Комментировать

17 Сен, 2014

Асăну хăми уçнă

Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта асăннă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ е ĕçленĕ паллă çынсене асрах тытаççĕ.

Çак кунсенче пĕлÿ çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕн авторне Герман Лебедева /1913-1980/ асăнса Асăну хăми уçнă. Композитор ку шкулта 1936-1940 çулсенче ĕçленĕ.

Асăннă проекта пурнăçа кĕртме çак вĕренÿ заведенийĕнчен 1989 çулта вĕренсе тухнисем пулăшнă. Асăну хăмине уçма Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, маларах çак шкулта директорта вăй хунă Лариса Осипова тивĕçнĕ. Уява Шупашкарти музыка училищин дирижер-хор уйрăмĕн студенчĕсем хутшăннă, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Юлашкинчен, паллах, Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă.

А.ГРОМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.