Комментировать

13 Мая, 2022

Хыпар 50-51 (27929-27930) 13.05.2022

Мăнаçланатпăр, асра тытатпăр

Аслă Çĕнтерӳ пирĕн халăхăн мăнаçлăхне, паттăрлăхне кăтартакан уяв кăна мар, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çыв-хартакансене асра тытмалли кун та. Асаттесемпе мăн асаттесем пире таса та мирлĕ тӳпе парнелессишĕн пурнăçне шеллемен, кар тăрса тăшмана çапса аркатнă. Вун-вун çул иртсен те, ăру хыççăн ăру улшăнсан та вĕсене асра тытасси — пирĕн тивĕç.

Ытла та хаклă Çĕнтерӳ

Пирĕн халăхшăн Аслă Çĕнтерӳ — пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Урăхла пулма та пултараймасть. Хаяр вăрçăра çĕнтерессишĕн пирĕн халăх питĕ пысăк хак тӳленĕ: 28 миллион ытла çынна çухатнă. Хăш-пĕр çăл куç тăрăх, ку кăтарту 40 миллионпа танлашать. Вăрçă кашни çемьенех пырса тивнĕ, кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Эпир Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ паттăрсен ятне яланах асра тытма тăрăшатпăр: фашистпа çапăçса пуç хунă çывăх çынсене асăнатпăр, пурăнакан ветерансемпе тыл ĕçченĕсене сума сăватпăр, тăшман чури пулманшăн савăнатпăр, çитĕнекен ăрăва Аслă Çĕнтерӳ мĕн хака ларнине аса илтеретпĕр.

Совет çарĕ сĕмсĕррĕн тапăннă тăшмана Берлина çитиех хăваласа янă, 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче парăннине çирĕплетсе Германи алă пуснă. Пĕрремĕш Çĕнтерӳ парачĕ çĕртмен 24-мĕшĕнче Мускавра Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ. Унта 35 пин çын хутшăннă. Тĕлĕнмелле те, 1948 çултан тытăнса Çĕнтерӳ кунне анлăн уявламан. Пушшех те, ăна календарьте те хĕрлĕпе паллă туман, кану кунĕ те шутланман. СССРта Çĕнтерӳ парадне юбилейлă датăсенче — 1965, 1985 тата 1990 çулсенче — ирттернĕ. 1995 çултан тытăнса кашни çулах паллă тăвасси йăлана кĕнĕ, 2008 çултанпа çар техникине, çав шутра çар авиацине те, явăçтарма тытăннă.

Раççей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине паллă турĕ. Кашни хулара, ял-салара паттăрсене халалласа мероприятисем иртрĕç. Мускаври парада 11 пин çар çынни хутшăннă, 131 çар техникинчен тăракан колоннăра чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чи лайăх танкĕ — Т-34 – пынă. Пухăннисене РФ Президенчĕ Владимир Путин саламланă, пирĕн салтаксем те Донбасри вырăс çыннисемшĕн, Раççей хăрушсăрлăхĕшĕн, нацизма хирĕç асаттесемпе мăн асаттесем пек пăшал тытнине палăртнă. «Эсир Тăван çĕршывшăн, унăн пуласлăхĕшĕн, тĕнчен иккĕмĕш вăрçин урокĕсене никам та ан мантăр тесе çапăçатăр», — тенĕ вăл Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнакансен паттăрлăхне хисеп туса.

Куççуль витĕр

Аслă Çĕнтерӳ кунне халалланă уяв Шупашкарта та анлă иртрĕ. Кунсерен тертлĕ те хăрушă çулсем аякка юлаççĕ, вăрçă нушине чăтса ирттернисем те сахалланаççĕ. Хĕрлĕ тӳремри сумлă вырăна йышăннă ветерансемпе тыл ĕçченĕсемшĕн, вăрçă ачисемшĕн Çĕнтерӳ кунĕ тата пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсемпе юнашарах — Донбасран эвакуаципе куçса килнисем.

