Комментировать

9 Июн, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 22 (1250) № 09.06.2022

Çемье вучахĕн ăшшине упранăшăн, нумай ача çуратнăшăн

Чăваш Енре 10 хĕрарăм «Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ята тивĕçме пултарать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ята тавăрма сĕннĕ. Çак ята тивĕçнисене пĕр миллион тенкĕ тӳлĕç. Çакăн пирки çĕршыв ертӳçи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, каланă. Çак уявра Владимир Владимирович «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланисемпе видеоконференци мелĕпе хутшăннă.

«Нумай ачаллисене кӳрекен социаллă пулăшăва анлăлатмалла. Çав шутра çак наградăна тавăрмалла. Тавăрмалли çине пусăм тăватăп, «Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ят совет тапхăрĕнчех пулнă», — тенĕ Владимир Путин.

Мускаври нумай ачаллă çемьесен пĕрлĕхĕн ертӳçи Наталья Карпович СССР вăхăтĕнче пулнă хисеплĕ çак ята тавăрма Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче сĕннĕ. Дума çемье, хĕрарăм, ачалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Татьяна Буцкая Патшалăх Думинче ку ыйтупа ĕçлеме пуçланине каланă. Саккунпа çирĕплетнĕ çак статус амăшĕсене хушма тĕревпе, çăмăллăхсемпе тивĕçтерĕ. Унсăр пуçне, çакă демографи лару-тăрăвне лайăхлатасса та шанаççĕ.

«Ача амăшĕ-героиня» СССР тапхăрĕнче нумай пепке çуратса воспитани панă хĕрарăмсен чи пысăк награди пулнă. Унпа пуçласа 1944 çулта чысланă. Ун çумне укçан хушса тӳленĕ — 2-5 çулти ачашăн. Çавăн пекех çак ят тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтернĕ.

КАМА ЧЫСЛАНĂ? «Ача амăшĕ-героиня» ята вунă пепкене кун çути кăтартнă хĕрарăм тивĕçнĕ. Çавна май усрава илнĕ тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă е вилнĕ пеп-кесене те шута илнĕ.

1995 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 431 пине яхăн хĕрарăма çак ятпа наградăланă. Юлашки чыслав 1991 çулхи чӳк уйăхĕнче пулса иртнĕ.

ЫТТИ НАГРАДА ТА ПУЛНĂ. СССР тапхăрĕнче ултă е пилĕк ача çуратнă хĕрарăмсене те чысланă — вĕсем валли тĕрлĕ степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕ пулнă. 1944 çултан пуçласа çичĕ, сакăр, тăхăр ачаллисене «Амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланă.

ХАЛЬХИ НАГРАДĂСЕМ. СССР саланнă хыççăн «Ача амăшĕ-героиня» ордена пама пăрахнă. Ун вырăнне «Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ» орденпа тата медальпе чыслама йышăннă. Ордена çичĕ тата ытларах ача амăшĕсем тивĕçнĕ, медале — тăватă ачаллисем.

Орденпа пĕрле 100 пин тенкĕ тӳленĕ. Çак вăхăта пепкесенчен чи кĕçĕннин виçĕ çула çитмелле пулнă. Саккун кун пек çемьесем валли çăмăллăхсем палăртман. Хăш-пĕр регионта ку ыйтăва хăйсем татса панă: коммуналлă тăкаксене саплаштарнă, ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтернĕ, курортра сипленмешкĕн пулăшнă.

Саккуна йышăннă хыççăн «Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ» наградăна тивĕçнисен те çăмăллăхсем пулĕç.

ЧĂВАШ ЕНРЕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пулăшу питĕ пĕлтерĕшлĕ те хăватлă пулнине палăртнă.

«Чăваш Енре амăшне хисеплесси мĕн ĕмĕртен пырать, — тенĕ Олег Алексеевич. — Вĕсем яланах çемье вучахĕн ăшшине упраса тăнă. Пирĕн тăрăхра нумай ачаллисен йышĕ ӳссех пыни палăрать. Çавăнпа та пирĕн регионшăн питех те пĕлтерĕшлĕ ку. <...>

Татьяна НАУМОВА, МАРИНА ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Киносăр пурнăç çук

Амăшĕ ачисене кĕтет

«Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте хальччен чăвашла кино кăтартман-мĕн. Кăçал хамăрăн ĕçпе куракансене паллаштармашкăн май пулчĕ. Çакă пирĕншĕн — пысăк савăнăç», — сăмах илчĕ «Кинори пек» фильм режиссерĕ Виктор Петров. Ку ĕç камит кăна мар, драма та пулнине палăртрĕ вăл.

