Тантӑш № 15 (4784) 21.04.2022
«Юрă-кĕвĕ тĕнчине ытларах та ытларах юрататăп»
Шупашкарти 5-мĕш гимназире 8-мĕш класра пĕлӳ илекен Хай Йен Нгуен виçĕ çула çитиччен вырăсла пачах та пĕлмен. Ашшĕпе амăшĕ ăна вьетнамла кăна вĕрентнĕ. Шкула кайсан йывăр пулассине ăнланса 5 çулта чухне çывăх çынни ун валли репетитор тытнă. Хай Йен халь вырăсла та, вьетнамла та ирĕклĕн калаçать. Чăвашла чылай сăмах пĕлет. Унсăр пуçне хĕрача тăрăшсах акăлчан тата француз чĕлхисене вĕренет.
Уйăх кунне уявлаççĕ
— Манăн аттепе анне Вьетнамра пурăннă чухне пĕр-пĕрне пачах та пĕлмен. Вĕсем Мускавра паллашнă, кайран Шупашкара куçса килнĕ. Иккĕшĕ те вырăсла пĕлмеççĕ, манпа вьетнамла кăна калаçаççĕ. Пирĕн пур тăван та Вьетнамра пурăнать. Коронавирус чирĕ пуçланиччен час-часах кайса çӳреттĕмĕр, юлашки икĕ çулта ниепле те май килмерĕ. Паллах, тунсăхлаттарать. Аппа Май 28 çулта, вăл Вьетнамра пурăнать. Тăвансенчен аякра кичем мар. Шупашкарта пирĕн çĕршыв çыннисем сахал, пурте пĕр-пĕрне паллатпăр, пĕр çемьери пек пурăнатпăр, уявсене яланах пĕрле паллă тăватпăр. Кунта аттепе аннене питĕ килĕшет. Шупашкарта шăп, лăпкă, чăваш халăхĕ тарават та кăмăллă, кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Манăн та пĕрле вĕренекенсен хушшинче лайăх юлташсем пур, — палăртать Хай Йен.
Хĕрача пушă вăхăтра хăйсен наци апат-çимĕçне пĕçерме кăмăллать. Тĕслĕхрен, унăн фо тутлă пулать. Яшка евĕр апата рис макаронĕнчен хатĕрлеççĕ. Риспа какай, кăмпа хутăшĕнчен икерчĕ пĕçерме юратать. Ăна вĕсем «нэм» теççĕ. Хай Йен каланă тăрăх, вьетнамсен кухни «чи сывлăхли» шутланать. Вĕсем тин çеç татнă улма-çырлапа пахча çимĕçрен апат хатĕрлеççĕ. «Эпир Уйăх кунне паллă тума юрататпăр. Ку пирĕн пысăк уяв шутланать. Çак кун темĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçеретпĕр. Сирĕн уйăх çинче «кĕвентеллĕ хĕр» пулсан, пирĕн — «арçын». Уйăхпа çыхăннă кĕске юмахпа вулакансене те паллаштарам-ха. Чухăн пурăнакан арçынна пĕр ватă асамлă йывăç парнеленĕ, ăна таса шывпа çеç шăварма каланă. Хайхискер те манса кайнă, те илтмен, пĕррехинче пăтранчăк шывпа сапнă. Арçын тӳрех асамлă йывăçпа пĕрле уйăх çине вĕçсе кайнă. Паянхи кун та тăлăххăн унтах пурăнать. Çавăнпа та пирĕншĕн уйăх сăваплă шутланать. Эпир уявсене пысăк та шавлă ушкăнпа ирттерме кăмăллатпăр. Пирĕн халăх хăнасене яланах тарават. Çулталăкра икĕ хутчен Çĕнĕ çул кĕтсе илетпĕр: пĕрне — раштавăн 31-мĕшĕнче, теприне, уйăх календарьне пăхăнса — нарăс уйăхĕнче. Будда тĕнне ĕненетпĕр. Тата çакă интереслĕ. Раççейре Петров, Иванов хушаматли нумай, эпир те ку енĕпе уйрăлса тăмастпăр. Пирĕн те пĕрешкелли чылай. Тĕслĕхрен, Нгуенсем Вьетнамра 40 процент ытла. Эпĕ те — Нгуен», — ăшшăн кулать хĕрача. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Слет çĕнтерÿçисем
Çак кунсенче пирĕн шкулта «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ятпа республика шайĕнчи 10-мĕш слет иртрĕ. Ăна Паллă ентешсен çулталăкне тата Раççей Геройне Леонид Константинова халалларĕç.
