Комментировать

18 Мая, 2022

«Хресчен сасси» 19 (2907) № 18.05.2022

Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр

«Çывăх вăхăтра ака-суха вĕçленмелле», — çак сăмахсемпе кĕтсе илчĕ пире Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăн ертӳçи Андрей Петров. Ĕçченсем юлашки лаптăксем çинче акаççĕ.

Çурхи çумăр хăналăх

Ир-ирех тÿпене хура пĕлĕт карса илчĕ те çумăр лӳшкеме тытăнчĕ. Акана тухма хатĕрленнĕ çĕр ĕçченĕсен ирĕксĕрех тăхтама тиврĕ: йывăр техника йĕпере чăхăмлать. Çумăр çусан та çынсем килĕсене саланмарĕç. Çанталăк уяртасса кĕтсе техникăна тĕрĕслерĕç.

— Акмалли нумай та юлмарĕ ĕнтĕ, хир типсенех ĕçе тытăнăпăр. Механизаторсемпе водительсен ĕç кунĕ 10-12 сехетчен тăсăлать. Иртен пуçласа каçченех уйран кĕмеççĕ. «Çурхи кун — çулталăклăх», — тенĕ. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Çак тапхăрта пĕлтерĕшли — акакансене вăрлăхпа, удобренипе вăхăтра тивĕçтерсе тăни, — палăртрĕ Андрей Робертович.

— Çумăр ĕçе тытса тăрать, — терĕ Алексей Шашков механизатор. — Юрать, канмалли кунсенче уяр тăчĕ те самай акса ĕлкĕртĕмĕр. Хăш-пĕр лаптăкра йĕркеллĕ типсе çитейменни те чăрмав кӳрет. Çапах хăватлă техникăпа ака-суха вăраха каймĕ.

Уй-хире ултă техника кăларнă. Олег Яковлевпа Алексей Шашков «Джон Дир» тата «Борго» комплекссемпе акса пыраççĕ. Вĕсем вунă çул ытла ĕнтĕ хĕрӳ тапхăра хутшăнаççĕ. Шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Николай Никандров, Александр Харитонов водительсем хире вăрлăх, удобрени турттарса тăраççĕ. Сергей Волковпа Владимир Крипчатков механизаторсем акнă лаптăксене гербицид сапаççĕ.
Хуçалăхра тăрăшакансене тивĕçлипе тӳлеме тăрăшаççĕ. Ĕç, кану условийĕсене те лайăхлатсах пыраççĕ. Кӳршĕ ялсенче пурăнакансене машинăпа илсе çӳреççĕ. Ака-сухана хутшăнакансене кунне икĕ хутчен хире тухса апат çитерессине йĕркеленĕ. Любовь Радаевăпа Ирина Иванова поварсем вĕсене куллен тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.

Сухаламасăр акаççĕ

— Агрофирмăн акнă-лартнă лаптăксем 1300 гектар йышăнмалла. Çав шутра кĕрхисем 300 гектара яхăн. Кăçал çуркунне кая юлса килнĕрен çур акине апрель вĕçĕнче кăна тухрăмăр. Çавăнпа хир типсе çитеймесĕрех ĕçе тытăнтăмăр, çу çарăкĕ, урпа акса хăвартăмăр. Унччен рапс, горчица та туса илнĕ. Юлашки çулсенче çу çарăкĕ ытларах акма тытăнтăмăр. Кăçал 300 гектара яхăн йышăнчĕ вăл. Ку культура мĕн енчен лайăх? Чăн та, гектар тухăçĕ тыр-пулпа танлаштарсан пĕчĕкрех, 10-12 центнера яхăн тухать. Хакĕ вара темиçе хут пысăкрах, 1 кг вăтамран 60 тенкĕпе сутăнать. Вăрлăха çулталăкĕпех сутма май пур. Хире «альфа» супер элита сорт акса хăвартăмăр. Малашне ăна çитĕнтерсе сутма хатĕрлетпĕр. Çу çарăкне викăпа хутăштарса акрăмăр. Кун пек тусан вика çĕр çине ӳкмест, комбайнсене вырма çăмăл. Чĕр тавара вăрлăхлăх, çу хатĕрлеме туянаççĕ. Культурăна Мускав облаçĕнчи пĕр фирмăна курттăммăн сутатпăр, — пĕлтерчĕ Андрей Робертович.

