Комментировать

25 Апр, 2022

Ĕç-пуçа тĕплĕ пăхса хакламалла

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура районсен центрĕсен комплекслă аталанăвĕн ыйтăвне тишкерчĕç — Хĕрлĕ Чутай тĕслĕхĕ çинче. Строительство министрĕ Павел Данилов каланă тăрăх, тĕллев — ялсенчи пурнăç условийĕсене те хулари пек тăвасси. Çак тĕллеве, Олег Николаев шучĕпе, комлекслă майпа аталантарса кăна пурнăçлама май пур. Вăл кашни райцентр лару-тăрăвне тĕплĕ тишкермеллине палăртрĕ. Çак тĕпчев пĕтĕмлетĕвне тишкерсе уçăмлă плансем хатĕрлемелле, вĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлеме пуçламалла. Çакнашкал плансем пурри уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарма май парĕ.

Хуласене шута илмесен, республикăри райцентрсен шучĕ 14-па танлашать. Павел Данилов палăртнă тăрăх, комплекслă аталану мĕн пур сферăна пырса тивмелле — социаллă инфратытăмран пуçласа ытти райцентрпа транспорт çыхăнăвне йĕркелени таран. Хальлĕхе чылай районăн тĕплĕ аталану генпланĕ те çук — вĕсене хатĕрлемелле. Хĕрлĕ Чутая илес тĕк — унăн кăнтăр енне аталантармалла. Культура, вĕрентӳ объекчĕсем тĕлĕшпе кунта чылай ĕç пурнăçланă. Культура çуртне юсанă, çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă, шкул çумне тĕртсе çĕнĕ çурт туни ачасем икĕ сменăпа вĕреннипе çыхăннă çивĕч ыйтăва сирме пулăшнă. Урамсемпе парксене хăтлăлатас тĕлĕшпе те алă усса ларман — юсав енĕпе нумай ĕçленĕ.

Çапах татса памалли ыйтусем те çук мар. Райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров унашкаллисен шутĕнче ĕçсене йĕркелемелли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлессине тăсса янине палăртрĕ. Шывпа тивĕçтермелли сетьсем тĕлĕшпе документсем экспертиза витĕр тухнă, ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăх тĕлĕшпе те экспертиза кĕçех хатĕр пулмалла, канализаци сечĕ тĕлĕшпе вара йывăрлăхсем пур. Вăл çавăн пекех райцентрти пĕве кăткăслăх кăларса тăратнине те пытармарĕ. Документсем тăрăх вăл хуçасăр — баланса илмелле, ку енĕпе ĕçлеççĕ. Акă мĕншĕн, пусăм тусах палăртрĕ Олег Николаев, кашни районти ĕç-пуçа тĕплĕ пăхса хаклани кирлĕ. Ку хуçасăр объектсене тупса палăртассине те пырса тивет.

www.hypar.ru
 

Рубрика: