Комментировать

22 Апр, 2022

«Хыпар» 43-44 (27922-27923) № 22.04.2022

«Çĕнтерсе таврăнасса кĕтетпĕр»

«Вĕрентекенсем çине пысăк яваплăх тиеннĕ. Вĕсен çамрăк ăрăва ăс-тăн тата воспитани парса ÿстермелле. Çĕнĕ Шупашкарта анлă тавра курăмлă, пысăк ăс-хакăллă тата пултаруллă педагогсем ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче пулни маншăн пысăк чыс», — терĕ Екатерина Андреева «Чăваш Енри çулталăк вĕрентекенĕ — 2022» конкурсра çĕнтерсен.  Раççей шайĕнчи конкурсра вăл пирĕн республика чысне хÿтĕлĕ.

Екатерина Владимировна Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Ачасене виççĕмĕш çул кăна пĕлÿ парать пулсан та, ав, мĕнле пысăк çитĕнÿ тума пултарнă. «Сире Раççей конкурсĕнчен çĕнтерÿпе, чи кирли çĕнĕ опытпа таврăнасса кĕтетпĕр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çамрăк вĕрентекене саламланă май. Вăл вĕрентекенсене куллен тăвакан яваплă ĕçшĕн тата конкурссене хутшăннăшăн тав турĕ.

Уявра пултарулăх конкурсĕн ытти çĕнтерÿçине те палăртрĕç. Шупашкарти 11-мĕш ача садĕнче психологра вăй хуракан Анна Данилова «Çулталăк воспитателĕ» пулса тăчĕ. Чи лайăх класс ертÿçине тупма пулăшакан конкурса 17-мĕш хут ирттереççĕ. Кăçал 20 педагог финала тухнă. «Чи лайăх класс ертÿçи» ята кăçал Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕнче ĕçлекен Елена Жагерева тивĕçрĕ. Шупашкарти 206-мĕш садикре вăй хуракан Ольга Булыгина кăçалхи чи лайăх педагог-психолог пулнине çирĕплетнĕ. Канаш тăрăхĕнчи Çеçпĕл шкулĕнчи Ольга Гаврилова 2022 çулхи чи лайăх соцпедагог пулса тăчĕ. Трак шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Екатерина Кузнецова вара «Педагогика дебючĕ — 2022» конкурсра çĕнтерчĕ.<…>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Çухалнă укçа, пирĕнччен сутса пĕтернĕ пурлăх тата ытти çинчен…

Те республика Пуçлăхĕ пулманнипе, «Тĕрĕс Раççей» фракци  представителĕсем, Патшалăх Канашĕн ĕнер иртнĕ 8-мĕш сессийĕнче хăйсене питĕ ирĕклĕ тытрĕç. Тĕрĕс те пуль: парламент — тавлашмалли, ĕç тăвакан влаçран çивĕч ыйтусемпе хуравсем илмелли вырăн вĕт. Кунта калаçни митингсенче кăшкăрашнинчен вырăнлăрах.

Сессие Леонид Черкесов саламсенчен пуçларĕ. Владимир Викторов депутатăн çуралнă кун иккен. Патшалăх Канашне 10 çул ертсе пынă Михаил Михайловский вара 75 çул тултарнă, Виктор Горбунов вице-спикер пĕр кун маларах 60 çул тултарнине паллă тунă… 

Унтан калаçу кун йĕркине кĕртнĕ саккун проекчĕсем çине куçрĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисен, Нацгвардире службăра пулнисен çемйисене пĕр хут тÿлев парасси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Резерв фондĕнчен уйăракан 1-ер миллион тенке вилнисен ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсене, ачисене парĕç. Çакнашкал тÿлеве Раççейĕн икĕ теçетке регионĕнче çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 65% укçа виçине 1 миллион тенкĕ шайĕнче палăртнă, 25% — 2 миллион, 5% 3 миллион тенкĕ тÿлеме йышăннă.

Депутатсем сăмах илмесен те саккун проектне пурте ырласси паллăччĕ ĕнтĕ, анчах Игорь Моляков пурпĕр трибуна умне тухрĕ. Паттăрсен çемйисене пулăшмалли пирки каланă май çакăн валли укçа тупмалли\çăл куçсем çинчен сăмах пуçарчĕ. Çĕрпÿри тасатакан сооруженисем валли уйăрнă укçа таçта кайса кĕнĕ-мĕн, Вăрнарта та миллионсем çухалнă… Петр Краснов депутат çак калаçу килĕшÿсĕрри, тишкерекен темăпа çыхăнманни çинчен калама тăчĕ те — ăна та лекрĕ: Игорь Юрьевич Петр Степанович та хăй вăхăтĕнче ĕç тăвакан влаç тытăмĕнче пулнине аса илтерчĕ. Укçа çухалнинче унăн айăпĕ те пур тесшĕн пулчĕ ахăртнех. Паллах, саккун проектне йышăнчĕç — пĕр саслăн.

Культура еткерĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочийĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси федераци саккунĕсемпе пĕр килтерессипе кăна çыхăннă та — тавлаштармарĕ. Алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне патшалăх йĕркелесси çинчен калакан саккун проекчĕ тĕлĕшпе вара каллех хивре калаçу пулчĕ. Сергей Семенов депутат трибуна умне докладпа тухнă экономика аталанăвĕн министрне Дмитрий Краснова тапăнчĕ. Дмитрий Иванович парăнмарĕ: малтанах депутата кăсăклантаракан эрех хĕрлĕ эрехсен шутне кĕменнине ăнлантарчĕ. <...>

Николай ИВАНОВ. 

♦    ♦   


Муркаш çăмарти Мăнкуна хатĕрленет

Ахаль кунсенче те ăна кăмăлласа туянаççĕ

Мăнкун умĕнхи эрне вĕресе кăна тăрать. Кил хуçи арăмĕсем уяв сĕтелĕн тĕп çимĕçне — чăх çăмартине — пĕр лавккаран теприне çÿресех туянаççĕ. Вĕсем, паллах, тутлине, пахине, ытлашши хаклă маррине шыраççĕ. Сентресем туллиех. Хамăр тăрăхри тавар та чылай. Сăмахран, Муркаш чăх-чĕп фабрикин çăмарти. Ăна çынсем пахалăх тĕлĕшĕнчен те, хак енчен те шайлашуллă пулнăшăн килĕштереççĕ.

Предприятин лавкки те нумай. Акă Шупашкарти «Афанасьев урамĕ» чарăнури «Муркаш çăмарти» павильон патне ирех халăх утать… Сутуçăсем каланă тăрăх, тавар сентре çинче нумай вăхăт выртмасть. Фабрикăран ăна кун сиктерсе илсе килеççĕ. Тепĕр кун валли тавар юлмасть те.

Анна Казакова Мăнкун валли кăна мар, ытти чухне те чи шултра çăмарта туянать. «Муркаш çăмарти килĕшет, — терĕ вăл. — Тутлă. Пăсăлни лекнине астумастăп». Тĕп хулари 1-мĕш çăкăр завочĕн «Калач» лавкки те Муркаш çăмартине тахçантанпах сутать. Сутуçăсем палăртнă тăрăх, ăна илсе килнĕ-килменех туянса пĕтереççĕ. Тавар кайни, паллах, лавккашăн лайăх. Чапаев поселокĕнчи «Улма-çырла урамĕ» чарăнури лавккана çÿрекенсемшĕн пĕрремĕш вырăнта — çăмарта тутлă пулни тата ассортимент пуянни. «Лоза» лавккасенче те Муркаш çăмартине яланах сутаççĕ. Шупашкарта Муркаш чăх-чĕп фабрикин тăватă лавкки ĕçлет. Федераци лавккисенче те продукцие хисеплеççĕ. Вĕсемпе ятарлă килĕшÿ çирĕплетнĕ.

«Декалб Уайт», «Белый Леггорн» тата ыттисем

Çакăн пек янăравлă ятсем панă пирĕн валли çăмарта тăвакан чăхсене. Вĕсене фабрикăра Свердловск облаçĕнчи ĕлĕкрен ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятирен илсе килнĕ талăкри чĕпсенчен ÿстереççĕ.
Фабрикăн производство пуçлăхĕ Ольга Храмова каланă тăрăх, хальхи вăхăтра вĕсем шурă хупăллă çăмарта тăвакан чи тухăçлă ăратсенчен пĕри шутланаççĕ. Çăмартана пилĕк ушкăна: пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, «отборнăй», чи пысăкки — пайлаççĕ. «Отборнăй» ушкăнрисен сарри иккĕ. Вĕсене 12-22 уйăхсенчи чăхсем тăваççĕ. Шăпах çак çăмартасене çынсем уйрăмах кăмăлласа туянаççĕ. <...>

Вячеслав ИВАНОВ
Валентина БАГАДЕРОВА куçарнă.

♦   ♦   


Григорий ДАНИЛОВ: Пирĕн тавар тĕнчипех çул çÿрет

Пирĕн çĕршыва санкцисемпе хаяррăн хĕстерни Раççей экспортне тĕп тума та пултарассăн туйăннăччĕ. Анчах Анăçăн çак тĕллевĕ тÿрре тухмарĕ, санкцисем пирĕн экономикăшăн приговор пулаймарĕç. Раççее тĕнчери суту-илÿ тулашне кăларса пăрахас тени те ăнмарĕ. «Чи интересли: эпир Европăна ăсатакан продукци унта питĕ кирлĕ те — унăн пысăк пайне çав-çавах хальчченхи пекех экспорта ăнăçлă яратпăр», — тет Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕн ертÿçи Григорий Данилов. Çак сăмахсем ĕçпе тÿр килнине унпа пĕрле Шупашкарти косметика компанийĕнче, хăй туса кăларакан продукцие çав шутра экспорта та ăсатаканскерте, пулнă май хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.

ЦЭП пулăшрĕ те — ĕç кайрĕ

Çапла, косметикăн анлă ассортиментĕнче паян M.AKLIVE продукци те тивĕçлĕ вырăн йышăнать — хамăрăн бренд, чăвашăн. Компани историйĕ Шупашкарта 2018 çулта пуçланнă. Ун чухне Елена Мокеева, дипломлă тухтăр тата косметика химийĕнче пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ эксперт, илем асамлăхĕ валли пирвайхи продуктсем хатĕрленĕ.
Чикĕ леш енчи рыноксене пĕлтĕр тухнă. Малтан, пытармаççĕ кунта, продукци экспортне хăйсем тĕллĕн йĕркелеме хăтланса пăхнă. Ансат мар иккен. Такăннă хыççăн Экспорта пулăшакан центра кайнă. «ЦЭП пире таварсене Европа рынокне кăларас тĕллевпе сертификацилес енĕпе пулăшрĕ. Экспорт контракчĕсемпе ĕçлессине тĕревлени, продукцие Европа çĕршывĕсене ăсатмалли йĕркепе требованисем тĕлĕшпе панă консультацисем те пысăк пулăшу пулчĕç», — тет Елена Вячеславовна.
Тинех ĕç кайнă. Паян M.AKLIVE косметики 13 патшалăхра — Польшăра, Францире, Эстонире, Германире, Аслă Британире… — сутăнать. «Пирĕн чи инçетри представитель Калифорнин хĕвел тухăç çыранĕнче вырнаçнă. Продукци унта питĕ нумай сутăнать теейместпĕр, апла пулин те — пире АПШра та пĕлеççĕ», — уçăмлатрĕ маркетинг енĕпе ĕçлекен директор Иван Сидоров. 2021 çулта 4 пин ытла саккаса пурнăçласа продукци тиесе ăсатнă. Çакăнпа кăна çырлахасшăн мар. Компанире пĕлтернĕ тăрăх, «ытти çĕршывран та сĕнÿсем пур: тĕрлĕ косметикăпа иртĕхтерсех яман Турцирен, Пĕрлештернĕ Араб  мирачĕсенчен — ĕçтешлĕх майĕсене тишкеретпĕр». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Тракторсем юсавлă, мĕн кирли пур

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер пурнăç кăларса тăратакан чăрмавсене айккине сирсе малаллах талпăнать. Çак кунсенче Октябрьски ялне çитсе унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Малтанах çурхи ĕçсене епле хатĕрленнипе кăсăклантăмăр, техника паркĕнче пултăмăр.
— Механизаторсем трактор-машинăна юсарĕç, ăна райадминистраци комиссийĕ тĕрĕслесе техтĕрĕслев витĕр кăларчĕ, — терĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Техникăна дизтопливо-бензинпа, саппас пайсемпе туллин тивĕçтеретпĕр. Руль умне лартма пĕр тракторист çеç çитмест. Ку ыйтăва та çак кунсенчех татса парăпăр. Механизаторсене:
«Ыран сÿрелеме пуçламалла», — тесен тракторсем уя тухма хатĕр. Вĕсем тĕрлĕ модификациллĕ, уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама çителĕклĕ. Ангара кĕретпĕр. Вăрлăхĕ те пĕтĕмпех элита, ăна çÿп-çапран тасатнă.
— Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăран ыран-тепĕр кун тата 200 тонна турттарса килĕпĕр, — пĕлтерчĕ фермер. — Кашни килограмшăн 24-25 тенкĕ тÿлерĕмĕр. Укçине кăрлач уйăхĕнчех куçарса панăччĕ. Ÿсен-тăрана парка ÿсме кирлĕ чылай элементăн вăтам хисепĕ пирĕн тăпрара нормăна тивĕçтермест, гумус виçи пĕчĕк, çĕр айлăм-тайлăмра та — хура тăпра тата нÿрĕк çырма-çатрана юхать.
Çавăнпа хуçалăхра культурăсене минерал удобренийĕпе лайăхрах апатлантарма тăрăшаççĕ. Калăпăр, кашни гектар çинчи кĕрхи культурăна вăтамран 150 килограмм /йывăрăшне шутласан/ пама тĕллев лартнă. Танлаштарма: пĕлтĕр 100 килограмм хывнă.
— Удобренин пĕр пайне Тутарстанран турттарса килме тиврĕ. Куратăр-и михĕсене? — аллипе тĕллесе кăтартрĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Çак кунсенче республикăри организацирен тата 40 тонна кÿрĕпĕр.
Ака-сухана агротехнологие тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Коллектив вăя хурса ĕçлени сая каймасть: вегетаци тапхăрĕнче çумăр çителĕклĕ çусан çуллен кашни гектартан вăтамран 25 центнертан кая мар тырă пухса кĕртеççĕ. Кăçал та çав чикĕрен чакасшăн мар.
Юлашки çулсенче фермер тĕш тырă тата çĕр улми çитĕнтерсе сутать. Вĕсенчен илнĕ тупăш трактор-машина паркне çĕнетме, элита вăрлăх туянма, шалу тÿлеме, налук куçарма, ытти тăкака саплаштарма çитет.
— Юр ирĕлсе пĕтрĕ-ши? — тесе фермер уя çитсе курма сĕнчĕ. Техникăна акана хальтерех кăларасси пирки шухăшлать вăл. Октябрьски çывăхĕнчи лаптăка кайрăмăр. Пĕлтĕр кунта 100 гектар çĕр улми лартнăччĕ. Çанталăк пăсăличчен кăларса илчĕç, уйранах сутрĕç. Хальхи пек хакпа каймарĕ пулин те таса тупăш илчĕç, ĕçлекенсене лайăх шалу тÿлерĕç.
— Кăçал та лартасшăн-ха, — терĕ фермер. — Вăрлăхăн пĕр пайне хатĕрленĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшне çывăх вăхăтрах туянăпăр. «Иккĕмĕш çăкăр» хакĕ кăçал питĕ лайăх. Тен, вăл кĕркунне те çав шайрах тăрĕ.
Палăртма кăмăллă: Михаил Тагеев республикăри аграрниксем лайăх пĕлекен «НамЭКО» обществăран ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 1000 гектар çĕре, маларах темиçе çул усă курманскере, тара илнĕ.
Тырă акса çитĕнтересшĕн. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ун чухлĕ тупăш 30 çул илмен

Канаш районĕнчи Сиккассинчи Олег Шпаков фермер патĕнче те пултăмăр. Вăл «Ĕç пуçаракан фермер» программăпа килĕшÿллĕн гранта тивĕçнĕ.

Унпа теплицăсем, çĕр улмине сортламалли пункт тунă, пахча çимĕç калчи, хими им-çамĕ туяннă — хресчен-фермер хуçалăхне аталантарнă, производство калăпăшне ÿстернĕ. Кĕскен каласан, ХФХ хăйĕн тата тăванĕсен çемйине тăрантарать.

— Чăн та, пахча çимĕçе кĕркунне суту-илĕве вырнаçтарма çăмăл мар, — терĕ Олег  Васильевич хуçалăх ĕçĕпе малалла паллаштарнă май. — Ăна сивĕтмĕшре упрамасан Çĕнĕ çул хыççăн çĕрет, çырмана кăларса тăкма тивет. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман çитĕнтерсе пăхрăмăр. Сутма йывăрланчĕ, çавăнпа акма пăрахрăмăр. Купăста лайăхрах каять.

ХФХна йĕркеленĕренпе 20 çул ытла ĕнтĕ. Умне чăрмав сахал мар тухса тăнă пулин те фермер ĕçе чарса лартма шухăшламасть. Пачах тепĕр майлă — бизнесăн тепĕр пусми çине çĕкленесшĕн. Иртнĕ çул кашни килограмм купăстана хиртен 23 тенкĕлле парса янăшăн халĕ те савăнать, «ун пек тупăш вăтăр çул илменччĕ» терĕ. Унăн пĕр пайĕпе кăçал тĕш тырă пухса кĕртмелли «Акрос» комбайн туяннă. Фермер уншăн питĕ хавхаланнă. Унсăр пуçне хăйне пулăшнăшăн патшалăха та тав тăвать, субсидисĕр пысăк ĕç тума çуккине палăртать.