Хулара пурăнакан ачисем пĕччен амăшĕ патне килсе çӳремеççĕ. Юрать Ульяна аппана кӳршĕ хĕрарăмĕ Марине пăхса тăрать. Ăна мунча хутса кĕртет. Кинори пек Ваççа та /хушма ят çыпăçнă ун çумне. — Авт./ ун патне кĕркелесе тухать. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм ĕçсĕр арçынна вутă çурнăшăн, эмел илсе килнĕшĕн... укçа парать.

Кинемейĕн вилсен те хитре курăнас килет. Çавăнпах хăйне май репетици ирттерме шухăш тытать вăл. Сăн ӳкерекене хуларан ятарласах чĕнет. Вăл киличчен капăр тумланса кравать çине майлашăнса выртать. Айккинчен пăхсан, чăнах, унăн чунĕ тухнă тейĕн. Çав самантпа усă курса кӳршĕ унăн ачисемпе çыхăнать, амăшĕ вилнине калать. Кинори пек Ваççа вара усал хыпара ялта хăвăртах сарать.

Кинемейĕн ачисем вĕçтерсе çитеççĕ. Лотерея билечĕпе амăшĕ выляса илнĕ виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере пайлама пуçлаççĕ. Ывăлĕн Левăн арăмĕ Земфира пурлăх хуçи пулас тесе шăпанаран пулăшу ыйтать. Тĕрĕслĕх шыракансем юн тухичченех, тумтире çурса пĕтеричченех çапăçаççĕ. Ачисене кĕтсе хăшкăлнă кинемей вара çут тĕнчерен уйрăласси çинчен шухăшламасть те. Телей кайăкне хӳринчен тытнăскер малашне пысăк хваттерте ыр курса пурăнасшăн. Тупăк тума хатĕрленĕ шăвăç хăма та хальлĕхе кирлĕ мар ăна.

Юлашки çулсенче Виктор Петров икĕ фильм пысăк экран çине кăларчĕ. «Чăнкă чăвашсем шапашкăра» пĕрремĕш ĕçне нумайăшĕ курнă. «Кинори пек» фильм та хăйĕн кураканне тупрĕ. Сăмах май, иккĕшне те Çĕрпӳ районĕнчи Тепикассире ӳкернĕ. Хальхинче кинора вылякансене Лаврентьевсем ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Виктор Петров фильм сценарине виçĕ çул каяллах çырма тытăннă. Шухăш авăрне путнă амăшне сăнанă май ĕçе пуçăннине палăртать вăл.

«Атте-анне патне кайса çӳрĕр. Тăван киле ан манăр», — чуна уçса калаçрĕç кинора ӳкерĕннисем. Çут тĕнче кăтартнă çынсем, паллах, ывăл-хĕрне пĕр вĕçĕм кĕтеççĕ.

«Фильмра ӳкерĕнес шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ. Çавăнпах кастинга хутшăнса пăхрăм. Темиçе çынран мана суйларĕç», — каласа кăтартрĕ почтальонкăна вылянă Зинаида Христофорова. Кам пĕлет, тен, ытти фильмра та курăпăр ăна?

Ватă амăшĕн сăнарне калăпланă Ольга Ухтерикова ĕçе пуçăниччен чылай шухăшланă. Хăйĕнчен чылай аслăрах çынна ĕнентерӳллĕ выляма пултарасси иккĕлентернĕ ăна. Çапах йăлтах ăнăçлă пулса тухнă. Ахальтен мар çамрăк хĕрарăма куракансенчен хăшĕ-пĕри палласа илеймерĕ.

Ку фильма конкурс программине кĕртмен. Çапах куракансем пысăк хак паниех кинокамите экран çине кăларакансене хавхалантарни иккĕлентермерĕ.

