакль лартаттăмăр. Пĕррехинче театр артисчĕсем гастроле тухса кайрĕç. Каялла таврăнма укçи çитмен. Эпир ĕçлесе илнĕ укçана вĕсене ярса патăмăр. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...