Комментировать

28 Апр, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 16 (6415) № 28.04.2022

«Упăшкин те, арăмĕн те чун киленĕçĕ пулмалла»

Юсанмалли 6-мĕш колонин психологĕ Елена Харитонова кунсерен унта ĕçлекен çынсемпе калаçать, пурне те тимлĕ итлесе пулăшма тăрăшать. Кашни куна йĕплĕ пралук леш енче ирттерме тивсен те хăйĕн ĕçне питĕ юратать вăл.

Колонире ĕçлекенсене те пулăшу кирлĕ

— Елена, айăплава пурнăçлакан тытăмра хăçантанпа ĕçлетĕр?

— 2011 çултанпа. Малтан юсанмалли 1-мĕш колонире вăй хутăм. Унта колони ĕçченĕсене кăна мар, айăпланнă çынсене те психологи пулăшăвĕ параттăм. Тӳрех калатăп: мана пĕрремĕшĕсемпе ĕçлеме кăсăклăрах. Юсанмалли 6-мĕш колонире 1 çул тăрăшатăп. Сăмах май, эпĕ — Психологсен пĕтĕм тĕнчери профессионал ассоциацийĕн членĕ.

— Эсир унччен ача çуртĕнче, пепке усрава илекен çемьесен центрĕнче, каçхи шкулта, хĕрарăмсен кризис центрĕнче вăй хунă. Колонири пĕрремĕш кун мĕнлерех туйăмсем пулчĕç?

— Пĕртте шикленмерĕм. Маншăн ку пач ют теме çук: мăшăрăм та çак тытăмра тăрăшать. Паллах, колонире гражданкăринчен урăхларах. Унччен ĕçе хитре кĕпе-юбкăпа, туфлипе кайнă пулсан кунта ятарлă формăпа çӳреме, стройпа утма, пуçлăх кĕрсен сĕтел хушшинчен тăрса «Сывлăх сунатăп!» темешкĕн хăнăхма тиврĕ.

— Колонире ĕçлекенсене психологи пулăшăвĕ мĕн тума кирлĕ?

— Вĕсен кăмăл-туйăмĕ лăпкă пулмалла. Мĕншĕн тесен унта — айăпланнă çынсем, вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Колони ĕçченĕсен пăшал йăтса çӳреме тивет, пĕрмай видеосăнав айĕнче. Вĕсен хăйсене алăра тытма пĕлмелле, айăпланнă çынсен провокацийĕн витĕмне лекмелле мар. Çемьери ыйтупа та пулăшу ыйтма пыраççĕ. Нумайăшĕн мăшăр, ачасем пур. Çемьери хутшăнăвăн службăна витĕм кӳмелле мар. Тĕслĕхрен, пĕр арçын садике çӳрекен хĕрĕ ăна ӳкерчĕксем çине сăнлама пăрахни пăшăрхантарнине каласа кăтартрĕ. Паллах, ашшĕ пĕрмай ĕçлет, ачипе выляма вăхăт сахалрах. Ăна каçсерен хĕрне юмах вуласа пама ыйтрăм. Уссине курсан питĕ хĕпĕртерĕ. Ĕçе вырнаçма килекен çынсемпе те калаçу ирттеретĕп.
— Ача çуртĕнче ĕçленĕ чухне шăпăрлансем ытларах мĕнле ыйтупа пыратчĕç?

— Ашшĕ-амăшĕ пур çĕрте шăпăрлан ача çуртĕнче пурăнни — чи пăшăрхантаракан ыйту. Чылайăшĕ çывăх çыннисем лайăх пулнине, вĕсене кунта йăнăшпа илсе килнине ĕненет. Ачана çемьене илме хатĕрленнĕ чухне ăна унта лайăхрах пулассине ăнлантарма йывăр. Кирек мĕнле пулсан та вăл ашшĕ-амăшĕ патне каясшăн.

— Кризис центрĕнче ĕçленĕ тапхăра та аса илĕр-ха.

