Комментировать

12 Мая, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 18 (1246) № 12.05.2022

Упăшкана юрас тесе…

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех Çемье кунне паллă тăватпăр. Кил-йыш туслă пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшни, ăнланни, хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ паллах. Çапах та çемье телейне мĕнле шырамалла-ха? Камăн кама парăнмалла? Арçыннăн хĕрарăма пăхăнмалла-и? Е арăмĕн упăшкине юрамалла-и? Çак ыйтусен хуравне шырарăмăр та вулакансемпе пĕрле.

ВАЛЕНТИНА, 58 çулта, Комсомольски районĕ:

— Тем те пулать пурнăçра. Çемье çавăрнăранпа 38 çул çитет кĕçех. Çак тапхăрта савăнмалли те, кулянмалли те пулнă паллах. Мăшăрпа темле килĕштерсе пурăнсан та тавлашмалли тупăнать ĕнтĕ вăл. Калаçса килĕшме пĕлни, пĕр чĕлхе тупни пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне хĕрарăмăн шăп пулмалла. Çемьери тăнăçлăха упрас тесен кăмăл юлнине те чăтса ирттерме тивет. Хамăн тĕрĕслĕхе çирĕплетес тесе вăрçă-харçă пуçламалла мар паллах. Тутлă апат пĕçерсе çитерни, çуса-тасатса тăхăнтартнине шута илсен чылай чухне хĕрарăм упăшкине юрама тăрăшать темелле пулĕ.

ЗОЯ, 44 çулта, Йĕпреç районĕ:

— «Упăшкана юрас тесе ирпе-ирех тăратăп, ан вăрантăр-ха тесе чĕрне вĕççĕн çӳретĕп», — юрлать Алина Михайлова. Чăн та, арçын кăмăлне тупас тесе тутлă пĕçерме, хамăр чипер курăнма тăрăшатпăр. Кил хуçине хисепленипе, хакланипе, юратнипе çыхăннă, паллах, çакă. Çав вăхăтрах упăшкасем те кил-йышшăн тăрăшаççĕ-çке. Арăмĕпе ачисем çителĕклĕ пурăнччăр тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр аякри хулара тар тăкаççĕ.

Çемьере упăшки е арăмĕ пăхăнса тăрасси вара кашни çынран хăйĕнчен килет. Хăш-пĕр йышра пурнăçа хĕрарăм йĕркелесе тăрать. Тепĕр чухне çемье пуçĕнче арçын тăрать. Эпир килте мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа тума хăнăхнă. Иксĕмĕр те хуçа темелле. «Пĕр танлăх» теççĕ ăна.

ВЛАДИМИР, 36 çулта, Вăрнар районĕ:

— Мăшăрпа аппа хушшинче тавлашу сиксе тухрĕ пĕррехинче. Çак калаçăва илтме тӳр килчĕ. Пĕр сăмах та шарламарăм. Шăп пултăм. Каярах аппа хăйĕн хутне кĕменшĕн, арăм ăна хӳтĕлесе сăмах чĕнменшĕн кӳренчĕç. Пĕтĕмлетӳ турăм — çывăх çынсем вăрçăннă чухне пăрăнса утмалла — хăйсемех калаçса килĕшеççĕ. Упăшкипе арăмĕн хушшине те çавăнпах виççĕмĕш çыннăн кĕмелле мар. Пĕринче — пĕри, тепрехинче тепри шăп пулма пĕлсен юрама та, пăхăнма та кирлĕ мар. Килĕшӳлĕхпе çураçулăх ахалех пулать.