— Эпир чăтса ирттернине никама та курма сунмăттăм. Шартлама сивве тата выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăр фронта пулăшас тесе ырми-канми вăй хунă: тырă акнă, сухаланă, тыр- пул, пахча çимĕç пуçтарнă, фронт валли алсиш-нуски çыхнă. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 9-та пулнă. Аттене, виçĕ пиччене, аннен пиччĕшĕсене фронта ăсатнине астăватăп. Виçĕ пиччерен пĕри кăна чĕрĕ таврăнчĕ, вăл та аманнăччĕ. Аннен пиччĕшĕсем пурте вăрçăра пуç хучĕç. Аттене те урăх кураймарăм, ăна Латвире пытарнă. Унăн çырăвĕсене халĕ те типтерлĕн упратăп. Пĕр пичче Украинăна ирĕке кăларнă, ĕмĕрлĕхех унта канăç тупнă. Çĕнтерӳ кунĕ — маншăн куççульлĕ уяв. Тăвансене аса илсенех куçăм шывланать. Пур çывăх çынна та юлашки çула ăсатрăм, пĕчченех юлтăм, — куçне шăлса калаçрĕ вăрçă ачи 90-ри Галина Колубова.

Унпа юнашарах — Мариуполь хулинчен тарса килнĕ Вадимпа Оксана Куркчи. Украинăри хирĕç тăру çулăмĕ витĕр тухнă çамрăк хĕрарăмăн та сасси чĕтренсе тухрĕ, куçĕ шывланчĕ.

— Эпир Чăваш Ене ака уйăхĕн пуçламăшĕнче килтĕмĕр. Хамăрах эвакуацилентĕмĕр. Акă, пирĕнпе юнашар ларакан кинемей вăрçă витĕр тухнă, эпир те ун пекех. Пĕр уйăх путвалта лартăмăр, йĕкехӳресем чупатчĕç, çимелли çукчĕ. Пĕр татăк çăкăра пайласа çиеттĕмĕр. Пирĕн хваттер те çунса кайрĕ. Урамра вилесем выртаççĕ, ачасене, атте-аннене çухатнине епле чăтăн? Урăх нихăçан та вăрçă курас марччĕ, — куçне шăлчĕ вăл. – Халĕ пурнăçа çĕнĕрен пуçлатпăр. Аслă хĕр Ульяна Шупашкарти В.А.Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче ăс пухать, 9-мĕш класс хыççăн 3-мĕш лицее вĕренме кĕресшĕн. Кĕçĕнни Ева ача садне çӳрет. Икĕ çул Чăваш Енрех пурăнасшăн, малашнехине куç курĕ. Пире кунта килĕшет, çанталăк тăван Мариуполе аса илтерет, вырăнти халăх та ырă кăмăллă, яланах пулăшма хатĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хунямăшĕнчен сивĕ сăмах илтмен

Унăн хушамачĕ — Выросова, хăй — вăл чăваш. Патăрьел районĕнчи Сителти Марина Ивановна пирки ял патриочĕ теме пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 30-тан иртсенех ял старостине суйланă.

Вăл çак ялта çуралнă. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн хĕр тăван ялĕпе сыв пуллашнă. Анчах вăхăтлăха кăна… Тин кăна аттестат илнĕ пиччĕшĕпе Николайпа пĕрле вăл та Чĕмпĕр облаçĕнчи Нагаткинăри техникума çул тытнă. Пиччĕшĕ — механике, йăмăкĕ повара вĕреннĕ. Вĕсем ун чухне яла час-часах кайса çӳреймен. Ашшĕ-амăшне Лидия Филипповнăпа Иван Федоровича ывăлĕпе хĕрне харăсах вĕрентсе кăларма çăмăлах килмен, çапах вĕсем май пур таран тăрăшнă. 3 çултан диплом илнĕ хыççăн Марина Шупашкарти кафене ĕçлеме вырнаçнă. Хулара хваттер тара тытса пурăннă. Хĕр тĕп хулари техникума та куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, налук инспекторĕ пулас тенĕ. Анчах ăна ĕçрен сессие яман. Ĕçе çухатас темен-тĕр — унтан пăрахса вĕренме кайман. Кафере ăна пĕтĕмпех килĕшнĕ: график те, шалу та, коллектив та. Çапах унта вăл нумаях тытăнса тăман. Ытларах та ĕçлĕччĕ-и — хĕр тусĕсем «Мускава  «укçа çапма» каяр» тесе ӳкĕтленĕ. Курманнин курас килет: Мускав облаçне виççĕн çул тытнă. Малтанах вĕсем теплицăра ĕçленĕ. Чăваш хĕрĕсене йывăр ĕç хăратмасть-ха, çапах ялан лайăхраххине шыратпăр вĕт. Тепĕр пĕлĕш хĕр сĕннипе Марина Балашихăри Кучинăна печени чĕркемлеме кайнă.

