Комментировать

14 Апр, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 14 (6413) № 14.04.2022

«Сирĕн ачăр сывламасть!»

2014 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Наталия Мясникова 54 сантиметр тăршшĕ, 3250 грамм таякан хĕрача çуратнă. София çут тĕнчене килсе çемьене пысăк савăнăç кÿнĕ. Анчах тепĕр уйăхран Мясниковсен савăнăçĕ хуйха çаврăнассине кам пĕлнĕ-ха?

Тӳрех кăшкăрман

Наталийăпа Юрий пĕр шкултах вĕреннĕ. Наталья Елчĕк районĕнчи Кармалта çуралса ӳснĕ, Юрий — кӳршĕ Элпуç ялĕнче. Хĕр йĕкĕте салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Юра салтакран таврăнсан çулталăкран, нарăс уйăхĕнче, вĕсем пĕрлешнĕ. Тепĕр çул çемьере ывăл килнĕ. Вася 6 çул тултарсан Наталия иккĕмĕш ачине кĕтнине пĕлнĕ. Вăл çут тĕнчене килессе пурте чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Наталия çуратма пуçлассине туйса васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Ăна больницăна илсе çитернĕ. Анчах шыв ниепле те кайман, хăмпа шăтарма тивнĕ. Кун хыççăн та хырăм касса ыратма тытăнман. Капельница лартсан тин майĕпен хырăм касма пуçланă, темиçе сехетрен Наталия хĕрача çуратнă.

«Ачана тухма пулăшас тесе хырăмран та пусрĕç. Ача тӳрех кăшкăрса ямарĕ. Темиçе минутран тин макăрма пуçларĕ. Пепкене кăкăр çине хума ыйтрăм. Унтан ăна илсе кайрĕç. Çур сехетрен хама палатăна куçарчĕç. Каçхине ачана килсе пачĕç. Виççĕмĕш кунхине педиатр Софийăна киле кăларма пултарассине каларĕ. Анчах хама яраймаççĕ, сывлăх йĕркеленсех çитейменччĕ. Манăн ача урăхла пулнине больницăрах туяттăм. Пĕрремĕш хут çуратман вĕт-ха, асли пур. «Тен, прививка тума тăхтамалла?» — терĕм тухтăрсене. Кая хăварма сăлтав çук тесе хам умрах турĕç. 9-мĕш кунхине пире киле кăларчĕç. Хĕрĕм ури çине хытă пусма, пуçне тытма хăтланатчĕ. Çуралсанах кун пек пулни лайăх марине ăнланаттăм. Тонус пулнă ахăртнех. Пĕр уйăха çитиччен вырăнти педиатрпа медсестра килсех тăчĕç. Больницăна кайса пĕрремĕш хут виçĕнтĕмĕр — ӳт хушнă, ӳснĕ. Пĕр уйăхра медосмотр тухрăмăр. Çав кунхине черет çук пулсан та окулист йышăнмарĕ, тин çуралнисен урăх кун килмеллине каларĕ. Ун чухне çумăр çăватчĕ, такси тытса киле кайрăм. Ачана хывăнтарса кравать çине хутăм, шыв патăм. София ăна ĕмкĕчрен пĕр чарăнми ĕçме пуçларĕ. Унччен ĕмкĕче çăвара та хыпмастчĕ. Ача çине пăхатăп — хăйне урăхла тытать пек. Пăшăрханма пуçларăм. Ӳт температурине виçрĕм: 38,60 С. Тӳрех педиатра чĕнтĕм. «Куçĕпе темĕскер пек, урăхла пăхать. Окулист мĕн терĕ?» — ыйтрĕ педиатр. Вăл вара пире пăхман. «Больницăра вирус лексе ĕлкĕрчĕ пуль», — терĕ педиатр. Вирус ерсен те чир çав кунах палăрмасть-çке-ха», — иртнине аса илчĕ Наталия.

Умра канмалли кунсем пулнă, амăшĕ ачине педиатр çырса панă эмелсемпе сипленĕ. Тунтикун невролог патне кайма пуçтарăннă. Ирхине упăшки ывăлне садике леçнĕ, хăй ĕçе кайнă.

Пĕр уйăхра чухне

«Софийăна çывăрмалли пӳлĕме илсе каяс тесе йăтрăм. Çав вăхăтра вăл манăн алă çинче куçне чалăштарса чĕтренме, çăварĕнчен кăпăк кăларма пуçларĕ. Хăраса ӳкрĕм. Васкавлă медпулăшу мĕнле чĕннине те, тухтăрсем хăçан çитнине те астумастăп. Анчах фельдшер: «Сирĕн ача сывламасть», — тенине нихăçан та манас çук. Вĕсем киличчен хĕрĕм тăнне çухатрĕ. Хама вара вăл сывланă пек туйăнчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницине илсе кайрĕç. Йышăну пӳлĕмĕнче пăхнă чухне София питĕ хытă кăшкăрса ячĕ. Унтан ăна реанимацие илсе кайрĕç. Шăп çав кун упăшкана командировкăна янă. Ку хыпара пĕлсен каялла килме тухрĕ. Унччен хамăн пичче юнашар пулчĕ. Реанимаци алăкĕ умĕнче кĕлĕ вуласа лартăм, куçран куççуль шăпăртатса юхрĕ. Вăхăт нумай иртрĕ, эпĕ вара вырăнтан та хускалмарăм, тухтăр унтан тухасса кĕтрĕм. «Ачан пуç мимине юн кайнă, вăл комăна кĕрсе ӳкнĕ», — врач çапла каласан алă-урана туйми пултăм. Çав самантран пирĕн пурнăç икке пайланчĕ. Шупашкарти тухтăрсене чĕнсе илсе консилиум ирттерчĕç. Унта мана та чĕнсе ыйтусем пачĕç. Чир мĕнле пуçланнă? Ачана ăнсăртран çĕре ӳкермен-и? Паллах, çук. Тухтăрсем нимĕнле шанчăк та памарĕç. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦  ♦


«Манпа пĕрле операци тунă хĕрарăмсем вилсе пĕтрĕç»

Таньăна ятне улăштарнă ăнсăртран Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнче тĕл пултăм. Ватă мар вăл, 50 çула çывхарать. Вăрăм хура юбка тăхăннă, çӳçеллĕ тутăра мăйĕ тавра çавăрса çыхнă хĕрарăма тӳрех паллаймарăм. Эпĕ пĕлекен Таньăран нимĕн те юлман. Мăнастиртен пĕрлех тухрăмăр. «Эпĕ вилсе чĕрĕлтĕм вĕт», — терĕ вăл кĕлетки мĕншĕн типсе хăрни пирки ыйтсан. Пурнăçĕнчи чи йывăр тапхăрĕ пирки каласа кăтартрĕ. «Ят-шыва ан асăн-ха, çынсем темле ăнланĕç тата», — терĕ сăпайлăн.

Таньăна тахçантанпах пĕлетĕп. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти аслă шкула учителе вĕренме кĕчĕ. Студент чухне ăна час-часах куркалаттăм. Таня яланах юлашки модăпа килĕшсе тăракан тумпа çӳретчĕ. «Укçи-тенкине ăçтан тупать-ши?» — тесе тĕлĕнеттĕм. Ун чухне аслă шкултан вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçмашкăн направлени паратчĕç. Таньăна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр шкула ячĕç. Çавăнтах çемье çавăрчĕ, унтан Шупашкара куçса килчĕç.

«Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шкулта чиперех ĕçлесе кайрăм, ачасем мана юрататчĕç, ĕçтешсем хисеплетчĕç. Çав район каччипе паллашрăм, унпа пĕрлешрĕм. Шупашкарти шкулта ĕç тупăнсан хулана куçса килтĕмĕр.