— Пĕрре 6 ачаллă хĕрарăм пулăшу ыйтма килчĕ. Упăшки шапаша кайнă та урăххине тупнă, уйрăлма заявлени çырнă. Хĕрарăм общежитире пурăнатчĕ, укçи çитсе пымастчĕ. Çулталăкран вăл чăн-чăн арçынна тĕл пулчĕ, лешĕ 6 ачине те хăйĕн хушаматне пачĕ. Пĕччен юлсан ачисене пăрахманшăн, йывăр пулсан та эрех-сăра ăшне путманшăн çак хĕрарăм ячĕпе палăк лартмалла. Эпир ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнатчĕ. Упăшки çемьерен кайнипе пурнăç вĕçленменнине ăнланатчĕ, ун тĕлне те лайăх арçын тупăнасса ĕненетчĕ. Çакнашкал амăшĕ — ачисемшĕн тĕслĕх. Ку — соцпедагогăн, юристăн, социаллă ĕçченĕн пĕрлехи ĕçĕ. Пĕррехинче арçын килчĕ те: «Мĕншĕн хĕрарăмсем валли кризис центрĕ пур, арçынсем валли вара çук? Тен, мана та психолог пулăшăвĕ кирлĕ? Эпир куççульпе макăрманни чун ыратманнине пĕлтермест», — терĕ. Ăна та йышăнтăмăр.

— Эсир ЧР Наци библиотекинче психологи енĕпе ăсталăх класĕсем ирттеретĕр. Мĕн хистерĕ сире тӳлевсĕр çак ĕçе пуçарма?

— Хамăн ĕçе юратни, çынсене пулăшас килни. Занятисене пыракан нумайланса пыни, вĕсем каланă тав сăмахĕ мана питĕ хавхалантараççĕ. Анонимлă майпа анкета çыртаратăп та çакă паллă: чылайăшĕ хăйне хаклама пĕлмест, теприсене çемьери ыйтусем канăçсăрлантараççĕ, виççĕмĕшĕсем ачисемпе хутшăнăва лайăхлатасшăн. Çу уйăхĕнче икĕ ăсталăх класĕ пулĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Амăшĕн паспорчĕпе те кредит илнĕ

Финанс пирамидине пула шар куракан сахал мар. Унта çынсене пысăк укçа ĕçлесе илме май пуррипе илĕртеççĕ. Пирĕн статьяри сăнарсем те пĕр компанин капкăнне çакланнă. Юрать-ха, пĕри ултавçăсен серепине лекессине маларах тавçăрнă.

Таваршăн — 240 пин тенкĕ

«Пĕр паллакан хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вăл Мускавра иккен. Манпа ĕç пирки калаçмаллине пĕлтерчĕ. Пĕр фирма валли диктор сассипе реклама çыртармалла-мĕн. Шалу — 38 пин тенкĕ. Анчах малтан собеседование каймалла. Хушма тупăш хальччен никама та кансĕрлемен тесе унпа тĕл пулма килĕшрĕм. Анчах малтан ĕç пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм, — каласа кăтартрĕ Шупашкарта пурăнакан Регина /ятне улăштарнă/. — Кун çинчен каярах калаçассине пĕлтерчĕ. 3 кун иртрĕ — нимĕнле сас-хура та пулмарĕ. Тепĕр кунхине ун патне хам шăнкăравларăм, анчах телефонне тытмарĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — смс-çыру килчĕ. «Салам. Ерçместĕп. Кайран шăнкăравлăп», — тенĕ унта. Эпĕ унăн хăтланăвĕнчен питĕ тĕлĕнтĕм.

Тепĕр кунхине ĕç хыççăн пĕлĕшпе каллех çыхăнма шухăшларăм. Хальхинче вăл кăштах калаçма май тупрĕ. «Санăн питĕ нумай ыйту пуррине сисрĕм. Анчах телефонпа ăнлантарма йывăр, çавăнпа сана собеседование килме çырăнтартăм. Тĕл пулсан калаçăпăр», — вĕчĕрхенсе калаçрĕ.

«Эсĕ Мускавра терĕн те… Манăн та унта каймалла-и?» — ыйтрăм унран. Собеседовани Шупашкартах иртĕ иккен. Палăртнă кун вăл шăнкăравласса кĕтрĕм. Ирхи 9 сехетре смс-çырура ăçта тĕл пулассине çырса ячĕ. Пĕчĕк ывăла никампа хăварма çуккипе ăна собеседование илсе кайма шухăшларăм. Пĕлĕш шăнкăравларĕ те вырăна 15 минут маларах çитмеллине каларĕ. Ачапа пырассине пĕлтерсен вăл кăмăлсăрланчĕ: «Эсĕ ĕç пирки калаçма килетĕн. Ачу чăрмантарать çеç. Собеседовани 1 сехет ытла пырать». Çавах ачана пĕрлех çавăтса кайрăм.

