Комментировать

9 Июн, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 22 (6421) № 09.06.2022

«Отряд хамăра ĕçре тĕрĕслеме май парать»

И.Н.УЛЬЯНОВ ЯЧĔЛЛĔ ЧПУ ÇУМĔНЧЕ ЙĔРКЕЛЕННĔ СТУДЕНТСЕН «ВИТА» ОТРЯЧĔ 3 ÇУЛТА КĂНА-ХА. УНĂН ХАСТАРĔСЕМ ВАРА ЧЫЛАЙ ÇĔРТЕ ПАЛĂРНĂ. КĂÇАЛХИ ÇУЛЛА ТА ПУЛАС МЕДИКСЕМ ХĂЙСЕНЕ ĔÇРЕ ТĔРĔСЛĔÇ. ОТРЯД КОМАНДИРĔ ЯНА МИХАЙЛОВА ПАЯН ХАÇАТ ХĂНИ ПУЛĔ.

Донор пулнă

— Яна, «Вита» отряд ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçиччен санпа çывăхрах паллашар-ха.

— Эпĕ Шупашкартах çуралса ӳснĕ, кунти шкултах вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илсен урăх хулара ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленетĕп. Çавăнпах ĕнтĕ Раççейри медицина отрячĕсен йышне кĕтĕм. Ку мана ытти хулара ĕçлесе курма, çынсемпе паллашма май парать. Кăçал та утă уйăхĕнче ĕç проекчĕпе килĕшӳллĕн Новокузнецк хулине кайăп. Хулара ӳснĕрен вырăсла калаçатăп. Чăвашла ăнланатăп, анчах ытлах пуплейместĕп. Çывăх çыннăмсем — чăвашсем. Анне çеç чăвашла калаçать. Унăн амăшĕ, манăн кукамай, Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнчен. Анчах вĕсем хăй вăхăтĕнче Шупашкара куçса килсе кунта тĕпленнĕ. Кукамай халĕ хуларах пурăнать.

— Эсĕ донор пулса юн панине пĕлетĕп.

— Пĕлтĕр тата кăçал, пĕтĕмпе икĕ хутчен, юн патăм. Çынна пулăшма пултарнăшăн савăнатăп. Çамрăксем юн парас ĕçе ытларах та ытларах хутшăннăшăн хĕпĕртетĕп. Анчах, шел те, юн панă хыççăн эпĕ хама питĕ япăх туятăп. Çавăнпа, кăмăл тем пек пулсан та, текех каяймастăп.

— «Вита» отряд ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтарт-ха.

— Студентсен медицина отрячĕсем Раççейри чылай регионта пур. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнчи «Вита» отряд 2019 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Медицина факультетĕнче вĕренекен студентсем çулла тĕрлĕ больницăра ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ проект пурнăçланать: регион, округ, Раççей шайĕнчисем. Кăçал пĕтĕм тĕнчери студентсен «Атлант» медицина отрячĕ ĕçлет. Шăпах унпа килĕшӳллĕн эпĕ кĕçех, утă уйăхĕнче, Новокузнецка кайăп. Студентсем валли Чăваш Енре те ĕç пур. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Раççей студенчĕсен отрячĕсен пирĕн регионти уйрăмĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ алă пуснă. Пирĕн отряда кĕрес тесен тĕп услови пур: çамрăкăн медицина факультетĕнче вĕренмелле.

— Медицина колледжĕнче ăс пухакансем сирĕн рете тăраяççĕ-и?

— Хальлĕхе медколледжра отряд çук. Эпир, медицина факультечĕн студенчĕсем, кĕçĕн медицина персоналĕн сертификатне илес тесе кăçалхи пуш уйăхĕнче унта вĕренме пуçларăмăр.

— Отряд ячĕ мĕншĕн шăпах «Вита»?

— Чăннипе, отрядăн историйĕ питĕ пуян. Вăл 1986 çултах çак ятпа йĕркеленнĕ. Халĕ ав çĕнĕрен уçăлнă. Латин чĕлхинчен куçарсан «вита» «пурнăç» тенине пĕлтерет. «Витамин» сăмах та унран пулса кайнă.

— Эсĕ вара, Яна, отряд йĕркеленсенех унăн йышне кĕтĕн-и?

— Эпĕ 2019 çулта ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. 2020 çулта «Вита» отряд хастарĕ пулса тăтăм. Отрядăн ертӳлĕх команди пур: унта командир /ку тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп/, комиссар, методист кĕрет. Данила Шамин комиссар пирĕн туслăха çирĕплетес тĕллевпе отрядра тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Турă панă пĕтĕм тĕпренчĕке кун çути кăтартăп»

Çапла сăмах панă хăйне Татьяна Матвеева йăмăкĕ вилсен

Шăмăршăра пурăнакан Татьянăпа Игорь Матвеевсем çемье çавăрсанах нумай ача çуратасси пирки шухăшламан. Анчах йăмăкĕ аварире вилсен Татьяна Турă панă пĕтĕм тĕпренчĕкне кун çути кăтартма хăйне сăмах панă. Халĕ Матвеевсем ывăлĕсемпе, хĕрĕсемпе киленсе пурăнаççĕ. 7 ачана пурнăç парнеленĕ вĕсем.

Зоотехникпа студентка

1979 çулта кун çути курнă Таня йышлă çемьере ӳснĕ. Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасри вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне çул тытнă. Таньăн амăшĕ, Мария Захарова, «Восход» колхозăн тĕп бух-галтерĕнче 40 çул ытла ĕçленĕ. Пĕррехинче, Таня каникулта ялта каннă чухне, каçхине амăшĕ патне пĕр каччă ĕçпе килнине курнă. Вăл ял хуçалăхĕн институтне пĕтернĕ хыççăн колхоза ĕçлеме килнĕ çамрăк зоотехник пулнă. Малтанхи вăхăтра ăна Мария Ильинична отчетсем тума пулăшнă. Таня хальччен курман Игорь Матвеев Шăмăршă салинче пурăннине пĕлнĕ. Çапла паллашнă çамрăк зоотехникпа студентка. Таня 5-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра вĕсем çемье çавăрнă. Диплом ĕçĕ çырнă чухне йĕкĕреш, Викăпа Ксюша, çут тĕнчене килнĕ.

Çамрăксем Шăмăршăра тĕпленнĕ. Татьяна район администрацине ĕçе вырнаçнă. Çемье пуçĕ агрофирмăра тĕп зоотехникре ĕçленĕ. 2004 çулта çамрăк специалистсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Шăп çав çул Чăваш Ене РФ Президенчĕ Владимир Путин килсе кайнă. Вăл ялсенче çурт-йĕр тума пулăшакан патшалăх программисем епле пурнăçланнипе кăсăкланнă. Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Владимир Владимировича Шăмăршă районĕнчи Матвеевсем кĕтсе килнĕ.