Пĕр вăхăт пĕлӳ çуртĕнче ĕçлерĕм. Анчах шалăвĕ пысăк марччĕ. Пĕр паллакан хĕрарăм пасарта сутатчĕ. Мускава Черкизово пасарне каятчĕ те япаласем илсе килетчĕ, кунта хаклăрах сутатчĕ. Мана та ĕçлеме чĕнчĕ. Килĕшрĕм.

Майĕпен укçа-тенкĕ енчен саплашăнса кайрăмăр. Хваттер те туянтăмăр. Аванах пурăнса кайрăмăр темелле. Тульккăш çие юлманни çеç пăшăрхантаратчĕ. Мăшăрăмпа чуна уçса калаçаттăм. Вăл мана яланах лăплантаратчĕ. «Ĕлкĕрĕпĕр, çамрăк-ха эпир», — тетчĕ. Çынсем те пирĕн ача çукки пирки час-часах аса илтеретчĕç.

Çапла вунă çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Чăтаймарăм — сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме шухăшларăм. Тухтăрсем йăлтах йĕркеллĕ пулнине каларĕç. Упăшкана та тĕрĕсленме ӳкĕте кĕртрĕм. Унăн та йĕркеллех. Пĕлĕшсем юмăç патне кайма сĕнчĕç. Унта та çитсе килтĕмĕр. Никам та нимĕн те татăклăн калаймасть. «Çуратма пултаратăн», — теççĕ çеç.

Пĕррехинче çапла тĕлĕрнĕ-тĕлĕрмен выртатăп, тĕлĕк куратăп. Ман çумра шап-шурă сухаллă пĕчĕк старик ларать. Аллипе ялан сухалне шăлать, темĕн калать. Тимлĕрех итлерĕм. «Хĕрĕм, ĕçне пăрах, сан валли мар ку, малалла тинкер», — тет иккен. Вăранса кайрăм та, çумра никам та çук. «Мĕне пĕлтерет ку? Çывăрман та-çке эпĕ», — тесе шухăшларăм. Тепĕр уйăхран каллех çав тĕлĕке куртăм. Старик хальхинче те мана çав сăмахсенех каларĕ, аллине тăсса: «Малалла пăх!» — терĕ. Малта ача мĕлкине куртăм. Хăраса вăранса кайрăм. «Ку ачаллă пулассине пĕлтерет пуль», — шухăшларăм ăшăмра. Чăнах та, тепĕр уйăхран ача кĕтнине пĕлтĕм. Анчах çав каçхинех аптăраса ӳкрĕм. Васкавлă медпулăшу машинипе больницăна илсе кайрĕç, ача амалăхра мар, умĕнче аталаннине палăртрĕç. Операци турĕç. Кун хыççăн нихăçан та ача çуратаймассине каларĕç. Манăн пуç çине тем пысăкăш хуйхă йăтăнса анчĕ. Ĕмĕт сӳнчĕ. Тăвансем, мăшăр лăплантарчĕç паллах, анчах çакна чунпа йышăнма йывăр пулчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦  ♦


Халăх çавах туянать тесе хака хăпартаççĕ

«Мускава командировкăна кайнăччĕ. Кӳкеçри хваттере каçа юлса çитрĕм. Çул çинче ывăнсан, паллах, çăвăнса кĕлеткене лăштăр ярас, чей ĕçсе çывăрма выртас килет. Пăхатăп — сахăр савăт тĕпĕнче кăна юлнă. Ураран ура иртми пулсан та лавккана каймах тиврĕ. Çитрĕм те сахăр çук! Çул урлă вырнаçнă пысăк лавккана лĕкĕштетрĕм. Унта та сахăр çук, рафинадлани кăна. 98 тенкĕ тăрать. «Ыран пулать-и?» — ыйтрăм кĕçĕрлĕхе пылаксăр та çырлахма хатĕрленсе. Илсе килессине пĕлтерчĕç. Анчах тепĕр кун ирхине ĕçе кайрăм. Каçхине сахăр сентри каллех пушăччĕ. Ирĕксĕрех хаклă рафинада туянтăм. «Ялти лавккара пур ахăртнех. Ыран туянса райцентра ĕçпе пыракан кӳршĕрен парса ярăп», — пулăшма яланах хатĕр аппа маншăн ăшталанчĕ», — пĕр эрне килте пулман Надежда çапла каласа кăтартрĕ. Кун хыççăн вăл куллен кирлĕ çимĕçсене «хура кун валли» саппаслăх кăштах та пулин тытмаллине ăнланнă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче лавккасенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем хакланма пуçлани, хаксене тăруках «вĕрсе хăпартни» сисĕнме тытăнчĕ. Çавна кура республикăри Экономика аталанăвĕн министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен специалисчĕсемпе пĕрле мониторинг йĕркелеме йышăннă. Специалистсем суту-илӳ объекчĕсене тухса çӳреççĕ, сентре çинче халăха кашни кун кирлĕ тавар пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Халăх пĕр-пĕр япалана çине тăрсах туяннине кура суту-илӳ предприятийĕсем пысăк тупăш илессишĕн хапсăнса хаксене хăпартма пултараççĕ-çке-ха.

Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ курттăммăн сутакансен хушшинчи каварлашу тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларма тăрăшать. Нумаях пулмасть ведомство тĕрĕслевĕ хыççăн Чăваш Республикин прокуратури 9 суту-илӳ объекчĕ тĕлĕшпе асăрхаттару çырнă. Вĕсенче хаксене сăлтавсăр пысăклатнă, куллен кирлĕ таварсем дефицит пулнă пек юри кăтартнă. Çаксен йышĕнче сеть лавккисем те пур.

Шупашкар хула администрацийĕн потребительсен рынокне тата предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен управленийĕ лавккари хаксене тишкернĕ. Пуш уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче вĕсем мĕнлерех улшăннине палăртас тĕллевпе 3 сеть лавккине сăнанă. «Пятерочкăра» кишĕр тата тăвар икĕ хут ытларах хакланнă, лапша-кĕрпе, купăста, сахăр — 1,5 хут. «Магнитра» тăвар — 3 хут, кишĕр, аш-какай консервĕ, пан улми 1,5 хут хакланнă. «Лента» лавккари хаксем питĕ вăйлă улшăнни сисĕнмен. Унта сахăр, çăмарта, кишĕр хакĕсем çеç кăштах ӳснĕ. Кишĕр 39,8 тенкĕрен — 50 тенке, çăмарта 66-ран — 90-а, сахăр 50 тенкĕрен 70 — çитнĕ.

Пуш уйăхĕнче хăш-пĕр çĕрте 1 килограмм сахăршăн 100 тенкĕрен ытларах кăларса хума тивнĕшĕн халăх кăмăлсăрланчĕ. Хальхи вăхăтра шăв-шав çĕкленĕ çимĕç миçе тенкĕ тăрать-ха? «Сахарок» лавккара ку тавара ытлашши хаклăпа сутнине асăрхаманччĕ. Çавăнпа унта вăл мĕн чухлĕ тăнипе чи малтан кăсăклантăм: 89,9 тенкĕ. «Йӳнелесси паллă мар-и?» — тесе ыйтсан сутуçă татăклăн хуравламарĕ. «Мускавра 79 тенкĕ таран аннă-ха, тен, пирĕн тăрăхра та йӳнелĕ», — терĕ çеç. Çак лавккара купăста 99,99 тенкĕ тăрать. Хакне сарă хут çине çырнă, апла вăл скидкăпа. Чăнах та, тĕрлĕ лавккана çитнĕ май купăстана 120 тенкĕпе те сутнине курнăччĕ. Телее, халĕ çак пахча çимĕç йӳнелчĕ, юлашки кунсенче Шупашкарти пасарсенче ăна 80 тенкĕпе туянма пулать.

Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕнче республикăри лавккасенче хăш-пĕр тавар хакĕ чакнине те асăрханă. Шăнтнă пулă /2,5%/, сĕлĕ кĕрпи /7,3%/, медицина маски /22,8%/, антисептик /5,9%/ хакĕсем чакнă. Ака уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче пулă консервĕ — 0,7%, сысна ашĕ — 1,1%, чăх ашĕ 0,6% йӳнелнĕ. Çавăн пекех хакĕ кăштах чакнисен йышĕнче — услам çу, тăвар, хура чей, хура çăкăр, рис, вир, хура тул. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦  ♦


Кăлпасси пĕçернине, сиплĕ курăк пухнине видео ӳкерет

Унăн «Одноклассники» соцсетьри страницине вырнаçтарнă видеосене 2 пин ытла çын курать. Вăл подписчиксене тĕлĕнтерессишĕн тăрăшмасть. Кулленхи пурнăçне ӳкерет, чăвашла таса та илемлĕ калаçать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче пурăнакан Павел Белов ылтăн алăллă. Вăл какайран кăлпасси янтăлать, пахчинче ӳсекен иçĕм çырлинчен хĕрлĕ эрех хатĕрлет... Çакна пĕтĕмпех ӳкерет те соцсетьри страницине вырнаçтарать.

«Арăм 3 кунра сӳнчĕ…»

«Пултарулăхăм аннерен куçнă пуль тетĕп. Унăн тăванĕсем юрă-кĕвĕпе çывăх. Куккасем баянпа купăс каланă. Тăвансем пĕрле пухăнсан ура хуçса ташланипе пӳрт урайĕ чĕтреннĕ. Аннен йăмăкĕ икĕ саспа юрлатчĕ», — калаçăва пуçларĕ Павел Евгеньевич. Хăй те мĕн ачаран ӳкерме кăмăлланă. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти ӳнер училищине кайма шут тытнă. Амăшĕ те ăна хавхалантарнă — ывăлĕпе пĕрле çула тухнă.
«Училище ăçта вырнаçнине те пĕлместĕмĕр, аран-аран шыраса тупрăмăр. Унта çитсен тин пакша хӳринчен тунă киçтĕк, пыллă акварель пуррине пĕлтĕм. Натюрмортпа пейзаж пирки те чухламан эпĕ. Паллах, вĕренме кĕреймерĕм. Çулталăкран каллех экзамен тытрăм. Унта 4 çул пĕлӳ пухрăм», — иртнине куç умне кăларчĕ Павел Белов. Дипломлă специалиста Вăрнарти ӳнер училищине ĕçлеме янă. Çулталăкранах повестка тыттарнă. Ӳнерçĕ салтака кайма юрăхлă пулнăшăн савăннă.
Павел Белов пограничниксен çарне лекнĕ, салтак тивĕçне Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Совет Союзĕпе Китай чиккинче, пурнăçланă. Чăваш каччи саккуна пăсса чикĕ урлă каçнă çынна ярса тытнă. Çакăншăн ăна II степень «Чикĕ çарĕсен отличникĕ» паллăпа хавхалантарнă.

Салтак аттине хывсан Павел Евгеньевич Хуракасси культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă, халăх фольклор ушкăнне ертсе пынă. Вăл республика шайĕнчи концертсене пĕрре мар хутшăннă. Мăшăрĕ географи вĕрентекенĕ пулнă, унпа вĕсем паллашнă хыççăн çулталăкранах çемье çавăрнă. Шел те, арăмĕн пурнăçĕ кĕске пулнă. Усал шыçăпа кĕрешекен хĕрарăм операци хыççăн кăшт вăй илнĕ пек пулнă. Анчах каварлă чир парăнман.

«Ыратнине каламастчĕ. Виçĕ кунрах сӳнчĕ. Пĕррехинче килте юлма ыйтрĕ. Диван çинче ларакан мăшăр ман умрах сывлама пăрахрĕ», — аса илчĕ Павел Белов.