Тĕлпулăва пĕр хĕрарăм çитрĕ. Хайхискер сумкинчен папка туртса кăларчĕ, хăй ĕçлекен компани пирки каласа кăтартма тытăнчĕ. Тĕп офисĕ Гонконгра вырнаçнă иккен, 1998 çулта йĕркеленнĕ. Раççейре 2014 çулта вăй илнĕ. Компани канма каймалли путевкăсене, Швейцарире туса кăларнă алла çыхмалли сехетсене, алка-вăчăра тата косметика таварĕсене рекламăлать.

«Посредниксемсĕр ĕçлетпĕр. Кунта эпир хамăр директор шутланатпăр», — терĕ. Ку информаци пуçа ниепле те вырнаçаймарĕ. Тăна кĕрсе ĕлкĕреймерĕм, тепĕр япала пĕлтерчĕç: интернет-лавкка уçма 240 пин тенкĕлĕх япала туянмалла иккен. Ун хыççăн стажировка тухмалла, 2 çынна ĕçе явăçтармалла. Манăн куç теннис мечĕкĕ евĕр пысăкланчĕ. «240 пин тенкĕлĕх япала туянса вĕсене çынна сутмалла-и?» — тĕлĕнсе ыйтрăм. «Çук, япаласем санăн пулаççĕ, вĕсемпе хăвах усă куратăн. Чи кирли — санăн 2 çын тупмалла, компани пирки каласа кăтартмалла», — хуравларĕ хĕрарăм. Ултав пуррине сиссе малалла асăрханса калаçрăм, питĕ нумай ыйту патăм. Манăн 240 пин тенкĕ çуккине каларăм. Хĕрарăм интернет-лавкка уçма кредит илнине пĕлтерчĕ. Вăл тӳрех 3 лавкка уçнă иккен. Мана собеседование йыхравланă пĕлĕш те çапла тунă. Хальхи вăхăтра кредит проценчĕсем пысăккине, ахаль те тӳлемелли ипотека пуррине пĕлтертĕм. Мана кредит илмешкĕн, кайран страховкине тавăрмашкăн пулăшма шантарчĕç. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

♦   ♦   ♦


«Ача чухне туй арăмĕн капăрлăхĕсене тытса пăхма юрататтăм»

«Аудиторта тăрăшаттăм. Качча тухрăм та ĕçе улăштарма тиврĕ. Тĕрĕслевсемпе тĕрлĕ хулана командировкăна 2-3 эрнелĕхе каяттăмăр.
Паллах, çемьеллисен нумай вăхăтлăха аякка кайма май сахалрах. Çавăнпа килĕшнĕ ĕç вырăнĕпе сыв пуллашрăм, упăшкан ялне Арапуçа килтĕм», — каласа кăтартрĕ пĕлтĕр республика шайĕнче «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăннă Людмила Агеева.

Яла куçса килнĕшĕн вăл пĕрре те ӳкĕнмест. Вăрмар районĕн Кинчер хĕрĕ Арапуç ялĕн каччипе Александр Агеевпа хăйне евĕр лару-тăрура паллашнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн лавне нумаях пулмасть туртма пуçланă каччă хĕре хăйсен ялĕнче клуба ертсе пыма сĕннĕ. Хулари пурнăçа хăнăхнă хĕр килĕшмен. Пĕррехинче вара унта кайса курма шут тытнă. Пысăк та илемлĕ ял, кермен пек культура çурчĕ пикене илĕртнĕ. Часах Александр Людмилăн ятсăр пӳрнине ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă. Пике пĕр вăхăтра çемье те çавăрнă, культура тытăмĕнче те ĕçлеме пуçланă. Халĕ вăл Вăрмар районĕн культура аталанăвĕн центрĕн директорĕнче ĕçлет.

«Ача чухне кукамайăн туй арăмĕн капăрлăхĕсене тытса пăхма юрататтăм. Кĕленчен тимĕр пăккисене çирĕплетнĕ кантра мĕн тума кирли пирки ыйтнăччĕ унран. Пилĕкрен çыхмаллискер кĕпе айĕнче шăкăртатса илемлĕ сасă кăларать иккен», — йăл кулса аса илчĕ çамрăк хĕрарăм. Культура тытăмĕнче ĕçлеме питĕ кăсăклă пулнине палăртрĕ Людмила.

