Ачасем валли йĕркеленĕ «Ачалăх тĕнчи» ача-пăча конкурсĕ малалла пырать

Пултарулăх ăмăртăвне 5-7 çулсенчи ачасем хутшăнаяççĕ. Вĕсен ĕçĕсене хăйне евĕрлĕхне, ăсталăхне, хăй тĕллĕн пурнăçланине кура хаклĕç.
Конкурса сĕнекен ĕçсене ака уйăхĕн 22-мĕшĕччен «Контактра» социаллă сетьре конкурсăн галерейине вырнаçтармалла. Анчах унччен маларах çак формăпа заявка ямалла.
5 çулти ачасен хăйсен ĕçĕсене çак галерейăна вырнаçтармалла:https://vk.com/album-212133984_281893518;
6 çултисен: https://vk.com/album-212133984_281893530;
7 çултисен: https://vk.com/album-212133984_281893533.
Конкурс йĕркипе тĕплĕнрех Акцыновсен ячĕллĕ Шупашкарти ача-пăча ÿнер шкулĕн сайтĕнче паллашма пулать.
www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