Комментировать

2 Июн, 2022

Тантӑш № 21 (4790) 02.06.2022

«Хамăрăн шкула, класа тата тăвансене юрататăп»

Çак кунсенче Муркаш районĕнчи Чуманкасси вăтам шкулĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Ытти пĕлӳ çуртĕнчи пекех кунта та кашни класрах пултаруллă та маттур ача нумай. Пире тăххăрмĕшсемпе çывăхрах паллашма май килчĕ. Çак класра вĕренекен Аня Емельяновăн илемлĕ сасси паянхи кун та хăлхарах янăрать. «Турă пани» тесе ахальтен каламаççĕ çав. Аня акт залĕнче «Катюша» юрра шăрантарма пуçларĕ те коридорти учительсемпе ачасем те шăплансах хĕрачана итлерĕç. Ытла та чуна çӳçентермелле юрлать-çке Чуманкасси шкулĕн вĕренекенĕ.

«Эпĕ курнине йытă та ан куртăр»

Аньăн мăн асламăшĕ Анна Григорьевна çамрăк чухне артист пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та вăрçă унăн çутă ĕмĕтне татнă, вĕренме кайма май килмен. Унăн илемлĕ юррисене паянхи кун та астăваççĕ таврарисем. Аня пирки асламăшне хывнă, ун пекех хитре те уçă сасăллă теççĕ Отарккăра пурăнакансем. Хĕрача ватăсене сума сăвать. Коронавирус чирне пула пурнăçран уйрăлнă мăн кукамăшне Мария Ферапонтовăна самантлăха та асĕнчен кăлараймасть. «Çывăх çын кирек миçе çулта пултăр, унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма питĕ йывăр. Мăн кукамай 90-ра çĕре кĕчĕ, маларах нихăçан та чирлемен. Больница ăçта вырнаçнине те пĕлмен вăл. Мĕн тери юрататтăм ăшă кăмăллăскере. Иксĕмĕр унпа ялан пĕрлеччĕ. Вăл вăрçă пуçланнă чухне 12-ре пулнă. Темĕн те тӳснĕ хăйĕн пурнăçĕнче мăнтарăн. Çирĕп чунлăскер пур йывăрлăха та чăтнă. «Эпĕ курнине йытă та ан куртăр», — куççульленсе каланине астуса юлнă эпĕ. Çак сăмахсене илтсен хам та йĕреттĕм. Каларăшсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе ăс парса калаçма юрататчĕ пуян чунлăскер. «Пĕлмесен ĕç сахалрах», «Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест» тетчĕ. Эпĕ вăл ăса вĕрентсе каланисене ăша хыврăм. Мăн кукамай пур ĕçе те тĕплĕ тума хистетчĕ. Унра мĕн чухлĕ çепĕçлĕхпе ăшăлăх тапса тăратчĕ. Кăштăрт- кăштăрт утса çӳрекен пур чухне кил-çурт та илемлĕ çав. Вăл уйрăлса кайсан пӳрт пушанса юлнăн туйăнчĕ. Хăй хыççăн ырă йĕр хăварчĕ», — шкул партти хушшинче калаçса ларнă май мăн кукамăшĕ пирки чылай ăшă сăмах каларĕ Аня. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


День безопасности

В преддверии долгожданных летних каникул в стенах столичной 4-й гимназии прошел День безопасности, посвященный 95-летию со дня образования государственного пожарного надзора.

Занятие началось с повторения правил пожарной безопасности. Сотрудник чрезвычайного ведомства подробно остановился на теме использования электроприборов. Начальник пожарного музея напомнила ребятам о том, что при огненном чрезвычайном происшествии необходимо незамедлительно набрать «01» с городского телефона и «101» – с мобильного и сообщить диспетчеру пожарной охраны о случившемся. Отрадно, что девчонки и мальчишки номер вызова пожарных и спасателей знают наизусть!

Ученице 3-го класса Анастасии Нягиной была вручена грамота за второе место в номинации «Изобразительное творчество» республиканского этапа Всероссийского героико-патриотического фестиваля детского и юношеского творчества «Звезда спасения». За первое место в номинации «Художественно-изобразительное творчество» на республиканском этапе конкурса «Неопалимая купина» были награждены Карина Мельникова и Анастасия Нягина. <...>

Ксения ЗДОБНОВА, методист Центра противопожарной пропаганды и общественных связей.

♦   ♦   ♦


Ентешпе мăнаçланатпăр

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен сахал мар паллă çын тухнă. Çав шутра – журналистсем те. Сăмах май, пирĕн пĕчĕк ял çак профессине суйланă çынсен йышĕпе районта кăна мар, республикăра та чи малти вырăнта. Кам пĕлмест пулĕ Владимир Рыбкина, Ираида Мукинăна, Антон Салмина… Вĕсене хамăр тăрăхри çынсем кăна мар, республика, çĕршыв пĕлет. Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче чылай журналист ӳссе çитĕннипе ял халăхĕ те, эпир те, вĕренекенсем, мăнаçланатпăр.

Марина Карягина Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче 1969 çулти юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Вăл шкулта тăрăшса ăс пухнă, тарăн пĕлӳ илме ăнтăлнă. Ун чухнех хăйĕн сăвă-калав çырас ăсталăх пуррине туйнă пулас журналист. Районти «Авангард» хаçатпа, республикăра тухса тăракан «Пионер сасси», «Хатĕр пул» кăларăмсемпе туслă çыхăну тытнă, хастар юнкор шутланнă. 1986 çулта «Пионер сасси» хаçат лауреачĕн ятне тивĕçнĕ.