— Ял хуçалăх техникипе оборудовани илмелли программăпа килĕшÿллĕн тăкакăн 40% патшалăх саплаштарать, — савăнăçлăн каларĕ Олег Васильевич. — Кăçал вырмара çанталăк лайăх тăрсан çĕнĕ техникăпа 250 гектар тырра кĕске хушăрах пухса кĕртĕпĕр, кÿршĕ фермерсене те пулăшăпăр.

Купăста вунă çул каялла 10 гектар çитĕнтернĕ, пĕлтĕр 5 гектар çеç йышăннă. Мĕншĕн?

— Çемьепе, тăвансемпе кăна ĕçлекен ХФХшăн 10 гектар нумайрах, çанталăк самаях шăнтма пуçличчен пухса кĕртме йывăр. Шухăшларăмăр та лаптăка икĕ хут пĕчĕклетрĕмĕр, — хуравларĕ фермер.<...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Юрий МИХАЙЛОВ: Канмалли кун та хаçат пирки шухăшлатăп

«Хаçата кирлĕ пек йĕркелесе çитерейменччĕ, кăмăла тивĕçтерместчĕ. Пуçăннă ĕçе пăрахас килменни çеç мар, ĕçе юратни те Пушкăрт Республикинчех юлма хистерĕ», — шăпа мĕнле ют тăрăхра тĕпленме пиллени çинчен каласа кăтартрĕ «Урал сасси» хаçатăн редакторĕнче 32 çул тăрăшакан Юрий Михайлов. Аякри йăхташсене чун апачĕпе тивĕçтерекен Юрий Николаевич Пушкăрт Республикин пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне, Чăваш Республикин Хисеп хутне, Пушкăрт Республики йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă медале тивĕçнĕ, РФ журналистсен союзĕсен членĕ чăваш çĕрĕнчен çĕр-çĕр километрта пурăнакан йăхташсене тăван чĕлхепе тухса тăракан кăларăмпа савăнтарать. Пирĕн вулакансене вăл хăйĕн пурнăçĕнче асра юлнă самантсемпе сăн ÿкерчĕксем урлă паллаштарма килĕшрĕ.

АННЕПЕ. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте 1966 çулта çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Шăллăмпа Алюшпа иккĕн ÿсрĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнче атте Николай Алексеевич вăхăтсăр, аллă çул тултаричченех, çĕре кĕчĕ. Шăллăм сарăмсăр вилчĕ. Анне Клавдия Ивановна нумай хуйхă тÿсрĕ, асаннепе иккĕшĕ юлчĕç. 1992 çулта асанне те çÿлти патшалăха куçрĕ. Анне пĕччен пурăнчĕ. Ватăлнăçемĕн Пелепее илсе килтĕмĕр. Халĕ вăл 84 çулта, пĕрле пурăнатпăр. Анне — Турра ĕненекен хĕрарăм, тивĕçлĕ канăва тухсан 15 çул чиркÿре просвир пĕçерчĕ. Малтан вăл Патăрьелти интернат шкулта воспитатель пулăшуçинче ĕçленĕ.

РЕДАКЦИРЕ. Шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илтĕм. Практика вăхăтĕнче республика тулашне каяс килни пирки пĕлтернĕччĕ. Пушкăртстанри Пелепей тăрăхĕнче чăваш хаçачĕ уçмалла чухне, 1989 çулта, Константин Петров преподаватель кайма сĕнчĕ. Шăпах К.В.Иванов юбилейĕ тĕлне «Урал сасси» хаçата уçма палăртнăччĕ. 1990 çулта унăн редакторĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çемьепе унтах пурăнма юлтăмăр.«Урал сасси» хаçат эрнере пĕрре тăватă страницăпа тухса тăрать. Черетлĕ номер пиçсе тухсанах ĕçтешсемпе çитменлĕхсене тишкеретпĕр, çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртатпăр. Канмалли кун-и, çывăрма выртатăп-и — хаçат кăларасси кирек хăш вăхăтра та пуçра. Редакторăн яланах 1-мĕш страница çинчен шухăшламалла, вулакана кăсăклантармалла. Таварăн сăнĕ пекех вăл. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Экономра туристсене тарават, е Руссковсем хăнасене илĕртме пони те усраççĕ

«Канма хамăр тăрăхрах илемлĕ вырăнсем пур. Вĕсене хăтлăлатсан, тивĕçлĕ условисем тусан Чăваш Енрех лайăх канма пулать. Туризм енĕпе кÿршĕллĕ Мари, Тутар тата Пушкăрт республикисенчен юлас марччĕ», — çапла калаççĕ Йĕпреç районĕнчи «Хăтлă картиш» «Уютный дворик» кану базине йĕркеленĕ Руссковсем. Вăл илемлĕ тăрăхра, Эконом поселокĕнче вырнаçнă: йĕри-тавра — вăрман, пĕве...

Тар юхиччен ĕçлемелле,кăмăл туличчен канмалла

Тунмастăп: Йĕпреç тăрăхĕнче çемьепе, ачасемпе, юлташсемпе канмалли, çут çанталăкпа, шăплăхпа киленмелли вырăн пуррине пĕлмен эпĕ. Кунта, лăпкă та хăтлă вырăнта, çуралнă кун, юбилей, туй ирттерме пулать. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе, тăвайккинчен ярăнма, çулла тĕрлĕ вăйă выляма, шашлăк ăшалама, пулă тытма, шыва кĕме май пур… Килен- каяна хуçисем Юрий Николаевичпа Валентина Ивановна ăш пиллĕн кĕтсе илеççĕ. Кану базине авалхи стиле пăхăнса йĕркеленĕ. Те çавăнпа-ши, те тĕлĕнмелле шăплăхпа çут çанталăк тыткăнне лекнĕрен-ши — чунра лăпкă-лăпкă пулса каять.
«Эконом поселокĕнче çуралса ÿсрĕм. Ялти шкул хыççăн çара кайса килтĕм. Пĕр çул колхозра ĕçлерĕм. Унтан Шупашкара строителе вĕренме кайрăм. Эпĕ ачаранпах физкультурăпа спорта юрататăп. Вĕренсе пĕтерсен пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлерĕм, унтан яла таврăнтăм. Ялта пурăнас килетчĕ. Малтан стройкăра вăй хутăм. Киров хуçалăхĕн комсомол организацийĕн секретарĕнче 5 çул ĕçлерĕм. Эпĕ çынсене ĕçлеттерме те, вĕсем валли кану йĕркелеме те юрататтăм. Халĕ те çавах. «Тар юхиччен ĕçлемелле, кăмăл туличчен канмалла», — çакăн пек девиз пур манăн. Комсомол организацийĕ салансан леснике кĕтĕм. Вăрман хуçалăхĕнче 13 çул вăй хутăм. Ултă çул Мускавра стройкăра тăрăшрăм. Мускавра чухне кану бази йĕркелесси пирки шухăшлаттăм.Çав ĕмĕт пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çирĕпленчĕ. 2014 çулта шухăш пиçсе çитрĕ. Кунта хăй вăхăтĕнче сурăх ферми пулнă. Çĕр лаптăкне туянтăмăр та вырăнне тасатса тирпейлерĕмĕр. Мунча турăмăр. Унта пĕр харăс 8 çын çăвăнпа пултарать», — паллаштарчĕ Юрий Николаевич.
Мускавра ĕçленĕ чухне мунча проектне икĕ çул ÿкернĕ вăл. Архитекторсем патĕнче вăй хунăран вĕсемпе те канашланă. Йывăçран пÿртсем, мунчасем çĕкленĕ. «Паян çын мĕнле канасшăн — çавсене йăлт шута илме тăрăшрăмăр. Купель, сауна, душ тата кану пÿлĕмĕ пур. Мунча хăпартнă хыççăн банкет залне хăтларăмăр. Çуралнă куна, юбилее уявлама кирлех-çке. Астăватăп-ха: пĕр çамрăк туйне кунта кĕрлеттерчĕ. Ун чухне нимех те туманччĕ эпир, мунчана кăна хута янăччĕ. Урамрах юрласа ташларĕç. Туй, юбилей валли 80 вырăнлă банкет залĕ турăмăр. Аслă ывăл Женя авланма шухăшласан çуллахи банкет залне хăтлама сĕнчĕ. Планра пулманччĕ вăл. Пĕр уйăхра туса лартрăмăр. Вăл — 150 вырăнлă. Пĕррехинче унта 200 çын та вырнаçнăччĕ. Ун чухне хăнасем урамра ташларĕç», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Юрий Николаевич.

«Тепрехинче хăтасене илсе килĕпĕр»

Вăрнарсемпе Комсомольскисем, Йĕпреçсемпе Канашсем кунта туй тума питĕ кăмăллаççĕ, Улатăрсем вара — канма. Илемлĕ вырăн шыраса Раççейĕн тĕп хулинчен те çитеççĕ. Йĕпреçсем аякри тăванĕсене те кунта илсе килсе кăтартаççĕ. «Пĕрисен хĕрĕ Америкăна качча кайнă. Кунта пулчĕç те хавхаланса кайрĕç. «Тепрехинче хăтасене илсе килĕпĕр», — терĕç. Эпир халĕ туризм аталанăвĕпе çыхăннă ятарлă программăна кĕресшĕн. Документсене тăратрăмăр ĕнтĕ. Туристсем пирĕн пата ытларах çÿреччĕр тесе тăрăшатпăр. Йĕпреç районĕнчи туризмпа ĕçлекен специалистпа, ЧР Культура тата Экономика аталанăвĕн министерствисемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсем семинарсене чĕнеççĕ. Ял туризмне те аталантармалла», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ «Хăтлă картиш» хуçи.
Кану базине тума Руссковсем кредит илнĕ. Хăйсем пухнă укçана та йăлтах унта хывнă. Юрий Николаевичăн мăшăрĕ, ывăлĕсем ку пуçарăва ырланă. Кун пек ĕçе пĕччен тăваймастăн.<...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Мăнкун сĕтелне кулич илем кÿтĕр

Пирĕнтен кашниех Мăнкуна тăрăшса хатĕрленет. Нумайăшĕ уяв сĕтелĕ пуян та тулăх пултăр тесе ăшталанать, ăна хĕретнĕ çăмарта, кулич, тăпăрчăран янтăланă пасха илем кÿнине асрах тытать. Акă Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ Мăнкун тĕлне ятарласа тутлă та пахалăхлă кулич пĕçерет.

Темиçе тĕрлине сĕнеççĕ

Мăнкун — православи тĕнне пăхăнса пурăнакансемшĕн пысăк праçник, уявсен уявĕ. Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ çутă çак уявра тата ун умĕн туянакансене темиçе  тĕрлĕ куличпа савăнтарать: «Пасхальный», «Воскресный», «Пасхальный с цукатами», «Праздничный». Вĕсен йывăрăшĕ те тĕрлĕрен: 70 грамран пуçласа 600 грамм таран. «Пасхальный с цукатами» кулича, тĕслĕхрен, 70 грамлисене, витĕр курăнакан курупкана икшерĕн хурса сутаççĕ. Питĕ хитре!
«Эпир пĕçерекен куличсен рецепчĕсем, тутти — кашнин тĕрлĕрен, çапах вĕсен пĕрпеклĕх те пур. Вĕсене янтăланă чухне эпир çăмарта порошокне мар, чĕрĕ çăмарта яратпăр. Чăн-чăн сахăр хушса пĕçеретпĕр, заменительсемпе усă курмастпăр. Çавăнпа çимĕçсем пахалăхлă та тутлă пулаççĕ. Пĕлтĕртенпе çĕнĕ кулич — «Пасхальный с черносливом и курагой» — пĕçерме тытăнтăмăр. Унта услам çу, иçĕм çырли, хура слива, курага яратпăр, çиелтен цукатпа илемлететпĕр. Çавăнпа вăл илĕртÿллĕ курăнать, тутлă пулать. Ку кулича халăх пĕлтĕр хапăлласах туянчĕ, нумайăшĕ килĕшни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Хăшĕсем ăна, тен, хаклăрах теме пултараççĕ, çапах Мăнкун пысăк уяв, çавăнпа çулталăкра пĕрре туянса çиме те юрать. Çынсем ытти тĕрлĕ кулича та килĕштереççĕ. «Сирĕн пĕр кулича туянса çирĕм. Питĕ килĕшнипе чăтаймарăм, тепĕр иккĕ кайса илтĕм», — шăнкăравласа çапла калакансем те пур. Эпир хамăр та заводра пĕçерекен кулича туянатпăр, тăвансене, кÿршĕ-арша сăйлатпăр. Пурне те килĕшет», — каласа кăтартрĕ компанин коммерци директорĕ Галина Иванова.
Çĕнĕ продукципе çынсене фирма лавккисенче дегустаци ирттерсе паллаштараççĕ. Унта специалистсем, технологсем туянакансене çĕнĕ çимĕçе мĕн-мĕн ярса пĕçернине каласа ăнлантараççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. «Çынсем çĕнĕ продукцие çисе пăхса мĕн килĕшни пирки калаççĕ, унта тата мĕн хушсан аван пулассине систереççĕ. Хăйсене мĕн килĕшменнине те пытармаççĕ. Сĕнÿсемпе асăрхаттарусем пирĕн ĕçе лайăхлатма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне çынсем пирĕнтен тата мĕнле çăкăр-булка, кукăль, торт е пирожнăй кĕтнине те пĕлтереççĕ. Эпир хальхи вăхăтра 250 ытла продукци кăларатпăр. Кăçал «Бархат ночи» пирожнăй тума пуçларăмăр. Хĕрлĕ тĕслĕ тата шăккалатлă бисквитсенчен тăраканскер, услам çупа сырлă кремлăскер çынсен кăмăлне кайрĕ. Çавăн пекех кăçал заводăн «Калач» пекарнинче 2 тĕрлĕ çĕнĕ кукăль пĕçерме пуçларăмăр. Пекарня продукцине те çынсем юратса туянаççĕ, ырă сăмахсем калаççĕ», — пĕлтерчĕ Галина Тимофеевна.<...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Чăваш чĕлхи тĕнче шайне çĕклет, вилĕмрен çăлать…

«Шупашкартан тухсан чăваш чĕлхи никама та кирлĕ мар», — тет хăшĕ-пĕри. Çак шухăш тĕрĕс маррине паянхи статья геройĕсем ĕнентереççĕ.

Боевиксем ан ăнланччăр тесе

Чĕмпĕрте пурăнакан Владимир Ярухина чăвашла пĕлни вилĕмрен çăлнă. Тутарстанри Çĕнĕ Упире çуралса ÿснĕскер Шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăнă. 1999 çулта йĕрке хуралçисен пĕр ушкăнне Чечняна командировкăна янă. «Боевиксенчен тасатнă территорисене хураллаттăмăр. Хамăрăннисем киличчен пĕр эрне тăшман ункинче пурăнтăмăр. Тăшман пире улталаса тĕп тума шухăшланă. Заводра заложниксем тытни пирки суя информаци сарнă. Вĕсене хăтарассишĕн пынă çапăçура эпир темиçе çынна çухатрăмăр, ĕçтешсем те виççĕн пуç хучĕç. Пирĕн кашни утăма боевиксем пĕлсе тăнă. Дежурнăй чаçре чăваш çыннисем пурччĕ. Çавăнпа эпĕ раципе чăвашла калаçма сĕнтĕм, пĕтĕм информацие чăвашла пĕлтереттĕмĕр. Калаçура вырăс сăмахĕсене те асăнмастăмăр. Тĕслĕхрен, гранатомет вырăнне пăшал теттĕмĕр», — каласа кăтартрĕ отставкăри подполковник. Милиционерсем мĕн калаçнине тăшмансем ăнланман, çавăнпа мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртнĕ, хăйсем те ункăран чĕрĕ тухнă.
— Чечняра тăван килшĕн, çывăх çынсемшĕн питĕ тунсăхлаттăмăр. Радиоприемникре Чăваш радиовне шыраттăм. Пĕрре çапла радио хумне тытрăм. Ун чухне «Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне» юрă янăратчĕ. Ăна ыттисене те итлеттертĕм, вĕсен те куççуль тухрĕ. «Татах итлеттер-ха», — теççĕ кусем, анчах май пулмарĕ — радио хумĕ çухалчĕ, — терĕ Владимир Егорович. Вăл каланă тăрăх, тăван чĕлхе халăх йăлисене, наци культурине асра тытма пулăшать. Акă тăван ялĕнче авалхи йăласене çĕнĕрен ирттерме тытăннă. «Мĕн чухлĕ ырри, лайăххи çав йăласенче.
Чĕлхесене уйăрни тĕрĕс мар. Мĕн чухлĕ чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Шкул ачисемпе тĕл пулсан яланах тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçатăп. Чечняра пулнă ĕç-пуç пирки те каласа паратăп, награда хучĕсене кăтартатăп. Ачасем те, учительсем те тĕлĕнеççĕ», — терĕ ШĔМ ветеранĕ.

Çичĕ Çулччен белорусла калаçнă

Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс… Иван Яковлевăн çаксăмахĕсем филологи наукисен кандидачĕпе Артем Федоринчикпа тÿррĕн çыхăннă. Вăл чылай чĕлхе пĕлет. «Атте — белорус çынни, анне — вырăс. Çичĕ çулччен эпĕ асанне патĕнче белорусла калаçнă, пирĕн çемьере вырăсла сăмах ваклатчĕç. Шкулта тата университетра украинла вĕрентнĕ, çавăн пекех акăлчанпа нимĕç чĕлхисене ăса хыврăм. Удмурт, тутар, турккă чĕлхисене пĕлетĕп, французла, испанла калаçатăп. Ереванта пурăннă чухне грузинла вĕрентĕм. Тутарла лайăхрах калаçма вĕренес килет. Калмăк чĕлхи кăсăклантарать. Темиçе чĕлхе пĕлни ăс-тăна пуянлатать, тавра курăма аталантарать», — терĕ лингвист.

Одессăра çуралса ÿснĕскер тĕрлĕ çĕршывра, тĕрлĕ регионта пурăнса унти чĕлхесене вĕренет. Вăл чăвашла та лайăх пĕлет. Чăвашла вĕренес тĕллевпе вăл икĕ çула яхăн Шупашкарта пурăннă. Вĕрентÿ институтĕнче ĕçлесе чăваш чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренмелли кĕнеке хатĕрлеме пуçланă. «Чăваш Енре пурăннă чухне пуринпе те чăвашла калаçма тăрăшаттăм, анчах Шупашкарта чăваш сăмахне сайра хутра илтеттĕм. Районсенче кăна нумайăшĕ чăвашла пуплет», — терĕ вăл. Артем Шупашкара пĕрремĕш хут 10 çул каялла килнĕ. Чĕлхесен фестивалĕнче Александр Блинов лингвистпа паллашнă. Вăл хавхалантарнипех чăваш чĕлхине ăса хывма тытăннă. Каярахпа хăй ыттисене чăваш чĕлхине вĕрентме пуçланă.

Артем чăваш çыннисемпе çыхăнăва татмасть, интернет урлă çырусене чăвашлах çÿретет. «Ку мана чăвашла манма памасть. Кунта чăвашсем пур, анчах вĕсем вырăсланнипе, шел те, чăвашла калаçмаççĕ, — хăйĕн çырăвне чăвашла шăрçаларĕ лингвист. — Кашни çыннăн шухăш-кăмăлĕ уйрăм, ку тĕнче çине кашни урăхла пăхать. Кашни чĕлхе хăйне евĕрлĕ. Чăваш чĕлхи те питĕ кăсăклă чĕлхе. Чăваш чĕлхин синтаксисне, фонетикине, лексикине интересленсех тĕпчетĕп. Вĕсене ытти чĕлхепе танлаштаратăп», — терĕ 15 чĕлхе пĕлекен çамрăк. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Хунямăшĕ лайăх та…

Ашшĕпе амăшĕ культура тытăмĕнче вăй хунă май хĕрне Кристинăна укçаллăрах профессии илтересшĕн пулнă. Ăна Шупашкарти техникумра кадастр çĕр виçекенне вĕрентсе кăларнă. Кристина диплом илнĕ. Анчах ку пециальноçпа пĕр кун та ĕçлемен, культурăна чунĕ туртнă.

Çывăрма выртсан… юрланă

Тĕрĕссипе, культура çул-йĕрĕпе вăл пĕчĕкренех утма пуçланă. 1993 çулта Долговсен çемье ансамблĕ йĕркеленнĕ. Ăна вĕсем паянхи кунччен упраса хăварайнă. Шăмăршă районĕнче ку ансамбль пирки илтмен-пĕлмен çын çуках. Долговсем концертсене пĕрмай тухса çÿреççĕ. Вĕсене районти мероприятисене чĕнмесĕр хăвармаççĕ. Ашшĕ Николай Геннадьевич чылай çул хăйсен ялĕнчи Палтиелти клубра ĕçленĕ. Шел те, вăл 2018 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Клуба унăн мăшăрĕ Татьяна Николаевна 15 çул ытла ертсе пырать.
«Малтанхи çулсенче пирĕн çемье ансамблĕ пысăкрахчĕ: асанне, атте-анне, пичче, йăмăк, эпĕ пулнă. Халĕ аттепе асанне çук ĕнтĕ, пичче сцена çине тухма пăрахрĕ. Çапах çĕнĕ артистка — 6-ри хĕрĕм Каролина — хушăнчĕ. Вăл пирĕнпе чăвашла юрăсем шăрантарать. Садике кайиччен чăвашла аван калаçатчĕ. Халĕ вырăсланчĕ. Сцена çинче пĕччен юрласшăн.
Йăмăк Аксинья 9-мĕш класра вĕренет. Репертуарта — эстрада юрри ытларах. Интернетра чăвашла юрă кĕввине тупас енĕпе йывăрлăхсем пур. Çавăнпа мĕн пуррипе çырлахма тивет. Анне хăй те юрăсем çыркаланă. Сăвă та шăрçалать вăл, кĕвĕ те хывать. Анчах пĕр юрăсăр пуçне вĕсене студире аранжировка туман. Йăмăкпа иксĕмĕр ача чухне репетицисем ытларах чухне килте иртетчĕç. Аннепе çывăрма выртсан та юрлаттăмăр. Концерта каясси пирки хавхаланса калаçаттăмăр.
Пирĕн валли анне кĕпесем çĕлеттеретчĕ, тухйисене хăй ăсталатчĕ», — аса илчĕ Кристина. Палтиелте клуб пулсан та çамрăк чухне вăл кÿршĕ яла Хайпăлана кайкаланă. Ташă каçĕсем унта интереслĕрех иртнĕ. Пулас мăшăрĕ, Васан каччи, Алексей те çав клуба çÿренĕ. Анчах ташă каçĕнче вĕсем калаçман. Пĕр кунхине Палтиел хĕрĕсемпе Васан каччисем патне хăнана кайнă. Çавăн чухне паллашнă Алексейпе Кристина. Хĕр шкултан вĕренсе тухайман-ха ун чухне, 2 çул аслăрах каччă студент пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кайран пике те Шупашкара вĕренме çул тытнă. Тăватă çул туслă çÿренĕ хыççăн вĕсем çемье çавăрнă.
Пĕрлешсен Егоровсем Шăмăршă районне таврăннă, Димăн килĕнче Васанта пурăнма тытăннă. Кристина ун чухне декретра пулнă. Тĕпренчĕкĕ Каролина 5 уйăх тултарнă кăна-ха. Амăшĕ Татьяна Николаевна Палтиел клубĕнче уяв ирттернĕ те Кристина ăна пулăшма пынă, сцена çинче юрланă. Çавăн чухне мероприятие районти культура çуртĕнчен методика пайĕн ертÿçи Татьяна Давыдова та килнĕ. Кристина хăйне сцена çинче мĕнле тытни килĕшнĕ ăна — ĕçе чĕннĕ. Халăх умне кăларма хитре те пултаруллă хĕр кирлĕ имĕш вĕсене. Пĕчĕк ачана пăрахса хăварса çамрăк амăшĕ ĕçе тухма килĕшмен. «Сана кĕтетпĕр», — тесе хăварнă заведующи. Пурăна киле Кристинăн декрет отпускĕ те вĕçленнĕ. Районти культура çуртĕнче методист вакансийĕ çаплах пушă тăнă. Акă 2016 çулта Кристина унта ĕçлеме тытăннă.
Техникумра 3 çул сая янăшăн Кристина кăштах ÿкĕнни сисĕнчĕ. Çав вăхăтра культура енĕпе пĕлÿ илме пултарнă вĕт вăл. Методиста вырнаçсан Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕреннĕ. Квалификацие ÿстерекен курссенче вĕçĕм пулать вăл. Халĕ Хусанти культура институтĕнче пĕлĕве тарăнлатать.<...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   