Культурăна парăннăскерĕн хăйĕн валли вăхăт пулман. Мероприятисем ирттернĕ, кил-çурт çĕкленĕ, ача-пăчана ура çине тăратнă. Котельнăйра ĕçлеме пуçласан тин пушă вăхăт тупăннă. 2010 çулта вăл пĕрремĕш картинисене çырнă. Халĕ ĕçĕсем вернисаж ирттермелĕх те пухăннă. «Ӳнер училищинчен вĕренсе тухрăм, анчах куç уçăлмарĕ. Ĕçĕмсем кăмăла каймарĕç. Халĕ хам валли ӳкеретĕп. 100 ытла картина парнелерĕм. Манран пĕр çул кĕçĕнрех Павел Румянцев вĕренетчĕ. Вăл тинĕс ӳкерме юратать. Унăн ĕçĕсемпе хавхалантăм», — терĕ Павел Евгеньевич хăйĕн картинисемпе паллаштарнă май. Вĕсенче — кăпăклă хумсем, шупка пĕлĕт, тĕтреллĕ ир, абстракци…

Павел Евгеньевичăн картишĕ музей евĕрех. Хапхана тимĕр эрешсемпе илемлетнĕ. Ĕçе мĕнле пурнăçламаллине вăл интернетра пăхмасть: пралука авать, татать, сварка тăвать. Кил хуçин тепĕр чун киленĕçĕ пур. Пӳртри стенасем çинче пушă вырăн юлман, рамăсем ăшне тĕрлĕ çĕршыв укçи-тенкине вырнаçтарнă: евро, юань, риель, гривна, доллар… Чикĕ леш енчен килекен хăнасем Павел Евгеньевича мĕн парнелемеллине пĕлеççĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦  ♦


«Колонире ларнисем тав туни — чи паха награда»

Ăна мĕн ачаран вĕрентекен профессийĕ илĕртнĕ. Айăплава пурнăçлакан служба тытăмĕнче ĕçлеме пачах ĕмĕтленмен вăл. Анчах 1969 çулта шăпа Галина Зининăна унта илсе çитернĕ. Мордва патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсанах вĕрентекенре, завучра тăрăшнă. Унтан Мордвари Ардатов районĕнче ялта шкул директорĕн тилхепине тытса пынă. Педагогикăра 10 çул ăнăçлă ĕçленĕ хыççăн мĕншĕн тăруках унăн урăх тытăма куçма тивнĕ-ха?

Тимĕр алăк хупăннă сасă

— Ертӳçĕ лавне кӳлĕнсен иртен пуçласа каçчен шкултаччĕ. Çемьеллĕ хĕрарăмăн кил ăшшине те тытса пымаллаçке — вăхăт çитсе пымастчĕ. Мăшăр та, çывăх тăвансем те лăпкăрах ĕçе куçма ыйтрĕç. Çапла Улатăрти хула комитетне çитрĕм. Ку хулара тăвансем пурăнатчĕç. Мана ĕçлекен çамрăксен 2-мĕш шкулне завуча вырнаçма сĕнчĕç. Вăл колонири шкул пулнине пĕлмен те эпĕ. Директортан кайма часрах заявлени çырса патăм. Виçĕ уйăх шухăшласа пăхма сĕнчĕç, вĕренӳ çулĕ пуçланиччен никама та йышăнмастпăр терĕç. Анчах эпĕ каланине çирĕп пурнăçлама хăнăхнă, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Улатăр хула администрацийĕн вĕренӳ пайне çитрĕм. Мана унта ĕçлекен çамрăксен шкулĕн директорĕ кĕтсе илчĕ. Кӳмеллĕ мотоцикла лартăмăр та çула тухрăмăр. Кайрăмăр-кайрăмăр — хула хĕррине те çитрĕмĕр. Эпĕ ырă мара сисме пуçларăм: уй-хирте мĕн шкулĕ пултăр?! «Часах çитетпĕр», — лăплантарчĕ руль умĕнчи арçын. Пĕтрĕ пуç! Вышкă, йĕплĕ пралук курăнса кайрĕç. Манăн хĕрарăмсен колонийĕнче ĕçлемелле иккен. Хама хăрушă тĕлĕкри пек туйрăм. Мана çулташ колони пуçлăхĕн заместителĕ патне илсе кĕчĕ. Пакунлă çын мĕн каланине нимĕн те илтмерĕм. Пуçра пĕр шухăшчĕ: мĕн тумалла? Каялла тапса сикес — мăн кăмăллăх чарать. Директорпа пĕрле тĕрĕслев пункчĕ урлă тухса зонăри шкула кайрăмăр. Пирĕн хыççăн тимĕр алăк шаплатса питĕрĕнчĕ. Çав сасă чуна çӳçентерчĕ. Мĕн ĕçлеме пăрахиччен те çав сасса лăпкă йышăнма хăнăхаймарăм. Маншăн йĕплĕ пралук леш енĕ хăрушă тĕнче пулнине сăмахпа ăнлантарма йывăр. Расписани тума ларсан пĕр алăпа ручка тытаттăм, тепри çурăм хыçĕнчи хăрушсăрлăх пускăчĕ тĕлĕнчеччĕ. Пĕрре айăпланнă хĕрарăм пырса кĕчĕ. «Завуч юлташ, ыйтма юрать-и?» — терĕ кăна — пускăча хытах пусрăм. Дежурнăй кĕчĕ, мĕн пулнипе кăсăкланчĕ. «Вăл ман пата ытла çывăха пычĕ», — терĕм. Пĕр эрне урока пĕччен çӳремерĕм. Кайран тĕрмери çынсемпе те кăсăклă калаçу ирттерме май пуррине ăнланма пуçларăм. Мĕнлерех сочиненисем вулаттăм! Пурнăçĕнчи «йӳçĕ» опытне кура тĕлĕнмелле йĕркесем шăрçалатчĕç, — аса илчĕ Галина Петровна.

Кăшт вăхăт иртсен ăна политпая чĕнсе илнĕ те ыйтса пĕлнĕ. Камсемпе ĕçлеме çăмăлрах: çын вĕлернисемпе-и, вăрă-хурахпа-и е çапкаланчăксемпе-и? Тĕрĕссине калама хăнăхнă вĕрентекен уççăн пĕлтернĕ. Кĕске тапхăрта айăпланакансен психологине ăнкарма пуçланă педагога политпай пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Анчах Галина Петровнăна ку должноç пачах илĕртмен. «Эсир лайăх педагог пулнине пĕлетпĕр, анчах сирĕн пек çынсем пирĕн патра та кирлĕ», — тенĕ пай пуçлăхĕ. Килĕшмех тивнĕ. Ирхи 7-рен пуçласа 19 сехетчен политпайра ĕçленĕ, унтан шкулта уроксем ирттернĕ. Çемьепе пулма вăхăчĕ те юлман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă йыснăшĕ ăна шеллесе: «Ăçта пырса кĕтĕн?» — тенĕ. Галина Петровна «партии хушнине» пурнăçламасăр пултарайман. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦  


Салтакра пуканпа вальс ташлама вĕреннĕ

Техника училищинче вĕреннĕ чухне вăл пĕрремĕш стипенди укçипе амăшне тутăр çыхтарнă. «Ывăлăм, парнерен парнене çитмелли пултăр», — çапла каланă çывăх çынни. Каччă амăшне тутăр çыхтарнине кӳршĕ хĕрарăмĕ курнă, «Мана пĕр ача та кунашкал парне туман», — тенĕ. Çак сăмахсене илтсен пулас Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров ăна та тутăр çыхтарнă.

Вăрçăри тусне халалласа

«Эпĕ Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнче çуралнă. Вăл Энĕш юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Икĕ енĕпе — вăрман. Ача чухне пулла çӳреттĕмĕр, шӳрпе пĕçерсе çиеттĕмĕр. Виçĕ ачаллă çемьере çитĕнтĕм, эпĕ — вăталăххи. Атте мана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕрле çапăçнă юлташне хисеплесе Геронтий тесе çыртарнă. Пĕчĕк чухне ят килĕшместчĕ. Ара, пурте Петя, Коля, Вася… Пĕррехинче словарьте ят пĕлтерĕшне вуларăм, «йăх тăсакан» тенĕччĕ. Пурăна киле çывăх çыннăм юратса хунă ят хама та килĕшекен пулчĕ. Атте мана ялти клуба кино курма илсе каятчĕ. Унта киномеханикра Геронтий ятлă арçын ĕçлетчĕ. Кино курма 5 пус кирлĕччĕ. Укçи çукчĕ. Хушăран лавккана çăмарта сутма çӳреттĕмĕр. Тепĕр чухне киномеханик патне пырса: «Геронтий пичче, эпĕ те Геронтий, кинона кĕрт-ха», — теттĕм. Çапла никам курман чухне вăрттăн кĕртсе яратчĕ. Яла электричество кĕртиччен краççын çутипе пурăнтăмăр. Астăватăп-ха: 1966 çулта ялти пĕр çынсем телевизор туянчĕç, урăх никамăн та çукчĕ. Вĕсем патĕнче телевизор курас тесе пĕр-пĕр ĕç тăваттăмăр. Урайне тăсăлса выртса хоккей е кинофильм кураттăмăр.

Аттепе çыхăннă аса илӳ сахал. Лукиян Никифорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 32-ре тухса кайнă. Вăл телефонист-связист пулнă. Пĕррехинче атте чаçсен хушшинче çыхăну йĕркеленине каласа кăтартнăччĕ. Вăл телефон пралукĕн тĕркине çурăм çине çакса малалла ыткăннă. Атте вăрçă чарăннă çул тăван тăрăха таврăннă. Аннепе иккĕшĕ Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнчи пасарта паллашнă. Атте 49 çулта сарăмсăр вилчĕ. Ялта, Энĕш шывĕ хĕрринче, хăмла пахчи пурччĕ. Унта юпа лартнă, пралук карнă чухне вăл çӳллĕшрен ӳксе ӳпкине амантнă.

Тăван ялти шкулта 4 çул ăс пухрăм, унтан Çирĕккасси Туçана çӳреме тытăнтăм. 1971 çулта вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кĕресшĕнччĕ. Анчах экзаменра балл пухайманнипе студент пулса тăраймарăм. Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техника училищинче электрике вĕренме кĕтĕм. Ун чухне пире 36 тенкĕ стипенди паратчĕç. Дипломлă пулсан тăван районти «Спутник» колхозра электрикра ĕçлеме тытăнтăм. Çулталăкран хĕсмете кайма ят тухрĕ. Çара каяс умĕн сыв пуллашу эрнене тăсăлчĕ. Кашни тăван патне кĕтĕмĕр, ал шăлли çакса ячĕç. 28 ал шăлли пухăнчĕ. Салтака кайнă кун юлташсемпе карталанса ял хĕррине юрласа утрăмăр. Пирĕн патра йăла çавнашкалччĕ: ырă-сывă таврăнмалла пултăр тесен ял вĕçне çитсен çырмана укçа тата çăмарта ывăтмаллаччĕ. Ачасем кайса пăхрĕç те: «Ой, çăмарти ванман. Геронтий салтакран сывă таврăнать», — терĕç. Машина йĕри-тавра 3 хут çаврăннă хыççăн район центрĕнчи çар комиссариатне кайрăм. Малтан Анат Тагил хулинче 7 уйăх учебкăра пултăм. Унтан Красноярск, Калуга, Смоленск тăрăхĕсенчи чаçсене лекрĕм. Çар тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн манна 10 кунлăха тăван тăрăха ячĕç. Чаçе каялла таврăннă чухне анне хуплу пĕçерсе, така какайне кăмакара типĕтсе парса ячĕ. Салтакри юлташсем унăн кучченеçне юратса çирĕç. Чăваш апат-çимĕçĕ тĕрлĕ халăх ачисене килĕшрĕ. Кун пирки аннене çырура пĕлтертĕм. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.