Комментировать

27 Апр, 2022

«Хресчен сасси» 16 (2904) № 27.04.2022

Çамрăксем пулсан ял пурăнать

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «çавра сĕтел» хушшинче агропромышленноç комплексĕ валли кадрсем хатĕрлес, çамрăк специалистсене вĕрентсе пулăшса пырас ыйтăва хускатрĕç.

Çивĕч калаçăва ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Инна Волкова, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, АПК ветеранĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, студентсем хутшăнчĕç. Çамрăксенчен нумайăшĕ диплом илме хатĕрленет кăна-ха. Çапах вăхăта сая яман, вĕреннипе пĕрлех предприяти-организацие ĕçе вырнаçнă. Андрей Макушев ректор палăртнă тăрăх, аслă курссенче пĕлÿ илекенсенчен çуррине яхăнăшĕ практика хыççăн ĕçлеме тытăнаççĕ. Яшсемпе хĕрсем АПК отрасльне суйласа илни савăнтарать. Апла пулсан пилĕк çул вĕренни сая каймасть. Паллах, малтанхи утăмсем, коллектива хăнăхасси ĕçтешĕсем пулăшнинчен те килет.

Инна Волкова темиçе çул каялла хăйне Муркаш районĕн администрацине ĕçе йышăннăшăн Валерий Вязова тав турĕ. «Вăл мана кашни утăма шухăшласа, васкамасăр тумаллине аса илтеретчĕ. Çакă кайран та пулăшса пычĕ. Кирек кампа ĕçлесен те яланах лайăххине ăса хывма тăрăшнă», — терĕ вăл. Çамрăк специалистсене малалла талпăнма опытлă ĕçтешĕсенчен, наставниксенчен вĕренме сĕнчĕ. АПКра та малашлăх пысăк. Кирек мĕнле сферăра та аталанма, çĕкленме май пур.

Студентсем малтанхи утăмĕсемпе хаваспах паллаштарчĕç. Виктория Кириллова университетра биотехнологи тата агрономи факультетĕнче вĕренет. Çав хушăрах ЧР Ял хуçалăх министерствинче апат-çимĕç, тирпейлекен промышленноç тата продукцие экспортлас, аталантарас пайра специалист-экспортра вăй хурать. «Аслă юлташсем пулăшса пынăран йывăрлăха туймастăп», — терĕ хĕр.

Юратнă ĕç ăна тăрăшса вăй хума хавхалантарать. Мария Ермолаева та Чăваш Енри ял хуçалăх кооперацийĕсене, фермерсене пулăшассипе йĕркеленĕ компетенци центрĕнче ĕçлет. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Илемпе чун уççи юнашар

Ватă атте-аннене пăхасси — кашнин тивĕçĕ. Шăпах çакна шута илсе Çĕмĕрлери хваттерне, çемйине, ĕçне пăрахса тăван килне таврăннă хăй вăхăтĕнче Галина Тюлина. Çĕмĕрлепе Патăрьел районĕ хушши çывăх мар, час-часах кайса çÿреймĕн. Унсăр пуçне ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те вырăнпах выртнă. Вĕсем çеç мар, сусăр шăллĕпе йăмăкĕ, аппăшĕ унран пулăшу кĕтнĕ.

«Атте-анне — чи хакли»

«Аттепе аннене 8 çул пăхрăм, — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Галина Владимировна.

— Мĕн тăвăн? Ырă-сывă чухне вĕсем те чыслă-сумлă, йĕркеллĕ çынсемех пулнă. Атте Владимир Степанович ял совет председателĕнче, бригадирта, ферма ертÿçинче ĕçленĕ. Анне Анастасия Васильевна ял столовăйĕнче тăрăшнă. Ватлăх вара çывăх çыннăмсене чылай хавшатрĕ. Эпĕ вĕсемпе юнашар пулни кун-çулĕсене тăсма пулăшрех. Хăть мĕнле пулсан та пирĕншĕн чи хаклă çынсем шутланаççĕ вĕсем. Паллах, йывăрлăхсăр иртмен çав çулсем. Пурнăçа тепре таврăнма май килсен те çак çул-йĕрех суйланă пулăттăм. Хамăра кун çути парнеленĕ çынсене йывăрлăхра пăрахса хăварма пултараймастăп».