ВЛАДИСЛАВ, 66 çулта, Шупашкар хули:

— Уйăрмашкăн кирлĕ мар. Халĕ çемьере ирĕклĕхе мала хураççĕ. Эпир арăмпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне ĕç тума чăрмантармастпăр. Кашниех хăйĕн шухăшне калама пултарать. Пĕрле канашлатпăр, сӳтсе яватпăр. Çемьере сахал-и тĕрлĕ ыйту? Ачасене вĕренме ярасси, укçа ĕçлесе илесси, апат-çимĕçпе тивĕçтересси... Чи кирли, килте тăнăçлăх хуçалантăр. <...>

Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   


Сывлăх тĕлĕшпе кăна урăхларах

Кашни кун мĕнпе те пулин пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Сусăрсен правишĕн кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнă акă. Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сусăрсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тума хăнăхнă. Паллах, çакнашкал уявсем ку е вăл ыйту çивĕчлĕхне çулталăкра уйăрса панă пĕр-пĕр кун кăна аса илмеллине пĕлтермеççĕ. Вĕсене куçран пачах вĕçертмелле мар, куллен ĕçлемелле. Ятарласа уйăрнă кунсем вара çакăн пирки черетлĕ хут аса илтермешкĕн вырăнлă.

Европа 17 çĕршывĕнчи сусăрсем шăпах çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче пĕрле пухăнса чĕрĕ-сывă çынсен умĕнче прависем пирки уççăнах каласа хăйсене хӳтĕлеме тăрăшни те çакнах çирĕплетет. Пĕрремĕш хут 1992 çулта пулнă ку. Çавăнтанпах çак кун кашни çыннăн ирĕкĕ пĕр тан пулнине аса илтерекен мероприятисем иртеççĕ. Çапла, сусăрсен сывлăх тĕлĕшĕнчен кăна ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Анчах вĕсен прависене чылай чухне уямаççĕ.

Чăваш Енре кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 73187 çын хевтесĕррисен йышĕнче шутланать. Сывлăх тĕлĕшĕнчен 1-мĕш ушкăна кĕрекеннисем — 9021 çын. Хăлха илтменнипе — 3380, куç курманнипе 1919 çын сусăрсен йышĕнче. Протезпа 1482-ĕн усă кураççĕ, кӳмере 4477 çын ларать.

Пирĕн республикăра та сусăрсен прависене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Анчах çак йĕркесĕрлĕхе тивĕçлĕ органсем çийĕнчех тӳрлетме тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, вăл е ку çурта сусăр кӳмипе кĕме мелсĕрччĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсенче те çукчĕ пандуссем. Халĕ ку тĕлĕшпе йĕркеллех пек. Çак тата ытти ыйтусене татса памалли майсем шыраççĕ пуçлăхсем.

Хевтесĕррисен тĕлĕшпе кăçал тата тепĕр ырă улшăну пулса иртрĕ. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерес йĕркере тесен тĕрĕсрех те. Сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракансем валли квотăсем уйăрнипе çырлахнă пулсан, кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа капла туни çителĕксĕр шутланать, ĕçе илмеллех. Унсăрăн ятарлă йĕркене пăхăнманнипе танлашать. Кун пек чухне должноçрисен административлă майпа явап тытнă май штраф тӳлеме тивĕ. Çакă, паллах, чи малтан сусăрсен правине хӳтĕлессипе, вĕсем валли ĕçе вырнаçма майсем ытларах туса парассипе çыхăннă.

Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа тăватă уйăхра 140 сусăр ĕçе вырнаçнă. Ятарлă банкра хевтесĕррисем валли 700 ытла ваканси пур. Çав шутра палăртнă квотăпа килĕшӳллĕн ака уйăхĕн вĕçĕнче сусăрсем валли 487 ĕç вырăнĕ пушă пулнă. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне ятарлă центрсене ĕçе вырнаçас тĕллевпе 252 сусăр пынă, вĕсенчен 138-шĕ хăйсене тивĕçтерекеннине тупнă. 238-шне ĕçсĕррисен шутне илнĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Чувашинсем, Чувашкинсем, Чувашовсем… Хăш йăхран эсир?