Нагаткино, Шупашкар, Балашиха — кашниех хăйне май опыт панă, пурнăçа вĕрентнĕ, пиçĕхтернĕ. Кăштахран Марина пĕрех тăван ялне таврăннă. Ялта савнийĕ кĕтнĕ. Хăйсен ялĕн каччипе Владимир Выросовпа Нагаткинăра вĕренсе тухнă хыççăнах çӳреме тытăннă вăл. Маринăн пуçĕнче текех хулана тухса каяс шухăш пулман. Унти шавлă пурнăç ăна тек илĕртмен. Ялта ĕç тӳрех тупăнман. Качча кайнă хыççăн çĕнĕ тивĕçсем хушăннă: ачасем çуратмалла, вĕсене пăхса ӳстермелле, кил ăшшине тытса пымалла…

Выросовсем пĕрлешнĕренпе кăçал 15 çул çитнĕ. Халĕ Володьăпа Маринăн — виçĕ ача. Виççĕшĕн те ячĕсем «Д» сас паллирен пуçланаççĕ. Диана — 15-ре, вăл амăшĕн пулăшуçи. Апат та пĕçерет, кил-çурта та тирпейлет, ал ĕçĕпе те аппаланать. 12-ри Данил выльăх пăхма кăмăллать, техникăпа кăсăкланать. 3-ри Дарина садике çӳрет. Нумай ачаллă амăшĕн декрет отпускĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Авăн уйăхĕнче, ачасен çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан, вăл та ĕçе тухма хатĕрленет. Марина Ивановна Аслă Арапуçри «Шуçăм» ача садĕнче поварта ĕçлет. Çамрăк амăшĕ хăйĕн çăмăл машинипе Даринăна садике леçет. Пĕчĕк ача пур чухне харпăр хăйĕн транспорчĕпе çӳренинчен лайăххи мĕн пултăр? <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Николай БУДАРИН: Анне пуйăса лартса яратчĕ те пĕчченех çитеттĕм

Раççей Федерацийĕн Геройĕ! Епле мăнаçлăн янăрать. Чăваш çĕрĕнче çитĕннĕ çăкăра çисе ӳснисен йышĕнче республика, çĕршыв ятне чапа кăларнă ентеш сахал мар. Андриян Николаев хыççăн Чăваш Енрен çăлтăрсем патне çул хывнă иккĕмĕш космонавт Николай Бударин акă тĕнче уçлăхне виçĕ хут парăнтарнă. Çав вăхăтра космосра 444 талăк та 1 сехет те 43 минут пулнă. Раççей Геройĕ, летчик космонавт, Улатăр районĕн хисеплĕ гражданинĕ III, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене, «Космоса парăнтарнăшăн» медале тата чылай ытти наградăна тивĕçнĕ. Çак кунсенче 69 çул тултарнă Николай Михайловичăн сăн ӳкерчĕксен альбомĕсене уçа-уçа пăхрăмăр. Кашни сăн ӳкерчĕкĕн — уйрăм истори. Космонавт вĕсем çинчен сăпайлăн каласа кăтартрĕ.

РИМ ПАПИ. 1998 çулхи чӳк уйăхĕнче пире, космонавтсен ушкăнне, Италие, унтан Ватикана йыхравланăччĕ. Рим папи Иоанн Павел Ватиканра Çветтуй Петĕр тӳремĕнче служба ирттерчĕ. Рим папипе юнашар сулахай енче — 12 кардинал, сылтăм енче эпир, космонавтсем, вунă çын лартăмăр. Кĕлĕ вĕçленсен Иоанн Павелпа алă тытса пĕр-пĕрне ырă сунтăмăр.

Сăмах май, виççĕмĕш вĕçев хыççăн пирĕн экипажа Америка президенчĕ Джордж Буш-кĕçĕнни Шурă çуртра йышăннăччĕ. Тĕнчери темиçе çĕршывра пулма, вĕсен ертӳçисемпе пĕр пӳлĕмре ларма тӳр килчĕ.

КОМАНДИРПА. Раççей Геройĕ, Казахстан халăх Геройĕ Талгат Мусабаев генерал майорпа /вăл — манăн командир, эпĕ — бортинженер/ пĕрле 25-мĕш экспедицие хутшăнас умĕн «Мир» станцире сăн ӳкерĕннĕччĕ. Пирĕн умра — «Мир» станци макечĕ. 1998 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен Талгат Амангельдиевичпа пĕрле космосра иккĕмĕш хут пултăмăр. Вĕçевре уçă космоса пилĕк хутчен тухрăмăр. Çавăн чухне вĕçев 207 талăк та 12 сехет те 51 минут та 2 çеккунта тăсăлчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Нихăш саманара та кун чухлĕ техника илеймен

«Çанталăк ĕçлеме памасть. Çур аки йывăррăн пырать. Çĕр типсе çитеймест. Юр та нумай пулнăччĕ, çумăр та çусах тăрать», — çурхи ĕçсем епле пынипе кăсăклансан çапла каларĕ Патăрьел районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» ял хуçалăх предприятийĕн ертӳçи Петр Никифоров.

Супер-элита вăрлăхсем илнĕ

Ял хуçалăх предприятине чылай çул ертсе пыраканскер çĕр кăçалхи пек нӳрĕ пулнине астумасть. Ку пĕр енчен аван-ха, анчах ака ĕçĕсем кая юлнишĕн пăшăрханать ертӳçĕ. Вăхăтра акнă вăрлăх тухăçне аванрах парать-çке. «Çанталăк пурпĕр хăйĕнне «илет»: тăрук вăйлă шăрăх килсен çĕр хăвăрт типме, калчана çунтарма пултарать. Тĕш тырă культурисене вăй илнĕ чухне кăшт сулхăн та кирлĕ. Паллах, эпир ырра кăна шанатпăр», — терĕ Петр Николаевич.

Пĕрчĕллĕ культурăсене акма çуллен тенĕ пекех Сăкăтри çак хуçалăх чи малтан пуçăнать. Çурхи ĕçсене 1650 гектар çинче /тара илнĕ çĕр пайĕсемпе пĕрле/ пурнăçламалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 900 гектар, нумай çул ӳсекен курăксем 400 гектар йышăнаççĕ. Пĕлтĕр типĕ килнине шута илсе кĕрхи культурăсене 130 гектар кăна акса хăварнă, вĕсем лайăхах хĕл каçнă. Им-çампа апатлантарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çурхи культурăсене ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче акма тухнă. Паянхи кун тĕлне акмалли лаптăк 40% юлнă. Вăрлăх сухана лартса пĕтернĕ. Ку культура 25 гектар йышăнать.

Çур акине хуçалăх тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çурхи туллăн, урпан элита, супер-элита вăрлăхĕсене Владимир облаçĕнчен, хамăр республикăри Çĕрпӳ районĕнчен илсе килнĕ. Çĕр улмин элита вăрлăхĕ те — аякран. «Иккĕмĕш çăкăра» 100 гектар лартасшăн. Паянхи кун тĕлне 35 гектар çинче ĕçсене пурнăçланă. Куккурус уйĕ 230 гектар сарăлса выртать. Унăн 170 гектарне — силос валли, 60 гектарне вăрлăх валли ӳстереççĕ.

Çĕр улми мĕн хак пулĕ?

«4-5 çул каялла çĕр улмине 240 гектар лартаттăмăр. Анчах ăна вырнаçтараймастăмăр. 10 çул çĕр улми лайăх хакпа сутăнман. Пĕр килограмĕшĕн 3-4 тенкĕ çеç тӳлетчĕç. Çĕр улмине пĕр пин тонна яхăн кăларса пăрахни те пулнă. Вăл мĕн хак пуласса пĕлме çук: тухăç лайăх тĕк хака каймасть, ăнман çул йӳнĕ пулмасть. Юлашки икĕ çулта, чăнах та, лайăх хакпа сутрăмăр. Çакна кура тепĕр сезонта чылай хуçалăх ку çимĕçе лартма тăрăшать. Тухăçлă çул пулчĕ тĕк каллех сутма йывăрланĕ», — хаксем мĕншĕн пĕр шайра тытăнса тăманнине ăнлантарчĕ РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров.