Тупăшăва республикăри районсенчен пограничниксен çамрăк тусĕсем çитрĕç. Пирĕн шкул чысне Аня Артемьева, Валя Ананьева, Ирина Кошелева, Сергей Абрашев, Мая Ананьева, Денис Васильев, Дима Кондратьев, Валера Николаев тата Алина Тимофеева хӳтĕлерĕç.
Ачасене Александр Кошелев вĕрентекен хатĕрлерĕ. Командăсен патриотла юрăсем шăрантарас, стройпа утас, тĕрлĕ чăрмав витĕр тухас, ялав йăтас, çавăн пекех медицина теорине пĕлес енĕпе ăмăртмалла тата пĕрремĕш пулăшу парассипе ĕçсем пурнăçламалла пулчĕ.
Пирĕн шкул команди ултă тупăшу витĕр тухса çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Канаш районĕнчи Ухман шкулĕн команди тухрĕ. Виççĕмĕшсем Вăрмар районĕнчи Пинертен килнĕ маттурсем пулчĕç.
Ачасем çавăн пекех хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Автомата сӳтсе пуçтарассипе, унăн магазинне патрон тултарассипе пирĕн шкулта ăс пухакан Валера Николаева çитекенни пулмарĕ. Вăл çак тупăшусем витĕр тухса çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. <...>
Юлия КОШЕЛЕВА, вĕрентекен.
Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Лаймики и волшебные медузы
В далекой-далекой галактике жила планета Медуза. На ней обитали добрые и загадочные медузы. Они жили в Радужном озере.
Еще на этой планете жил веселый и отважный Лаймик. Он был зеленого цвета с круглыми синими глазами, копной кудрявых волос, откуда торчали две завитушкиантенны. Лаймик дружил с Крумиком и Майли. В их компании было всегда весело. Друзья любили вместе рисовать, участвовать в космических конкурсах и играть.
Однажды весельчаки решили посмотреть на медуз. Друзьям очень хотелось узнать, как они выглядят. Лаймик, Майли и Крумик отправились на озеро на аэро корабле «Ветерок». Летели они очень быстро. Вот, наконец-то, показалось долгожданное озеро. Когда друзья приземлились и вышли из корабля, увидели странного розового монстрика-охранника. Он шел им навстречу. Друзья испугались его, захотели убежать и спрятаться. Но монстрик оказался дружелюбным и широко улыбнулся им. Его звали Осоик. Осоик объяснил, что он охранник этого озера и его не стоит бояться тем, кто пришел с миром. Лаймик рассказал, что они прилетели посмотреть на волшебных медуз. Осоик пообещал показать медуз, если Лаймик с друзьями помогут разгадать одну тайну. Оказывается, каждую ночь пропадает несколько медуз. И никто не знает, что происходит на Радужном озере и куда они исчезают.
Отважный Лаймик предложил друзьям помочь Осоику проследить ночью за медузами. Друзья, конечно же, согласились помочь. Ведь им было очень интересно.
Вот настала поздняя ночь. Небо было темным и звезд не было видно. И луна где-то затерялась за тучами. Стояла тишина, что даже было страшновато. Друзья напряглись. Вдруг появились яркие огоньки. Огни осветили все вокруг, и друзья увидели, как приземлился странный корабль. Из него вышли июкпоны. Это были жители другой планеты, которые ничего не умели и не хотели делать. Они направились к озеру и начали ловить медуз.
Друзья выбежали из своего укрытия, сняли плащиневидимки и преградили им дорогу. Незнакомцы остановились и хотели убежать обратно на корабль, но Лаймик предложил им поговорить. Он стал объяснять июкпонам, что, если переловить всех медуз, то на планете не будет света и веселья. Значит, не будет мира и добра. Не будет счастья. Планета Медуза станет бесцветной и потухшей. Июкпоны сначала не слушали Лаймика. Потом им стало жалко жителей планеты. Оказывается, июкпоны хотели забрать волшебных медуз к себе, чтобы те за них выполняли разную работу. Тут Осоик предложил пришельцам помогать ухаживать за медузами. <...>
Константин КАРЗАКОВ, 4-й класс.
Чебоксары, НОШ для обучающихся с ОВЗ №1.
Атă-пушмак юсама ăста
Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат шкулта ăс пухакансем çĕлеме, сĕтел-пукан ăсталама, атă-пушмак юсама та вĕренеççĕ, йывăçран эрешлесе касса кăлараççĕ, социаллă пурнăç никĕсĕсене ăса хываççĕ.
Нумаях пулмасть тăххăрмĕш класри Максим АЛЕКСЕЕВПА çыхăнма тӳр килчĕ. Вăл атă-пушмак юсама ăста.
— «Атă-пушмак юсасси» урок пиллĕкмĕш класра пуçланать. Пире, арçын ачасене, çак ĕçе пĕлни пурнăçра кирлех. Сăмахран, пушмакăн кĕлли тухса ӳксен е хăйпăнсан çынсем тӳрех мастерскоя вĕçтереççĕ. Ăна юсасса кĕтме тивет. Хамăр тума пĕлни пуринчен те паха. Килтисем те хĕпĕртеççĕ. Çав вăхăтрах çывăх çынсене, юлташсене, тăвансене пулăшаятăн, — терĕ Максим.
Асăннă урока Николай Борисов ертсе пырать. Вăл палăртнă тăрăх, Максим ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
— Пĕрле вĕренекенĕсенчен хăйне тытма, урокра кирек епле ыйтăва та туллин хуравлама пĕлнипе уйрăлса тăрать. Çынпа сăмах ваклама юратманскер шанса панине тӳрре кăларать, пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçлать. Вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне çулсеренех иртекен «Абилимпикс» конкурса та хутшăнать арçын ача. Акă кăçал вăл республика шайĕнче палăрма пултарчĕ, — тет вĕрентекен.
— «Абилимпикс» конкурса пурте хутшăнма ĕмĕтленеççĕ пулĕ. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Чи малтан — хамăрăн пĕлӳ çуртĕнче. Унта мала тухнисен шкул чысне республикăра хӳтĕлемелле. Шел те, коронавирус чирне пула вăл та хамăр патрах, онлайн мелпе иртрĕ. Кунта пĕр мăшăр пушмак валли сăранран бант касса кăлармалла пулчĕ. Тимлĕ ĕçлемелле, линейкăпа кашни миллиметра, сантиметра тĕрĕс виçмелле, пĕтĕмпех тан пулмалла. Çавăн пекех техника хăрушсăрлăхне те пăхаççĕ. Ĕçе хатĕрлеме пĕр сехет параççĕ. Вĕçленсен жюри пайташĕсем çыпăçтарнă банта туртса пăхаççĕ, унăн çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ, — каласа кăтартрĕ Максим. «Тăван стенасем пулăшаççĕ», — тесе ахальтен каламаççĕ. Тен, çавăнпах-и, Максим ку конкурсра палăрнă, халĕ интернат шкул чысне Мускав хулинче хӳтĕлĕ. Спортпа та туслă вăл, çăмăл атлетикăпа ăмăртусене хутшăнать. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
«Командир пĕтĕм класшăн яваплă»
Шупашкар районĕнчи Кӳкеçри 1-мĕш шкулта 9-мĕш кадет класĕнче ăс пухакан Оля Сочкова — юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл Çĕнтерӳ волонтерĕ, класс командирĕ, шкулăн общество пурнăçĕнче те хастар.