2013 çултанпа «Санары» агрофирмăра лаптăксене сухаламасăр тӳрех акаççĕ. Кĕркунне тырă вырнă чухне улăма вĕтетсе лаптăкрах сапалаççĕ, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен гербицид сапаççĕ. Çуркунне хăмăл çине çурхи культура акаççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă «Джон Дир», «Борго» сеялкăсем туяннă. Пĕри дискпа çĕре касса пырать, тепри анкерпа вăрлăха удобренипе пĕрле лаптăка хывать. «Борго» комплекса 2-3 çул каялла туяннă. Ертӳçĕ палăртнă тăрăх, унпа ĕçлеме çын ытлашши кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен агрегат михĕсене хăех çĕклет, пушатать. Акнă чухне вăрлăхпа пĕрле икĕ тĕрлĕ удобрени хывма пулать. Çакă вăхăта перекетлет, тăкаксене чакарать. Унччен ака-сухана 15 çын хутшăннă. Халĕ тăваттăнах техникăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Сухаламасăр акнăран пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнма тивет. Ертӳçĕ сăмахĕпе хирте тĕрлĕ культура пулни тухăçлăха хăпартать, çĕр пулăхне лайăхлатать. Сăмахран, çу çарăкĕн тымарĕ тарăн пулнă май ун хыççăн лаптăкра органика нумай юлать.

Агрофирма вăрах вăхăт ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕпе ĕçлĕ çыхăну тытать. Специалистсем çулсерен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн пахалăхне тĕрĕслеççĕ: тăпрари азот, фосфор шайне тата ытти те. Вĕсем юлашки вăхăтра тăпра пулăхĕ ӳссе пынине палăртаççĕ. Сухаламасăр акнăран çĕр тытăмĕ те лайăхланать.

— Пусă çаврăнăшне тытса пыма, тăпра пулăхне лайăхлатма тĕрлĕ культурăпа усă куратпăр: çу çарăкĕ, вика, пăрçа, йĕтĕн… Вĕсем çĕр пулăхне пуянлатаççĕ, тухăçлăх ӳсет. Йĕтĕне пĕр вăхăт акмарăмăр. Иртнĕ çул вара «лирина» сорт хире кăлартăмăр. Халĕ вăл 90 гектар йышăнчĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«АгроВыбор» пулăшма васкать

Чăваш Енри «АгроВыбор» волонтерсен пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ акцие, проекта хутшăнса ватă çынсене, АПК ветеранĕсене, сахал тупăшлă çемьесене, ятарлă çар операцине пула Украинăран тарса килнисене пулăшма тăрăшать. Çитменнине, вĕсене çеç мар, чĕр чунсене те. Унăн ертӳçи Надежда Сергеева паян — пирĕн патра хăнара. Эппин, асăннă пĕрлешĕвĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Çынна та, чĕр чуна та тимлĕх кирлĕ

— Надежда Александровна, «АгроВыбор» альянс йывăр вăхăтра, коронавирус алхаснă чухне, чăмăртаннă. Унтанпа икĕ çул та çитмен-ха. Çапах та мĕн чухлĕ ырă ĕç тума ĕлкĕрчĕç унăн хастарĕсем.

— «АгроВыбор» общество организацине 2020 çулхи декабрьте ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Вăл республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене, Чăваш патшалăх аграри университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсене пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăтра пирĕн йышра — 1200 çын.

Чăн та, «АгроВыбор» хастарĕсен ырă ĕçĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Сăмахран, Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне мĕн чухлĕ мероприятие хутшăнтăмăр: Чăваш Енри АПК тата агроуниверситет канашĕн ветеранĕсене /преподавательте ĕçленĕскерсене/ кучченеçсем, саламлă открыткăсем валеçрĕмĕр, «Вилĕмсĕр полк» акцие тухрăмăр, «Астăвăм сачĕ» акцире хастарлăх кăтартрăмăр… Çавăн пекех университет ветеранĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Дудецкийĕн вил тăприне тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Студентсем ытларах аслă шкулти ветерансен канашĕн пайташĕсене пулăшаççĕ пулсан, районсенчи волонтерсем — АПК ветеранĕсене. Йывăр вăхăтра эпир пурне те алă тăсма хатĕр.

— Çитес вăхăтри ĕç-хĕлпе паллаштарăрха?

— Май уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ырă пахча» акци иртет. Хальхи вăхăтра пĕччен, йывăр лару-тăрура пурăнакан ветерансем çинчен хыпар-хăнар пуçтаратпăр. Камăн сад-пахча пур — вĕсене пахча çимĕç лартма пулăшатпăр. Хаксем куллен ӳснĕрен, вăй-хал чакса пынăран, ачи-пăчи аякра пурăннăран ветерансем çак ĕçсене пурнăçлаймаççĕ. Асăннă акцие хутшăнса эпир вĕсене хамăр вăрлăхпа, калчапа тивĕçтеретпĕр. Унсăр пуçне çимĕçе пăхса çитĕнтерме пулăшатпăр. Каярахпа вара пуçтарса илме те. Эпир 600 яхăн ветерана шефа илнĕ.