Пĕлтĕр шăрăх пулчĕ, çумăр çусах каймарĕ. Хуçалăх çут çанталăк парасса кĕтсе ларман — 60 гектар çĕр улмине шăварнă. Тухăç аван пулнă: 1 гектартан 270 центнер пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» кĕркуннех 25-28 тенкĕпе сутнă. Килсе илсе кайнă. Пĕлтĕр 25 гектар севока та шăварнă. Унăн та хакĕ аван пулнă: ытларах пайне кĕркунне 50 тенкĕпе курттăммăн сутнă, çуркунне — 150 тенкĕпе.

«Хака пĕр шайра тытса тăма май çук çав. Тупăш епле пуласси ытларах çанталăкран килет. Çапах шăваракан лаптăксенче мĕн чухлĕ продукци туса илессине планлама пулать», — палăртрĕ председатель.

Шăваракан тытăма хута яракансем нихăш енчен те выляса ямаççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ăна туянма патшалăх субсиди парса пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, тухăçĕ аван пулать. «Хĕрлĕ ялав» ку хатĕре 2020 çулта çĕр улми шăвармашкăн туяннă. 5 миллион тенкĕ тăкакланни çав çулах саплашăннă. Хăйĕн хакне кăларнă çеç мар, тепĕр çавăн чухлĕ тенкĕлĕх тупăш панă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Практика теорирен уйрăлса тăрать

Кашни ĕçĕн — хăйĕн кăткăслăхĕ. Çавăнпа вăл е ку профессипе вăй хума тытăнсан вĕрентсе, пулăшса пыракан ĕçтеш пурри çамрăк специалиста çăмăллăх кӳрет. Ку ăна çĕнĕ тивĕçе лайăхрах пурнăçлама та, ĕçри хăш-пĕр кăткăслăха çийĕнчех алла илме те, йывăр ыйтусем сиксе тухичченех вĕсене асăрхама та май парать. Çакна «Вĕрентӳ» наци проекчĕ ырă витĕм кӳрет.

Ача сачĕсенче наставниксен шкулĕ хастар ĕçлет. Çавна май çамрăк специалистсене тĕрлĕ йышши тренинга хутшăнтараççĕ. Психологсем вĕсен кăмăл-туйăмне тĕрĕслеме ыйтăмсем ирттереççĕ. Çавăн пекех ăсталăх класĕсем те, семинар-практикумсем те пулаççĕ.

Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче тăрăшакан Анастасия Семенова та çамрăк специалистшăн Галина Пушковăшăн наставник пулса тăнă. Малтанах вăл ăна занятие мĕнле хатĕрленмеллине, епле ирттермеллине, дидактика материалĕсемпе хăçан тата мĕнле усă курмаллине хăнăхтарнă. Ку пĕрре ларса калаçнипех вĕçленмен. Анастасия Евгеньевна çамрăк педагогăн ĕç-хĕлне сăнасах тăрать, сĕнӳ-канашпа хавхалантарать. Кунта ĕçлекенĕн тĕрлĕ йышши мероприяти хатĕрлесе ирттерме те, шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма та пĕлмелле. Çак енĕпе те наставник пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ.

Галина И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Дипломлă пулсанах кунта ĕçлеме вырнаçнă. «Мĕн вĕреннине ĕçре тĕрĕслесе пăхас килчĕ», — терĕ вăл. Паллах, çак профессие ахальтен суйламан хĕр — тăванĕсем витĕм кӳнĕ. Садикре ĕçлеме мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пынă тесен те йăнăш мар, мĕншĕн тесен килĕнче те яланах ача-пăча сасси илтĕнсе тăрать. Пĕчĕккисемпе хутшăнасси илĕртет хĕре, вĕсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать вăл. «Çапах малтанлăха чун пач урăх професси патне туртатчĕ. Шăпа ав урăхла çаврăнса тухрĕ. «Ача садĕнче ĕçлесе пăх-ха. Тен, килĕшĕ?» — терĕç тăвансем. Чăнах та, кăмăла кайрĕ», — чунне уçрĕ çамрăк педагог.

