Комментировать

19 Мая, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 19 (6418) № 19.05.2022

Ача усрава илсен хăйсен те пепке çуралнă

Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Капралова шкултан вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илме, юратнă ĕç тупма, çемьеленсе ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленнĕ. Кĕçех хĕр аттестат, диплом илнĕ, качча тухнă… Йăлтах пурнăçланса пынă. Анчах ĕмĕтсен çиппи татăлнă.

Маринăн ачалăхĕ çăмăлах иртмен. Амăшĕ Галина Гавриловна «Восход» колхозра ферма заведующийĕнче вăй хунă. Ĕçре пуçарулăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Амăшĕ фермăран часах таврăнайман, хĕрачан кăмака хутма, выльăх-чĕрлĕх тата хăйсем валли апат пĕçерме тивнĕ. Пĕчĕк чухнех çăкăр пĕçерме вĕреннĕ вăл. Марина çемьере пĕччен ÿсмен, тетĕшĕпе шăллĕ пулнă. 

Хĕр шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти коопераци техникумĕнче ăс пухнă. Диплом илсен пĕр вăхăт Шăмăршăри общепитра ĕçленĕ. Каярахпа Марина Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта вăл ялти шкулта вĕреннĕ чухнех туслă пулнă Сергей Ложкина качча тухнă. Ăна хĕр салтакран кĕтсе илнĕ.

Çирĕп çемье, тус-юлташ, юратнă ĕç... Ложкинсен йăлтах пулнă темелле. Анчах 8 çул пĕрле пурăнсан та ача çуралман. Ку Маринăна питĕ хурлантарнă. Хĕрарăм мĕнле кăна тухтăр патĕнче пулман-ши, ăçта кăна больницăна çитмен-ши — ниçта та, никам та ача çуратайманнин сăлтавне татăклăн калайман. «Турăран йăлăнса нумай ыйтрăм. Хĕрарăмсем ача йăтса пынине курсан чĕре çурăлса тухатчĕ. Мĕн чухлĕ куляннине хам кăна пĕлетĕп», — калаçăва пуçларĕ Марина.

Юлашкинчен Ложкинсем канашланă та ача усрава илме шут тытнă. Çемье пуçĕ арăмĕн шухăшĕпе килĕшнĕ. Вĕсем Шупашкарти ача çуртне кайнă. Çитсенех мăшăра тин çуралнă арçын ачана кăтартнă. Ложкинсем пĕр иккĕленмесĕр ăна усрава илме килĕшнĕ. Çапла 2006 çулта икĕ уйăхри Максим вĕсен çемйинче ăшăлăх тупнă. 

«Ачана илсе килсен пÿрт тулса кайрĕ. Савăннипе вĕçсе çÿрес килетчĕ», — аса илчĕ Марина. Ачан сывлăхĕ хавшакрах пулни те хăратман вĕсене. Амăшĕ ачипе тĕрлĕ больницăра выртнă. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухман-ши вĕсем? Ача пĕчĕккĕн ыттисемпе тан аталанма тытăннă. Ку ашшĕпе амăшне питĕ савăнтарнă, унăн кашни ÿсĕмĕшĕн хĕпĕртенĕ. Максим 2 çул тултарсан ăнсăртран Марина ача кĕтнине пĕлнĕ. Турă янă çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă хĕрарăм калама çук хытă савăннă. Упăшки çÿл тÿпене вĕçме хатĕр пулнă. Амăшĕпе хунямăшĕ те çамрăк мăшăршăн хĕпĕртенĕ. Çут тĕнчене Денис килнĕ. Халĕ вăл 7-мĕш класс пĕтерет. 4 çултан Ложкинсем тепĕр ывăла кун çути парнеленĕ.

<...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


"Кун пек мероприятие Пĕрремĕш каналпа кăтартмалла"

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 2,5 пин ача пурăнать. Палăртма кăмăллă: юлашки 5 çулта ку хисеп 20% чакнă. Патшалăх ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесене тĕрлĕ енлĕн пулăшать: пособи параççĕ, республика тата федераци хыснисенчен тÿлевсем уйăраççĕ, çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ.

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта тăлăхсене хÿтте илнĕ çемьесен форумĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев унта йывăрлăха лекнĕ ачасене кил ăшши, юрату парнеленĕ çынсем пухăннине палăртнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Алжейкинсем 12 ачана воспитани параççĕ. Хăйсем 4 ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем малтан — хĕрача, унтан унăн шăллĕне, каярахпа ыттисене çемьене илнĕ.