Пĕрле вĕренекенсемшĕн – тĕслĕх
— Пире кадетсен ретне 5-мĕш класра илчĕç. «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕреннине тата стройпа чи лайăх утнине кура класс ертӳçи мана командир пулма сĕнчĕ. Пĕрле вĕренекенсем хирĕçлемерĕç. 4-мĕш çул ертӳçĕ тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Командир пĕтĕм класшăн яваплине ăнланатăп: ачасене дисциплинăна пăхăнмалли, вĕренӳре ĕлкĕрсе пымалли пирки аса илтерсех тăратăп. Пĕрле вĕренекенсем ман çине пăхаççĕ-çке, тĕслĕх илеççĕ, çавăнпа пур конкурса та хутшăнма тăрăшатăп. 7-мĕш класра «Чи лайăх командир» ята та тивĕçнĕччĕ, — сăмаха пуçларĕ хĕрача. — Эпир класпа чылай ăмăртăва, патриот мероприятийĕсене хутшăнатпăр. Çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем кăмăла çирĕплетеççĕ, командăпа ĕçлеме вĕрентеççĕ. Ăмăртусенче «Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕришĕн» девиза тĕпе хуратпăр, çĕнтерĕве çывхартас тесен туслăн кар тăмаллине лайăх ăнланатпăр.
Çакна палăртмалла: иртнĕ вĕренӳ çулĕнче кадетсен команди «Зарница» вăйăра 1-мĕш вырăн йышăннă. Калашников автоматне салатса пуçтарассипе, пăшал магазинне патрон тултарас, стройпа утас енĕпе вĕсене çитекенни пулман. Маттурсем бассейнра ишсе те, хӳтĕлев тумне тăхăнса та лайăх кăтартусемпе палăрнă. Паллах, кунта класс командирĕн Оля Сочковăн тӳпи пысăк. Кăçал тăххăрмĕшсем çамрăк армеецсен «Орленок» вăййинче вăй виçме хатĕрленеççĕ.
Çĕнтерӳ волонтерĕ
Пултаруллă ача пур çĕре те ĕлкĕрет: вĕренӳре те, спортра та, шкулăн общество пурнăçĕнче те. Оля та çаплах. Вăл ташлама ăста. Маттур кадет — республикăри Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй çумĕнчи ача-пăча общество канашĕн членĕ. Кăçал вăл çакна çирĕплетекен удостоверение те тивĕçнĕ.
— Акă уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче эпир Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тĕл пултăмăр. Унтан аслă шкулсен ректорĕсемпе, Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăнтăмăр. Унта кăсăклă ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Калаçу çамрăксен хушшинче преступлени тăвасси сарăлни, çакна сиресси тавра пычĕ. Тĕлпулуран таврăнсан эпĕ районти шкулсенчи хастарсемпе çыхăнтăм, кашниех хăйсен пĕлӳ çуртĕнче çак темăпа лекци ирттерчĕ, — пĕлтерчĕ Оля.
Хĕрачан çитĕнĕвĕсем курăмлă. Вăл предмет олимпиадисене хастар хутшăнать, хĕрачасен шкулти волейбол командипе тĕрлĕ ăмăртăва çитет. ГТОн ылтăн палли те пур унăн. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче Оля «Çулталăк вĕренекенĕ» республика конкурсĕнче те хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнă. Вăл — Раççей çамрăкĕсен общество организацийĕн членĕ, Çĕнтерӳ волонтерĕ, Раççей шкул ачисен юхăмĕн хастарĕ. Шупашкар район командин йышĕнче шăматкун Чăваш кадет корпусĕнче иртнĕ кадетсен балĕнче те пултарулăхне кăтартнă, командăпа малтисен йышне кĕнĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...