Комментировать

16 Мая, 2022

Мускав чӑвашӗсем футбол турнирне пухӑннӑ

Ҫу уйӑхĕн 15-мĕшĕнче, Мускав хулинче пурăнакан чӑвашсем Аслӑ Ҫĕнтерĕве халалланӑ черетлĕ футбол турнирне пухӑннӑ. Ӑмӑртӑва 6 ушкӑн хутшӑннӑ: Елчĕк, Йĕпреҫ, Канаш, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Улатӑр районĕсенчен тухнӑ ентешсем.
Тупӑшусенче Йĕпреҫ каччисем, йышпа чи сахаллисем пулсан та, ыттисенчен тӑрӑшуллӑрах, ӑстарах тата хастартарах пулнине кӑтартса панӑ. Кашни вӑйӑрах ҫĕнсе пынӑ.
Финалта Йӗпреҫ каччисем Патӑрьел ушкӑнĕпе тĕл пулнӑ, йывӑр тупӑшу хыҫҫӑн пенальти мелĕпе ҫĕнтерсе пĕрремĕш вырӑн йышӑннӑ, Кубока ҫĕнсе илнĕ.
Виҫҫĕмĕш вырӑна Канаш районĕн ушкӑнĕ тухнӑ, вĕсем Улатӑрсене парӑнтарнӑ.

www.hypar.ru  

Рубрика: