Комментировать

28 Мая, 2022

Тыл ĕçченĕсене халалланă пĕрремĕш мемориал пулĕ

Куславкка районĕнчe Сăр тата Хусан хýтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă мемориал комплексне хута яма хатĕрленеççĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçасшăн.

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ. Çитес вăхăтра кунта йывăçсем лартма палăртнă. Мемориал комплексĕ тыл ĕçченĕсене халалланă Раççeйри пĕрремĕш палăк пулĕ.

Сăмах май, нумаях пулмасть РФ Президенчĕн общество проекчĕсемпе ĕçлекен управлени ертýçи Сергей Новиков канашлура Олег Николаев маларах паллаштарнă мероприятисен концепцине - мемориал комплексне уçассине, ĕç паттăрлăхĕн хулисен форумне ирттерессине - ырланă.

Ирина Кошкина.

www.hypar.ru  Василий Кузьмин сӑн ӳкерчĕкӗсем 

Рубрика: