Комментировать

19 Апр, 2022

«Хыпар» 42 (27921) № 19.04.2022

«Халĕ ĕлĕкхи мар, выçă юлмăпăр»

«Тĕлĕнетĕп: пĕлтĕр çитĕнтернĕ купăста хакне мĕншĕн ӳстермелле?» — терĕ Анна Самсонова. Унпа тĕп хулари «Николаев» суту-илӳ комплексĕнче паллашрăмăр. Вăл кану кунĕн ярмăрккине хăйĕн пахчинче ӳстернĕ çимĕçсене сутма килнĕ.

Ярмăрккăсенче йӳнĕрех

«Эпĕ ачаран çĕр çинче ĕçлесе ӳснĕ. Пахча çимĕç туса илме аннерен вĕреннĕ», — калаçăва тăсрĕ Анна Петровна. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлтан вăл. Кашни çулах Шупашкара ял хуçалăх ярмăрккине килет. Суту-илӳ вырăнĕпе тӳлевсĕр тивĕçтернĕрен таварне те йӳнĕрехпе сутать. Купăста, хĕрлĕ кăшман, симĕс сухан сĕнет вăл. Унăн таварне черет тăрсах туянаççĕ.

«Лавккара купăста 100 тенкĕрен те иртсе кайрĕ вĕт, — пăшăрханса калаçрĕ Евдокия Ивановна. — Пĕр пуç купăста пĕр килограмм какайран та хаклăрах. Кунта паян ятарласа килтĕм». Пысăк хутаçне уçсах кăтартрĕ вăл. Тăватă пуç купăста выртать унта. «Холодильникре тăрать. Тен, йӳнелĕ? Унччен пурăнмалăх çитет мана», — кăмăллăн сыв пуллашрĕ кинемей.

Маринăпа Алексей Марковсем çĕр улми вăрлăхĕ туянма пынă. Николаев пасарĕнче 40 тенкĕпе сутаççĕ ăна. Тĕрлĕ сорт пур. «Виçĕ михĕ туянтăмăр, — терĕ Алексей. — Çĕр улми куравĕнче пĕр улмана 25 тенкĕпе сутатчĕç те... Çавăнпа пĕр килограмшăн 40 тенкĕ нумаях мар тесе шухăшлатăп».

«Канмалли кунсенче пасар кĕрлесе тăрать. Пахча çимĕç хакĕсем пĕчĕкрен халăх йышлă пухăнать, — калаçăва хутшăнчĕ Ленин райадминистрацийĕн суту-илӳ секторĕн заведующийĕ Наталия Филиппова. — «Николаев» суту-илӳ комплексĕнчи яр мăрккăра вунă-вун икĕ машина сутă тăвать. Вĕсем — Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Элĕк районĕсенчен килнĕ фермерсем, уйрăм хуçалăхсем. Пахча çимĕç, çĕр улми вăрлăхĕ, севок сĕнеççĕ. Эпĕ лавккари хаксене те сăнасах тăратăп та — кунта самай йӳнĕ пулнине çирĕплетсех калаятăп».

Чăнах та, ярмăрккăра сутакан борщ пĕçерме кирлĕ таварсен хакĕ, лавккарипе танлаштарсан, чылай пĕчĕкрех. Купăстана — 65, кишĕре — 40, хĕрлĕ кăшмана — 40, çĕр улмине — 35, сухана 45 тенкĕпе туянма пулать. Çурçĕр пасарĕнчи ярмăрккăра вара пахча çимĕç 10-15 тенкĕ хаклăрах. Тен, çакă ăна сутакан сахал пулнипе те çыхăннă. Кунта çăмарта, пыл, пулă, кĕрпе, калча, çĕр улми вăрлăхĕ, севок ытларах сĕнеççĕ. Ватă çынсене ярмăрккăра туяннă тавара килнех илсе пырса параççĕ. Наталия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе Шупашкар хулин администрацийĕ машинăсем уйăрнă, ку ĕçе волонтерсене явăçтарнă. Вĕсем киле çитсен йывăр михĕсене пушатма та, хваттере çити çĕклесе çитерме те пулăшаççĕ. Ку таранччен 50 ытла çын çак çăмăллăхпа усă курнă.

Тĕп хулара кану кунĕн ярмăрккисем ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче виçĕ лапамра — Çурçĕр, Шупашкар пасарĕсенче, «Николаев» суту-илӳ комплексĕнче — уçăлнă. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче халăх ыйтнипе тата икĕ лапам — Кăнтăр-хĕвел анăç пасарĕнче тата «Дар» пĕрлĕх çывăхĕнче — йĕркеленĕ. Унти ярмăрккăсенче Чăваш Енри хуçалăхсен аш-какайне, консервланă продукцине, сĕт юр-варне, выльăх-чĕрлĕх валли комбикорм, çĕр çырли калчисене, улмуççи, персик, абрикос, хăмла çырли хунавĕсене, ытти продукцие туянма пулать.

Шупашкар администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, икĕ эрнере ярмăрккăсенче 6 пин ытла çын хамăр тăрăхри тавар туса илекенсен 30 пин ытла тонна продукцине туяннă. Чи нумай сутăннă таварсен шутĕнче — çĕр улми. Суту-илĕве Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем, Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенчи хресчен-фермер хуçалăхĕсем, хушма хуçалăх тытакансем уйрăмах хастар хутшăнаççĕ.

Тавар туянакансем кăна мар, сутакансем те çакăн евĕрлĕ суту-илӳ вырăнĕсем йĕркеленипе кăмăллă.  Красноармейски районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Валерий Шумилов палăртнă тăрăх, «вĕсен пĕрмай ĕçлемелле». «Халăхшăн та, патшалăхшăн та, ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те лайăх пулĕ, — терĕ вăл. — Лавккаринчен йӳнĕрехпе сутатпăр, çапах курттăммăн тиесе янинчен хаклăрах тухать. Çынсем те кăмăллă, эпир те». Валерий Николаевич хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ пахча çимĕçе кăçал Красноармейскинчи пасарта сутать. Унччен Шупашкара кайнине пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, кану кунĕсен ярмăрккисене муниципалитетсенче те йĕркеленĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Çăм арлама та вĕрентрĕç

Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çуртĕнче «Çĕнĕ Шупашкар — халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули» фестиваль иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
Фестивале Çĕнĕ Шупашкарсем çулсерен йышлăн хутшăнаççĕ. Чăваш, тутар, вырăс, азербайджан… — тĕрлĕ халăхпа пуян хула. Мероприяти вĕсен йăли-йĕркипе, культурипе, наци кухнипе паллаштарма, туслăх кĕперне çирĕплетме пулăшать.

Фойе капăр тумлă çынсемпе, илемлĕ юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Вăрăм сĕтелсем тутлă апат-çимĕçпе авăнчĕç. Ал ăстисем курав йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçĕсене çынсем тĕлĕнсе те савăнса сăнарĕç. Чăваш тĕрри умĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ. Ăстасем кăмăл тăвакансене çăм арлама, нуски çыхма, тĕрлеме вĕрентрĕç.

Кăçал мероприятие Донецк халăх республикин «Донбасс» юрăпа ташă ансамблĕ те пуянлатрĕ. Ăна 1937 çулта Зиновий Дунаевский композитор йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче бригада фронтра концертсем кăтартнă, салтаксен кăмăлне çĕкленĕ. Ансамбле медальсемпе те чысланă. Вăл тĕнчери фестивальсенче темиçе хутчен лауреат пулса тăнă. 1966 çулта хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра ансамбль Раççейри хуласем тăрăх «Эпир пĕрле» культура проекчĕпе çӳрет.

— Артистсемшĕн чи кирли — сцена. Эпир Раççейре тĕрлĕ халăхпа, пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе, культурипе паллашатпăр. Пире пулăшнăшн, ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав тăватпăр, — терĕ «Донбасс» юрăпа ташă ансамблĕн ертӳçи Ольга Горячева. Концерт программине вырăс ташши-юррине ытларах кĕртнĕ. Çакă ытти халăхшăн та çывăх пулнипе çыхăннă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Хамăр çĕршывра ăмăрту ытларах ирттерĕç

Пĕтĕм тĕнчери спорт федерацийĕсем, Олимп комитечĕ пирĕн çĕршыв спортсменĕсене тĕнче ăмăртăвĕсене хутшăнма чарчĕç. РФ спорт мастерĕшĕн Сергей Бирюковшăн Пĕтĕм тĕнчери Паралимп комитечĕн йышăнăвĕ кĕтменлĕх пулнă. Кăçал чăваш спортсменĕ çăмăл атлетсен Пĕтĕм тĕнчери турнирне хутшăнма хатĕрленнĕ.

— Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче тупăшни спортсменăн ăсталăхне аталантарма пулăшать. Кашни атлет тĕнче чемпионачĕсене, Олимпиадăна тата Паралимпиадăна лекес тĕллевпе тренировкăсенче тар тăкать. Çав стартсем пулмасан кăмăл хуçăлать паллах, — терĕ Сергей лару-тăру улшăнасса шаннине пĕлтерсе. Çапах каччă пуç усмасть, хальхи вăхăтра вăл çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта ирттерме палăртнă çĕршыв чемпионатне хатĕрленет. 10 çул каялла физкультура учителĕ Алексей Иванович тата Светлана Морозова тренер пулăшнипе спорт çулĕ çине тăнăскер 2019 çулта Пĕтĕм тĕнчери турнирта тăршшĕне сиксе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 2020 çулхи Паралимпиадăна хутшăнма тивĕç пулнă.

Çапла, спортсменсене Паралимпиада стартне тухма ирĕк памарĕç. Ун вырăнне Ханты-Мансийскра паралимпиецсен хĕллехи вăййисене ирттерме йышăнчĕç. Унта хамăрăннисемсĕр пуçне Беларуç, Таджикистан, Армени, Казахстан спортсменĕсем вăй виçрĕç. Шел те, çак ăмăртура Чăваш Енрен никам та хутшăнмарĕ.

Пĕтĕм Раççейри биатлонистсен союзĕн президенчĕ Виктор Майгуров пĕлтернĕ тăрăх, спорт календарьне çĕнĕлле йĕркелеме палăртнă. Вăл Беларуç Республикин спортсменĕсемпе пĕрлехи ăмăртусем, тренировкăсем, сборсем ирттерме йышăннă. Калăпăр, пуш-ака уйăхĕсенче биатлонистсен союзĕн кубокне çĕнсе илессишĕн белорус спортсменĕсем те хутшăннă. Çавăн пекех Китай биатлонисчĕсемпе пĕрлехи турнирсем йĕркелес шухăшлă. Ытти федераци те çак çулпах каяс тĕллевлĕ.

Раççей спортсменĕсемпе тренерĕсем Ази вăййисене хутшăнасси çинчен сăмах хускатнă. Кун пирки Раççейĕн илемлĕ гимнастика федерацийĕн ертӳçи Ирина Винер пĕлтернĕ. Сăмах май, ку ăмăрту кăçал авăн уйăхĕнче Китайра иртĕ. Политика наукисен кандидачĕ Артем Лукин шухăшĕпе, Ази вăййисене хутшăнни Раççей спортсменĕсене çĕнĕ çитĕнӳсем тума май парать, çавăн пекех ку ăмăрту Азири çĕршывсемпе çыхăну йĕркелеме, спорт инфратытăмне аталантарма пулăшĕ. Политолог каланă тăрăх, Ази вăййисене Раççейре те ирттерме пулать. Ăна Владивосток, Хабаровск, Томск, Новосибирск, Омск тата ытти хула йышăнаяççĕ. Çак шухăша пурнăçа кĕртмелли пĕрремĕш утăм — Азин Олимп канашне кĕни.

Бриллиант лигин ассамблейин йышăнăвĕ Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕшĕн кĕтменлĕх пулман. Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика ассоциацийĕ пирĕн атлетсен тĕлĕшпе 2016 çултах чару мерисем çирĕплетнĕ-çке. Федераци ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Привалова каланă тăрăх, спорт календарьне çĕнĕ ăмăртусем кĕртĕç, çуллахи сезон кăçал вăрăмрах пулĕ. «Спорт резервне хатĕрлес тĕлĕшпе, допинг ыйтăвĕпе ытларах ĕçлĕпĕр», — тенĕ вăл. Сăмах май, çичĕ çул каялла спортра йывăрлăхсем пуçлансан Раççей пуçарăвĕпе СНГ çĕршывĕсен вăййисене ирттерме тытăнчĕç. Ку ăмăртăва 2018 çулта СНГ патшалăхĕсен ертӳçисен канашĕнче ырласа йышăннă. Пĕрремĕшĕ пĕлтĕр Хусанта иртнĕ. Унта 9 çĕршыв атлечĕсем хутшăннă.

Раççейре ăмăрту сахал мар ирттереççĕ. Акă çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕршывĕпе «ЗаБег» чупу иртĕ. Унта спорта юратакан пур çын та хутшăнма пултарать. Çу уйăхĕнчех Омскра Çĕпĕр марафонĕ старт илĕ. Пирĕн республикăри пултаруллă марафонçăсем Татьяна Архипова, Татьяна Арясова тата ыттисем унта хутшăнаççех. Томскра Космос марафонĕ иртмелле. Утă уйăхĕнче атлетсем Мускава йăлана кĕнĕ «Каçхи чупăва» /10 километр/ пуçтарăнĕç. Нумаях пулмасть Сочире спорт фестивалĕ иртнĕ. Атлетсем марафон та, велокросс та чупнă. Унта çитĕннисем кăна мар, ачасем те, ватă çынсем те хутшăннă. Вĕсем 1-21 çухрăмлă дистанцисенче вăй виçнĕ. Сăмах май, Сочире марафон чупас енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Старта чăваш спортсменĕсем те тăчĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче 42 километрлă дистанцие 36-ри Алина Прокопьева /Шупашкар/ чи малтан вĕçлесе чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Арçынсен ушкăнĕнче мала тухассишĕн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ Степан Киселев та тупăшрĕ. Раççейĕн 2017 тата 2019 çулсенчи чемпионĕ ку хутĕнче иккĕмĕш результат кăтартрĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Торф кăларса 100 метр пусма туяннă

Çемçе кресло çинче пански çыхса ларакан Калерия Кирпичева, те куçĕ ывăннăран, те ĕçленĕ май аса илӳсен авăрне путнăран, пĕр самант кĕçĕн мăнукĕ валли çыхакан нускирен куçне вĕçертрĕ. Шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ, унтан чĕрçи çинче мăшлатса çывăракан кушакне ачашланă май ăшшăн кулса илчĕ. Мĕн аса килчĕ-ши çак самантра 91 çулти Калерия Валентиновнăна: хаяр вăрçă çулĕсенчи ачалăхĕ-ши, йывăрлăхра та савăнма май тупнă çамрăклăхĕ-ши е çут тĕнчене килнĕ пепкине пуçласа алла тытнă самант-ши?

Ашшĕ вăрçăран таврăнайман

Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ӳснĕ, 22 çулта çак районти Кушкă ялне качча тухнă Калерия Кирпичевăна /хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова/ ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш, мĕн ачаран Каля тесе чĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ — Валентинпа Татьяна Федоровсем — хресченсем пулнă. Ку тăрăхра колхоз чăмăртансан унта кĕнĕ, çынран юлас темен. Калерия — вĕсен пĕрремĕш пепки. Ун хыççăн Иван, Зина çут тĕнчене килнĕ. Çамрăк мăшăрăн ывăлĕ- хĕрне кил хуçин амăшĕ пăхнă. Кĕçех Каля та амăшĕпе юнашар тăрса ĕçлеме пуçланă: тыр- пул хушшинчи çума çумланă, пучах пуçтарнă, кĕтӳ кĕтнĕ… Çапла çемье майĕпен вăй илсе, тĕрекленсе пынă.

Анчах 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ Федоровсен ĕмĕт-тĕллевне наччасрах чăл-пар аркатнă. Валентин Федоров 1942 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче фронта тухса кайнă вăхăтра Зина çичĕ уйăхра кăна пулнă. Вăрçă тухни вуннăри хĕрача асĕнчен нихăçан та каймĕ: асламăшĕн куççулĕ, амăшĕ пысăк хырăмне тытса ăна темрен сыхланă пек хытса тăни, ашшĕ Ивана алла илсе хăй çумне çирĕп çупăрлани, хăй, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ăнланмасăр, унталла-кунталла чупкаласа çӳрени…

«Вăрçă чарăннă саманта куç умне кăларас тетĕп те асăма нимĕн те килмест. Те атте киле таврăнмасса пĕлсе питĕ нумай йĕнипе çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пирĕн çемьешĕн праçник пек пулман ун чухне, — тет Калерия Валентиновна. — Вăрçа кайнă çулах, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, атте хыпарсăр çухални пирки хут килчĕ. Ун хыççăн кăштахран аттерен çыру илтĕмĕр. Ржев çывăхĕнче тăхăр талăк пĕр чарăнми çапăçнă, уринчен виçĕ тĕлтен йывăр аманнă хыççăн пилĕк кун ним хускалайми выртнă иккен. Кайран тин асăрханă аттене, госпитале ăсатнă. Юлашкинчен Ижевскри госпитале илсе çитернĕ. Унтах чӳк уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă вăл. Хурлăхлă хыпар килнĕ кун эпĕ шкултаччĕ. Учитель мана: «Каля, киле кайса кил- ха, асаннӳне тем пулнă: пĕрре кӳршĕсем патне чупса каçать, тепре — килĕре», — тет. Эпир шкул çывăхĕнчех пурăнаттăмăр. Киле чупса çитрĕм те — аттен вилнĕ хучĕ килнине пĕлтĕм».

Пĕр татăк çăкăр, виçĕ кашăк турăх

Çакăн хыççăн Федоровсем çине тĕнче йăтăнса аннă пекех пулнă. Ашшĕ вилнĕ, ăна нимĕнле асамлăх та каялла çавăрса килеймĕ. Пурнăçа çăмăллатасси пĕтĕмпех хăйсенчен килнине хунямăшĕпе çамрăк кинĕ лайăх ăнланнă. Юрать, ĕнине тытма пăрахман. Амăшĕ ачисене: «Пĕр татăк çăкăр хыпăр та виçĕ-тăватă кашăк турăх сыпăр», — тенĕ. Çăкăрне перекетлес тĕллевпе ĕнтĕ. Вăл та таса тырăран пулман-çке. Çĕр улми туса илнĕ уйра хĕл каçса крахмалланнă çĕр улмине пуçтарнă, типĕтнĕ, тӳнĕ, алланă. Вара çăнăхпа хутăштарса пĕçернĕ. Çав кунах питĕ тутлăн туйăннă, иккĕмĕшĕнче крахмал хытнă та çăкăр сухари пек пулса тăнă. «Хăшĕсем яшкана курăк ярса пĕçеретчĕç. Пĕррехинче пирĕн анне те улма çулçипе пĕçерчĕ. Анчах шăллăм çимерĕ. Анне ăна урăх апат памарĕ, çиетех пулĕ терĕ-ши? Иван выçă пулсан та çимерĕ. Анне вара урăх нихăçан та ун пек апат хатĕрлемерĕ. Çуркунне чĕрĕ курăка — ыраш кĕпçине, кăшкар утин çулçине, ыттине — тем чухлĕ чăмланă», — аса илчĕ тыл ветеранĕ.

Каля шкул хыççăн Патăрьелте вĕренме ĕмĕтленнĕ. Кирек мĕнле профессие те тиркемĕччĕ. Анчах амăшĕ хирĕçленĕ, хăйне пулăшакан кирлине пĕлтернĕ. Амăшĕн: «Ĕçлемелле!» — сăмахĕ 91 çулти кинемейĕн чĕринчен халĕ те тухмасть. 7-мĕш класра икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн шкула урăх каяс темен. Кун-çул сукмакĕ ăна пăру фермине илсе çитернĕ. 14 пăру шанса панă ачана. «14 витре кĕрекен хуранпа шыв ăшăтаттăм. Вутă вырăнне улăмччĕ. Шыв ăшăниччен темĕн чухлĕ улăм çунса пĕтетчĕ. Кăштахран ĕне, сысна пăхнă çĕрте те ĕçлерĕм, — иртнине куç умне кăларчĕ вăл. — Хĕрсем торф кăларма каятчĕç те пусма, тутăр туянса таврăнатчĕç. Манăн та пĕрре çавăнта кайса килме кăмăл çуралчĕ. Атту тăхăнмалли нимĕн те çук-çке. Пуçри тутăрăн икĕ кĕтесне тĕрлĕ эрешпе тĕрлеттĕм. Ялан пĕр явлăкпа çӳресен çын умĕнче аван мар-çке. Ик-виç кунран эрешсене улăштарса çыхаттăм. 20 пуслăх супăнь те туянаймастăмăр. Е укçи çукчĕ, вăл пур чухне — япали. Пĕррехинче черетлĕ ушкăн торф кăларма Владимир облаçне каять тенине илтрĕм. Эпĕ те çырăнтăм. Фермăран таврăнсан çакăн пирки аннене пĕлтертĕм те — пир тĕртсе лараканскерĕн ăси шакăрт! тухса ӳкрĕ. Ярасшăн марччĕ çав. Ялан хăйĕн çывăхĕнче тытма тăрăшатчĕ. Куç умĕнче шанчăклăрах тенĕ-ши?»

Колхозран пĕр ушкăн — 15 хĕр — çичĕ уйăх Владимир çĕрĕнче торф кăларнă. Баракри пĕр пӳлĕмре пурăннă. Мунча пулман унта, душра çăвăнкаланă. Нушаланнин усси пулнах темелле. Кавал хĕрĕ килне 100 метр пусма, пир тĕртмелли 8 кило çип, икĕ витре, 10 литрлă чукун, чей вĕретмелли чейник туянса таврăннă. «Пуйса» килнĕ хĕре курма тăванĕсем, кӳрши-арши пӳрт тулли пуçтарăннă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Шкулта 15 ача ăс пухать

Малашне чăваш чĕлхине кама вĕрентĕпĕр?

«Ял ачисем те чăвашла калаçса ӳсмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне тăван чĕлхепе калаçтарасшăн мар», — чунтан пăшăрханса калаçрĕç районсемпе хуласенчи шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем тата Чăваш Ен тулашĕнчен килнĕ педагогсем.

Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕн вĕрентекенĕ Венера Иванова пĕлтернĕ тăрăх, ачасем урокра чăвашла каланине ăнланмаççĕ. Вырăсла куçарса пама тивет. Унăн сăмахне Михайловкăри тĕп шкулта ĕçлекен Ирина Федорова та çирĕплетрĕ. «Садикрен вырăсла калаçса ӳсеççĕ те, — калаçăва хутшăнчĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова. — Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкрен вырăсла калаçтарни питĕ кулянтарать. Чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсен шутне чакарни те пăшăрхантарать».

Сехет сахалланни Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи шкул вĕрентекенне Вера Алексеевăна та канăçсăрлантарать. «Кашни класра пĕрер сехет кăна. Ачасем чăваш чĕлхине вĕренесшĕн, — терĕ вăл. — Пирĕн пур наци ачи те чăвашла вĕренет. Никама та уйăрмастпăр». Вера Клавдиевна палăртнă тăрăх, учебник çитменни те, методика хăнăхтарăвĕсем çукки те вĕсен ĕçне йывăрлатать. Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Пухтел шкулĕнчи Алена Торгашова ялсем пĕтсе пыни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ: «Шкулта 15 ача вĕренет. Пĕрремĕш класа кăçал иккĕн каймалла. Малашне чăваш чĕлхине кама вĕрентĕпĕр?» «Йывăр çак тапхăрта тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн тăрăшатпăр», — терĕ Тутар Республикинчи Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕн вĕрентекенĕ Марина Захарова. Çак вĕрентекенсем тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнаççĕ пулин те вĕсене пĕрешкел йывăрлăхсем ура хураççĕ, пĕрешкел ыйтусем шухăшлаттараççĕ, пĕрешкел тĕллевсем хавхалантараççĕ. Чăваш чĕлхи пирки ялта кăна мар, республика, регион шайĕнче калаçма, ăна аталантармалли çул-йĕре палăртма вĕсем шăматкун И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна пухăнчĕç, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Чĕлхене упрани — халăх пуласлăхĕн шăнăрĕ» конференцие хутшăнчĕç.

Форума Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин уçрĕ. Тĕп докладпа ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев тухса калаçрĕ. «Паян, пĕр вĕçĕмсĕр çĕнелсе, аталанса пыракан саманара, чăваш чĕлхине упраса хăварас тенине аваллăха таврăнма чĕннĕ пек йышăнма кирлĕ мар. Çак ĕçре социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене хальхи вăхăтри çĕнĕ технологисемпе усă курса татса пама мехел çитермелле, — палăртрĕ Валерий Леонидович. — Чĕлхесĕр халăх пулмасть. Тĕнче историйĕнче вун-вун халăх пĕтнĕ, тăван чĕлхепе калаçакансем ют халăха куçнă тĕслĕх нумай. Пирĕнпе те, чăвашсемпе, çапла килсе тухма пултармĕ-и? Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар, унăн аталанăвĕ пирки çеç сăмах пулмалла», — тет. Питĕ тĕрĕс калать. Чăваш чĕлхине аталантарас тĕллевлĕ ĕçсене патшалăх шайĕнче тума палăртнине пĕлетпĕр. Олег Алексеевичăн пуçарăвĕпе Чăваш Республикин «Культурăпа туризмне аталантарасси» программăна «Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» çум программăна кĕртрĕç. Унăн тĕллевĕ – чĕлхе политикине тытса пыма, тăван чĕлхене сыхласа хăварма, тĕпчеме тата аталантарма пулăшасси. Çак ĕçсене пурнăçлама çитес пилĕк çуллăхра 28 миллион та 255 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçан пĕр пайĕ ăслăлăхпа меслетлĕх кăларăмĕсем хатĕрлеме кайĕ, тепри — илемлĕ литература хайлавĕсем пичетлеме. Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ чăвашлăха аталантарас, чăваш чĕлхин сумне çĕклес тĕллевпе республикăри районсемпе хуласен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Комитет хастарĕсем чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе шкулсенче тăтăшах тĕл пулаççĕ, вырăна тухса ларусемпе канашлусене хутшăнаççĕ, семинарсенче учительсене меслетлĕхне ӳстерме тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. «Халăхăн тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлӳ çук», – тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев. Çак сăмахсен витĕмлĕхĕпе кирлĕлĕхне эпир, чăвашсем, хальхи вăхăтра тата çивĕчрех туйма пуçларăмăр. Паян чăваш чĕлхи йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкрĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.