— Малтан пирĕн пата министрсемпе специалистсем килсе кайрĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров та темиçе хут пулчĕ. Кайран мармелад, чей, зефир илсе килсе пачĕç. 5 литрлă савăтсемпе ĕçмелли таса шыв пырса лартрĕç. «Пирĕн хамăрăн апат хатĕрлеме юрать-и?» — тесе ыйтрăм та хирĕç пулмарĕç. Анчах килте маринадланă-тăварланă çимĕçсене кăларма хушмарĕç. Президентран маларах унăн икĕ хуралçи çитрĕ. Хушăран раципе калаçрĕç. Часах Владимир Путин çитессине пĕлтерчĕç. Унран маларах Мускаври телевидени журналисчĕсем килчĕç. Юлашкинчен пирĕн умра Президент кортежĕ чарăнчĕ. Паллах, малтан питĕ пăлхантăмăр. Анчах Владимир Владимировичпа калаçнăçемĕн вăл питĕ уçă кăмăллă çын пулни курăнчĕ. Пӳрте пăхса çаврăнчĕ, ыйтусем пачĕ. Мăшăрăм лашасемпе кăсăкланнине те асăрхама ĕлкĕрчĕ. Президентпа пĕр сĕтел хушшине ларса чей ĕçрĕмĕр. Пире — фарфор кашăксем, йĕкĕреш хĕрсене икĕ пысăк çемçе упа парнелерĕç. Викăпа Ксюша вырăсла та, чăвашла та шăкăртаттарса калаçни Президента тĕлĕнтерчĕ. Ăна чăваш ялĕ килĕшрĕ. Тепĕр 9 уйăхран пирĕн йыш хушăнчĕ. Хĕрĕмĕре Мария ят хутăмăр. Эпир ăна халĕ шӳтлесе «Путин хĕрĕ» тетпĕр, — каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи Татьяна. Икĕ Президент калаçăвĕ Татьянăн асĕнчен паянхи кун та тухмасть. — Николай Федоров Владимир Путинран çапла ыйтрĕ: «Эсир 26 çулта чухне çакăн пек çурт пирки ĕмĕтленнĕ-и? Эпĕ вара çук». Владимир Владимирович çапла хуравларĕ: «Çук. Ун чухне эпĕ коммуналкăра пурăннă». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Вĕрентекенре, психологра, гувернанткăра ĕçленĕ

Ачалăхри ĕмĕтне, сцена çинче юрлассине, халь тин пурнăçланă

Еншик Чуллă, Иркутск, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Патăрьел, Çĕрпӳ, Мускав… Светлана Рыбкина пурнăçĕ çинчен калаçма тытăнсан тата нумай ялпа хулана асăнма пулать. Вăл пĕчĕк чухне юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа ăна ку çул çине тӳрех илсе çитермен. Пурнăç тути-масине астивсен, хăйне тĕрлĕ профессире тĕрĕслесен, ачи-пăчине ӳстерсен çеç Светлана ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă.

«Социаллă анне»

Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă Светлана Александровна тĕлĕнмелле пултаруллă çемьере ӳснĕ. Амăшне ялти пĕр уявран та хăварман. Юрă пуçласа уява пуçарса яраканĕ пулнă вăл. Ашшĕ, Ленинградри культура институтне пĕтернĕскер, купăс ăста каланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче чăваш çамрăкĕсем вербовкăпа Çĕпĕре тухса кайнă. Светланăн ашшĕпе амăшĕ те çак майпа Иркутск хулине лекнĕ. Унта 5 çул пурăннă хыççăн каллех Чăваш Ене таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕ хĕрачана та куçнă. Мĕн пĕчĕкренех юрра-ташша ăста пулнă Светăн юрăç пулас килнĕ. Анчах ăна пурнăç сукмакĕ пачах урăх çулпа илсе кайнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.

Диплом илсен хĕр Патăрьел тăрăхне лекнĕ, шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах тепĕр аслă пĕлӳ илсе психолог пулнă. Çак професси унăн пурнăçне нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Светлана çемйипе Çĕрпӳ хулине пурăнма куçнă. Унти шкулта психологра та, учительте те ĕçленĕ вăл. Мăшăрĕпе иккĕшĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăрлăхне те парăнтарнă. Савăнса пурăн та пурăн… Анчах вĕсен çемйи арканнă. Икĕ ачапа тăрса юлнă Светланăн ирĕксĕрех хушма ĕç шырама тивнĕ. Çапла 2002 çулта вăл Мускава çитнĕ. Икĕ профессие вĕренни ăна хуçăлма паман. Малтанах вăл про-фтехучилищĕне психолога ĕçлеме вырнаçнă. Тепĕртакран Мускаврах ача çуртĕнче вăй хума пуçланă.

«20 çул ĕнтĕ «Мускав — Çĕрпӳ» маршрутпа çӳресе пурăнатăп. Чи асра юлнă самант — Мускавра ача çуртĕнче ĕçлени. 14-18 çулсенчи 10 ачан «социаллă амăшĕччĕ» эпĕ. 6 хĕрачапа 4 арçын ачашăн яваплăччĕ. Нихăшĕн те ашшĕ-амăшĕ çукчĕ. Мана «мама Света» тесе чĕнетчĕç. Эпĕ тăлăх çав ачасене паянхи кун та питĕ хĕрхенетĕп. Аслă ӳсĕмри тепĕр çын та вĕсем чухлĕ нуша курман пуль. Ачасенчен виççĕшĕ пĕртăвансемччĕ: икĕ хĕрача та пĕр арçын ача. Пĕр хĕрĕ калаçаймастчĕ, хăлхи илтместчĕ. Ăна профтехучилищĕне вĕренме илсе çӳреттĕмĕр. Андрей ятлă арçын ача техникăна çав тери юрататчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Павел çуралнă чухне ал лаппи çине вырнаçнă

Павел Павлов ырă кăмăллă, çынпа хутшăнма юратакан, кашнине пулăшма хатĕр каччă. «Манпа калаçса курнисем те эпĕ уçă чунлă çын иккенне калаççĕ. Манăн чир пирки ыйтакан тупăнсан та нимĕн те пытармастăп. Мĕнле пур — çапла каласа кăтартатăп. А мĕн пытармалли пур?» — тĕл пулсан калаçăва çапла пуçларĕ йĕкĕт.

980 грамм тайнă

Паша Шупашкарта çуралнă. Унăн амăшĕ Татьяна Леонидовна — вырăс. Вăл Пермь хулинче çитĕннĕ. 37 çул каялла чăваш каччипе Владимирпа паллашнă, мăшăр Чăваш Ене куçса килнĕ. Çулталăкран вĕсен пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ Наташа çуралнă. 5 çултан — кĕтнĕ ывăлĕ. Анчах Павел çут тĕнчене курма васканă. Вăл вăхăтран чылай маларах, 24- мĕш эрнере, çуралнă. Арçын ача 980 грамм тайнă.

«Çăмăллансанах ачана илсе кайрĕç. «Хăть чӳречерен те пулин кăтартăр-ха», — тесе ыйтрăм тухтăртан. Ывăлăм унăн ал лаппи çинче выртатчĕ. Пĕчĕк урине тата пуçне курса юлтăм. Вăл больницăра 2 уйăх выртрĕ. Çав тапхăрта унта ывăл валли кăкăр сĕчĕ леçме çӳрерĕм. Хама кĕртместчĕç. Пашăн клиника вилĕмĕ икĕ хут пулнă. Тухтăр ăна больницăрах хăварма сĕнчĕ. «Ача сывă пулмĕ», — терĕ. «Темле пулсан та вăл манăн тĕпренчĕк», — çапла хуравларăм. Ывăла 2 уйăхран тин, больницăна илме кайсан, куртăм. Вăл ӳт хушнăччĕ, 2500 грамм таятчĕ. Кашни уйăхра больницăна çӳреме тытăнтăмăр. Ывăл çулталăкра чухне диагноз лартрĕç: ДЦП. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хальхи пек сиплеме майсем пулман çав. Халĕ ав темĕн те тăваççĕ. Паянхи пек майсем пулнă тăк, тен, Паша ура çине тăрĕччĕ. Вăл çирĕп каччă. Хăйне пăхать, апат çиет, тăхăнать. Ваннăйра çеç çăвăнаймасть. Ун урлă каçма кансĕртерех. Аппăшĕ пулăшать, çĕклесе лартать. Эпĕ йăтаймастăп, хам та инвалид», — иртнине аса илсе каласа кăтартрĕ Татьяна Павлова.