Улатăр хулинче пурăнакан Глуховсем Чулхула облаçĕнче çуралнă Ваньăпа Машăна хÿтте илнĕ. Ачасем ун чухне 3-ре тата 2-ре пулнă, хăйсен хĕрĕ 15 çул тултарнă. Вадим Александровичпа Елена Николаевна ачасене питĕ юратаççĕ, хăйсем те тепĕр пепке çуратма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа пÿрмен. Çапла вĕсен ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çемьене илес шухăш çуралнă. Глуховсем форума пĕрремĕш хут хутшăннă. «Кун пек мероприятие Пĕрремĕш каналпа кăтартмалла», — палăртнă вĕсем. <...>

Арина АЛЕКСАНДРОВА.

♦   ♦   


«Чăваш Ен мисĕ» хуçасăр йытăсене пулăшать

Купальникпе çÿреме вăтаннă Анна 14 çулта чухне модель пулса тăнă. Ашшĕпе амăшĕ тăрăшнипе вăл агентствăна лекнĕ. Анчах ăна тÿрех йышăнман, мĕншĕн тесен вăл чĕмсĕр пулнă, хура тумпа çÿренĕ, йăл кулман. Çур çултан тин модель агентствинче тăрăшма тытăннă. «Унчченхипе танлаштарсан, халĕ эпĕ пач урăх çын», — палăртрĕ 15 çултанпа тĕрлĕ проектра сăн ÿкерĕнсе укçа ĕçлесе илекен Шупашкар хĕрĕ.

Модель пулса тăрсан Анна ĕçпе Мускава çÿреме тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне инçе çула пĕччен ярасшăн пулман. Çапах пике вĕсене ÿкĕте кĕртнех. 15-ри хĕр хăйĕнчен аслăрах тантăшĕсемпе илем конкурсĕсенче тупăшма пуçланă. 2020 çулта Анна «Чăваш Ен мисĕ» конкурсра «Шупашкар мисĕ» номинацире çĕнтернĕ. Халĕ ав тепĕр çитĕнÿ: вăл çак тупăшурах 1-мĕш вырăн йышăннă. Ку уншăн кĕтменлĕх пулнă. Веçех тĕтрери пек иртнĕ, хăй çĕнтерÿçĕ иккенне ĕненмен. «Конкурса 1 уйăх хатĕрлентĕмĕр. Çак тапхăрта кашни хĕре сăнатăн, вăл мĕн пултарнине куратăн. Эпĕ пач урăх пике çĕнтерессе шухăшланăччĕ», — терĕ Анна. Предприниматель пулса ĕçлекен ашшĕпе дизайнерта тăрăшакан амăшĕ хĕрĕшĕн калама çук савăннă. Уйрăмах ашшĕ вăйлă хĕпĕртенĕ.

Илем конкурсне агентствăри хĕрсем çеç мар, республикăн тĕрлĕ районĕнчен çитнĕ пикесем те хутшăннă. Хăшĕ-пĕри унашкал тупăшура вăйне пĕрремĕш хут тĕрĕсленĕ. Пикесем сцена çине спорт тумĕпе, чăваш тата каçхи уява каймалли кĕпесемпе, купальникпе тухнă. Конкурс умĕн те хăйне евĕр тĕрĕслев иртнĕ. Пикесем жюри членĕсен умне пит-куçа сăрламасăр, купальникпе тухса дефиле кăтартнă. Хĕр макияжсăр та илемлĕ пулнине кăтартма çапла тăваççĕ. Çын умне купальникпе тухса тăрасси çăмăлах мар. Анна малтан вăтаннă. Вăхăт иртнĕçемĕн веçех, çав шутра купальник тăхăнсан тĕрлĕ енчен сăн ÿкернине те, хăнăхнă. Çакна снеп теççĕ. Модель валли ĕç тупса парас тĕллевпе ăна макияж тумасăр, купальникпе сăн ÿкереççĕ. 

Илем конкурсне хутшăнакан кашни хĕр акăш пек ярăнса илемлĕ утать. Ку — темиçе çул тренировка тунин çитĕнĕвĕ. Агентствăри хĕрсем тĕрлĕ ята тивĕçнĕ тантăшĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Аннăн та кумирсем пулнă. Вăл тĕрлĕ çĕршыври илем конкурсĕсенче палăрнă Евгения Матвеевăпа 2018 çулта «Раççей мисĕ» пулсf тăнă Юлия Полячихинăран тĕслĕх илнĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Эпĕ — попугайсен ашшĕ»

Çапла калать 250 кайăк усракан Владимир Каликов. Хваттер алăкне уçнă-уçман кайăксем пĕр чарăнмасăр чĕвĕлтетни, шавлани илтĕнсе кайрĕ. Шупашкарта пурăнакан Владимир Каликов усракан попугайсем каçхине, çывăрма вăхăт çитсен çеç, шăпланаççĕ. Унăн хваттерĕнче — 250 кайăк.