Ватă çын чун-чĕри сисĕмлĕ. Хăй патне мĕнле кăмăл-туйăмпа пынине тÿрех чухлать, куçран пăхса ăнланать. «Çавăнпа ырă туйăмпа, ăшă кăмăлпа пыма тăрăшаттăм вĕсем патне. Чуна лăплантарма тепĕр чухне ал ĕç тытаттăм. Чăн та, çакă чун-чĕрене тухтăр пекех сиплетчĕ. Кичем пурнăçран хăтăлас тĕллевпе районти, ялти куравсене хутшăнаттăм. Хама йăпанмалли ĕç шыраттăм. Валя аппапа темĕн те пĕр ăсталаттăмăр, çыхаттăмăр. Ал ĕçне халĕ малалла тăсатăп», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ вăл.

Çапла, хĕрарăм икĕ ывăлĕпе Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне килсе вырнаçнă. Кĕçĕнни ун чухне 3 çулта çеç пулнă. Ăна Галина Владимировна хăйĕн хÿттине илнĕ. Çывăх тăванĕн ачи вăл. Илюша хăйĕн тĕпренчĕкĕ пек юратса çитĕнтернĕ. Лешĕ те мĕн пĕчĕкрен ăна «анне» тесе хисеплет. Урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен çак ачашăн чунне пама хатĕр вăл: сывлăхлă, тутă, питĕ çитĕнтĕр тесе тăрăшать. Унсăр пуçне ытти ачаран катăк ан ÿстĕр тесе те.

Пĕр çынра мĕн чухлĕ ырă туйăм. Ашшĕ-амăшне, шăллĕ-йăмăкне пăхнисĕр пуçне кил-çуртне те юсаса çĕнетме тăрăшнă вăл. Çывăх çыннисем вилсен вара Çĕмĕрле тăрăхне Тури Кăмашана куçса кайнă, унта кивĕ çурт туянса çĕннине хăпартнă. Халĕ хуралтăсене те тунă, выльăх-чĕрлĕх те тытать. Сусăр йăмăкĕпе шăллĕне хăйĕнчен хăварман, пĕрле илсе кайнă. Паянхи кун вĕсем тăваттăн пурăнаççĕ, аслă ывăлĕ Саша вара — Çĕмĕрлере. «Çывăх çынсене кама шанса хăварăп? Наташăна час-часах медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Хам юнашар пулсан шанчăклăрах. Çемье пурри Илюша воспитани пама та пулăшать. Ăна ĕçпе çитĕнтерме тăрăшатăп. Сашăпа вĕсем пиччĕшĕпе шăллĕ пекех. Асли кĕçĕннин хутне кĕрет ялан. Тепĕр чухне мана та асăрхаттарать. «Анне, эсĕ Илюша тĕрĕс мар сăмах каларăн», — тет. Манăн вара ашшĕ те, амăшĕ те пулма тивет-çке. Тепĕр чухне ятлама та пултаратăп», — малалла тăсăлать калаçу. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Лаптăксене пысăклатасшăн

Кăçал Чăваш Енре 500 гектар çинче хăмла хывса хăвармалла. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, регионта хăмла туса илни чи кирлĕ пулăм шутланать. Çавна май республикăра хăмла отрасльне пур енлĕн аталантарма палăртнă: хунав лартнинчен пуçласа тирпейлени таранах. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов шухăшĕпе вăй-хала, укçа-тенке хăмла отрасльне çĕклемешкĕн хывма вăхăт.

Санкци, чикĕсем хупăнни сăра завочĕсене аталанма ура хучĕ, рынокра чĕр тавар çителĕксĕррине систерчĕ. Раççейри сăра вĕретекенсен союзĕн пуçлăхĕ Даниил Бриман лару-тăру çивĕчленнине кура РФ ял хуçалăх министрĕнчен Дмитрий Патрушевран çĕршывра хăмла туса илекенсене пулăшма ыйтнă. Мĕншĕн тесен малашне вырăнти чĕр таварпа ытларах усă курма тивĕ. Хальхи вăхăтра чи пысăк хăмла лаптăкĕ пирĕн республикăра шутланать. Совет тапхăрĕнче те ăна Чăваш Енре ытларах çитĕнтернĕ /75%/. 1980-мĕш çул тĕлне культура 3,5 пин гектар йышăннă. Унтанпа лару-тăру улшăннă, унчченхипе танлаштарсан пахчасем палăрмаллах пушанса юлнă. Халĕ пурĕ 200 гектар ытларах. Раççейри рынокра вырăнта туса илекен хăмла тÿпи — 2%. Çулталăкра вара çĕршыва 8 пин тоннăран кая мар чĕр тавар кирлĕ. «Симĕс ылтăнсăр» сăра вĕретеймĕн. Медицинăра та унпа усă кураççĕ.

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра хăмла отрасльне тепĕр хутчен чĕртсе тăратма условисем пур: специалистсене хатĕрлеме аграри университечĕ, хăмла туса илессипе институт, унта культурăн 250 сорчĕ упранни, плантацисем юлни те шанăç парать. Отрасле патшалăх енчен те курăмлă тĕрев памалла:

— çăмăллăх кредичĕ /çулталăкне 5%/;

— мелиораци тума кайнă тăкакăн 50% таран саплаштарни;

— нумай çул ÿсекен культурăна лартнă тăкакăн 80% саплаштарни /гектар пуçне 94899 тенкĕрен ытла мар/;

— ăна пăхма кайнă тăкакăн 80% саплаштарни /гектар пуçне 66172 тенкĕрен ытла мар/.

Унсăр пуçне республика хыснинчен те пулăшу памалла:

— хăмла туса илсе сутнăшăн субсидипе тивĕçтерни /1 тонна пуçне 84,5 пин тенкĕ, çакă тăкаксен 10% тавăрать/;

— хăмла туянма кайнă тăкакăн 50% саплаштарни;

— хăмла шпалерĕ тунăшăн тăкакăн 40% тавăрни /680 пин тенкĕ таран/.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, хăмла лаптăкне пысăклатассипе кăçалах контрактсем тумалла. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çĕннине пĕлес тĕллевпе

Чăваш чĕлхи кунĕнче республика Пуçлăхĕ çамрăк корреспондентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Олег Николаев «ЮнКорăн ыйту пур!» пресс-конференцие хаваспах хутшăнма килĕшнĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрасси, тăван чĕлхене аталантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавна май республика ертÿçи чăвашлăха вăйлатассине пысăка хурать. Çак ĕçĕн шăнăрне шăпах çамрăк ăру тăван чĕлхепе калаçнинче курать. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пĕлтернĕ тăрăх, республика ертÿçипе тĕл пулма «Тантăш» хаçатăн чи хастар тусĕсем килнĕ. «Маттур та-çке эсир. Шкулта вĕренетĕр, журналистикăпа та кăсăкланма вăхăт тупатăр. Çĕннине пĕлес килни сире пултаруллă пулма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшать», — терĕ Олег Алексеевич ачасене хавхалантарса.

Ятарлă пĕлÿ илмен пулин те çак ачасем журналистсенчен пĕрре те кая мар. Темĕн те кăсăклантарать вĕсене. Меллĕ самантпа усă курса республика Пуçлăхĕнчен йăлт ыйтса пĕлчĕç вĕт. Килти хуçалăхра та çемье пуçĕн куллен татса памалли çĕр те пĕр ыйту сиксе тухать те… Республика хуçалăхĕ вара пин те пĕр хут пысăкрах. «Сирĕн пуçра мĕнле çавăн чухлĕ шухăш вырнаçма пултарать?» — Чăваш Ен Пуçлăхĕн çавна май ĕçĕ тата нумайраххине пĕлсех ыйтрĕ ĕнтĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Нарспи Борисова. «Çынсемпе калаçса вĕсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртсе пынинчен пысăк ĕçсем пулаççĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Ертÿçе лартиччен эпĕ республикăна, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакансемпе нумай тĕл пулнă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Халĕ вара çавсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатăп». «Кун каçиччен мĕнле кăна мероприятие çитместĕр те…

Ывăнмастăр-и?» — калаçăва сыпăнтарчĕ Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкул вĕренекенĕ Настя Ларшникова. «Эпĕ те çынах-çке. Ывăнатăп паллах, — кăмăллăн хуравларĕ Пуçлăх. — Анчах ывăнма вăхăт çук. Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Çапла вара ывăнни пирки те манатăн. Çынсемпе хутшăнни, уйрăмах çамрăксемпе калаçни, мана вăй парать». Çавăн пекех ирсерен зарядка туни те Олег Алексеевича вăй-хал хушать. Вăрманта чупма кăмăллать иккен вăл. «Çут çанталăк ытамĕнче çан-çурăм ыйхăран вăранать, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем тума вăй кĕрет», — терĕ вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Марина Охтярова ыйтăвне хуравласа.

Кинора ÿкерĕнме сĕнсен Олег Николаев мĕнле сăнар калăплĕччĕ-ши? Кун пирки Алина Тимофеева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/ пĕлесшĕн пулчĕ. Республика ертÿçине пĕчĕкрех чухне Чапаев питĕ килĕшнĕ. Ÿсерехпе Штирлица килĕштерме пуçланă. «Тĕрлĕ пăтăрмахран килĕшÿллĕ тухса çынсене пулăшакан сăнарсене вылянă пулăттăм», — пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Ача чухне вăл Трубина Мархвин калавĕсене кăмăлласа вуланă. Каярахпа «Нарспи» поэма килĕшнĕ. Çитĕнерехпе Дюма романĕсемпе кăсăкланнă. «Манăн чи юратнă герой — Шико шут. Король çумĕнчи шут питĕ ăслă çын пулнă», — терĕ вăл Милана Бобина /Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ/ ыйтăвне хуравласа. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


«Унта çапăçуринчен те хăрушăрахчĕ…»

1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атом электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕнче авари пулнă. Çакă тăван çĕршывшăн питĕ пысăк инкек шутланнă. Хулапа çывăхри вырăнсенчен темиçе пин çынна эвакуациленĕ. Унсăр пуçне авари ишĕлчĕкне йĕркене кĕртме пин-пин çын хутшăннă.

Эпĕ ун чухне Елчĕк районĕн «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлеттĕм. Кĕçех республикăри саппасри çар çыннисене пĕр ушкăнпа Украинăна инкек пулнă вырăна ăсатма тытăнчĕç. Эпĕ те Шупашкарти Мускав районĕн çар комиссариатне çул тытрăм. «Унта сирĕн йышши специалистсем кирлĕ мар», — пат татса каларĕç мана документсемпе паллашнă хыççăн.

Çав вăхăтрах тĕп хулари Энтузиастсен урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакан Александр Ионычева çар комиссариачĕ Чернобыле ăсатни çинчен пĕлтĕм. Унтан таврăннă хыççăн пĕрремĕш класлă водитель çапла каласа пачĕ: «Икĕ уйăх та сакăр кун инкек ункинчен тухмарăмăр. Аллă пилĕк хутчен рейса çÿрерĕм. Каланă ĕçе вăхăтра, тĕплĕ пурнăçланăшăн ятарлă медальпе чысларĕç. Киле таврăнас умĕн Чернобыле пичче Анатолий пырса çитрĕ. Вăл виçĕ уйăх дозиметристра ĕçленĕ. Хăшĕ-пĕри пире унта пысăк укçа ĕçлесе илессишĕн кайнă тесе шăл йĕретчĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, çынна укçа е сывлăх хаклăрах? Çитменнине, пире çар тивĕçне пурнăçлама чĕнсе илнĕ. Эпĕ те, пичче те, туссем те Тăван çĕршыв умĕнче тытнă çар присягине пăсма пултарайман. Ман шутпа, Чернобыльте çапăçуринчен те хăрушăрахчĕ. Çапăçура кам та пулин сывă юлатех. Эпир вара пурте чирлесе таврăнтăмăр. Çапах та нăйкăшман». Сăмах май, Александр çарта «ку ĕçпе» ĕçлемен, водителе те каярахпа тин вĕреннĕ. Çар комиссариачĕ Чернобыль аварине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерме ятарлă çынсем кирли çинчен пĕлтерсен пĕрремĕш класлă водитель Александр Ионычев тÿрех килĕшнĕ. <...>

Александр МОКИН.

Шупашкар хули

♦   ♦   

 


Çурт-йĕре салатас килмест

Хаксем хăпарса пыни пире те, ватăсене, пăшăрхантарать. Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, пурнăç йывăр иртрĕ. Халĕ те çăмăл мар, куллен кирлĕ таварсем, эмелсем ÿссе пыраççĕ.

Вăрçă хыççăнхи пурнăç «суранĕсене» эпир сиплерĕмĕр. Ялсене те сыхласа хăварма пултартăмăр. Вăрçă ачисен, яла юлнăскерсен, кун-çулĕ пурин те пĕр евĕрлĕ иртнĕ. Хулана кайнисем тÿлевсĕрех хваттерлĕ пулчĕç, çăмăлрах пурăнса ирттерчĕç. Ял çамрăкĕсен йывăр кун-çулне çырса кăтартас шухăш çуралчĕ. Чăвашсен ырă йăли-йĕркипе çемьери аслă ывăлăн уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрмалла, кĕçĕннин вара тĕпе юлмалла пулнă. Çак йăла-йĕркене пăхăнса эпĕ те уйрăлса тухрăм. Унтанпа 60 çул иртрĕ. Ун чухне тĕпленсе пурăнма çĕр лаптăкĕ памастчĕç, пушаннă вырăнсене туянма кăна пулнă. Икĕ-виçĕ çул кĕтнĕ хыççăн пирĕн валли те вырăн тупăнчĕ, укçалла илтĕмĕр. Пÿрчĕ пĕчĕкчĕ, кивĕччĕ. Çавна май хĕлле питĕ сивĕччĕ.

Çапла вара çурт лартма хатĕрленме тытăнтăмăр. Ун чухне çемьене йыш та хушăнчĕ, икĕ ывăл çитĕнетчĕ. Ачасемшĕн хальхи пек пособисем паман. Атте-аннен пире пулăшма вăй-хăват çитмен. Хăйсем те пурнăçа аран-аран сыпăнтаркаласа пурăнатчĕç. Атте вăрçăра тăватă хут аманнă, иккĕмĕш ушкăн инваличĕччĕ. Вăл çулсенче колхоз ĕç укçи паман, тырă, улăм валеçетчĕ. Пÿрт лартма укçа тупас тесе килти хушма хуçалăхра выльăх ытларах тытма тăрăшрăмăр. Тăватă çулта 1800 тенкĕ укçа пухрăмăр. Çав вăхăтра хамăр валли кĕпе-тумтир те туянман. 1964 çулта кĕркунне Шупашкарти «Вăрман суту-илĕвĕ» складра ял çыннисем валли икĕ-виçĕ пÿлĕмлĕ кирпĕч çуртсен пайĕсене сутатчĕç. Пухăннă укçапа вĕсене тата кирпĕч туянтăмăр. Унсăр пуçне машинăпа кÿрсе килнишĕн тÿлерĕмĕр. Ун чухне ял çыннисем çурта ытларах йывăçран лартнă. Мĕншĕн тесен ĕçлеме çăмăлрахчĕ, ялта платниксем йышлăччĕ. Эпĕ пĕрремĕш çын пулса çурта кирпĕчрен лартрăм. Халĕ те унтах пурăнатăп. Ялта та, таврара та кирпĕч хума пĕлекен пулман. Хулари стройкăран пĕр ăстана тупса килсе купалаттартăм. Йывăçпа ĕçлемелли вырăнсене аттепе пурнăçларăмăр. Ун чухне материал, çăк турттаракан машинăсем тупма кансĕрччĕ. Халĕ хаçатсенче пичетленекен пĕлтерÿсенче темĕн те тупма пулать. Строительство материалĕсене саккас парсан илсе килсе, пушатса параççĕ. Паянхи пурнăç ырлăхĕ мар-и çакă? Ун чухне материалсем паянхи пек хаклă пулман. Анчах укçа ĕçлесе илме йывăрччĕ. <...>

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.

Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

♦    ♦    


Муркашсенчен тĕслĕх илмелле

«Спорт — пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ватти-вĕтти унта сывлăхне çирĕплетет. Акă районти АПК ветеранĕсем те спортпа сывлăх уявне пухăнчĕç.

Ăна Муркашсем 2018 çултанпа йĕркелеççĕ. Аслă ăру çыннисем маларах та ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Коронавируса пула ветерансем юлашки икĕ çул спорт уявне пуçтарăнайман. Кăçал вара пĕр-пĕринпе тупăшма хаваспах килĕшнĕ. Спорт сывлăха çирĕплетме пулăшнине палăртнă районти АПК ветеранĕсен ертÿçи Валерий Вязов. Çакна ватăсем хăйсем те аван ăнланаççĕ. Ахальтен мар вĕсем спорт ăмăртăвĕсене йăлана кĕртнĕ. Республикăри ветерансен канашĕн ертÿçин заместителĕ Валериан Соловьев Муркашсен опычĕпе ытти районти аслă ăрăва та паллаштарма сĕннĕ.

Ветерансем тĕрлĕ хускану тунă, шывра ишнĕ, теннисла, шашкăлла вылянă. «Эпĕ 83 çулта. Икĕ çул каярах ГТОн ылтăн значокне илме тивĕçрĕм. Ахальтен мар утма, хускану тума кăмăллатăп», — тет Александра Анисимова. Валентина Любимовăпа Маргарита Исаковăн та çитĕнÿсемпе мăнаçланма май пур. Вĕсенчен пĕри— ГТОн ылтăн, тепри кĕмĕл значокĕсене тивĕçнĕ. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.