Кÿлĕ хĕрне тасатнă
Пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка хӳтĕлемелли кун Чăваш Ен «Евразин таса çыранĕсем-2022» эстафетăна йышăннă.
Атăл леш енне канма çӳрекенсем Изьяр кӳллине уйрăмах юратаççĕ, çавăнпах кунта çуп-çап тăтăш пухăнать. Акă хальхинче субботнике 50 çын хутшăннă. Вĕсем — Çут çанталăк министерствин, Экономика аталанăвĕн министерствин, Шупашкар лесничествин, Промышленноçĕн çыхăну банкĕн ĕçченĕсем, «Симĕс хула» общество организацийĕнче тата Чăваш Енри РГО çамрăксен клубĕнче тăракансем, волонтерсем, Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем тата хастар çынсем. Çавăн пекех Çуткӳл тата Сăр хĕрринче те тасатса тирпейлес ĕçсем иртнĕ.