Марина Карягина Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, аслă пĕлӳ илнĕ. 1995 çулта унăн «Хум пăшăлтатăвĕ» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă.

Пирĕн ентешĕмĕр — паллă сăвăç, проза ăсти, драматург, телеертӳçĕ, журналист, режиссер, вăтăра яхăн кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисем хамăр патра çеç мар, Мускавра, Швецире, Турцире пичетленнĕ.

Телекуравра ĕçленĕ май Марина Федоровна «Çăлтăрчăк», «Çывăр, аптраман тавраш», «Шевле», «Вырсарни ир», «Ирхи тĕпел» кăларăмсене ертсе пынă. «Шевле» ярăмри мыскарасем, «Çывăр, аптраман тавраш», Иван Яковлев çинчен ӳкернĕ «Хĕвел çулĕпе» икĕ сериллĕ фильм Пĕтĕм тĕнчери темиçе телефестивальте çĕнтернĕ. «Шăпăрлансем» фильм вара Пятигорск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери ача-пăча фестивалĕн Гран-прине тивĕçнĕ. Марина Федоровнăна 2006 çулта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экологи фестивалĕнче Сергей Залыгин ячĕллĕ премине те панă. <...>

Арина КАРГИНА, 7-мĕш класс.

Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳрт шкулĕ.

♦   ♦   


Асанкассин мухтавлă ывăлĕ

Асанкасси ялĕ… Мĕнпе паллă-ши вăл? Анлă хирĕпе е аслă вăрманĕпе, çутă кӳллисемпе, улăх-çаранĕпе е тапса тăракан çăлкуçĕсемпе? Вĕсемпе те пулĕ. Çапах та ял илемĕ чи малтанах кунта тĕпленнĕ çынсенче тетĕп эпĕ. Асанкасси ялĕн пултаруллă та хисеплĕ çынни сахал мар. Чăнах та, савăнатпăр, мăнаçланатпăр вĕсемпе. Таврара кам пĕлмест-ши Совет Союзĕн Геройне Федор Чернова, Георгий Таборкин, Александр Романов тата Степан Данилов ученăйсене, чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă Гурий Рипанов сăнавçă летчике?

Манăн паянхи сăмахăм Асанкасси ялĕн ятне çӳле çĕкленĕ Денис Гордеев пирки пулĕ. Вăл — поэт, писатель, публицист, куçаруçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх писателĕ. Чи илемлĕ вăхăтра, çут çанталăк çĕнелсе чĕрĕлнĕ чухне çуралнă Денис Викторович. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Гордеевсен çемйинче çĕнĕ кайăк хушăннă. Виктор пиччепе Анюç аппа хăйсен ачине пысăк ĕмĕтпе кĕтнĕ. Çемьери ачасем те пĕчĕк шăллĕшĕн хĕпĕртенĕ, пĕр шухăшлă пулса пепкене Тинĕс ят панă. Ачалăхĕ Денисăн çăмăлах килмен, хура-шурне, вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха та тӳсме тивнĕ пĕчĕк чунăн. Ялти ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăман вăл. Вĕсем пекех тĕртнĕ кĕпепе, çăпатапа чупса çӳренĕ, апат-çимĕçĕ те тулăх пулман.

Шăтса тухнă курăк хĕвел патнеллех туртăнать. Çуралнă чун та, сывлăхĕ пулсан, ӳсетех. Вăхăт иртнĕçемĕн Денис шкул çулне çитет. Пир сумка çакнă ачана Анюç аппа ырă пилпе пĕлӳ çуртне ăсатать. Тăрăшса вĕренет ача шкулта, çине тăрса пĕлӳ туптать. Тăватă класс пĕтерсенех ачасене лаша таврашне явăçтарма пуçланă. Патшалăха тырă леçме шаннă, утă-улăм, кĕлте турттарнă. Тинĕсе Ястреб ятлă лаша шанса панă.

Вăхăт шăвать. Часах Денис ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухать. Ачаранах ĕçе явăçса ӳснĕ йĕкĕт ялти эртеле ĕçе кĕрет, сĕтел-пукан ăсталама тытăнать. Унпа кăна лăпланса лармасть вăл, мал ĕмĕтпе пурăнать. Ĕçе утнă чухне те, киле таврăннă чухне те йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаланать çамрăкăн пуçĕнче. Пĕр тетрадьлĕх кăна мар пухăннă ĕнтĕ йĕркисем. Хăюлăх пухса йĕкĕт пĕрремĕш сăввисене «Октябрь ялавĕ» район хаçатне ярса парать. Мĕнлерех савăнăç кӳреççĕ çамрăк çыравçăна хаçатра пичетленсе тухнă пĕрремĕш йĕркесем…

1959 çулта Денис Гордеевăн сăввисем республика хаçачĕсенче те курăнма пуçлаççĕ. 1961-1964 çулсенче каччă çар тивĕçне пурнăçлать. Унтан таврăнсан И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренет, ун хыççăн партин Чулхулари Аслă шкулне çул тытать. <...>

Ирина КОПТАШКИНА, 10-мĕш класс.

Комсомольски шкулĕ, Асанкасси шкулĕ.

Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.