Пĕрре виртуаллă çул çӳреве тухса Раççейри Чăваш ятлă ялсене çитнĕччĕ. Хальхинче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан Чувашинсемпе, Чувашкинсемпе, Чувашовсемпе паллашас килчĕ. Чăваш халăхĕпе мĕн çыхăнтарать вĕсене?

«Ĕç-пуç Воронеж облаçĕнче пулса иртнĕ. Манăн мăн асатте тăлăха юлнă. Унăн çывăх çыннисем чире пула вилсе пĕтнĕ. Арçын ачана çак тăрăхри Чувашкин хушаматлă пачăшкă хăйĕн хӳттине илнĕ», — аса илчĕ Белогорскра пурăнакан Людмила Чувашкина. «Хамăн хушамат питĕ килĕшет», — хушса каларĕ вырăс хĕрарăмĕ.

Иркутск облаçĕнчи Жигалово поселокĕнчи Николай Чувашкин йăх-несĕлне аса илсе çапла çырчĕ: «Чувашкин хушамат асаттерен пуçланать. Ăна курмашкăн пӳрмен мана. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве туптанăскер киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Анчах тайгара унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă».

Агидель хулинчи Ольга Чувашова та калаçăва кăмăлтан хутшăнчĕ. «Манăн атте Дмитрий Чувашов Иркутск облаçĕнче çуралса çитĕннĕ. Хăй — вырăс. Унăн ашшĕ Дмитрий Чувашов çемйине пăрахса тухса кайнă. Ун чухне ачисем пĕчĕк пулнă. Çавăнпах йăх-несĕл çинчен нимех те пĕлместĕп. Асанне те каласа кăтартман. Каярах Новосибирск облаçне куçрĕ вăл. Шăпах унта Чăваш ятлă сала пуррине пĕлетĕп».

Сарă ту облаçĕнчи Пасарлă Карбулак районĕнче тĕпленнĕ Олегпа Любовь Чувашкинсем те сас пачĕç. «Темиçе сыпăкри тăвансемпе кăсăкланман. Асаттепе асанне вырăс пулнине пĕлетпĕр. Атте — Хлебновка салинчен. Унта хăй вăхăтĕнче Чувашкинсем — çур ялччĕ. Асаттепе асанне те, атте те çак тĕнчере çук ĕнтĕ. Çавăнпах татăклă хурав параймастпăр», — пĕлтерчĕç вĕсем.

«Упăшка — ирçе çынни. Пирĕн хушамат вара — çавнашкал», — хурав пачĕ Ставрополь тăрăхĕнчи Казьминское салинче пурăнакан Наталья Чувашкина.

«Качча тухсан Чувашина хушамата йышăнтăм. Мăшăрăм тăватă сыпăкри тăванĕсене пĕлет. Пурте — вырăс, Дон тăрăхĕнчи казаксем. Урăх нимех те калаймастăп», — хуравларĕ Волгоградри Наталья Чувашина. Çак тăрăхра пурăнакан Марина Чувашина та мăшăрĕ казак пулнине пĕлтерчĕ.

Киров облаçĕнчи Уни поселокĕнчи Татьяна Семеновыхăн хĕр чухнехи хушамачĕ — Чувашова. «Эпĕ — вырăс хĕрарăмĕ. Пирĕнтен инçех мар Чăваш ятлă ял пур. Ахăртнех, Чувашова хушамат çав тăрăхпа çыхăннă», — терĕ вăл.

Елена Ковшова-Чувашовăпа кăсăклă калаçу пулса тухрĕ. «Чувашова хушаматăм — малтанхи упăшкаран. Совет Союзĕ вăхăтĕнче çынсене паспорт алла паман. Документсем ял администрацийĕнче упраннă. Пушар тухсан хутсем çунса кĕлленнĕ. Çавăнпах документсене çĕнĕрен хатĕрленĕ чухне чăн хушаматсене мар, хушма ятсене тĕпе хунă. Унăн аслашшĕне «Чуваш» тенĕ. Çавăнпах Чувашов хушаматлă пулса тăнă вăл. Ахăртнех, чăвашла пĕлнĕ. Çакна йăлтах хуняçа каласа кăтартнăччĕ. Çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ вăл.

Иккĕмĕш хут качча тухрăм. Хуняма енчи тăвансем — чăвашсем. Анчах тăван чĕлхене пурте пĕлмеççĕ. Манăн хушаматпа кăсăкланнăшăн тав тăватăп», — чунне уçрĕ Ĕпхӳре пурăнакан хĕрарăм. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Хунтăччĕ вăл…

И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр курсра вĕреннĕ Олег Мустаев вилсе кайнă текен хыпар уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулчĕ. Вăл ирхине çеç, 9 сехет те 24 минутра, ИФ-23-85 ушкăнне видеоролик ярса панăччĕ... Кам та пулин ухмахла шӳтлесе хăтланман-ши? Çук иккен, тĕрĕссинех çыраççĕ. Çав «тĕрĕслĕх» вара чуна йăлтах пушатса хăварчĕ, ал-урана çыхлантарчĕ. Кун пек чухне пуç аса илӳпе тулать, кино кадрĕсем пек мĕлтлетме тытăнчĕç вĕсем. Аса илĕвĕсем вара, урамра çутă пулсан та, хурлăхпа тулчĕç çав. Унтан çине-çинех пăшăрхануллă хыпарсем килме пуçларĕç. Чунтан хурланчĕç пĕр ушкăнра вĕреннĕ юлташсем. Вĕсем кăна та мар… Хăшне-пĕрне çырсах кăтартам.

«Хĕвел пăхмасть кантăкран, те пит пысăк хуйхăран? Тухмасть те пуль вăл паян, Олег куçне хупнăран…» Галина.

«Çапла, этем пурнăçĕ… Шурăм пуç çути пек çуталса илет те сӳнсе ларать. Шел...» Валя.

«Эх, ним тума та çук. Тепре кăна пĕрле пухăнса ларасчĕ те... Чун ыратать. Халь Олег пек, чăвашлăхшăн хыпаланакан çын, тупăнать-ши? Ун ĕçне малалла туса пыракан çынна тупма çăмăл пулмасть пуль». Надя.

«Чĕмпĕр чăвашĕсем пушанса юлчĕç, хамăр та пушантăмăр. Ун вырăнне унашкал çивĕч çынна тупма... Пысăк çухату». Василий.

Олег Мустаев. Çеçпĕл премийĕн лауреачĕ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культурин центрĕн ертӳçи, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ... Тата нумай- нумай çырса кайма пулать унăн тивĕçлипе сумлă ячĕсемпе наградисене. Вăл – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри.

Эпĕ вара хам пĕлнĕ, асăма кĕрсе юлнă çамрăк чухнехи Олег Мустаева асăнса çырасшăн. Чи илемлĕ вăхăт вăл çын пурнăçĕнче — çамрăклăх. Студентсем пулнă эпир ун чухне.

Совет çарĕнче икĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн ИФФ-23-85 ушкăнĕнче вĕренĕве малалла тăсрĕ Олег Мустаев. Ушкăна вирхĕнсе пырса кĕчĕ те вĕренсе пĕтеричченех ун варринче пулчĕ. Вĕренӳре кăна мар, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă чăваш каччиччĕ Олег. Спортпа та туслăччĕ, купăс та калатчĕ, юрăсем те хайлатчĕ... Ĕнер кăна пулса иртнĕ пек туйăнаççĕ çав самантсем. Питĕ шел, иртнĕ вăхăтпа çырма лекет çаксене.

«Пирĕншĕн пĕр килччĕ тăван общежити,

Çăкăрĕ-тăварĕ, пурте – йăлт пĕрле.

