Комментировать

5 Мая, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 17 (6416) № 05.05.2022

Елчĕк каччи вăрçа сăнлакан фильмра ӳкерĕннĕ

Иртнĕ эрнере «1941. Крылья над Берлином» кинофильм проката тухрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пулнă историе тĕпе хурса ÿкернĕ фильмра 25 çулти чăваш каччи Владимир Тяптушкин ÿкерĕннĕ.

Каçхи 11-ччен — занятире

— Володя, черетлĕ кинофильм экран çине тухнă ятпа саламлатăп. Юлашки çулсенче чăваш çамрăкĕсем Раççей кинематографне парăнтарни пирки илтсех кайманччĕ. Хальхи вăхăтра эсĕ — театрта вылякан тата кинора ӳкерĕнекен чăвашла калаçакан пĕртен-пĕр актер.

— Çакна тĕлĕнтермĕш пек йышăнмастăп. Веçех çынран килет. Актера вĕренес килсен каймаллах. Çапах кăмăл пурри — пĕрре, пултараятăн-и е çук-и — тепĕр ыйту. Мĕншĕн тесен вĕренме кĕнĕ чухне конкуренци питĕ пысăк. Çамрăксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Вырăнĕ вара сахал — пурне те илмеççĕ. Паллах, кăмăл пур тăк хăтланса пăхмалла, хăвна кăтартмалла. Актер ĕçĕ вăл — юрласси те, ташласси те мар. Пирĕн профессире чи пĕлтерĕшли — çынна ĕнентермелле вылясси.

— Эсĕ çакна Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине кĕриччен, Шупашкарти культура училищинче вĕреннĕ вăхăтрах, ăша хывнă-тăр?

— Шупашкара 9-мĕш класс хыççăн вĕренме кайрăм. 11-мĕш класс пĕтерес килмерĕ. Тĕрĕссипе, шкула çӳресси, математика тата ытти хăш-пĕр предмет мана интереслентерместчĕ. Энерги нумайччĕ, пĕр вырăнта лараймастăм, яланах мĕн те пулин тумаллаччĕ. 9-мĕш класс пĕтерсенех Мускава каяймăн. Çавăнпа тĕллев лартрăм: пĕлӳ илме Шупашкара çитрĕм. Училищĕре 3 çул ăс пухрăм. Мускава кайма мана Нина Панина педагог, йывăр тăпри çăмăл пултăр, сĕнчĕ. Вăл манăн пултарулăха, эпĕ çăмăллăн вылянине курчĕ пуль. Диплом илсен Мускава çул тытрăм. М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинче 4 çул вĕрентĕм. Ирхи 9 сехет валли каяттăм та занятисем каçхи 11 сехетре вĕçленетчĕç. Студентсене юрлаттаратчĕç, ташлаттаратчĕç. Сăвă нумай калаттаратчĕç, тĕрлĕ роль выляттаратчĕç. Вĕренме интереслĕччĕ. Пĕрмай шыравра пулнă. Пирĕн професси çын психологине, пурнăçра кама мĕн кирлине пĕлме май парать. Пĕр çынна та ĕненмелле мар, хăвна кăна шанмалла. Çынна хисеплени — урăх япала.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ «Щепкăна» вĕренме кĕнĕ чухне комиссии умĕнче чăвашла юрланă.

— Çапла. Чăннипе каласан, хăш чĕлхепе юрлани мĕне пĕлтерет? Хăть чăвашла, хăть тутарла, хăть акăлчанла юрла. Эпĕ Чăвашран пулсан манăн çакна мĕншĕн пытармалла, вăтанмалла? Унашкал çынсене пĕлкелетĕп. Çын эсĕ вăтанманнине, хăраманнине тӳрех сисет, санпа кăсăкланма пуçлать. Вĕреннĕ вăхăтра йывăрлăхсемпе тĕл пултăм. Манăн тăван чĕлхе чăваш чĕлхи-çке-ха. Вырăсла калаçма йывăртарахчĕ. Эпĕ ялта чăвашла кăна пуплесе пурăннă. Шупашкарта пĕлӳ илнĕ чухне те çăмăл марччĕ.