«Вун пĕрмĕш класа çитиччен кам пулассине пĕлместĕм. Информатика предмечĕ килĕшетчĕ. Техника патне те алă пыратчĕ. Халĕ те çĕнĕ йышши оборудование çăмăллăнах хăнăхатăп. Пĕр пĕлĕш хĕрачасене айтишника вĕренме йывăр пулнине каларĕ. Анчах мана цифра тĕнчи пурпĕрех килĕшетчĕ. Мĕн тумалла? Паллакан хĕр коопераци институтĕнче бухучет енĕпе вĕренетчĕ те, эпĕ те çавăнта çул тытрăм. Математикăна яланах юратнă пулин те шкулта эпĕ аслă классенче гуманитари енĕпе вĕреннĕ. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Елена Николаевна манăн сочиненисене класс умĕнче вуласа паратчĕ. Хам питĕ вăтанаттăм.

Юрист е экономист? Хăшне суйлас-ши тесе нумай пуç ватрăм. Хамăн хальхи ĕçĕмре мана иккĕшĕ те кирлĕ: хуçалăх ыйтăвĕсене татса панă чухне шутлавра ăнкармалла, саккунсене те лайăх пĕлмелле. Тĕрĕслевсем тăтăш иртеççĕ. Прокуратура, ĕçлев экспертизи, пушар хăрушсăрлăхĕн пайĕ… Саккун ыйтнипе килĕшӳллĕн ĕçлемелле. Тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать. Пĕррехинче ĕçтеш килсе кĕчĕ те ĕçрен çак кунах каясси пирки каларĕ. Икĕ эрне ĕçлесе татмалли çинчен аса илтертĕм. «Тивĕçлĕ канăва тухаканăн заявлени çырнă кунах кайма ирĕк пур», — терĕ. Саккунсене тишкертĕм те, чăнах та çапла иккен», — ертӳçĕн яваплăха туймаллине палăртрĕ Людмила Юрьевна.

Ялсенчи тата район центрĕнчи 32 клуба, 21 библиотекăна тата 1 музея пĕрлештерекен учреждени халăха чунпа канмашкăн майсем туса пама тăрăшать. Анчах 2020 çулта коронавирус сарăлнине пула чылай мероприятие онлайн майпа çеç ирттерме тивнĕ.

«Пирĕншĕн чĕрĕ хутшăну, куракан кăмăлне туйни пĕлтерĕшлĕ. Онлайн мелпе пулсан та, хамăр планланă ĕçсене йĕркелесех пытăмăр. Ытларах видео, аудио çыртарма пуçларăмăр. Хăшне-пĕрне йывăртарах килнине пытармастăп. Çапах мероприятисене онлайн мелпе ирттерсе те хăйне евĕр опыт пухăнчĕ. Видеосене монтаж тума та вĕрентĕмĕр.

Халĕ халăх куçа-куçăн иртекен тĕлпулусемшĕн тунсăхланине сисетпĕр. Çынсем концерт, спектакль ытларах кăтартма ыйтаççĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче «Хуняма-шоу» иртрĕ. Залра халăх лăк тулли пухăнчĕ. Конкурса хутшăнакансем те питĕ пуçаруллă, хастар пулчĕç. Кашниех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çакă халăха чун апачĕ кирлине тепĕр хут çирĕплетрĕ», — хавхаланса калаçрĕ Людмила Агеева.

Культура тытăмĕн ĕçченĕсем «Пушкин картти» пурнăçа кĕнĕшĕн питĕ савăнаççĕ. Çакнашкал мелпе çамрăксене илĕртме май килнĕшĕн хĕпĕртет центр пуçлăхĕ. Хĕрсемпе каччăсем районти пултарулăх ушкăнĕсен ĕçĕ-хĕлне хутшăнма пуçланине асăрхасан пушшех те савăнать. Ăруран ăрăва куçса пыракан культура еткерлĕхĕ халăх мăнаçлăхĕ пулнине ăнланать вăл. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


ТикТокра ял çамрăкĕсен пурнăçне кăтартать

«Блогер — ĕçлемесĕрех укçа тума хăнăхнă çын», — тет Канаш районĕнче кун кунлакан Артем Мясников. Каччă ТикТокра палăрнă. Унăн страницине 170 пин ытла çын пăхса тăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ ют çĕршывра пурăнать. Артемăн пултарулăхне Совет Союзĕ йышĕнче пулнă республикăсенче те, хĕвел тухăç çĕршывĕсенче те кăмăллаççĕ.

Ăнсăртран — кĕмсĕрт!

