Комментировать

18 Сен, 2014

"Нацисен кросĕ" старта чĕнет

Вырсарни кун, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче 12 сехетре, Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу старт илет. Ку ăмăрту - пирĕн çĕр-шыври спорт мероприятийĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри.

Чупу Чăваш Енре те иртĕ, вун пĕрмĕш хут пулакан турнира 50 пине яхăн çын тухмалла. Тĕп старт Шупашкар заливĕ хĕрринче пулĕ. Кроса пур çын та хутшăнма пултарать: ватти-вĕтти, çамрăкки-яшши... Кашни ушкăн тĕрлĕ дистанцире тупăшĕ: ача-пăчапа аслă ÿсĕмрисем 1000 метр чупĕç, арçынсемпе хĕрарăмсем - 8-12 километр, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç - 2000-4000 метр. Ăмăрту яланхи пекех VIP-чупуран пуçланĕ, ертÿçĕсемпе депутатсем 2015 метра парăнтарĕç.

Çав кун Чăваш Ен тĕп хулинче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - ирхи зарядка. Унта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем паллă спортсменсемпе пĕрле тухĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.