— Чăваш акцентĕнчен мĕнле хăтăлтăн?

— Икĕ çул кашни кун 3-шер сехет кĕнеке сасăпа вуларăм. Халĕ вырăсла çăмăллăн калаçатăп. Нумай ĕçлесен веçех пулать. Çĕр ăшне мĕн хуратăн — çавă шăтать. Театр училищинче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне манăн агент тупăнчĕ. Вăл — роль тупса паракан çын. Агентсем театр училищине килсе кам мĕнле вылянине пăхаççĕ. Мана суйларĕç. Çĕнĕ кинопроект пуçарсан кастинга чĕнеççĕ. Унта та актерсен хушшинче конкуренци. Ăсталăха сăнаççĕ. Кастингра санпа пĕчĕк ачапа хутшăннă пек калаçмаççĕ. Унта профессионалсем. Кастингчен 1-2 кун маларах актера сценари ярса параççĕ. Мĕн вылямаллине пăхса тухатăн, хатĕрленетĕн. Кайран мĕн вĕреннине камера умĕнче кăтартатăн.

— Кино тата театр актерĕ пуласси санăн ĕмĕт пулнă-и?

— Ачаранпах ĕмĕтленнĕ. Шкулта яланах сăвă вулаттăм, инсценировкăсенче выляттăм. Елчĕк районĕнче, республика шайĕнчи конкурссенче пĕрмай малти вырăнсене йышăнаттăм. КВНра та выляттăм, «Чи лайăх актер» ята тивĕçнĕччĕ.

— Мĕнпе илĕртрĕ сана ку професси? Мĕншĕн тухтăр, космонавт пулас килмерĕ, сăмахран?

— Мана яланах çынсем, вĕсем мĕн шухăшлани, мĕншĕн çапла хăтланни, калаçни интереслентеретчĕ. Актер профессийĕ шăпах çавнашкал. Ку халăх умне тухса култарасси мар. Роле хăвăн витĕр кăларатăн. Ун чухне пуçра урăх шухăшсем, урăхла калаçатăн, хăвна урăхла тытатăн. Хăвна Володя Тяптушкин пек мар, çав сăнар пек йышăнатăн. Актерăн психиатри больницине лекесрен, шизофренике тухасран чикĕ пулмалла. Çакна кашни çын ăнланмасть. <...>

Ирина КОШКИНА калаçнă.

♦   ♦   


Ача кĕтекен хĕрарăм вăрçă пуçланнине пĕлсен вилнĕ

Ялта ăна Ульха аппа тесе чĕнеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл 2-мĕш класа çӳренĕ. Çак йывăр тапхăр Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Ольга Овечкинăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.

«1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче хире çум çумлама кайрăмăр. Унччен те пулмарĕ — лав килни курăнчĕ, çынсем хыттăн кăшкăрашрĕç. «Вăрçă пуçланнă!» — тени илтĕнсе кайрĕ. Ялтан лаша кӳлсе тухнă арçынсем салтак юрри юрласа анса кайрĕç. Эпир вĕсем хыççăн чупрăмăр. Ялта çуйхашнă, йĕнĕ сасă тăчĕ. Шăп çав кун Константин Табаков тетен амăшĕ вилчĕ. Вăл ача кĕтнĕ, çăмăлланма вăхăчĕ те çитсе пынă. Хăй çаплах колхоз столовăйĕнче апат пĕçернĕ. Хирте ĕçлекенсем патне апат çитерме килсен вăрçă пуçланни пирки илтнĕ те аптăраса ӳкнĕ. Çавăнтах вилнĕ. Ку вăрçă пуçлансан ялти пĕрремĕш çухату пулчĕ. Кашни кун арçынсемпе каччăсене вăрçа илсе кайма пуçларĕç. Ялта ватти-вĕттипе хĕрарăмсем çеç юлтăмăр. Шкулта пире Анат Туçари Александр Долгов вĕрентетчĕ. Такамсем урока пырса ăна хут тыттарчĕç. Учитель пире вăрçа каяссине пĕлтерчĕ. Класĕпех кăшкăрса макăртăмăр. Вăл пире лăплантарчĕ, мана хăйĕн тенкелĕ çине лартса хăварчĕ те тухса кайрĕ. Ун хыççăн кашни çулах учительсем улшăнчĕç, пурте вăрçа кайса пычĕç.

Ялти хĕрсене вăрçа илсе кайни паянхи кун та асра. Пилĕк хĕре повестка пачĕç. Çамрăкскерсем салтак юрри юрласа килĕрен çӳрерĕç, çынсем вĕсен хулĕ урлă ал шăллисемпе тутăрсем çакрĕç. Хĕрсем хăйсем те, ял çыннисем те йĕчĕç. Вăрçа каякансен йышĕнче Праски аппа та, Перасковья Табакова, пурччĕ. Пулас салтаксем пирĕн пата та кĕчĕç. Праски аппа юрлани паянхи кун та асран тухмасть. «Манăн туйăм çак пулĕ…» тесе юрласа тухса кайрĕ.

Юлашкинчен хĕрсем урапа çине тăчĕç те салтак юрри юрласа ял тавра çаврăнчĕç. Унтан вăрçа кайрĕç. Праски аппа таврăнмарĕ…» — куççульне шăла-шăла калаçрĕ Ульха аппа.
1942 çул пуçламăшĕнче унăн ашшĕне те, Матвей Захарова, вăрçа илсе кайнă. Ялта килĕренех хуйхă пулнă. Çине-çинех вилни пирки пĕлтерекен хут килнĕ.

«Почтальона курсан çынсем пытанма тăрăшатчĕç, вĕсем патне те «хура хут» килесрен хăратчĕç. Килте ачасем çеç пулнă, хĕрарăмсене Улатăра окоп чавма илсе кайрĕç. Килте çимелли çукчĕ. Колхозра пăрçа шăтса кайнăччĕ, çавна кăштах паркаларĕç. Унпа тăранкаларăмăр. Вăхăт иртсен ялта пурнăç тата йывăрланчĕ. Колхоз тыр-пула фронта ăсататчĕ, ĕçлекенсене пама юлмастчĕ. Лашасем те çитми пулчĕç, сыввисене вăрçа илсе кайса пĕтерчĕç. Икĕ лаша çеç пурччĕ: пĕри суккăр, тепри тиха шутĕнчен те тухман. Иккĕшне пĕрле кӳлетчĕç: суккăрри туртатчĕ, çамрăкки ертсе пыратчĕ. Унтан колхозра вăкăр кӳлме тытăнчĕç.

Эпир те, ачасем, аслисемпе тан ĕçлеме тытăнтăмăр. 7-8 çулсенчисене тырă вырмалли пая аслисемпе пĕр пек уйăрса паратчĕç. Хĕрарăмсем пулăшатчĕç паллах. Вăкăрпа кĕлте турттараттăмăр. Выльăх шыв ĕçессишĕн таçта çити сĕтĕрсе каятчĕ, чараймастăмăр.

Утă та çулаттăмăр, тырă та выраттăмăр. Кĕлтесене е кусла çинче шаккаттăмăр, е тăпачăпа çапаттăмăр. Хĕрарăмсем çаврака алапа сăвăратчĕç. Çăкăр пулман. Колхоз столовăйĕнче апат пĕçеретчĕç, кăнтăрла çăнăх шӳрпине хире лашапа илсе пыратчĕç. Çав яшкана лĕрккеттĕмĕр вара. Хырăм выççине ирттерме тесе хĕрарăмсем чашăк çине ярса юлатчĕç.

Колхоз ани çинче крахмал пуçтараттăмăр. Пĕрре çапла ачасемпе унта кайрăмăр. Чылай пуçтартăмăр, каялла таврăннă чухне çул çинче ялти пĕр хĕрарăм çав крахмала пирĕнтен туртса илчĕ. Нимсĕрех таврăнтăмăр. Мĕн çинĕ-ши çав кун? Астумастăп. Хăш чухне хĕрарăмсем уйхиртен талăкĕ-талăкĕпе таврăнаймастчĕç. Лашасем чăтаймастчĕç, вĕсене улăштарса 18-шар сехет ĕçлетчĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Паян чăваш чĕлхине вĕрентме сĕнсен тӳрех килĕшĕттĕм»

Чăваш чĕлхине нумай çул вĕрентнĕ чăваш чунĕллĕ Марина ВАККУНА чылай çул пĕлетĕп, анчах унăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самант маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ. Тăван чĕлхепе культурăшăн чунне парса тăрăшакан педагога хаçат вулаканĕсене те çывăхрах паллаштарас тесе хамăн тĕпеле чĕнтĕм.

Хăйне евĕр хушамат

— Марина, санăн хушамату Чăваш Енре — сайра тĕл пулаканскер. Çакнашкал хушаматлă тепĕр маттур чăваша пĕлетĕп: Григорий Вакку.

— Вăл манăн мăшăр. Григорий хальхи вăхăтра — Мускаври патшалăх гуманитарипе экономика университечĕн социологипе журналистика факультечĕн доценчĕ.

— Кунашкал хушамат республикăра икĕ çыннăн çеç-ши?

— Пирĕн юратнă ывăл Саша та çак хушаматпах çӳрет. Вăл Шупашкарти пĕр фирмăра менеджерта вăй хурать. «Вак» сăмах пысăках мар, лутра çын тенине пĕлтерет-мĕн. Гриша Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче кун çути курнă. Ку тăрăхра интереслĕ хушамат нумай. Унта чăвашлăх туйăмĕ вăйлă аталаннă. Качча тухиччен эпĕ Смирнова пулнă. Ачалăхăм Каçал районĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче иртрĕ.

— Григорипе мĕнле майпа паллашрăр?

— Шăпа пире пĕр çулпа утма пилленĕ. Иксĕмĕр те И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне пĕр çулта вĕренме кĕтĕмĕр. Журналист специальноçне алла илтĕмĕр. Практикăна хаçат-журнала, радиона, телевидение каяттăмăр. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех «Каçал Ен» хаçата статьясем ярса параттăм. Хитре чечексемпе шап-шур пĕлĕтсем çинчен çырма кăмăллаттăм.

— Сăнарлă шухăшсем хăйсем тĕллĕнех çуралман пуль-ха.

— Чунра чăвашлăх вăррине чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ Галина Алексеева акрĕ. Сăвă е сочинени çырас енĕпе иртекен конкурссене хутшăнтаратчĕ. Галина Петровна кӳршĕ Луцки салинченччĕ. Çĕр каçма ун патне килеттĕм те ирхине конкурса каяттăмăр. Маншăн вăл иккĕмĕш анне пекехчĕ, халĕ — çывăх тус. Эпĕ уншăн тăваттăмĕш хĕрĕ. Ача чухне мана «Марина» тенĕ вĕрентекенĕм халĕ хисеплесе Марина Ивановна тесе чĕнет. Аттепе анне çĕре кĕнĕ. Ялти çурта кӳршĕ пăхса тăрать. Яла кайсан çула май Галина Алексеева патне кĕрсе тухатпăр. «Пурнăçăрта чĕлхене юратма хăнăхтарнă, сирĕншĕн кулянакан, мунча кĕртсе апат çитерсе яракан вĕрентекен пур-и?» — тесе ыйтатăп вĕренекенсенчен. «Манăн пур», — тетĕп.

