«Хыпар» 39 (27918) № 12.04.2022
«Ишĕлчĕк айĕнчен çынсене чакаласа кăлартăмăр»
«Нарăсăн 24-мĕшĕнче хулара çар техники çӳренине куртăмăр, тепĕр тапхăртан хулан хĕвел анăç енче пенĕ-сирпĕтнĕ сасăсем илтĕнме тытăнчĕç. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирхи 10 сехетре çутта сӳнтерчĕç, шыва чарчĕç, тепĕр кун çыхăну та çухалчĕ. Çав кунах хула варрине пеме пуçларĕç. Çĕрле самолетсем вĕçнипе ыйхă килми пулчĕ. Хула хĕрринчи çуртсем, суту-илӳ центрĕсем çунни чӳречеренех курăнатчĕ. Кунран-кун хăрушланса пычĕ.
Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Азовсталь» завод çывăхĕнче бомба пăрахма тытăнчĕç», — çапла çырнă Мариупольте пурăннă Артем Кондратенко. Мариупольти патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕскер мĕн пулса иртнине малтан блокнота çырса пынă, кайран телефонри кĕнекене çырма тытăннă.
Кун кĕнеки çырать
«Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче хулара газ, ăшă пама пăрахрĕç. Урамра нольрен пуçласа 2 градус таран сивĕччĕ, юр çăватчĕ. Урамра тĕрлĕ япаларан кăмака туса лартрăмăр, вутă хутса апат пĕçертĕмĕр. Хамăр урама тухма та хăраттăмăр — йĕри-тавра пенĕ сасă илтĕнетчĕ. Пушăн 8-мĕшĕ пирĕншĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çĕрĕпе юр çурĕ, ирхине ирĕлме тытăнчĕ. Пӳрт тăрринчен анакан шыва 50 литр таран пуçтартăмăр. Шыва ăшăтса мунча кунĕ ирттертĕмĕр. Икĕ пӳлĕмлĕ «хрущевкăра» 12-ĕн /аттепе анне, эпĕ, асаннепе кукамай, тепĕр 7 тăван/ тата икĕ йытăпа икĕ кушак пурăнтăмăр. Çĕрле çурта çутаттăмăр. Апат та сахалланса пычĕ. Лавккасенче тавар çукпа пĕрехчĕ — пĕтĕмпех вăрласа пĕтернĕччĕ. Кунне 2-3 хут кăна апатланаттăмăр. Шывпа пирĕн подъезда Виталя ятлă арçын тивĕçтеретчĕ. Ăна хăйĕн «шестеркипе» çывăхри çăлтан кайса илетчĕ. Анчах пĕр кун вăл килме пăрахрĕ. Вара шыв патне хамăр çӳреме тытăнтăмăр. Унран урамра апат хатĕрлеттĕмĕр. Хĕрлĕ кăшман, макарон яшкисем пĕçереттĕмĕр, чейпе ĕçме печени те пурччĕ. Пуш, 13: самолет бомба пăрахрĕ те — пирĕн çурт чĕтренсе илчĕ, куçса анас пекех туйăнчĕ. Пуш, 16: сирпĕтнипе пирĕн хваттер чӳречи тухса ӳкрĕ, виççĕмĕш подъездри алăк та «çухалчĕ», çурт умĕнчи машинăсем çунма пуçларĕç. Кашни кун сирпĕтрĕç. Чӳречесене хăмасемпе хупласа хутăмăр. Тăвансем путвала пурăнма куçрĕç, эпир, пиллĕкĕн, хваттерте юлтăмăр. Пуш, 22: çурта снаряд лекнипе пирĕн чӳречесем тухса ӳкрĕç, хăш-пĕр сĕтел-пукан саланса кайрĕ. Эпир чăматансене илтĕмĕр те путвала антăмăр…» — 21 çулти каччăн телефонри кун кĕнекине вуласан чун çӳçĕнет. Артем Кондратенко çемйипе блокадăра пĕр уйăх пурăннă. Вĕсен çуртне сиенлетнине пула путвалта ларакансем ишĕлчĕк айне пулнă.
«Унтан аран-аран тухрăмăр. Хăшĕ-пĕри путвалтах выртса юлчĕ. Мĕн пур япалана илтĕмĕр те хӳтлĕх вырăн шырама пуçларăмăр. Культура çуртĕнче пĕр çĕр каçрăмăр, анчах ăна та пеме тытăнчĕç. Пульăсен айĕнче 7 километр чупа-чупа утрăмăр. Блокпостра пире апат çитерчĕç, шыв ĕçтерчĕç. Малалла çул тытрăмăр. Уйра икĕ кун çĕр каçсан Володарск ялне çитрĕмĕр. Унта Ростов çинчи Дона кайма регистраци пыратчĕ, анчах черет питĕ пысăкчĕ. 9 сехет урамра тăтăмăр, автобусра темиçе сехет лартăмăр. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухсан пире миграци карттине пачĕç. Чи малтан Таганрога илсе кайрĕç, унтан Шупашкара çитрĕмĕр», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Артем. Каччă Хусана çитесшĕн, унта унăн юратнă çынни пурăнать. Унпа вăл социаллă сеть урлă паллашнă. Вăл Хусантах вĕренĕве вĕçлесе диплом илес, специальноçпах ĕçе вырнаçас тĕллевлĕ.
— Мариуполе питĕ вăйлă аркатрĕç, унта арканман çурт, больница питĕ сахал юлнă, — калаçăва Артемăн ашшĕ Сергей Павлович хутшăнчĕ. — Çын виллисем урамрах выртатчĕç. Вĕсене шăтăк чавса пытарма май çукчĕ, пĕр-пĕр япалапа кăна витсе хураттăмăр. Çиме апат çитсе пыманнипе кăвакарчăн тытса яшка пĕçереттĕмĕр. Çул çинче пире апатпа, шывпа тивĕçтерчĕç, тумтир пачĕç, — тăван хули çĕрпе танлашнишĕн чунĕ ыратнине пытармарĕ арçын. Вăл, металлурги комбинатĕнче нумай çул ĕçленĕскер, Раççей паспорчĕ илсен кунта та пĕр-пĕр завода вырнаçма шухăшлать. «Пурнăç малалла шăвать. Чи пĕлтерĕшли — снаряд-пуля çумăрĕнчен çывăх çынсем ырă-сывă тухни», — терĕ Сергей Кондратенко.
Пурте туслă пурăннă
83-ри Алла Дергачева Донецк çывăхĕнчи Верхнеторецкое поселокĕнче пурăннă. «Пирĕн тăрăхра та çапăçусем пыраççĕ. Йĕри-тавра сирпĕтеççĕ, переççĕ. Пирĕн картише те, эпир уйрăм çуртра пурăнаттăмăр, снаряд ӳкрĕ. Сылтăм хăлха хупланчĕ, япăх илтекен пултăм. Упăшка — инвалид, утаймасть. МЧС ĕçченĕсем ăна наçилккăпа çĕклесе тухрĕç», — куççульне шăлчĕ Украина хĕрарăмĕ.
Тăван тăрăхĕнчен тарса тухсан вĕсем Макеевкăра, Таганрогра пурăннă, халĕ — Шупашкарта. Алла Васильевна каланă тăрăх, вĕсене кунта ăшшăн йышăннă. «Çитереççĕ, тухтăрсем тĕрĕслесех тăраççĕ, упăшкана та куçран вĕçертмеççĕ, пур ыйтупа та пулăшаççĕ — урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ пире?» — сывă пулнинчен лайăххи тата тăнăç пурнăçран ырри урăх нимĕн те çуккине палăртрĕ вăл.
Алла Дергачева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те нуша курнă. Ун чухне вăл 4-5 çулсенчи ача кăна пулнă, пурпĕр унăн асĕнче юлнă çав тапхăр. «Пирĕн тăрăхра та çапăçусем пыратчĕç. Итали, Румыни, Германи çарĕсем утнă пирĕн çĕр тăрăх, анчах вĕсем хальхи пек тискер пулман. Совет саманинче Раççейри чылай хулара пулса курнăччĕ. Ун чухне пурте туслă пурăннă. Ку украин, ку вырăс тесе тăман — çемье çавăрнă. Калăпăр, пирĕн класра тĕрлĕ наци ачисем вĕренетчĕç. Анчах 2014 çул хыççăн пурнăç йывăрланчĕ. Пирĕн поселокăн пĕр пайĕ /унта вырăсла калаçакансем пурăнаççĕ/ — ДНР аллинчеччĕ, тепĕр пайĕнче /унта украинла сăмах ваклакансемччĕ/ Украина çарĕсем вырнаçнăччĕ. Çавăнпа пĕр урамран теприне кайса килме те шиклĕччĕ. Ниçта та тухса çӳреместĕмĕр, пĕтĕм документ украинлаччĕ. Çĕнтерӳ кунне паллă тума, Георгий хăйăвĕпе усă курма чаратчĕç», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Алла Васильевна ашшĕ пекех ĕмĕрĕпе чукун çул хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл лару-тăру йĕркеленсен тăван тăрăхнех таврăнасшăн, темĕнле пулсан та чунĕ килнех туртать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Куç илеме кăна асăрхасшăн
Сăнанă тăрăх, пултарулăх çыннисене çут çанталăк улшăнăвĕ те, тĕнчере мĕн пулса иртни те вăйлă витĕм кӳрет. Çакă вĕсен пултарулăхĕнче тӳрех палăрать. Паян, тĕнчере çăмăл мар лару-тăру хуçаланнă тапхăрта, пирĕн ӳнерçĕсем мĕнле картинăсем ӳкереççĕ? Мĕн шухăшлаттарать вĕсене? Кун пирки пĕлес тĕллевпе художниксен куравĕсенче, лаççисенче пултăмăр, хăйсемпе калаçрăмăр.
Юрату пур тăк…
90 çула çитсе курав ирттерекен художник республикăра нумаях мар. Чăваш халăх ӳнерçи Владимир Агеев вара, сывлăхĕ яш чухнехи пекех çирĕп мар пулсан та, çакна тума пултарнă. «Юратупа вăй» ятпа йĕркеленĕ вернисажа тăратнă 100 ытла произведенирен ытларахăшне юлашки икĕ-виçĕ çулта пурнăçланă. Вĕсенче — пĕр унăн çеç пур живопиç сĕмĕ, юратнă сăнарĕсем тата вăхăт иртнĕçемĕн улшăнакан тĕс вылявĕ. Владимир Иванович хăй, сывлăхне кура, мероприятие хутшăнаймарĕ. Çапах куракансене видеоçыхăну урлă шухăшне, чунĕнче капланнине, пĕлтерчĕ.
«Паянхи куравра эпĕ кун-çулăм тăршшĕнче ӳкернĕ картинăсен пĕчĕк пайĕ кăна. Манăн вун-вун çул кĕнеке графики, иллюстраци, карикатура тата живопиç енĕпе ĕçлеме тиврĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ахаль, кулленхи япаласенех — тăван тăрăхри историпе, йăла-йĕркепе çыхăннисене — лайăх сăнлама тăрăшрăм. Çак куравра юлашки тапхăрта ӳкернисене кăтартас килчĕ. Вĕсем — мирлĕ, илемлĕ, ĕçлĕ пурнăçпа çыхăннисем. Паян пурнăçра мĕн пулса иртнине чун-чĕре витĕр кăларса уçса параймастăп, ăнланаймастăп. Çавăнпа куçăм малтанхи пекех лайăххине, илеме кăна асăрхасшăн», — терĕ ватă ӳнерçĕ.
Курав ячĕ — «Юратупа вăй» — художникăн чи пархатарлă пахалăхĕсене уçса парать. Владимир Агеевăн кашни ĕçĕнче вăл тăван çĕре, халăха, унăн юррисемпе юмахĕсене чунран юратни уççăн палăрса тăрать. Юрату пулсан вĕсене уçса пама, произведенисем «çуратма» вăй та тупăнать. Ӳнерçĕ çулĕпе ватă, çапах унăн искусстви паянхи кун шайĕнче. Кунта чи пĕлтерĕшли — вăл пурнăçа паян мĕнле курни, туйни, йышăнни. Агеевăн вара тĕп вырăнта — пĕр унăн кăна пур стилĕ. Вăл пĕр вырăнта тăмасть, аталанать, шухăшпа пуянланать.
Калча шăтса тухса çимĕç парĕ-и?
Чăваш художникĕсен союзĕн членне, РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникне Праски Виттине паян мĕнле ыйтусем шухăшлаттараççĕ-ха?