Шупашкарти кинофестиваль вăхăтĕнче ăсталăх класĕ, тĕл пулу, «çавра сĕтел» ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче, тĕслĕхрен, Степан Бурнашев режиссер, продюсер, сценарист хатĕр фильма куракансем патне çитересси тавра калаçу йĕркелерĕ. «Сахал укçапа ӳкернĕ фильм пахалăхсăр пулнине пĕлтермест. Манăн шухăшпа, кăсăклă ĕç-пуçа сăнлани нимрен пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ вăл. Малтанах режиссер якут халăхĕ валли ӳкерме шухăшланă. Вăхăт иртнĕçемĕн çын историйĕ пуриншĕн те кăсăклă тата пур çĕрте те ăнланмалла пулни палăрнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Халăх пултарулăхĕ пурне те пĕрлештерсе тăрать

Санкт-Петербургра тĕпленнĕ чăвашсем XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех пĕрле çыхăнса ĕçлеме тăрăшнă. 1906 çулхи кăрлач уйăхĕнче Н.Никольский пуçарăвĕпе «Хыпар» хаçат тухма пуçланă. Ăна, эрнере пĕр хут кун çути кураканскерне, Санкт-Петербурга та илсе çитернĕ, ентешсен хушшинче салатнă. Çуралнă тăрăхра мĕнле пурăнни пурне те кăсăклантарнă. Çапах та вăл вăхăтра пĕрлĕхе пуçтарăнас шухăш пулман-ха чăвашсен.

1907 çулта А.Федорова II Патшалăх Думине суйласан ентешсем тăтăшрах тĕл пулма пуçланă.

1917 çул чăвашсене те икĕ пая уйăрнă.

1923-24 çулсенче кăна пĕрлешес тĕллевпе пĕрремĕш утăмсем тунă Нева хĕрринче пурăнакансем. Аслă шкулсенче вĕренекен çамрăксем хор тата драма ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене М.Парфенов ертсе пынă.

Н.Золотов аса илĕвĕнчен: «Ентешлĕх правленийĕ хастарлăхпа палăратчĕ. Эпĕ, Чăваш Ен Правительствин ентешлĕх çумĕнчи уполномоченнăйĕ, пур çĕнĕ хыпара та пĕлсе тăраттăм. Уйăхра пĕрре иртекен ентешлĕх ларăвĕсене Марр академике, Волков тухтăра тата ыттисене чĕнетчĕç. Унта чăваш студенчĕсем пурте хутшăнатчĕç. Студентсем тăрăшнипех питĕ аван хор йĕркеленчĕ. Ырă кăмăллăх акцине хутшăнакансем кĕнеке пухатчĕç».

Ентешлĕхĕн тулли пĕлтерĕшĕпе 1925 çулта ĕçлесе кайнă пĕрлĕх. Чăваш хор тата драма ушкăнĕсене халăх пĕлекен пулса çитнĕ, юратса йышăнма пуçланă. Вĕсене çӳрекен 38 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех пĕрлĕхре ĕçлеме пăрахман.

Вăрçă хыççăн Ленинград хулипе облаçĕнче пурăнакан чăвашсене пĕрлештерес тĕлĕшпе Василий Дмитриев нумай вăй хунă. Юхăннă çĕршыва ура çине тăратма инженерсем, вĕрентекенсем кирлĕ пулнă. Чăваш Республикинчен аслă пĕлӳ илме Ленинграда нумаййăн туртăннă çамрăксем. Вĕсен пысăк пайĕ вăрçа хутшăннă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван халăх йăли-йĕркине çуралнă кĕтесрен аякра та упрама тăрăшнă.

Василий Дмитриев иртнĕ ĕмĕрĕн 70- мĕш çулĕсенче республикăна таврăнсан ентешлĕх ĕç-хĕлне Михаил Микушкин йĕркелесе пыма пуçланă. Çынпа хутшăнма юратаканскерне, ыттисене пулăшма васкаканскерне ентешĕсем питех те хисепленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче уйрăм наци пĕрлĕхĕсем юридици сăпатне тивĕçнĕ. Тутарсен, пушкăртсен, эрменсен… хăйсен уставĕ, пичечĕ пулнă. Пĕр организацие пĕрлешсен кăна нумай тĕллеве пурнăçа кĕртме, тăван республикăпа çыхăнăва вăйлатма пулать — çакна чăвашсем те ăнланнă. Çак тĕллевпе пуçару ушкăнĕ 1992 çулта пуху ирттернĕ. Пухăннисем Санкт-Петербургри чăваш наци-культура центрне йĕркелеме тата регистрацилеме йышăннă. 1994 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче палăртнине пурнăçланă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.