— Асăннă акци пирки халиччен илтме тӳр килменччĕ…

 Çапла, «Ырă пахча» акци пĕрремĕш хут иртет. Эпир унта ЧР ял хуçалăх министерствипе пĕрле хутшăнатпăр. Хальхи вăхăтра ветерансен пахчисене акма-лартма вăрлăхсем, калчасем пуçтаратпăр. Вĕсемпе пире фермерсем, хуçалăх ертӳçисем тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех агроуниверситет та мĕн пуррипе пулăшать: пăрçа, шалча пăрçин вăрлăхсене парать. Каярахпа пахчасем лартма тухса каятпăр, районсене те çӳретпĕр. Ветерансен хушшинче пĕччен пурăнакан та чылай. Шăпах вĕсене пулăшу пултăр тесе тăрăшатпăр. Унсăр пуçне пахчара та çум курăк çитĕнмест, хĕл валли те çимĕç пулать.

— Эсир ватă çынсене çеç мар, ачасене те пулăшнине илтнĕччĕ. Унсăр пуçне чĕр чунсене те хăвăр хӳтте илнине пĕлетĕп.

— «Аграрисем — ачасене» проекта та хастар хутшăнтăмăр. Çĕнĕ çул умĕн волонтерсем ачасем валли парнесем хатĕрлерĕç. Унта агроуниверситет студенчĕсемпе преподавателĕсене, ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсене явăçтартăмăр. Уяв умĕн волонтерсем Кӳкеçри шкул интерната кучченеçсемпе кайрĕç, кĕçĕн тусĕсене пылак çимĕçсемпе сăйларĕç.

Çавăн пекех пирĕн хушăра зооволонтерсем те пур. Унта ытларах — ветеринарии факультечĕн студенчĕсем. Вĕсем килсĕр-çуртсăр йытă-кушак тытакан пунктсенче пулаççĕ. Анчăксене уçăлтарма кăлараççĕ. Унсăр пуçне вĕсен йăвисене тасатаççĕ, çитереççĕ. Çавăн пекех апат-çимĕç туянмашкăн укçа пуçтарма «Хӳреллисен кунĕ» акци йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть çак тĕллевпе 10 пин тенке яхăн пуçтарнă. Асăннă акцие зооволонтерсем çеç мар, ытти студент та хутшăннă. Приютра пурăнакан йытăсем валли хĕл каçма икĕ КАМАЗ утă кайса патăмăр. Çавна май шартлама сивĕре хӳтлĕхре пулчĕç вĕсем.

Волонтерсен тепĕр ырă ĕçĕ пирки те каласа хăварас килет: вĕсем чĕр чунсене кил-çурт тупма пулăшаççĕ, суту-илӳ çурчĕсенче ятарлă куравсем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр 100 ытла йытă-кушак хăйĕн хуçине тупрĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Ăшă сăмах эмел пекех сиплĕ

Пурнăç урапи пĕр йĕрпе чупмасть. Вăй-хăват тапса тăнă вăхăтра пурнăç иртни те сисĕнмерĕ. Акă сакăр теçетке çула çывхаратăп. Çавна май сывлăх та хавшаса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех районти тĕп больницăра сывлăха çирĕплетсех тăратăп.

Кăçал та инфекци уйрăмĕнче выртса тухрăм. Мăшăр та унтах сипленчĕ. Çакăнта ĕçлекен медсестрасене, Антонина Чернова тухтăра тав тăватпăр.

Антонина Валерьевна инфекци уйрăмĕн ертӳçинче тăрăшать. Коронавирус алхаснă вăхăтра вăл ковид центрĕн ертӳçинче вăй хучĕ. Ырă кăмăллă, ăшă чунлă тухтăра чирлисем питĕ кăмăллаççĕ. Чăн та, чун-чĕрипе те, ăс-тăнĕпе те врач пулмах çуралнă вăл. Хĕвел пулса йĕри-таврари çынсене хăйĕн кăмăлĕпе, ырă сăмахĕпе ăшăтать, пурнăçа илем кӳрет. Ахальтен мар асăннă больницăра чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлет. Вăл — аслă категориллĕ тухтăр. Ĕçри хастарлăхшăн Антонина Валерьевнăна тĕрлĕ çулта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысланă. Унсăр пуçне вăл 2020 çулта районти «Çулталăк çынни» ята тивĕçрĕ. Сумлă тупăшăва ун чухне 11 çын хутшăннăччĕ. Антонина Валерьевна вара чи нумай сасă пухса хисеплĕ çак ята илме пултарчĕ. <...>

Геннадий КОШКИН.

Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.