Апат туянма — 10 пин тенкĕ

Кот, Ксюша, Красавчик, Кеша, Черри… Владимир хăш-пĕр попугая ят панă. «Акă Кулачок пур. Вăл урине чăмăр евĕр тума юратнипе çапла ят суйларăм. Тепри — Петрушка. Малтанах ăна Петруша тесе чĕнеттĕм. Ама пулнипе ятне урăхлатма тиврĕ», — кайăксене сăнанă май калаçрĕ попугайсен хуçи 35-ри Владимир. Паллах, пурне те ят парса пĕтереймĕн. Çавăнпа çамрăк арçын кайăксене юратса Малыш е Малышка тесе ачашлать.

Володя попугайсене 3 çул каялла ĕрчетме тытăннă. Малтан унăн пĕр кайăк пулнă, анчах вăл вилнĕ. Çулталăкран вăл икĕ попугая пăхма пуçланă. Унтанпа кайăксен йышĕ ÿссе те ÿссе пырать. Çамрăк арçын хăш-пĕр попугая çынсенчен туяннă, улăштарнă. Унсăр пуçне çăмартаран тухнă чĕпĕсене çитĕнтернĕ. Халĕ унăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче 3 тĕрлĕ попугай пурăнать. Корелла — какаду çемйинчен. Катрашкаллă /волнистый/ тата неразлучники — пысăках мар кайăксем. Çынсем ытларах попугайăн çак тĕсĕсене усраççĕ.

— Попугайсем чĕпĕ кăларма вăтамран 5-6 çăмарта тăваççĕ. Çапла йыша ÿстертĕм те. Катрашкаллисенчен хăшĕ-пĕри 11-12 çăмарта та тума пултарать. Анчах чылайăшĕ пушă. Акă, сăмахран, неразлучниксем 4 çăмарта тунăччĕ. Шел, пурте пушăччĕ. Чĕпĕ кăларма 17-20 кун çеç кирлĕ. Тин кăна тухнă чĕпĕсене пăхма йывăрах мар. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене хăех тăрантарать, çитĕнтерет. Чи кирли — кайăка вăхăтра апат памалла, йăвине тасатмалла, — ăнлантарчĕ Владимир.

Хваттерте мĕн тĕслĕ кăна кайăк çук-ши? Сарри те, симĕсси те, хури те, тинĕс пек кăвакки те… Кореллăсем пысăк пулнипе читлĕхре лармаççĕ, хваттерте вĕçсе çÿреççĕ. Владимир попугайсене мĕнле ĕрчетмелли пирки чылай информаци вуланă. Интернетра палăртнă тăрăх, катрашкаллисем 15 çул таран пурăнаççĕ, корелла — 20 çул таран. Хальлĕхе Володя çынсенчен попугай вăтамран 9-10 çул çеç кун кунланине илтнĕ. Хăй усракан кайăксенчен чи асли — Ксюша, вăл 5 çулта. Черри вара 4 çул пурăнать. Попугая мĕнле пăхнинчен нумай килет. Владимир кайăксене пăс çинче хатĕрленĕ сĕлĕ, шăтарнă тулă, вир, хĕвел çаврăнăш вăрри çитерет. Кашни кун 4-шар çăмарта пĕçерет. Кишĕрпе, кăшманпа сăйлать. Çулла ялтан, Муркаш районĕнчи Шомикрен, 3-4 кунлăха курăк татса килет. Ăна холодильникре упрать. Унсăр пуçне йывăç турачĕсене пуçтарса парать. Çамрăк арçын кайăксене тăрантарма тесе тыр-пула, пахча çимĕçе лавккара туянать. Кун валли уйăхсерен 10 пин тенке яхăн тăкаклать. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


"Хитре çырла Чăваш Енре пиçнине ĕненесшĕн мар"

Ленинпа пĕр кунра, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, çуралнă вăл. Анчах политикăпа ытлах кăсăкланмасть. Юриспруденци енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Муркаш тăрăхĕнчи Итакачкасси ялĕнче тĕпленнĕ Александр Смелов хĕлле аякри хулара хурал службинче тăрăшать. Çуркуннеренпе мĕн хура кĕркуннечченех вăл — тăван тăрăхра. Вырăнти «Мичурин» садри ĕçсемпе аппаланма ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра Смеловсем çур гектар ытла çĕр çинче тĕрлĕ йывăç-тĕм çитĕнтереççĕ. Çулла, кĕркунне вĕсен садĕнче пан улми, груша, черешня, чие, йĕплĕ хурлăхан, хурлăхан, хĕрлĕ тата сарă хăмла çырли, алыча, абрикос, кашкăр çырли… йăтăнать кăна! Пĕр улмуççи вуллинчен 7-8 сорт турачĕ çитĕннине курнă-и эсир? Çулçи курăнми çимĕç паракан сĕтеклĕ груша йывăççине тата? Эпир вара куртăмăр, тĕлĕнтĕмĕр.

