Комментировать

18 Сен, 2014

Валя Зенкина – пĕчĕк санитарка

Валентина Ивановна Зенкина Брест крепоçне хÿтĕленĕ çĕре хастар хутшăннă, фашист тыткăнне те çакланнă. Тыткăнран пур пĕрех тарнă вăл, партизан отрядне кĕрсе фашистсене хирĕç çапăçнă. Вăрçăран чĕрĕ-сывă çăлăнса юлнă. Çапăçусен вăхăтĕнче вара çак пĕчĕк те черченкĕ хĕр ача аслисене хăюлăхĕпе тата паттăрлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çавăншăнах ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Вăрçă

Вальăн ашшĕ, Иван Иванович Зенкин, Брест крепоçĕнчи стрелоксен 333-мĕш полкĕн старшини пулнă.

1941 çулхи çу уйăхĕнче хĕр ача хăйĕн вун тăваттăмĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Çĕртме уйăхĕн вуннăмĕшĕнче вара савăнăçлăскер амăшне çиччĕмĕш класа ăнăçлă вĕçленĕ ятпа илнĕ Мухтав хучĕ кăтартрĕ.

Икĕ эрне иртрĕ. Ăшă каç. Валя килте кĕнеке вуласа ларать. Акă хăй те сисеймерĕ, тем вăхăтра çывăрса кайрĕ. Питĕ вăйлă кĕмсĕртетнĕ сасă пулнăран вăранчĕ вăл. Тăшман тискерлĕхне Брест крепоçĕ чи малтан туйса илчĕ. 333-мĕш полк казармисем çунаççĕ. Çулăм чĕлхисем телеграф юписене çавăрса илчĕç. Йывăçсем çурта пек çунаççĕ. Хĕр ачан ашшĕ хăвăрт-хăвăрт тăхăнчĕ, амăшне хыттăн ыталарĕ, Вальăна чуп турĕ те пÿлĕмрен хыпаланса тухрĕ. Çав вăхăтрах хăй кăшкăрса хăварчĕ:

– Халех путвала анăр!.. Вăрçă!..

Вăл – салтак. Унăн вырăнĕ çар çыннисем, крепоçе хÿтĕлекенсем патĕнче. Çак кунтанпа Валя ашшĕне тек курман. Брест крепоçĕн хÿтĕлевçисенчен чылайăшĕ пекех вăл паттăррăн пуçне хунă.

 

«Ан тĕкĕнĕр, вăл аманнă вĕт-ха!»

Кăнтăрла хĕрарăмсемпе ачасен ушкăнне нимĕçсем тыткăна илчĕç. Вальăпа амăшĕ те çав йышрах. Фашист салтакĕсем вĕсене Муховец шывĕ хĕрне хăваласа кайрĕç. Суранланнă хĕрарăм ăнсăртран тĕшĕрĕлсе анчĕ те самăр фельдфебель (нимĕç командирĕн пулăшуçи) ăна винтовка приклачĕпе хĕнеме пуçларĕ.

– Ан тĕкĕнĕр ăна, вăл аманнă вĕт-ха! – ăнсăртран кăшкăрса ячĕ те Валя амăшĕн аллинчен вĕçерĕнчĕ.

Фашист фельдфебелĕ хĕр ачан аллисене пăрчĕ, Брест крепоçĕ çине кăтартса темĕн кăшкăрчĕ. Анчах Валя нимĕн те ăнланмарĕ. Çакна курса тăракан куçаруçă сăмах илчĕ:

– Фельдфебель господинăн сана çакăншăн персе вĕлермелле. Анчах вăл ун пек хăтланмасть, пурнăç парнелет. Санăн вара крепоçе кайса совет салтакĕ-сене парăнма каламалла. Халех! Эсĕ хушнине пурнăçламасан пурте пĕтĕç...

 

«Эпĕ хăраса тăмăп...»

Фашистсем хĕр ачана хапха патне çавăтса кайрĕç, хул пуççирен тĕксе картише кĕртсе ячĕç. Унта вара йĕри-таврах çулăм алхасать, мина е граната çурăлать, пульăсем çумăр пек тăкăнаççĕ. Крепость хÿтĕлевçисем хĕр ачана асăрхарĕç.

– Çулăма чарăр! – хушу пачĕ командир. Пограничниксем Вальăна путвала илсе кĕчĕç. Пĕр вăхăт вăл нимĕн те калаçаймарĕ, ыйтусем çине хуравлаймарĕ, салтаксем çине пăхса хумханнипе тата савăннипе макăрчĕ çеç. Кайран вара кăштах лăпланчĕ те амăшĕ çинчен, фашистсем пĕчĕк ачасене Муховец шывĕ хĕрринче хăваласа çÿрени, аманнă хĕрарăма прикладпа хĕнени тата татăклă хушу лартни пирки каласа пачĕ.

– Ан парăнăр! – тархасларĕ Валя. – Вĕсем пирĕннисене вĕлереççĕ, тăрăхлаççĕ...

Хĕр ача фашистсем халăха мĕнле асаплантарнине, вĕсен епле хĕç-пăшал пуррине, ăçта вырнаçнине йăлтах ăнлантарчĕ, партизансене пулăшма юлчĕ.

Çак каç хаяр çапăçу иртрĕ. Пограничниксен хăюлăхĕ Вальăна хăйĕн шиклĕх туйăмĕ çинчен мантарчĕ. Вăл командир патне пычĕ те:

– Лейтенант юлташ, аманнисен суранĕсене çыхмалла. Ирĕк парăр-ха мана, – терĕ.

– Эсĕ пултараятăн-и? Хăрамастăн та-и?

Валя шăппăн çеç хуравларĕ:

– Çук, эпĕ хăраса тăмăп.

 

Ача хул пуççийĕ пулăшнипе

...Пĕррехинче госпитале юлташсене курма пырсан Вальăна асăрхарăм. Ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пионерка аманнисене пăхатчĕ. Ăна пурте кăмăллаççĕ, май пур таран упрама тăрăшаççĕ. Пирĕнтен кашниех çак пĕчĕк санитаркăпа юлашки çăкăрне пайлама хатĕрччĕ.

Вăрçăн çиччĕмĕш кунне эпĕ те суранланасран сыхланса ĕлкĕреймерĕм. Юлташсем мана çурма ишĕлнĕ госпиталь-путвала çĕклесе çитерчĕç. Каллех Вальăна тĕл пултăм. Паянхи пекех ас тăватăп. Йывăр куç хупанкисене аран-аран уçрăм та ман умра пĕчĕк хĕр ача тăнине куртăм. Вăл, çаврăнăçуллăскер, манăн сурана çыхать.

– Тавах, Валя!

Стенасен ишĕлчĕкĕсем витĕр вара тискерленсе çитнĕ фашистсен сассисем илтĕнеççĕ: тапăнаççĕ. Хĕç-пăшал тытма пултаракансем пурте çапăçăва тухма хатĕрленчĕç, çав шутра хĕрарăмсем те. Эпĕ тăма хăтлантăм, анчах сулланнипе кăшт çеç ÿкеймерĕм. Валя хул пуççийĕ-пе пулăшма тытăнчĕ:

– Манран тĕрĕнĕр, эпĕ чăтăп...

Çапăçу вырăнне ача хул пуççийĕ çумне тĕрĕне-тĕрĕне çитрĕм.

Унтанпа нумай çул иртрĕ. Пĕррехинче Валя çинчен хыпар илтрĕм. Вăл Пинск хулинче пурăннă иккен. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Икĕ ача çуратса ÿстернĕскер тахçанах Валя мар ĕнтĕ – Валентина Ивановна Зенкина. Пирĕншĕн вара, Брест крепоçне хÿтĕлекенсемшĕн, вăл ĕмĕрлĕхех Валя, Валя-пионерка пулса юлĕ...

 

С.БОБРЕНОК.

Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.