Амăшĕ Пашăна ача чухне пĕрмай массаж тунă. Тухтăрсем шанчăк панă, арçын ача ура çине тăма пултарассине каланă. Çăмăл мар 90-мĕш çулсенче урăх региона сипленмешкĕн кайма май килмен. Çемьене ашшĕ çеç тăрантарнă. Унăн шалăвĕ пысăках пулман. Амăшĕ ывăлне пăхнă. Патшалăх куншăн 1200 тенкĕ тӳленĕ. Татьяна Павлова лавккара тавар çук чухне япаласене урамра сутса тăракан кинемейсенчен 2-3 хут хаклăрахпа туянма тивнине аса илчĕ.

Павел шкула кайман, учительсем ăна киле вĕрентме çӳренĕ. Вăл 9 класс пĕтернĕ. Каччă хăйне вĕрентнĕ педагогсемпе халĕ те çыхăну тытать, вĕсене ăшшăн аса илет. Унăн аттестатра — «5» тата «4» паллăсем çеç. Каччă шкул хыççăн тĕп хулари çыхăну техникумне вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ йышăну комиссине документсем пама кайнă, Павел сусăр пулнине каланă. «Эсир ăна заданисене ярса парăр, ĕçе пурнăçласан каялла çитерĕпĕр. Ывăла экзаменсене хамах илсе çӳрĕп», — тенĕ. «Эпир унашкаллисене йышăнмастпăр», — пулнă хурав. «Ун чухне манăн вĕренес кăмăл пысăкчĕ. Халĕ — çук. Вăхăт нумай иртрĕ. Ăçта та пулин вĕренме кĕрес тĕк манăçнине веçех аса илмелле. Чи кирли — эпĕ вулама, çырма, шутлама пĕлетĕп», — сăмах вакларĕ çамрăк. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Ача чухнех хăнара купăс каласа тĕлĕнтернĕ

РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ Сергей Федотов 40 çул каялла «Эревет» ансамбле йĕркелесен пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтересси пирки шухăшланă- ши? Халăх инструменчĕсен ача-пăча ансамбльне тĕрлĕ çĕршывра ура çине тăрсах алă çупнă. Сергей Васильевич паян çамрăклăхне аса илет.

Училищĕне — ирхи 4-ра

«Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ӳсрĕм. Вăл вăхăтра 6-7 тата ытларах ача ӳстерни норма пулнă. Эпир те çемьере 6-ăн çитĕннĕ. Эпĕ – тăваттăмĕшĕ. Шел те, халĕ пĕртăвансенчен йăмăкпа Иринăпа кăна юлтăмăр.

Пирĕн аттепе анне музыкăна юратнă. Атте 35-рех пурнăçран уйрăлчĕ. Ун чухне эпĕ 2-мĕш класра вĕренеттĕм. Вăл ăста кăмакаçă пулнă. Тĕрлĕ яла кăмака тума çӳренĕ. Анне питĕ хитре юрлатчĕ. Хăй вăхăтĕнче, вăййа тухсан, вăл юрă пуçлаканни пулнă. Атте ĕçкĕ-çикĕрен килсен мана сĕтел çине хăпартса лартатчĕ те алла купăс тыттаратчĕ. «Атя, Çеруш, турткала», — тетчĕ анне. Атте купăс сассине илтсен савăнатчĕ. Вăл хурлăхлă юрăсем шăрантаратчĕ. Юрласа пĕтерсен ман çине ăшшăн пăхатчĕ те çывăрма йăтса каятчĕ.
Анне /ялта ăна Улькка аппа тенĕ/ эпĕ 3 çултах купăс калама вĕреннине калатчĕ. Аслă тетен Сашăн шухăшĕпе — 5-ре. Кун пирки пĕрмай тавлашатчĕç. Тете пирĕн килте сĕрме купăс та пулнине каласа кăтартнăччĕ. Тепĕр тетепе Петьăпа иккĕшĕ ача чухне унпа тетте пек вылянă. Кайран музыка инструменчĕ таçта çухалнă.

Пĕррехинче анне аттене купăс илме сĕнчĕ. Атте питĕ çемçе кăмăллăччĕ, ачасене юрататчĕ. Хирĕçлемерĕ. Эпĕ пĕчĕкчĕ пулин те анне киле музыка инструментне мĕнле йăтса кĕнине хальхи пек астăватăп. Пасартан килнĕскерĕн аллинче сеткăллă хутаçчĕ, унта çăкăр, батон… Хул хушшине вара купăс хĕстернĕ. Хăйĕн куçĕ çиçет. Вăл вăхăтра ялта никамăн та купăс пулман. Пĕр çемьен кăна баян пурччĕ. Анне илнĕ купăса турта-турта хам тĕллĕн калама вĕрентĕм. Ăна шкап тăрринче усратчĕç. Эпĕ сĕтел çине тенкел хурса купăса туртса антараттăм. Халь шутлатăп та, мĕнле хăраман-ши? Вăл ман çине ӳкме те пултарнă вĕт. Пиччесемпе аппасем шкулта вĕренетчĕç. Уроксем вĕçленсен урамра ачасем кăшкăрашни илтĕнетчĕ. Çакна илтсенех хăранипе купăса хăвăртрах каялла, шкап тăррине, хураттăм. Пĕррехинче инструмент каласа ларнă вăхăтра ачасем шкултан тухнине те, урамра çари! кăшкăрса утнине те илтмен. Эпĕ калама вĕреннĕ пĕрремĕш кĕвĕ – салтак юрри. Чӳрече уçăччĕ те, пăлтăрта такам чупнине илтрĕм. Пире хирĕç пурăнакан Куля иккен. Вăл кĕриччен купăса сĕтел айне пытарса ĕлкĕртĕм, хам ним пулман пекех лартăм. «Кам купăс каларĕ?» — тӳрех ыйтрĕ вăл. Эпĕ пулнине ĕненмерĕ, каласа кăтартрăм вара. Çавăн хыççăн тетесем купăса шкап тăррине хума пăрахрĕç.

Ӳсерехпе тĕрлĕ кĕвĕ калама вĕрентĕм. Анне хăнана пĕччен каяс мар тесе мана та пĕрле илетчĕ. Ун чухне атте вилнĕччĕ ĕнтĕ. Пĕр аллипе мана çавăтса пыратчĕ, тепринпе купăс йăтатчĕ. Пĕррехинче хăнара минтер хунă тенкел çине лартса купăс калаттарчĕç. Хамăн ура çĕре те лекместчĕ. Купăс каланă вăхăтра анне çамка çинчи тара ал шăллипе сăтăрса тăчĕ. Кайран кил хуçи мана сăра ĕçтересшĕн пулчĕ. Хирĕçлерĕм. «Тарлани çинчен юрать ĕнтĕ», — терĕ анне. Мĕнле ка-лама пĕлтĕм-ши? «Кайран, ĕçме вĕренсен, ма ĕçтертĕм-ши тесе хăвах калăн», — çапла хуравларăм. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Шăнса кӳтсен вĕрентекен çăм нускине хывса панă

«Эпĕ çулталăкра чухне атте вăрçа тухса кайнă. Анне тăватă ачапа тăрса юлнă. Вăрçăран аманса таврăннă пулин те атте килти хуçалăха юхăнма памастчĕ, ĕçлетчĕ. Аннене йывăр килнĕ паллах. Нуша чунне хытарнăран-ши — вăл çирĕп хĕрарăмччĕ, пĕрмай ĕçлетчĕ. Пире те, ачисене, кĕрĕк арки йăваласа ларма памастчĕ», — аса илчĕ Муркаш районĕнчи Итакачкассинче пурăнакан 83 çула кайнă Раиса Егорова.

Раиса Андреевнăн ашшĕпе амăшĕ Андрей Михайловичпа Перасковья Яковлевна Итакачкассинчех çуралса ӳснĕ. Вĕсем çамрăк чухнех хăйсене ятăн çурт лартма пикеннĕ. Мăшăр çичĕ ачана кун çути парнеленĕ, Рая — виççĕмĕшĕ. Çĕнĕ вырăнта çурт лартнăран вĕсен пахчинче улмуççи пулман. Чылайăшĕн ку çимĕç çитĕннĕ. Выçăллă-тутăллă çулсенче ача-пăча сĕтеклĕ пан улмипе хырăма улталанă.

«Çăкăр тăраниччен çисе курман эпир. Пире хирĕçех аттен тĕп килĕччĕ. Маçаксем патĕнче çăкăр яланах пурччĕ, кайсан пĕрер татăк паратчĕç. Çуркунне енне çĕр улми те пĕтетчĕ. Хăш чухне атте тĕп килне кайса çĕр улми илсе килетчĕ. Ăна перекетлеттĕмĕр. Ытларах курăк яшки çиеттĕмĕр. Ун пеккине халь выльăха кăна параççĕ. Вăрçăран аманса таврăннă атте килте апат пĕçерекенниччĕ. Унăн пĕç кăкĕ тĕлĕнче шăмă мăкăрăлса тăратчĕ, аран утатчĕ. Анне колхоз уй-хирĕнче ĕçлетчĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах килмерĕç. Тăхăнма çи-пуç çукчĕ, çăпата сырса шкула каяттăмăр. Пĕррехинче, ун чухне 3-мĕш класа çӳреттĕмĕр, юлташ хĕрачапа Рая

Смирновăпа пĕлӳ çуртне çитиччен шăнса кӳтрĕмĕр. Юпа уйăхĕнчи юрлă-çумăрлă çанталăкчĕ. Эпир мĕн тăхăнса кайнине аслисем курман-ши? Пирĕн вĕрентекен Раиса Федоровна шкулта сивĕ пуласса пĕлсех икĕ хут çăм нуски тăхăнса пынăччĕ. Вĕсене хывса пĕр мăшăрне — мана, теприне — Рая Смирновăна пачĕ. Çапах урокра ура ниепле ăшăнаймарĕ. Вĕрентекен пире хĕрхенни халĕ те куç умĕнче», — пурнăç сукмакĕ çинче темĕн тĕрлĕ тумхах та курма тивнĕ Раиса аппан.

Çичĕ класлă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă вăл. Пĕлӳшĕн çунаканскере учительсем юратнă. Хĕрачана математика пуринчен ытла килĕшнĕ. Малалла пĕлӳ илме çул уçăлнă тăк унран ăста специалист пулĕччĕ. Анчах…

«Экзаменсем тытнă хыççăн килте аттепе анне калаçни хăлхана кĕчĕ: «Райăна вĕренме яраймастпăр. Килте унсăрăн епле-ха? Выльăх апачĕ нумай хатĕрлемелле. Каяймастех пуль». Аслисене хирĕç тăраймарăм. Колхозра чăх-чĕп ферми пурччĕ. Вăл клуб пулнă кивĕ çуртраччĕ. 2 пин çурă чĕппе тепĕр хĕрачапа пăхаттăмăр. Витене хутса ăшăтаттăмăр, кайăксене апатлантараттăмăр. Ĕçе сарă тĕслĕ штапель тутăр çыхса çӳреттĕм. Мăшăрăм Валерьян çулсем иртсен: «Сана çав тутăр шутсăр килĕшетчĕ, çавăн чухне юратса пăрахрăм», — тенĕччĕ. Вăл салтака кайса килсен туй туса пĕрлешрĕмĕр», — ĕç ветеранĕпе калаçу малалла сыпăнчĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.