— Эпĕ Владимир Агеевран тăватă çул кăна кĕçĕнрех. Училищĕре унпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Каярахпа республикăран аякра вăй хума тиврĕ. Тăван Чăваш Ене таврăнмассерен кашнинчех Владимир Ивановичпа, Анатолий Миттовпа тĕл пулса калаçма тăрăшаттăм. Пире пĕр ыйту шухăшлаттаратчĕ: эпир вĕренсе тухрăмăр, пиçсе çитрĕмĕр, пуян опыт пухрăмăр, анчах чăваш ӳнерçисене тĕнчере асăрхамаççĕ, — чунне уçса калаçрĕ Виталий Петрович. — Пирĕн яланах çапла каланине: «Акă чăваш художникĕ. Вăл чăваш халăхне ӳкерет, чăвашла сăнарлать. Искусствăри хамăрăн «чĕлхене» тупасси — чи йывăрри. Ку енĕпе Миттов питĕ нумай ĕçлерĕ, халĕ Агеев вăй хурать, эпĕ те тăрăшатăп. Анчах наци культурине пĕр ӳнерçĕ кăна тумасть, ку енĕпе пысăк юхăм кирлĕ. Вăрлăхне эпир хывса хăвартăмăр, анчах калча шăтса тухса çимĕç парĕ-и, унпа тăван халăх усă курĕ-и — вăхăт кăтартĕ».
Праски Виттин 85 çулхи юбилейне халалласа иртнĕ çулхи кĕркунне ирттернĕ курав унăн пултарулăхĕ чăннипех тĕлĕнмелле вăйлине, хăйне евĕрлине уçса пачĕ. Вăл чăваш темине малтанхи пекех тытса пырать, халăх юррисене тĕпе хурса ӳкерчĕксем тăвать, çемйи çинчен картинăсем ӳкерет. Унсăр пуçне графика ĕçĕсен кĕнекине кăларма хатĕрленет. Виталий Петрович çавăн пекех куравсене те хастар хутшăнать. Сăмахран, пĕр уйăх каялла вăл Хусанти «БИЗОН» галерейăра иртнĕ курава чăвашлăхпа çыхăннă картинисене тăратнă. Кӳршĕсене вĕсем питĕ кăсăклантарнă: кăçалхи çурла уйăхĕнче Хусантах Праски Виттин ятарлă куравне йĕркелеме ыйтнă. Ӳнерçĕ хальхи вăхăтра çавăнта хутшăнма çине тăрсах хатĕрленет. Нумаях пулмасть тата Мускавра уçăлакан Пĕтĕм Раççейри эмаль искусствин куравне темиçе ĕçне ăсатнă.
Маларахри ĕçсене вĕçлесшĕн
Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн Владислав Зотиков скульпторăн иртнĕ çул пурнăçланă ĕçĕсенчен куракансен асĕнче юлни, пĕрре те иккĕленместĕп, — Сăр хӳтĕлев чиккин строительствине хутшăннă пике скульптури. Унта Владислав Алексеевичăн амăшĕ те хутшăннă, çавăнпа паян çывăх çыннин сăнарне те çав майпах вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе вăй хурать.
Кăçал республикăра — Паллă ентешсен çулталăкĕ. Çакна тĕпе хурса Андриян Николаев космонавт летчикăн маларах пурнăçланă скульптурин çĕнĕ вариантне хатĕрленĕ. Асăннă çулталăкпа çыхăнтарса пурнăçламалли ĕçсем тата пуррине палăртрĕ ӳнерçĕ.
«Паллă пĕр ентешĕн скульптурине 10 çул каяллах тума пуçланăччĕ, тĕрлĕ сăлтава пула ĕç тăсăлса кайрĕ, унтан сивĕнтĕм-ши — вăхăтра вĕçлеймерĕм. Халĕ çĕнĕрен пуçăнтăм. Пĕррехинче Чăваш патшалăх симфони капеллин концертĕнче пулма тӳр килчĕ. Мана унăн пултарулăх ертӳçин Морис Яклашкин дирижерăн хăватлă сăнарĕ тыткăнларĕ. Паллă ентешсен çулталăкĕнче унăн скульптурине хатĕрлес шухăш çуралчĕ», — тĕллевĕсене уçрĕ Владислав Алексеевич. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш открыткисене Казахстанра та кăмăллаççĕ
Унăн ĕçĕсенчи сăнарсем ăшă кăмăллă, илемлĕ, хаваслă. Хăйĕн ӳкерчĕкĕсене вăл чун пайне парать тейĕн. Ксения Кошелева ятне чăваш хаçат-журналне вулакансем илтнех. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче çуралса ӳснĕскер шкул çулĕсенче «Тантăш» хаçатпа тата «Тетте» журналпа тачă çыхăну тытатчĕ. Унăн ӳкерчĕкĕсем кашни номерте тенĕ пекех пичетленетчĕç. Мĕн пĕчĕкрен вăй илнĕ чун киленĕçне пăрахман Ксюша. Ăста алăллăскер открыткăсем хатĕрлесе тĕнчипех салатать.
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ
«Пĕтĕмпех çемьерен пуçланчĕ, — кăмăллăн аса илчĕ çамрăк иллюстратор. — Килте тĕрлĕ сăрă, кăранташ нумайччĕ. Анне шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет. «Хунав» литература кружокне ертсе пырать. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех унта ачасем сăвă-калав çырма хăнăхатчĕç. Унсăр пуçне тĕрлĕ хайлав тăрăх картина-ӳкерчĕк ӳкеретчĕç, кайран ĕçĕсене «Тантăш» хаçата яратчĕç. Мана ку питĕ килĕшрĕ, хамăн та çапла ӳкерес килнине пĕлтертĕм. Çавăнтан пуçланчĕ те ӳкерес туртăм. Ĕçĕмсене хаçатра курни те савăнтаратчĕ. Почтальонран «Тантăшпа» «Тетте» илмессерен ӳкерчĕкĕмсене асăрхаттăмăр та çемьере уяв пуçланатчĕ. Асаттепе асанне те хавхалантарсах тăратчĕç».
Туслă çемьере ӳсекенскер аслисенчен тĕслĕх илме тăрăшнă. Тепĕр тесен, хĕрĕн йăмăкĕсене те ача-пăча кăларăмĕсенче тăтăшах курма тӳр килетчĕ. Шкул çулĕсенче Ксюша пултарулăх конкурсĕсенче çеç мар, предмет олимпиадисенче те палăрнă. Хастарлăхĕшĕн республика Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ. Спортра та лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Шкулта çеç мар, университетра та çăмăл атлетикăпа туслă пулнă. Ташă ăмăртăвĕсене хутшăннă. Университет хыççăн пĕр вăхăт шкулта кружок ертсе пынă — ташă ăсталăхне вĕрентнĕ. Ку ăсталăха халĕ те пăрахман-ха вăл.
Пултарулăх пирки калас пулсан вара… Çемьере ӳнерçĕсем çук, анчах ашшĕ енчен алă ăстисем пулнă. Тен, çакă хĕрĕн пултарулăхне витĕм кӳнĕ пулĕ? Палăртмалла: Ксюша ӳнер шкулĕнче пĕлӳ илмен, çак ăсталăха хăй тĕллĕн вĕреннĕ.
Мальтăна кайсан...
— Пĕр вăхăт открыткăсем туянма питĕ юрататтăм. Манăн кăсăкланăва çакă та витĕм кӳчĕ пулĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ хыççăн акăлчанла лайăхрах вĕренме Мальта çĕршывне кайрăм. Унта ытти халăх çамрăкĕсемпе туслашрăм, пĕр-пĕринпе хутшăнаттăмăр. Ытти халăхăн хăйне евĕрлĕхне сăнанă май хамăн культурăна тата ытларах юратма тытăнтăм. Раççее пач урăх çын пек таврăнтăм. Вара чăвашла открыткăсем ӳкерме тытăнтăм. Вĕсене халăха кăтартма соцсетьре ятарласа ушкăн уçрăм, унта хамăн халăхăн культурипе паллаштарас килчĕ, — чунне уçрĕ Ксюша. Унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем кĕске самантрах йышланнă, 2 çулта 5 пин çынран та иртнĕ.
Малтанлăха вăл темиçе открытка ӳкернĕ те интернета вырнаçтарнă.
— Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ӳкернĕччĕ вĕсене: асанне, амазонка евĕр пике тата амăшĕпе хĕрĕ. Питĕ хăвăрт туянса пĕтерчĕç те — тĕлĕнтĕм. Ун чухне çак ĕçе мĕнле йĕркелемеллине те тĕппипех ăнланман, анчах çынсем кăсăкланаççĕ иккен. Çапла ытларах та ытларах ӳкерме тытăнтăм, — терĕ Ксюша.
Пурнăç вырăнта тăмасть. Иллюстраторсем те çĕнĕлле ĕçлеççĕ халĕ. Акă Ксюша та хăйĕн ĕçĕсене планшетпа усă курса хатĕрлет. Хальлĕхе çак ĕç валли пĕтĕм вăхăтне уйăрайманнине палăртрĕ. Вăл Мускаври ача садĕнче ӳнерçĕ декораторта тăрăшать. Чăваш Енрен аякра пулни, юлташĕсем урăх чĕлхепе пуплени ăна тăван чĕлхепе калаçма чăрмантармасть.
— Эпĕ — чăваш, ку — чăнлăх, унран ниçта та тараймастăн. Ман тавра культурăпа кăсăкланакан, ют чĕлхесем вĕренекен çын нумай. Тен, çавăнпа та тăван халăхăн пуянлăхĕ мана ытларах кăсăклантарать, — терĕ маттур хĕр.
Посылка хатĕрлесси илĕртет
«Ур-ра! Посылка килчĕ! Унта вара çав тери илемлĕ открыткăсем», — çакнашкал сăмахсемпе хавхаланса интернета сăн ӳкерчĕк е видео вырнаçтаракансене куркалама тӳр килчĕ. Хăмăр хутпа чĕркенĕ çырура вара Ксюша хатĕрленĕ открыткăсен тĕрки тухать. Вĕсене пăхса ытармалла мар. Ӳкерчĕксене сăнанă май хăвăн та чуну ырăлăхпа тулса тăнăн туйăнать. Саккассене маттур иллюстратор почтăпа ăсатать. Çак мел ăна килĕшет, мĕншĕн тесен унта çыннăн ятне те çырмалла, кунта вара асамлăх пур пекех туйăнать.
Çывăх вăхăтра мĕнле открыткăсем хатĕрлеме палăртнине Ксюша вăрттăнлăхра хăварма кăмăл турĕ. Апла пулин те кирек хăш вăхăтра та мĕнлисене туянакансем пулассине вăл аван пĕлет — çуралнă кунпа е ытти уявпа çыхăннисене ытларах саккас параççĕ.
— Тĕлĕнмелле, анчах манăн ĕçе ытларах ют çĕршыв çыннисем хаклаççĕ, пултарулăхăма аталантарма хавхалантараççĕ. Сăмахран, манăн открыткăсем Казахстана, Турцие тата ытти çĕршыва тăтăшах каяççĕ. Ку, паллах, савăнтарать, — терĕ вăл.
«Ксюша, сирĕнни пек открыткăсем урăх ниçта та çук. Мĕншĕн йӳнĕпе сутатăр?» — текенсем те пур-мĕн. Теприсем вара: «Ксюша, ку ытла хаклă, эпир нумай илейместпĕр», — теççĕ. Паллах, мĕн чухлĕ çын, çавăн чухлĕ шухăш. Унăн ĕçĕсен хăйне евĕрлĕхĕ вара шăпах чăвашлăх сĕмне кĕртнипе çыхăннă. Ун пекки, тăван халăхпа çыхăннă пĕр пĕчĕк паллă çеç пулсан та, ӳкерчĕкре вырăн тупатех. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Сергей АХМЕТЗЯНОВ: Хамăр тĕллĕн сывлама пултарни те телей
Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ пырса тивмен çемье юлмарĕ. Халĕ те кунсерен тенĕ пек ăна пула çын «тăкăнать». Ку «вăрçăра» малти «фронтра» кĕрешекенсем — тухтăрсем. «Хĕрлĕ зонăра» сиплекенсем кăна мар, пурнăçăн леш енне ăсатса яракансем те. Вĕсем — патологоанатомсем. Юлашки виçĕ çулта вĕсен ĕçĕнче мĕнле улшăнусем пулни пирки Çĕнĕ Шупашкарти судпа медицина экспертизин 2-мĕш уйрăмĕн заведующийĕпе Сергей Ахметзяновпа калаçрăмăр.
— Сергей Рамильевич, эсир бюрора миçе çул ĕçлетĕр? Коронавирусченхи тата хальхи тапхăрсене танлаштарма пултаратăр-и?
— 2000 çулта патологоанатом должноçĕнче ĕçлеме тытăнтăм. 2020 çултанпа — судпа медицина экспертизин уйрăмĕн заведующийĕ. Ĕç стажĕ — 22 çул.
— COVID-19 сирĕн ĕçре мĕнле улшăнусем кĕртрĕ?
— Çынсем ытларах вилни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Пирĕн те ĕç хушăнчĕ. Анчах штат çавăн пекех юлчĕ. Организаци йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн хамăрăн бюрори ытти уйрăмран врачсене, вăтам тата кĕçĕн медперсонала чи хĕрӳ вырăнсене вăхăтлăха куçарчĕç. Вилнĕ çынсен касман ӳчĕсем пухăнса ан выртчăр, инфекци чирĕсем ан сарăлччăр, халăх ан пăлхантăр тесе çапла улшăнусем кĕртме тиврĕ. Ĕç графикĕ ылмашăнчĕ паллах. Пирĕн уйрăм эрнере 7 кун 2 сменăпа ĕçлерĕ.
— Чи йывăр вăхăт хăçан пулчĕ?
— Йывăр темĕттĕм. 2019 çул вĕçĕ, 2020 çул пуçламăшĕ çĕнĕ условисене, улшăнусемпе уйрăмлăхсене хăнăхмалли тапхăр пулчĕ. Ĕç нумайланни 2020, 2021 çулсемпе çыхăннă. Эпир йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр. Пирĕн коллектив туслă пулни те ĕçре питĕ пулăшать.
— Коронавирусран вилнисене касас тĕлĕшпе уйрăмлăхсем пур-и?
— Вăл ерекен чир шутланать. Çавăнпа пирĕн те тĕплĕн хӳтĕленмелле. Ку тĕлĕшпе пĕтĕм хатĕрпе тивĕçтерчĕç. Ятарлă тум тăхăнса ĕçлетпĕр, дезинфекци тумалли графике çирĕп пăхăнатпăр. Ку енĕпе ĕçлекен ятарлă службăна чĕнсе те дезинфекци тутаратпăр. Тепĕр хут палăртатăп: эпир командăпа ĕçлетпĕр.
— Сирĕн ĕç хăрушă-и?
— Пирĕн пек мар хăрушă професси нумай. Чир таçта та, кулленхи пурнăçра та, ерме пултарать. Санитарипе эпидеми хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасан кирек епле инфекци те хăрушлăх кăларса тăратать. Патологоанатом профессийĕ çав тери хăрушă теместĕп. Яваплăха туйса, тивĕçсене тĕрĕс-тĕкел пурнăçласан хăрушшиех çук. Пирĕн ĕç кăсăклăхĕпе, шухăшлаттарнипе килĕшет мана. Патологоанатом организмри вилĕм патне çитернĕ сăлтавсене тупса палăртать. Эпир вилнисемпе кăна мар, чĕрĕ çынсен органĕсенчен касса кăларнă материала та тĕпчетпĕр. Ку тĕрĕс диагноз лартма, пациентăн пурнăçне çăлма пулăшать. Патологоанатомăн нумай пĕлмелле, пĕрмай аталанмалла, вĕренмелле.
— Çын вилнĕ хыççăн унăн ӳтне мĕн вăхăтран касаççĕ?
— Палăртнă вăхăт çук. Пĕтĕмпех медицина докуменчĕсенчен килет. Эпир чи малтан вĕсене, вилепе пĕрле килнĕскерсене, тĕрĕслетпĕр. Веçех тĕрĕс тĕк ĕç-пуç вăраха тăсăлмасть. Вилнисен ӳчĕсем пирĕн патра холодильникре выртаççĕ. Сивĕтмĕшсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Темĕнле шăрăх çанталăкра та сивĕтекен хатĕрсем ванман.
— Документсăр илсе пырсан?
— Вилнĕ çыннăн ӳтне йышăнмалли çирĕп йĕрке пур. Унта мĕнле документ кирлине пĕтĕмпех палăртнă. Медицина организацийĕсем кун пирки пĕлеççĕ. Тĕрĕс çырнă документсемпе кăна вилене йышăнатпăр.
— Каснă ӳте илсе каякан çук тăк мĕн тăватăр?
— Муниципалитет органĕсем ритуаллă службăпа килĕшӳ çыраççĕ. Эпир вĕсемпе çыхăнатпăр та вилене илсе кайса пытараççĕ. Шел те, тăванĕсем пытарма килĕшменни пулкалать. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...