Шухăшсемччĕ аслă, ĕмĕтсем виçесĕр…»

Çапла, пирĕншĕн иккĕмĕш кил вырăннех пулнă университетăн 6-мĕш общежитийĕ. Пĕрле вĕреннĕ, тĕрлĕ мероприятие çӳренĕ, апатне те пĕрлех пĕçерсе çинисем пулнă. Кунта çакна каласа хăварасшăн. Общежитире кам мĕнле çын пулни — алă лаппи çинчи пек. Пурте куç умĕнче...

Спортпа туслăччĕ Олег. Университетри спортсменсене профсоюз енĕпе апат талонĕсем паратчĕç. «Ачасем, атьăр столовăйне, ман талонсем пур, хам çитереп». Пĕрре кăна пулман Олегăн талонĕсемпе апатланни. Çапла ырă кăмăллăччĕ вăл, юлташĕсемшĕн шăлаварне те хывса пама хатĕр çынччĕ.

4-мĕш курсра чухне Латвири Елгава хулинче иртнĕ Пĕтĕм Союзри студентсен марафон чупăвне хутшăннăччĕ юлташăмăр. Чăваш Республикин чысне начар мар хӳтĕленĕ пирĕн команда ун чухне. Олег вара 300 спортсмен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. «Хамăрăн чăваш ялавне çĕклеме ыйтрăмăр та, çĕклемерĕç», — пăшăрханса калаçнăччĕ вăл Ригăран таврăннă хыççăн.

1989 çулта Чĕмпĕрте «Волга» патшалăх радиотелекомпанире тутар, нимĕç, мордва, чăваш кăларăмĕсене уçма ирĕк панă. Чăвашлине ертсе пыракан тупăнман. В.Станьял сĕннипе, журналистика практики вăхăтĕнче, Олег Мустаевпа пĕрле кайма килĕшрĕмĕр çавăнта. Пĕр пӳлĕме вырнаçтарчĕç. Хăш чухне çĕрĕпе шухăшлаттăмăр кăларăмсене мĕнлерех туса хатĕрлесси пирки. Олег 3-мĕш курс хыççăн Чăваш телекуравĕнче практикăра пулса курнă- ха, анчах кăларăм хатĕрлессипе редактор пуласси — тĕрлĕ япала. Ку пирĕншĕн çĕнĕ ĕç пулнă тесен те тĕрĕс. Çапла «Еткер» кăларăма йĕркелесе ятăмăр, икĕ уйăхра 3 хутчен эфира тухса ĕлкĕртĕмĕр. Ятне кăларăма маларах тăвакансем панă, ăна çаплах хăварма килĕшрĕмĕр.

Мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă та ĕçлĕ çынччĕ Олег. Ун чухнех журналист пулас ĕмĕтпе çеç мар, телекурав урлă чăваш тĕнчине мĕнле те пулин витĕм кӳрес, халăха мĕнпе те пулин пулăшас тĕллевпе ĕçлеме пуçларĕ вăл. Çапла сăвăласа суннăччĕ эпĕ ун чухне ĕçтешĕме. <...>

Юлташĕсен ячĕпе — Петр СЕМЕНОВ.

♦   ♦   


Кашни салтак ятне

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çапса аркатнăранпа кăçал 77 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерӳ кунне халалланă мероприятисем республикăри кашни хулапа районтах, кашни ялпа саларах иртрĕç.

Раççей пуласлăхĕ — шанчăклă алăра

Тĕп хулара йĕркеленĕ уяв программи те ытти чухнехи пекех пуян пулчĕ. Пысăк та анлă мероприятисен вăчăрине Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, çамрăк армеецсемпе шкул ӳсĕмĕчченхи ачасен парачĕ уçрĕ. Патриотла çак акци йăлана кĕчĕ тесен те йăнăш мар. Кăçалхипе çитĕнекен ăру унта 7-мĕш хутчен хутшăнчĕ.

— Çак кунсенче Раççей каллех нацизмпа кĕрешет. Çавна май паянхи мероприяти пĕлтерĕшĕ тата ытларах ӳсет. Çак парада хутшăнакан ачасемпе чунран мухтанатăп. Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ шанчăклă алăра пулнине шанатăп, — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев парада хутшăнакан ачасене вăрçă вăхăтĕнче асатте-асанне мĕн тери паттăрлăх кăтартнине аса илтернĕ май.

Кунашкал акцие пĕрремĕш хутчен 2015 çулта ирттернĕччĕ. Ун чухнехипе танлаштарсан халĕ унта хутшăнакан ачасен йышĕ виçĕ хутчен ӳснĕ. Кăçал пĕчĕккисен парачĕн колоннине 2500 ытла çын тăнă.

Шкул ӳсĕмĕчченхи ачасемпе çамрăк армеецсен парадне Пĕтĕм Раççейри туризм уçă ярмăрккинче тата туризм тĕлĕшĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра патриотла тата гражданла юхăмăн чи лайăх пулăмĕсен йышне кĕртнĕ.

Паттăрсене асăнса

Аслă Çĕнтерӳ кунне Мухтав Монуменчĕ умне чĕрĕ чечек хунинчен пуçласси те хăйне май йăлана çаврăннă темелле. 1941-1945 çулсенче вăрçăра пуç хунисене сума суса Олег Николаев кăçал та Шупашкарта «Çĕнтерӳ» паркĕнче иртнĕ асăну митингне хутшăннă.

— Историе, пулса иртнĕ чăнлăха пĕлсе тăрса эпир халăх паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинче никĕсленнĕ çулпа утатпăр. Тăван çĕршыва юратни, ас тăвăм çирĕп пулни малалла утма, çĕршыв пуласлăхне никĕслеме май парать, — палăртнă Олег Алексеевич. Унпа пĕрлех Мухтав монуменчĕ умне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Раççей Геройĕ Евгений Борисов тата ытти сумлă хăна чечек хунă.

Паттăрсене сума суса ветерансем, тыл ĕçченĕсем, республикăри çар комиссариачĕсен ĕçченĕсем, тĕрлĕ çар операцине хутшăннисем, ахаль çынсем пухăннă.

Хастар несĕлĕмĕрсем

Кун хыççăн республикăри тĕрлĕ хулапа районта пурăнакансем Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв митингне пухăннă.

— 77 çул каялла совет халăхĕ календарьте çак куна яланлăхах çирĕп палăртса хăварнă. Шăпах Совет халăхĕ пĕр шухăшлă пулса фашизм çулне пӳлнĕ, ăна аркатма пултарнă. Яланлăхах тесе шухăшланăччĕ эпир. Анчах Раççей салтакĕн паян та нацизма тата фашизма хирĕç тăма тивнине куратпăр. Шăпах Раççей салтакĕ хамăра та, ыттисене те усал тăшманран сыхлать. Çапла пулнă та, çапла пулĕ те.

Чăваш халăхĕ те Çĕнтерĕве çывхартмашкăн пысăк тӳпе хывнă. 208 пин ытла ентешĕмĕр фронта тухса кайнă, çурри ытла таврăнайман. Эпир кашнин ятне асра тытатпăр. Кашнинех сума сăватпăр, — тенĕ Олег Николаев.

Шел те, чылайăшĕ халĕ те хыпарсăр çухалнă шутланать. Вĕсен ятне, кашнин паттăрлăхне уçăмлатас ĕçе малаллах тăсаççĕ.

— Чăваш халăхĕ фронтра кăна мар, тылра та хастарлăхпа палăрнине пĕлетпĕр. Уй-хирте тăрăшнипе пĕрлех ытти ĕçре те малта пулнă вăл. Пĕлтĕр Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунине халалланă çулталăк иртнĕ май несĕлĕмĕрсен паттăрлăхĕ çинчен уйрăмах нумай пĕлтĕмĕр. Çак ĕçе малалла та тăсăпăр, — палăртнă регион ертӳçи. <...>

Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.