Çĕр çырлипе… качча килнĕ

«Сад-пахча ĕрчетес ĕçе 27 çул каяллах пуçăннă теме пулать. Лара-тăра пĕлмен анне Зинаида Александровна мĕн пĕчĕкрен пире, виçĕ ачине, хушма хуçалăхри çĕр çинче тĕрлĕ çимĕç туса илес вăрттăнлăхсене вĕрентме тытăнчĕ. Вăл Ярапайкассине Вускассинчен качча тухнă. Хăйĕнпе пĕрле çĕр çырли илсе килнĕ. Ун чухне Ярапайкассинче ăна никам та çитĕнтермен. Малтанах анне çак çырлана пысăк мар пĕр йăран лартнă. Кайран — пахчипех. Пире, 6-7 çулсенчи ачасене, çулла çырла пиçнĕ вăхăтра ирех тăрататчĕ. 4 сехетре пирĕн куç та уçăлман-тăр. Аппапа Изабеллăпа 2,5 витре кĕрекен карçинккасене çырла тултараттăмăр. Анне ирхине пасара каятчĕ те кăнтăр апачĕ тĕлне сутса таврăнатчĕ. Çав вăхăт тĕлне татах татса савăтсене тирпейлĕн вырнаçтармаллаччĕ. Пыл хуртĕнчен кая мар ĕçчен çывăх çыннăмăр хулана тепре хутлатчĕ. Пирĕн валли пылак çимĕç туянассине пĕлсех тăраттăмăр. Питĕ савăнаттăмăр. Шкултан вĕренсе тухнă çул аннепе унăн аппăшĕ улмуççи сыпмашкăн вĕрентме тытăнчĕç. Çапла ку ăсталăха алла илтĕмĕр. Пирĕн хунавсене районĕпех туянма пуçларĕç. Халĕ шухăшлатăп та: Муркаш тăрăхĕнче эпир сыпса çитĕнтернĕ хунавсем паянхи кун та ешереççĕ. Шупашкартан та туянма килетчĕç. Çулталăкра 2 пин таран тĕп хатĕрлеттĕмĕр», — сад ĕрчетесси мĕнле пуçланнине уçăмлатрĕ Александр Владимирович.

14-15 çул каялла Чăваш Енре кăнтăрта ÿсекен йывăç-тĕм хунавне сутма тытăнчĕç. Паха çимĕç паракан йывăçсем пирĕн патра та тухăçĕпе савăнтарасса сахал çын шаннă-им? Анчах, шел те, пирĕн регионти климата чăтайманнипе вĕсем чылай чухне шăнаççĕ. Çавăнпа Александр Смелов хамăр тăрăхра çитĕнекеннисене лартма тăрăшмаллине каларĕ. Вăл турат тĕсне, унăн хулăнăшне пăхсах вăл кăнтăрта е хамăр тăрăхра çитĕннине пĕлеет. Хаксем мĕншĕн расна пулнине те уçăмлатрĕ мини-питомник хуçи. Тĕслĕхрен, пирĕн тăрăхра улмуççин е грушăн çирĕп хунавне çитĕнтерме 3-4 çул кирлĕ. Çав тапхăрта хунава пăхмалла, им-çампа темиçе хут апатлантармалла, хурт-кăпшанкăран сапмалла. Çаксем те хак виçине кĕреççĕ.<...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Костьăпа талăкра 24 сехет юнашар пулмалла»

Анна Калашниковăн пиччĕшĕ эпилепсипе нушаланнă. Ку чир унăн пулас ачисене те куçма пултарнине ăнланнă вăл. Пĕрремĕш ывăлĕ çут тĕнчене килсен Аннăпа Сергей Калашниковсем кăштах лăпланнă: унăн эпилепси палли пулман. Çавăнпах вĕсем тепĕр ача çуратма палăртсан генетика чирĕсен анализне паман. 8 çултан, 2009 çулхи чÿк уйăхĕнче, Костя çуралнă, темиçе уйăхран унăн эпилепси аталанни палăрнă.

Костя çут тĕнчене 38-мĕш эрнере килнĕ. Варта йĕркеллех ÿснĕ, çуралнă чухне те йывăрлăхсем пулман. Мăйĕ тавра кăвапи çеç явăннă. 8 уйăха çитиччен Костя лайăхах аталаннă, хăш-пĕр ачаран ирттернĕ те: аллипе хăлаçланса кăмăл туйăмне палăртма, «ăхă», «çук» теме пĕлнĕ. 2010 çулхи шăрăх çулла, вăрмансем çуннăран таврана тĕтĕм сырса илнĕ чухне, Костьăн тăрук ÿт температури 39 градусран ытларах хăпарнă. «Çав кун атте-анне патне кайнăччĕ. Каялла таврăннă чухне аслă ывăл лавккана çăкăр илме кĕчĕ, хам Костьăпа урамра юлтăм. Тăрук кÿмери ача кĕлеткипе туртăнма пуçларĕ. Шăнăр туртнине ăнлантăм. Хăраса ÿкрĕм. Часрах васкавлă медпулăшу чĕнтĕм. Тухтăрсем пĕчĕк ачасен унашкалли пулать тесе лăплантарчĕç. Анчах эпĕ ку эпилепси аталаннине ăнлантăм. Халĕ приступсем вăйлах мар пулин те Костьăпа талăкра 24 сехет юнашар пулмалла. Асли урăх хулара вĕренет, кĕçĕннипе пĕр пÿлĕмре хам çывăратăп. Приступ пуçлансанах вăхăт çине пăхатăп. Ачана аяк çине вырттаратăп, çывăхри япаласене айккинелле илсе хуратăп, лайăхрах сывламашкăн май тăватăп. Приступ вăраха тăсăлчĕ тĕк васкавлă медпулăшу чĕнетĕп, çук тăк эмел ĕçтернипе иртет», — каласа кăтартрĕ Анна.

Тепрехинче чирлесен арçын ачан каллех шăнăр туртнă. Костя çулталăкра чухне тухтăрсем диагноза çирĕплетнĕ: эпилепси. Арçын ача ытти шăпăрланран каярах юлса аталанни те палăрнă. Çакна эпилепси витĕм кÿнĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


ТикТокра хунямăшĕпе кинĕн хутшăнăвĕсене кăтартать

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпара пурăнакан Наталия Муллина хăйне блогерсен йышне кĕртме васкамасть-ха. Çав вăхăтрах ялта тĕпленнĕскер социаллă сетьсенче хастар. Уйрăмах ТикТок валли пĕр видео хыççăн теприне ÿкерет вăл. Яштака та чипер хĕрарăм иккĕмĕш çул ĕнтĕ подписчиксене илĕртет. Юлашки вăхăтра хăйĕн страницинче хунямăшĕпе кинĕн хутшăнăвĕсене кăтартакан видеосем ытларах вырнаçтарать. Паллах, чылай хĕрарăмшăн ку тема çывăх. Арçынсемшĕн те кăсăклă.

Юрăхлă сăнар

— «ТикТок» та «ТикТок» тесе калаçаççĕ çынсем. Вăл мĕн иккенне те пĕлмен малтан. Манăн та унта кĕрсе пăхас килчĕ, çав тĕллевпех телефон çине çак приложение вырнаçтартăм. Пăхкалама пуçларăм. Кулăша питĕ кăмăллатăп эпĕ. ТикТокра хырăм хытиччен ахăлтатмаллисем нумай иккен. Чăвашли те сахал мар. Видеосене мĕнле ÿкерни пирки шухăшлама пуçларăм. Хамăн та аппаланса пăхас килчĕ. Йăмăкăм Марина ку социаллă сетьпе паллашма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Ĕç майне унран ыйтса пĕлтĕм. Хăш-пĕр видеора çынсем çăварне кăна карса тăраççĕ-çке, пур чухне те хăйсем калаçмаççĕ, сассине те улăштараççĕ. Ăçта пусмаллине ăнлантарчĕ йăмăк. Пĕрре ÿкертĕм, тепре… Тÿрех кăмăла тивĕçтермелле пиçсе тухмасть тата. Иккĕ те, виççĕ те ÿкерме тивет. Çапла майĕпен хăнăхса кайрăм.

Çынсем интернетра хăйсем валли темле сăнар та шухăшласа тупаççĕ. Пурнăçри самантсене кулăшла кăтартма тăрăшаççĕ. Манăн та пĕр-пĕр сăнар шырас кăмăл çуралчĕ. Хунямапа пурăнатăп. Людмила Алексеевнăпа çав тери туслă эпир. Мĕн качча килнĕренпе пĕр çăвартан пурăнатпăр. Пулас упăшка унпа паллаштарма илсе килнĕ чухне вăл мана çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ, сĕтел хушшине лартрĕ. Çав кунранпа ăна хисеплесе «анне» тесе чĕнетĕп. Ачасене пăхма та пулăшать вăл. Ĕçрен таврăннă тĕле вĕри апат хатĕрлесе хурать. Пÿрт-çурта тирпейлеме ĕлкĕреймен вăхăтра та пулăшать. Ман пек ырă курса пурăнакан кинсем татах та пур. Çав вăхăтрах мăкăртатакан, кинне вăрçакан усал хуняма та сахал мар. Çакна кăтартас килчĕ те, — каласа кăтартрĕ мăкăрти хуняма сăнарне суйланăскер.