 


«Хĕрарăмăн выльăх кăна пăхмалла мар»

Ялта пĕрре те кичем мар. Кунта та интереслĕ пурăнма пулать. Патăрьел районĕнчи Сителти Оксана Хомуткина та çак сăмахсене çирĕплетет. Район центрĕнчен 20-е яхăн çухрăмра вырнаçнă Сител пысăках мар — унта 160 ытла кил, çав шутра пушшисем пур, 465 çын пропискăра тăрать. Ачасем Пăлапуç Пашьеле вĕренме шкул автобусĕпе çÿреççĕ. Ялта икĕ лавкка, чиркÿ, ФАП, клубпа библиотека пур. Культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем ял пурнăçне кăсăклă та хаваслă тума тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Оксана Хомуткина, вулавăш ĕçченĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕскер 19 çулта кунтах качча тухнă та умлăн-хыçлăн икĕ ывăл çуратнă. Упăшки тĕпкĕч пулнăран-ши е яла юратнине кура-ши — Хомуткинсем хулана куçса каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Владимир Ильич 20 çул Мускава ĕçлеме çÿренĕ, юлашки 2 çул çеç Канашра вăй хурать. «Хамăн анне ир вилчĕ. Пăянам ун вырăнне юлчĕ. 24 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр», — терĕ Оксана Валериевна. Вăл икĕ ача амăшĕ пулса тăнă хыççăн Шупашкарти культура училищинче библиотекаре куçăн мар майпа вĕреннĕ. Вулавăшра чылай çул унăн хунямăшĕ Зинаида Леонтьевна вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайсан ăна кинĕ улăштарнă. Оксана Валериевна ку ĕçе пикеннĕренпе 16 çул иртнĕ ĕнтĕ. Ялта ытларах тивĕçлĕ канури çынсем пурăнаççĕ, вĕсем чăвашла кĕнеке вуласшăн. Ачасем шкул программипе çыхăннисене ыйтаççĕ. 86-ри Вера Реймова, ĕмĕрĕпе медикре тăрăшнăскер — кĕнекесен чăн-чăн тусĕ. Кашни эрнере хаçат-журнал вулама килет. Фельдшерта ĕçлекен хĕрĕ те вулавăша пырса ун валли вуламалли илсе каять. Сăмах май, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕ Сител библиотекине «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан чылай кăларăма çырăнса панă. «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси», «Тăван Атăл», «Тетте» вулама пулать унта. Чăваш кĕнекисем те килсех тăраççĕ. Ангелина Павловскаян, Улькка Эльменĕн кĕнекисем алран алла куçнине палăртрĕ вулавăш ĕçченĕ. Вуланă хыççăн хĕрарăмсемпе хайлавсене сÿтсе яваççĕ. Кунта ал ăстисен клубĕ ĕçлет. Унăн хастарĕсем хĕлле кашни эрнере пуçтарăнаççĕ, ал ĕçĕпе киленеççĕ, пĕр-пĕринпе калаçса чуна уçаççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Чире çĕнтерсен юбилейне ирттернĕ

Тыл ветеранне Мария Щукинăна, Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнаканскере, 90 çул тултарас умĕн коронавирус ернĕ. Ăна Шупашкарти больницăна васкавлă пулăшу машинипех илсе кайнă.

— Хытă аптăраса ÿкрĕ, вырăнпах выртрĕ, — аса илчĕ хĕрĕ Ольга. — Уншăн сĕре хытă хăрарăмăр. Тухтăрсем вилĕмрен çăлса хăварчĕç, сывалса больницăран тухрĕ. Нумаях пулмасть ачисем, тăванĕсем пухăнса юбилейне паллă турăмăр.
Анат Туçасем Мария Николаевнăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Вăл нумай хуйхă-асапа чăтса ирттернĕ. Пилĕк çулта чухне амăшĕсĕр юлнă. Амаçури амăшĕ ăна ĕçлеттерсе çитĕнтернĕ: вăл вуннăра чухнех апат пĕçернĕ, япала çунă, кĕпе-йĕмпе тумтир çĕленĕ, чăлха-нуски çыхнă, ĕне сунă, курăк çулнă… Тăватă класс пĕтернĕ те текех вĕренеймен, Çĕнтерÿ хыççăн «Гвардеец» колхоз ферминче ĕçленĕ. Вăйран кайса хĕрĕх литр сĕт тултарнă флягăна ури çине пĕрре мар ÿкернĕ. Халĕ, тепĕр чухне, суранĕсем çине пăхса шухăша каять. Пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттерме пил панă асламăшне тав тăвать, мăшăрланнă хыççăн пурнăç çулĕпе пĕрле утса тухнă упăшкине Лев Пименовича пилĕк ачана çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн, çурт-йĕр çавăрнăшăн, телейлĕ кунĕсемшĕн ырăпа аса илет, вун сакăр мăнукĕпе вĕсен вун виçĕ мăнукĕпе мăнаçланать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.