Пуринчен ытла ăна садикри кун йĕркине хăнăхма йывăр пулнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: хăш-пĕр ачан ашшĕ-амăшĕн ĕçе ирех çитмелле, çавăнпа вĕсем пĕчĕкскерсене кунта иртерех ăсатса хăвараççĕ. Воспитателĕн вара пурне те кĕтсе илмелле. Ĕçе кĕрсе кайсан Галина теори практикăран палăрмаллах уйрăлса тăнине ăнланнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш çĕрĕ маншăн – иккĕмĕш кил

Мĕншĕн тесен мăшăрăн тăванĕсем – чăвашсем: хĕрĕмсем кунта çут тĕнчене килнĕ

Çапла çирĕплетет чăваш хĕрĕпе Иринăпа çемье телейне тупнă Сирире çуралса ӳснĕ Исхак.

Шăпа çырнинчен иртеймĕн

Умра мĕн пулассине пĕлес пулсан-и? Ыранхи пирки паянах чухлама май килсен-и? Çук çав. Этем малашлăхĕ вăрттăнлăх чатăрĕпе хупланнă. Тен, пурнăç илемĕ шăпах çавăнта: кун-çул чуппин йĕрне пĕлме пӳрменнинче?

…Акă Иринăпа Исхак та пурнăçра пĕр çулпа утма тивессе шухăшламан. Шухăшлама мар, ырă тĕлĕкре те тĕлленмен. Пĕр-пĕринчен пин-пин çухрăм аякра çуралса ӳснĕскерсем паян — пĕр мăшăр. «Шăпаран иртеймĕн çав, — терĕç вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса. — Икĕ чĕрене пĕр туйăм çавăрса илсен нимĕн те чăрмав мар».

Исхак Вессамăн Тăван çĕршывĕ — Сири. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнĕ тăрăх пирки сăмах пуçарсан унăн куçĕ салхуланчĕ… Вăл, Чăваш Ене вунă çула яхăн каялла килнĕскер, тăван хулишĕн питĕ тунсăхлать.

«Хомс çĕршывăн тĕп пайĕнче вырнаçнă. Сирири чи пысăк хуласенчен пĕри, Алеппо тата Дамаск хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăрать. Питĕ хитре вăл, — çуралса ӳснĕ тăрăхĕ пирки калаçнă май çапах та Исхакăн кăмăлĕ çĕкленчĕ, хаваслăнрах сăмахлама пуçларĕ вăл. — Сири — нумай нациллĕ патшалăх. Пирĕн хулара мăсăльмансем те, христиансем те, ытти тĕн çыннисем те пурăнаççĕ. Мечĕтсемпе чиркӳсем юнашар вырнаçнă. Çавăнпа эпир пĕчĕкрен пĕр-пĕрин ĕненĕвне хисеплеме вĕренсе ӳснĕ. Туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрин патне хăнана çӳретпĕр, уявсене пĕрле паллă тăватпăр. Пирĕнтен Вăта çĕр тинĕсĕ аякра мар. Шăрăхра çынсем унта шыва кĕме çӳреççĕ. Пирĕн тăрăхри çут çанталăк, манăн шухăшпа, кирек камăн чунне те тыткăнлĕ. Унта вăрмансем те ӳсеççĕ, пĕве, юхан шыв та нумай».

Исхака итленĕ май унăн тăван тăрăхне Чăваш Енпе танлаштаратăп: вăрман, кӳлĕсем, пĕве пирĕн те сахал мар. Тен, çакă та илĕртнĕ Сири каччине чăваш çĕрĕнче тĕпленме? Юлташĕсем сĕннипе килнĕ вăл кунта. Малтанлăха вăхăтлăха кăна тенĕскер… «Паян эпĕ Чăваш Ене иккĕмĕш кил вырăнне йышăнатăп, мĕншĕн тесен чăваш халăхĕ маншăн тăван. Ахальтен çапла каламастăп: мăшăрăм — чăваш хĕрĕ. Ачасем кунта çут тĕнчене килнĕ», — терĕ вăл.

«Кунти пурнăçа хăнăхма йывăр пулмарĕ-и? Сăмахран, апатçимĕç те расна. Йăла-йĕрке те урăхларах», — кăсăклантăм эпĕ. Чăваш Ен Исхака тӳрех килĕшнĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, çыннисем ырă кăмăллă, вашават, хăнасене тарават. Чăвашсен хушшинче вунă çулта сахал мар юлташ тупнă. «Пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет, — терĕ вăл калаçăва тăсса. — Хăвна мĕнле кăтартатăн — ыттисем те санпа çавăн пек пулаççĕ. Апат пирки калас тăк… Пирĕн патра пасарта сутаканнине кунта консервланине туянма пулать. Пахча çимĕç эпир те çиетпĕр. Какай та… Хăшĕ-пĕри сысна ашне кăмăлламасть. Ытти енчен уйрăмлăх çук та пулĕ. Пурте çынсем эпир. Çавăнпа тĕрлĕ апата хăнăхма пулать».

Чăваш апатне те Исхак часах кăмăлланă. Уйрăмах ăна шӳрпе, хуплу, пӳремеч, чăкăт килĕшет иккен. Пĕрремĕш хут шӳрпене вăл туйра тутанса курнă. Çавăнтанпа Ирина мăшăрĕн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать: час-часах шӳрпе пĕçерет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Мамай сăрчĕ çаплах çÿçентерет…

Волгоград облаçĕ тесенех вулакансенчен хăшĕ-пĕри ку тăрăх пирки ашшĕ-амăшĕнчен е асламăшĕ-кукамăшĕнчен илтнине аса илĕ — çамрăк чухне вĕсенчен чылайăшĕ кăнтăр енчи çак региона ĕçлеме çӳренĕ. Ĕне ферми, арпус-помидор пахчи… Акă мĕн каласа кăтартма пултарнă аслă ӳсĕмри çывăх çынсем. Анчах Волгоград унпа çеç паллă мар, вăл историре те тарăн йĕр хăварнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кунта хаяр çапăçусем иртнĕ. Тăшман хулана кĕске вăхăтрах илме палăртнă, анчах вăл парăнма васкаман. Ик çĕр талăк юн тăкăннă Сталинград çĕрĕ çинче тăшмана пурпĕрех çĕнтернĕ. Сталинград — паттăр хула ятне чи малтан тивĕçнисенчен пĕри.

Атăл çинчи утравра та пурăнаççĕ Çĕнтерӳ кунĕ умĕн «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем шăпах Волгоградра пулса курас терĕç. Сăмах май, паттăр хула пĕлтĕр 825 пине яхăн туриста йышăннă. Хăнасен рейтингне пăхсан Волгоград облаçĕ Раççейĕн 85 регионĕ хушшинче 27-мĕш вырăнта. Кăçал пирĕн туслă йыша пула ăна пырса куракансен шучĕ тата пысăкрах пуласса шанас килет.

Çулĕ инçе пулин те (автобуспа — 16-17 сехет) мĕнпе çывăх-ши вăл пирĕншĕн, чăваш халăхĕшĕн? Чи малтанах, Атăл хĕрринче вырнаçнипе. Шупашкартипе танлаштарсан Раççейĕн мăнаçлă юхан шывĕ унта кăшт ансăртарах. Атăл çыранĕ хăйне евĕрлĕ. Вăл «ташлакан» Волгоград кĕперĕнчен пуçласа Шыв портне çити тăсăлать. Юхан шывăн тепĕр енче йывăçсем тата пурăнмалли çуртсем курăнаççĕ. Унта çитиччен вара Сарпинск утравне асăрхама пулать, Европăри юхан шыв утравĕсенчен чи пысăкки вăл. Унта 1 пине яхăн çын пурăнать. Çулла дачăна ĕçлеме пыракансене шутласан йыш тата пысăкланать. Илемлĕ çут çанталăк, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ чĕр чунсем — çаксем утрава хăйне евĕрлĕх кӳреççĕ. Унта çыранран мĕнле çитмелле-ха? Шыв трамвайĕпе.

Экскурсовод хула историйĕпе шăпах Атăл хĕрринче паллаштарчĕ. Волгограда 1961 çул хыççăн çеç çак ятпа чĕнме пуçланă. 1925 çулччен вăл Царицын пулнă, 1961 çулччен — Сталинград. Атăл çыранĕнче — 40 метр сарлакăш пусма. Пĕтĕмпе — 100 картлашка. Кĕнĕ çĕрте шап-шурă тĕслĕ 8 колоннăллă пропилея вырнаçнă. Çавăнпа çыран тата илемлĕрех курăнать. Ку вырăнта уявсем ирттерме аван: картлашкасем çине вырнаçса ларатăр та хăвăра амфитеатрти евĕрех туятăр. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.