Асатте качаки

Наталия Елчĕк районĕнчи Патреккелте Леонидпа Вера Филимоновсен çемйинче кун çути курнă. Вĕсем 8 хĕрпе 4 ывăла пурнăç парнеленĕ. Наталия — улттăмĕшĕ. Пысăк та туслă çемьере çуралнăран вăл хăйне çав тери телейлĕ тесе шухăшлать.

— Килĕшÿ, вăй-хăват, вашаватлăх, тараватлăх… Ку веçех пирĕн çемье çинчен. Аттепе анне пире ялан ĕçе хăнăхтарнă. Шкултан килсен çынсен ачисем урама тухса чупатчĕç. Анне пире апла тума ирĕк памастчĕ. «Çакна ĕçлер-ха, атьăр-ха тата çакна тăвар», — тетчĕ. Ун чухне пÿрте шыв кĕместчĕ, кил-çурт газпа ăшăнмастчĕ. Анне ывăлĕсене те, хĕрĕсене те ĕç пайласа паратчĕ: пĕри шыв илме кайнă, тепри кăмака хутма вутă хатĕрленĕ, урай çунă, пÿрт-çуртра тирпейленĕ. Асаттесен качака пурччĕ. Хăй вилсен выльăха аттене илсе кайма хушнă. Качакана мансăр пуçне никам та сăваймастчĕ, — çав вăхăта йăл кулăпа аса илет Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче тăрăшакан Наталия Муллина. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Улпут ывăлĕ хресчен хĕрнех савать-и?

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ куракансене çĕнĕ спектакльпе паллаштарчĕ. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Александр Пушкинăн «Барышня-крестьянка» хайлавĕ тăрăх лартнă «Чунăм, Лиза-Акулина» романтика камитне кăтартрĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева хатĕрленĕ спектакль мĕн вĕçне çитичченех çепĕç туйăмсен вăййипе, кулăшла самантсемпе тыткăнларĕ.

Юлашки çулсенче режиссер сцена çине чылай драма кăларчĕ. Хальхинче мĕншĕн камит жанрне суйланă-ха вăл? «Юлашки пилĕк çулта ытларах чăвашла пьесăсемпе ĕçлерĕм. Вырăс классикĕсен хайлавĕсене те хатĕрлес килчĕ. «Пушкин картти» театрсене анлă çул уçса пачĕ. Куракансен умне тарăн шухăшлă, философиллĕ спектакль кăларни аван, анчах камит те кирлĕ. Ĕçе пысăк кăмăлпа пуçăнтăм. Александр Пушкин «Барышня-крестьянка» хайлава хăй авланас умĕн, Болдинăра пурăннă чухне, çырнă. Юрату тыткăнне лекнĕ çыравçă çамрăксен туйăмĕсене аван уçса пама пултарнă. Светлана Зверева художник, Андрей Галкин композитор, Зоя Александрова хореограф, артистсем спектакле куракана килĕшмелле «пĕçерсе кăларма» пулăшрĕç», — палăртрĕ Наталия Сергеева.

Режиссер дублерсен йышĕнче çамрăк нумаййине палăртрĕ. Апла çĕнĕ спектакль ĕçе нумаях пулмасть пуçăннă яшсемпе хĕрсемшĕн артист профессине хăнăхмалли постановка пулнă. Вырăс классикĕн хайлавĕ тăрăх Виктор Ольшанский çырнă пьеса сюжечĕ кăсăклă. Кÿршĕллĕ пурăнакан Григорий Муромский /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов/ тата Иван Берестов /Сергей Петров/ пуянсем пĕр-пĕринпе килĕштереймеççĕ. Улпутсем таврара çирĕп хуçалăх тытса тăнипе палăрса тăраççĕ. Мăшăрĕсĕр юлнă Берестовăн ывăлĕ Алексей /Сергей Павлов/ çитĕннĕ ĕнтĕ. Акăлчан стильне кăмăллакан Муромскин хĕрĕ Лиза /Оксана Драгунова/ та пĕве кĕнĕ. Лизăн нумаях пулмасть вĕренсе таврăннă йĕкĕтпе тем пек паллашас килет. Мĕнлескер вăл — çамрăк Берестов? Хĕр вĕсен тарçине Настьăна /Кристина Иванова/ ун пирки тĕплĕнрех пĕлме ыйтать. Вăл каланă тăрăх, вырăнти хĕрсем Алексея куç хывнă. Ашшĕ Берестовсем çинчен илтесшĕн те пулманнине пĕле тăркач Лиза Алексейпе курнăçмалли меслет шухăшласа тупать. Хресчен хĕрĕ пек тумланать те вăрмана кăмпа пуçтарма каять. Алексея тĕл пулсан хăйĕнпе тимĕрçĕ хĕрĕ Акулина тесе паллаштарать. Каччă хĕре тÿрех килĕштерет. Çамрăксем куллен вăрманта курнăçма пуçлаççĕ. Улпут ывăлĕ хресчен çемйинче çитĕннĕ хĕрĕн çивĕчлĕхĕнчен, ăнкарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймест. Çакă Алексей Акулинăна хутла вĕрентме тытăнсан уйрăмах палăрать. Пĕррехинче Берестов инкеке лекнĕ Муромские пулăшни икĕ пуянăн хутшăнăвне пач улăштарать. Туслашсан Григорий Петрович улпутпа ывăлне хăйсем патне хăнана чĕнет. Çак хыпара илтсен Лиза ниçта кайса кĕреймест. Алексей хăйне, «чухăн Акулинăна», ан паллатăр тесе питне шуратать, француз тумĕ тăхăннă ашкăнчăк чbперккене евĕрлет. <...>

Ирина ПУШКИНА.

♦   ♦   

 


Холодильникри çÿлĕксене уйăрчĕ

Качча кайнă хĕрарăмсене ыйту парас килет. Эсир хунямапа йĕркеллех пурăнатăр-и? Вĕсемпе пĕр кĕтес пайламан хĕрарăмсене питĕ ăмсанатăп. Эпĕ качча тухнăранпа хунямапа кун кунлатăп. 

Нумаях пулмасть вăл манпа кĕтмен çĕртен, пĕр сăлтавсăрах, хирĕçме тытăнчĕ. Холодильникри çÿлĕксене пайлама сĕнчĕ. Лавккаран апат-çимĕç уйрăм туянма пуçларăмăр. Пĕр кунхине сыр илнĕччĕ. Пăх та, хуняма ăна çиме тытăннă. Нимех те каламарăм. Вăл хăй тапăнчĕ, тÿрех кăшкăрашма тытăнчĕ. Пурăнма йывăр, пенси пĕчĕк иккен. Ăна апат-çимĕçе пайлама кам ыйтнă? Унччен пĕр сĕтел хушшинчех апатланаттăмăр. Никам та хирĕçмен. Çук, хăйĕнни пек тумалла вĕт унăн. Халĕ ав кÿренсе лартнă.

Качча тухас умĕн упăшкапа унăн ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнасси пирки калаçса татăлнăччĕ. Хулара хваттер тара илтĕмĕр, хамăрăнне туянма укçа пухрăмăр. Эпĕ хунямапа йĕркеллех хутшăнаттăм. Уявсенче яланах яла кайса çÿреттĕмĕр. Упăшка пĕччен те пулăшма тесе кайкалатчĕ. Эпир пĕрлешнĕ хыççăн çулталăкран тăрук хуняçа вилчĕ. Упăшка амăшне шелленипе яла пурăнма куçма сĕнчĕ. Çитменнине, укçа çитсе пымастчĕ. Пĕлместĕп: хуняма эпир яла килнишĕн савăнчĕ-ши? Малтанхи вăхăтра эпир ăна чăрмантарнине, вăл мăртăхнине сисмерĕм. Ăна юрама тăрăшрăм. Лавккаран апат-çимĕç сĕтĕртĕм, кил-çуртра тирпейлерĕм, выльăх пăхрăм. Вăхăт иртсен йывăрлăхсем тупăнчĕç. Йĕркеллĕ пурăннă çĕрте хуняма тарăхма тытăнчĕ. Вăл пире тăрантарассишĕн укçа тăкаклать имĕш. Мĕнле вăл? Упăшкапа иксĕмĕр эрнере икĕ хут пĕр хутаç апат-çимĕç йăтатпăр. Хунямапа тавлашмарăм. Вăл холодильникри çÿлĕксене уйăрма сĕнсен пирĕн апат-çимĕç çухалнине сисме пуçларăм. Пĕрре упăшкапа хăнана кайрăмăр. Киле ир таврăнтăмăр. Çав вăхăтра хуняма холодильникри пирĕн çÿлĕк çинчи кăлпассие çисе тăратчĕ. Пире курсан вăл ăна пытарма, кăшкăрашма тытăнчĕ. Тÿрех макăрма пуçларĕ. «Кăлпасси илме те укçа çук. Эсир вара çиетĕр те çиетĕр, мана сĕнместĕр», — терĕ. Эпир ăна унăн килĕнче пурăнма ирĕк панăшăн тав тума та пĕлместпĕр имĕш. «Хăвăра сысна пек тытатăр», — тесе кăшкăрчĕ. Упăшка амăшне çÿлĕксене уйăрма кам сĕннине аса илтерчĕ. Хуняма ăна итлемерĕ, хăйĕннех печĕ. Кăшкăрса, макăрса тăранчĕ те кухньăран тухса шăвăнчĕ. Эпир палăк пек хытса тăтăмăр. Мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши? Хуняман пенси пĕчĕк пулнипе-ши? Е эпир ăна ирĕксĕрлесе çÿлĕк уйăрма ыйтнă-ши?<...>

ПОЛИНА.

♦   ♦   


Виççĕшĕ те — ултавçă

28 çулта кăна-ха эпĕ, анчах пурнăç çулĕ кукăр-макăррине аванах туйма ĕлкĕртĕм. Шкулта аван вĕренеттĕм. Пĕве кĕме тытăннă вăхăтра кĕлетке сарăлма пуçларĕ те, хама нихăçан та хитре тесе шухăшламан. 16-17 çула çитсен хĕр тусăмсем каччăсемшĕн пуç çухатнă вăхăтра эпĕ хама юратушăн хыпса çунман пек тыткалаттăм. Тĕрĕссипе, çĕр каçа манăн та минтер куççульрен типсе ĕлкĕрейместчĕ. Ман хыççăн та чупакан пурччĕ, анчах Ваççа мана килĕшместчĕ. Пĕррехинче, ун чухне 18 çултаччĕ эпĕ, хĕртусăм эпĕ унăн çулланнă пĕлĕшне килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Çакă мана çунат хушрĕ. Тĕрĕссипе вара, романтика авăрне лекмелли нимех те пулман: 40 çулалла çывхаракан авланнă арçын иккен вăл. Пĕрре курсан, ăслă çын тесе шухăшлама пулать ун пирки. Çавăнпа вăл хĕре улталама пултарасса тĕлленмĕн те. Ăшă сăмахсем каласа пуçа «ÿсĕртнĕ» хыççăн унăн ытамĕнчен вĕçерĕнме хал çитереймерĕм. Çав самантра вăл мана çывăхланма ÿкĕте кĕртрĕ. Ир енне тин мĕн пулса иртнине ăнланса макăрма тытăнтăм, хам пурăнакан общежитие леçсе яма ыйтрăм. Анчах «савни» ман çине сиввĕн пăхса илчĕ те хут укçа ывăтса пачĕ. «Такси чĕн те ман çинчен манса кай. Пирĕн хушăра нимĕн те пулман тесе шухăшла», — терĕ.

Хама çав каç хыççăн хуçăк çунатлă кайăк пек туйрăм. Çие юлман-ши тесе те пăшăрхантăм. Юрать-ха, ку чăна килмерĕ. Хĕр тусăм, мана çав арçынпа паллаштарнăскер, манран ун çинчен ыйтсан: «Кăмăла каймарĕ вăл», — тенисĕр пуçне нимĕн те калаймарăм. Çулталăк хăвăртах иртрĕ. Генăпа пулса иртни майĕпен манăçа тухма тытăнчĕ. Чĕре малтанхиллех çунатлă туйăм кĕтрĕ. Часах пулас мăшăрпа паллашрăм. Стаса ăнăçсăр «юрату каçĕ» пирки нимĕн пытармасăр каласа кăтартрăм. Вăл мана ятламарĕ, вĕрентсе нимĕн те каламарĕ. Иртнине текех аса илмерĕмĕр. Хаваслă тĕлпулусем, хула урамĕсемпе уçăлса çÿрени, иксĕмĕр килĕштернĕ вырăнта улах ларни, ачашшăн чуптуни…Нихăçан та вĕçленмен юмах пек туйăнатчĕ. Пурте йĕркеллĕччĕ, хама телейлĕ туяттăм. Анчах пĕррехинче Стасăн мансăр пуçне вăхăта хаваслă ирттермелли тепĕр хĕр пуррине пĕлтĕм. «Паян килетĕн-и эсĕ?» — телефонпа пĕр чиперук, Юля, çапларах ыйтнине илтмен тĕк тĕнчере Стасран лайăх каччă çук тесе шухăшлăттăм. <...>

НАТАЛИЯ.

Материалсемпе туллин  паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.