Артем Канаш районĕнчи Яманкасси тата Сиккасси шкулĕсенче ăс пухнă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен амăшĕ сĕннипе каччă «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытнă, заметкăсем çырнă. Аттестат илсен вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне çул тытнă. Артем «журналистика» специализацие суйланă. «Канаш районĕн хаçачĕн редакцийĕ корреспондент шыранине пĕлтĕм. Çитрĕм те… Ман пек ĕçлеме вырнаçас кăмăлли нумаййăн иккен! Конкурс ирттерчĕç. Шкул вăхăтĕнчех çыркалани пулăшрĕ пулас — ĕçе илчĕç», — терĕ Артем. 2003 çултанпа журналистика анинче тăрăшать вăл. Халĕ — «Канаш Ен» хаçат корреспонденчĕ. Ял хуçалăх темине çутатма кăмăллаканскер кунĕпех уй-хир тăрăх çӳреме хатĕр.

«Журналистăн вăхăт таппинчен юлмалла мар. Соцсетьсем пирĕн пурнăçа кĕрсен «Одноклассники» сайтра регистрацилентĕм. Пĕрле вĕренекенсене куçран та вĕçертме ĕлкĕрейменччĕ… Çавăнпа ку соцсетьре вăхăта ирттермерĕм. «Контактра» кăсăклăрах пулчĕ. Юрра-кĕвве пĕр чарăнми итлеме, çĕнĕ кинофильмсене тӳлевсĕрех курма май пурри тыткăнларĕ. Инстаграм та (Раççейре унăн ĕç-хĕлне чарнă, экстремистла организацисен йышне кĕртнĕ) кăмăла каймарĕ. ТикТокпа ăнсăртран паллашрăм. Çĕнĕ телефон туянтăм. Экран çинче ТикТок паллине куртăм та пусрăм. Тĕрĕссипе, малтан кĕске роликсен шухăшне тата тĕллевне ăнланмарăм. 1 минутра мĕн каласшăн? Регистраци тумасăрах видеосем курма май пурри тĕлĕнтерчĕ. Каялла та часах тухаймăн — приложени пĕр ролик хыççăн теприне пăхма сĕнчĕ», — аса илчĕ Артем.

Çуллахи отпускра пулса иртни унăн пурнăçне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Каччă канмалли кунсене ялта ирттерме хăнăхнă. Унта — çемье, пысăк хуçалăх.

«Пĕррехинче çамрăксемпе пухăнтăмăр, кăвайт чĕртрĕмĕр. Видео ӳкерсе соцсете вырнаçтарма сĕнекенсем пулчĕç. Темиçе çеккунтра ТикТокра регистрацилентĕм те ролике соцсете лартрăм. Ирхине вăрансан телефона алла тытрăм. Кăвайт умĕнче ӳкернĕ видеона 3 пин ытла çын курнă», — пĕлтерчĕ Артем Мясников. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Кĕрĕк хакне чакарттарассишĕн Инди юррине юрланă

Философи ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Чекушкин пурнăçне наукăпа, çамрăксене вĕрентессипе çыхăнтарнă пулин те чылайăшĕ ăна тăван халăх юррисене кăмăллакан пек пĕлет. 19 çулта чухне вăл «Вĕçвĕç, куккук» юрăпа республика шайĕнчи уявра палăрнă. Ун хыççăн концертсемпе Америкăна, Германие, Венгрие, Индие, Ирландие, Испание, Чехие тата ытти çĕршыва çитнĕ. Юрланă вăхăтра яланах тĕрлĕ чăваш халăх музыка инструментне каланă.

Купăс калама вăрттăн вĕреннĕ

«Анне мана вырма вăхăтĕнче çуратнă. Эпĕ илтнĕ пĕрремĕш сасă — тăри юрри тата аннен сăпка юрри. Çавăнпа калаçма пуçличчен юрлама вĕрентĕм. Аннен пурнăçĕ юрă-кĕвĕпе тачă çыхăннăччĕ. Вăл тăван ялта, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте, вăйăра юрă пуçлакан пулнă. «Эпĕ юрлани кӳршĕ ялсенче те илтĕннĕ», — аса илетчĕ вăл.

Эпĕ 6 çул та тултарманччĕ — атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайрĕ. Унпа çыхăннă икĕ самант çеç асра. Пирĕн килте саклатпа туяннă патефон пурччĕ. Аттен ăна тавăрса пама вăхăт çитнĕ. Вăл патефона пуçтарса хурсан эпĕ футлярĕ çине хăпарса лартăм та йĕме тытăнтăм. Питĕ парса ярас килместчĕ. Анне манăн хӳтте кĕчĕ. Çапла патефон килтех юлчĕ. Анчах кайран, çимелли çук чухне, ăна 1,5 килограмм ыраш çăнăхĕпе улăштарма тиврĕ. Аттене фронта ăсатни куç умĕнче. Мана аннен ăшă тутăрĕпе çавăрса çыхрĕç те лав çине лартрĕç. Ял пуçне кайрăмăр.

Атте мана куççуль витĕр чуптуса ыталарĕ, пуçран ачашларĕ те темĕн пăшăлтатрĕ. Вăл таврăнмарĕ. Атте 34-ра пуç хунă. Аннене унăн вил тăприне тупса унтан пĕр ывăç тăпра илсе килме сăмах патăм. Çывăх çыннăн сывлăхĕ начарччĕ. «Анне, ан вил, часах аттен вил тăприне тупса çĕрне илсе килĕп», — теттĕм. Çук, кĕтсе илеймерĕ. Кайран манăн ĕмĕте ывăлăм Сергей пурнăçларĕ. Вăл атте Воронеж облаçĕнчи пĕр ялта пуç хунине пĕлсен вил тăприйĕ çине палăк лартнă.

Анне виçĕ ачапа юлчĕ: тете Элекçей 8 çултаччĕ, вăрçă тухнă çул çуралнă йăмăк Клара 1-ре кăначчĕ, эпĕ — 5-реччĕ. Ялта садик йĕркелерĕç. Анне унта воспитательте ĕçлерĕ. Атте вăрçа кайиччен кӳршĕ ялта вăкăра тынапа улăштарнă. Вăрçă çулĕсенче выльăх лаша вырăнне пулчĕ. Анчах йывăрлăхсене чăтаймарĕ — ăна тутара какайлăх сутрăмăр. Лешĕн тӳлеме укçи пулман-ши — анне купăс йăтса килчĕ. Ун хыççăн манăн тете ялти чи лайăх купăсçă пулса тăчĕ, анчах инструмента мана тыттармастчĕ.

Ĕçлеме кайсан ăна арчара питĕрсе хăваратчĕ. Эпĕ чеерех пултăм, купăса илсе мунчана чупаттăм. Клара урамра сыхласа тăратчĕ. Кĕвĕсем калама вĕренсен тетене пулăшакан пултăм, ялти уявсенче çынсене савăнтараттăм.

Хĕрсем улах ларатчĕç те, вĕсем юрланине итлеме çӳреттĕм. Учительсем çакăншăн вăрçатчĕç. 3-мĕш класра чухне мана пионера йышăнчĕç. Анчах галстукпа значок валли килте укçа çукчĕ. Çакăншăн питĕ пăшăрхантăм. Телее, вĕсене ахалех пачĕç. «Эсĕ айван ача мар», — терĕ учитель эпĕ галстукпа значока тавăрса пама шут тытсан. Ялти шкулта 7 класс вĕрентĕм, ун хыççăн Турхана çӳреме тытăнтăм. 10 класс пĕтерсен Çĕрпӳ хулинче культура ĕçченĕсен курсĕнче пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри библиотекăра тата клубра ĕçлеме тытăнтăм. Çулталăкран Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăм. 2 эрнерен салтака кайма ят тухрĕ. «Мана нота вĕренме хăварăр-ха», — йăлăнтăм. «Сансăр та вĕренекен пур», — тесен урана салтак атти тăхăнтăм. Хĕсмете кӳршĕри юлташпа Бориспа кайрăм. 3 кун салтак чупрăмăр. Канаша çитсен эпир Хура тинĕс флотне лекнине пĕлтĕмĕр. Службăра 5 çул тăмалла пулсан та савăнтăмăр. Севастополе 5 кун кайрăмăр. Çул çинче юлташсем укçа пухса купăс илсе пачĕç. Эпĕ ăна каласа, юрласа пытăм. Севастопольте Бориспа иксĕмĕре уйăрчĕç. Мана Одессăри çарпа тинĕс базине куçарчĕç. Çавах юрра-кĕвве юратма пăрахмарăм. Одессăри фестивальте юрласа лауреат пулса тăтăм. Эпĕ лайăххисен йышĕнчеччĕ, çар чаçĕнчи хисеп хăми çинче манăн ят та пурччĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.