Комментировать

28 Апр, 2022

Тантӑш № 16 (4785) 28.04.2022

Юнкорăн ыйту пур

«Хыпар» Издательство çурчĕн чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕн çамрăк корреспонденчĕсемшĕн кăçалхи Чăваш чĕлхи кунĕ чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Çак кун чи хастар çамрăк журналистсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç, ыйтусен хуравĕсене шырарĕç.

Олег Алексеевич ачасемпе тĕл пулни, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлани хăйĕншĕн пысăк чыс пулнине палăртрĕ.

— Эсир вĕреннисĕр, спортпа туслă пулнисĕр пуçне журналистикăра та аталанма май тупатăр. Эсир — çĕннине нумай пĕлме тăрăшакансем. Кăçал республикăра паллă ентешсене халалласа чылай мероприяти ирттеретпĕр, ӳнерçĕсене, космонавтсене, спортсменсене, архитекторсене аса илетпĕр. Кашни паллă ентешĕн пурнăçĕ — пысăк тĕслĕх. Вĕсем йывăрлăхсене парăнмасăр тĕллев патне çирĕппĕн утнипе уйрăлса тăраççĕ. Сирĕн хушăран та çавăн пек пултаруллă çынсем тухас пек туйăнать, — хавхалантарчĕ вăл ачасене.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тĕлпулăва «Тантăш» хаçатăн чи хастар тусĕсем килнĕ. 1931 çулта кун çути курнă чăваш ачисен хаçачĕ витĕр мĕн чухлĕ паллă журналист, çыравçă тухнă! Çамрăк корреспондентсен çулсерен иртекен слечĕ кăçал та республикăри тата ун тулашĕнчи чăваш ачисене пĕр çĕре пухма хатĕрленет. Татьяна Геннадиевна хаçат-журнала çыру хыççăн çыру вĕçтерекен ачасене çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче уява кĕтнине пĕлтерчĕ.
«Юнкорăн ыйту пур» пресс-конференцие республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 17 чăваш ачи пуçтарăннă. Мĕн кăсăклантарать-ха ӳсекен ăрăва? Вĕсен ыйтăвĕсене Олег Николаев туллин хуравларĕ.

Нарспи БОРИСОВА (Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ):

— Сирĕн пуçа ăçтан çавăн чухлĕ ырă шухăш пырса кĕрет? Чăваш картине те ӳкеретĕр, чăваш мультфильмĕпе те, тĕррипе те кăсăкланатăр…

— Çынсемпе калаçса вĕсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртсе пынинчен пысăк ĕçсем пулаççĕ. Ертӳçе лартиччен эпĕ республикăна, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакансемпе нумай тĕл пулнă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Халĕ вара çавсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатăп.

Настя ЛАРШНИКОВА (Шупашкар, 37-мĕш шкул):

— Олег Алексеевич, сирĕн мĕн чухлĕ ĕç. Мĕнле кăна мероприятие çитместĕр. Ĕçлесе ывăнмастăр-и?

— Паллах, ывăнатăп. Эпĕ те çынахçке. Анчах ывăнма вăхăт çук. Паянхи ĕçе ырана хăварма юраманнине пĕлетĕп. Çапла вара ывăнни пирки те манса каятăн. Çынсемпе тĕл пулса калаçни, уйрăмах çамрăксемпе хутшăнни мана вăй парать.

Марина ОХТЯРОВА (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Çĕнĕ Атикасси шкулĕ):

— Эсир ача чухне кашни ире зарядкăран пуçланă тесе калаçаççĕ Чурпайра. Халĕ те çавăн чухнехи пекех çĕнĕ куна зарядкăран тытăнатăр-и?

— Паллах. Ирсерен зарядка туни вăй-хал хушать. Вăрманта чупма кăмăллатăп. Çут çанталăк ытамĕнче çан-çурăм ыйхăран вăранать, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем тума вăй кĕртет.

Ирина КОШЕЛЕВА (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ):

— Енчен те сирĕн вăхăт машини (машина времени) пулнă тăк эсир хăш вăхăта таврăнăттăр?

— Вăхăт машини пулсан нумайăшĕ каялла таврăнса мĕн те пулин улăштарасшăн. Ĕненетĕр-и: манăн ун пек кăмăл çук. Кашни çыннăнни пекех манăн та пурнăçра йывăр, кăткăс самантсем пулнă. Ун пеккисем пушшех кăмăла çирĕплетнĕ, вăйлатнă. Вăхăт машини пулсан эпĕ пурăнса курман вăхăтсене çитĕттĕм. Сăмахран, Иисус Христос пурăннă çулсене лексе унпа калаçса курни кăсăклă пулĕччĕ.

Арсений МИХАЙЛОВ (Шăмăршă районĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕ):

— Олег Алексеевич, сирĕн асамлă патак пулнă пулсан эсир мĕнле ĕмĕте пурнăçлама ыйтăттăр?

— Пĕри кăна телейлĕ, пуян, йĕри-таврари çынсем пурте чухăн, телейсĕр пулсан, çав çын телейлĕ пулаймасть. Асамлă патак пулсан-и — çынсем телей\тупчăр, вĕсен мĕн ыйтни пĕтĕмпех пурнăçлантăр, анчах та çакă вĕсене ан пăстăр тесе сунăттăм. Вăй хумасăр йăлт пулнине хаклама пĕлместпĕр. Ĕçлесе илнин, тупнин çеç хакĕ пысăк.

— Сире спортăн хăш тĕсĕ ытларах килĕшет?

— Уçă сывлăшра иртекен ăмăртусене ытларах кăмăллатăп. Çуран чупма, футболла, волейболла выляма, ишме юрататăп. Командăллă вăйăсене мала хуратăп. <...>

♦   ♦   ♦


«Куккапа пĕрле хĕр ăсатма çÿреттĕм»

Рубрикăн паянхи хăни — Георгий Смирнов купăсçă. Вăл 1995 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. 9-мĕш класс таран Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕреннĕ. 2011-2015 çулсенче Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне çул тытнă. Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ музыка шкулĕн фольклор уйрăмĕн концертмейстерĕнче тăрăшать. Георгий студент чухне ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕн лауреачĕ пулнă, нумай пулмасть ăна Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕн хисеп хучĕпе наградăланă. 2022 çулхи «Кĕмĕл сасă» гала-концертăн I степень лауреачĕ. Паян сире чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас ĕçе пысăк тӳпе хывакан çамрăк купăсçан ачалăхĕпе паллаштарасшăн.

1 Арпус. Ача чухне питĕ арпус юрататтăм. Ытти нимле улма-çырла та илĕрт местчĕ. Унран тутлăрах çимĕç çук пек туйăнатчĕ мана. Пирĕн кӳршĕ ялта пĕрисем арпус вăйлă çитĕнтеретчĕç. Пысăк пулатчĕ çимĕçĕ. Эпир те ларткаланă, анчах та вĕсенни пекех ăннине астумастăп. Калама çук тутанса пăхас килетчĕ кӳршĕ ялсен арпусне. Пылак, хĕп-хĕрлĕ тенине çынсенчен илтнĕ-ха, унсăрăнах пĕлес çук ача-пăча. Пĕррехинче чăтаймарăмăр, çĕрле 12 сехетре юлташсемпе арпус вăррине кайрăмăр. Хайхи кӳршĕ яла. Хамăр хăратпăр, çавах ют пахчана каçса кĕтĕмĕр. Кашни пĕршер йăтса тухрăмăр та сиккипе вĕçтертĕмĕр. Тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть, хамăр такăна-такăна чупатпăр. Кĕтмен çĕртен арпуссемпе пăлтăр-палтăр çырма тĕпне кусса антăмăр. Телее, никама та нимĕн те пулмарĕ. Алăпа хытă çатăрласа тытнă арпусĕ те ванмарĕ. Тарăн çырма тĕпĕнчен çавăн пысăкăш çырлана епле йăтса хăпарăн? Унтах çирĕмĕр. Питĕ сĕтеклĕ те пылакчĕ çырли. Ун пек арпус эпĕ тек тутанса та курман. Кăшт вăхăт иртсен татах вăрра каяс шухăш пулнăччĕ, анчах шиклентĕмĕр те, аванмарлантăмăр та. Тек пĕрре те ют пахчана кĕрсе курман. Халь те кӳршĕ яла кайсан тӳрех арпус вăрлани пуçа пырса кĕрет те аван мар пулса каять.

2. Хула ачисем. Пирĕн пата аттен аппăшĕн ачисем — Женя, Петя, Дима — пĕрмай хăнана килетчĕç. Вĕсем Шупашкарта пурăнатчĕç, çуллахи каникулта яланах пирĕн патраччĕ. Мĕнле хĕпĕртеттĕм вĕсем килсен. Йăмăкпа шăллăмшăн та — уявччĕ.

Виççĕшĕнпе пĕрлех ӳснĕ эпир. Темĕн тĕрлĕ вăйă — сысналла, вăрçăлла — выляттăмăр. Кун каçа таçта та çитеттĕмĕр. Ултсăмăра пĕрре те кичем марччĕ. Хам та вĕсем патне хулана час-часах çӳреттĕм. Шупашкар маншăн питĕ пысăк туйăнатчĕ. «Çынсем урамра мĕнле çӳреççĕ, мĕнле аташса каймаççĕ, хваттерĕсене ăçтан тупаççĕ-ши?» — хула халăхĕ çине тĕлĕнсе пăхаттăм. «Эпĕ ку Шупашкарта ĕмĕрне те çӳреме вĕренеес çук», — теттĕм ăшăмра.

Ял ачин ĕç нумай. Ирхине килтен тухса кайиччен атте-анне темĕн те хушса хăваратчĕ. Хур чĕппи пăхмалла, витерен тислĕк кăлармалла, картишне шăлмалла, выльăха апат памалла... Мĕн хушнине эпĕ яланах итленĕ тата пĕтĕмпех пурнăçланă, атте-анне сăмахĕнчен иртмен. Çавăнпа та ман пĕрмай ĕçлемеллеччĕ, хуларан килнисем итлесшĕнех марччĕ. Пĕррехинче Петьăпа çапăçсах кайрăмăр. Вăйлах çапнă-ши — аллин икĕ пӳрнине хуçса пăрахрăм. Мĕнле, хăш вăхăтра — хам та ăнланаймарăм. Хула ачин алли те черченрех пулнă ĕнтĕ. Хайхискере больницăна илсе кайрĕç, киле гипспа таврăнчĕ. Анне пĕлчĕ-ха, çапăçнин сăлтавне каласа кăтартрăм. Хытах ятларĕ çывăх çыннăм, аттене ку пăтăрмах пирки шарламарăмăр. Унран патак лекетчĕ пуль. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.