— Марина, килес çул эсĕ çуралнăранпа çур ĕмĕр çитет. Анчах сана вăхăт тĕкĕнмен те тейĕн. Кама хывнă эсĕ?

— Анне çав тери ырă çынччĕ. Вăл нихăçан та вăрçăнмастчĕ, сасă та хăпартса курман. Унăн ырăлăхĕ мана та куçнă. Анне ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттерчĕ. Сăнпа та, кĕлеткепе те эпĕ аттене хывнă теççĕ. Университетра ĕçлекен пĕр преподаватель больницăра сипленекен аттене курсан: «Санăн аçу мĕнле илемлĕ!» — терĕ. Ун чухне ватăлнă, чирлĕ атте пирки епле майпа çапла калать-ха тесе хытă тĕлĕннĕччĕ. Халĕ ăнланатăп: чун хитрелĕхĕ сăнĕ çинче те курăннă. Атте кĕтӳçчĕ. Купăс калама ăстаччĕ. Хăйне евĕр артисчĕ те вăл. Атте 7 класс вĕреннĕ, анне шкула çӳремен. Мана çывăх çынсем юратса çитĕнтерчĕç. Анне аттен ачисене хăйĕнни пекех юратнă. Аттен аслă хĕрĕ сарăмсăр вилсен унăн виçĕ ачине те çитĕнтерме пулăшрĕ. Анне тутар хĕрарăмĕ пулнă, атте — чăваш.

— Ак тата! Тĕлĕнтертĕн эсĕ мана халь.

— Мăшăрĕсĕр икĕ ачапа тăрса юлнă аттене кӳршĕ тутар ялĕнче хĕр тупса панă. Ватă хĕре юлнă анне мана 42 çулта çуратнă. Анне чăвашла илемлĕ калаçатчĕ. Ун енчи тăвансем, тутарсем, чăвашла аван пĕлеççĕ. Шел, çамрăк чухне аннен тăван чĕлхине калаçу шайĕнче çеç вĕрентĕм. Тепĕр тесен, кая юлман-ха. Вĕрентекенсене «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» олимпиадăна хутшăнтаратăп. Тутарла çырнă ыйтусене çăмăллăнах чăвашла куçаратăп.

— Саншăн чăваш чĕлхи мĕн ачаран тăванран та тăван пулнине ăнлантăм.

— Университета вĕренме кĕриччен хатĕрленӳ ушкăнне çӳрерĕм. Вĕренме кĕнисен списокĕпе паллашма Гришăпа пĕр троллейбусра кайрăмăр. Тикĕт çӳçлĕ каччă тетчĕç ун пирки хĕрсем. «Сан хушамату мĕнлеччĕ-ха?» — ыйтрĕ Гриша. Каларăм. «О-о-о, вĕренме кĕнĕ эс!» — тесе хĕпĕртерĕ. Кĕркунне студентсене Патăрьел тăрăхне çĕр улми пуçтарма илсе кайрĕç. Иккĕмĕш кунхинех Гриша чĕрем патне çул хыврĕ. Мана вăл курсанах килĕштернĕ пулмалла. Вăл университета педучилище хыççăн вĕренме кĕнĕ. Эпĕ сăвăсем çыраттăм. Петĕр Яккусен сăвăç, пирĕн вĕрентекенччĕ, пĕр сăвва хĕрлĕ пастăпа чĕрсе пĕтерчĕ. Урăх çырмастăп тесе хама сăмах патăм. Анчах чунран тухакан вăя чарма çук çав. Каярахпа Гришăпа пĕрле «Таврăннă юрату» кĕнеке кăлартăмăр. Унта — Гришăн сăнарлă чĕлхепе çырнă пьеси, манăн сăвăсемпе новеллăсем. Тивĕçлĕ канăва тухсан литература анине татах сухалама пуçласшăн-ха. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.