Пушартан çăлнă
Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи пĕр хваттерте пушар тухсан çуртра пурăнакансен умне хăрушлăх тухса тăнă.
Ку инкек ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Хваттерте пурăнакансем çулăмран тарса хăйсем тĕллĕн тухнă. Анчах çӳлерех пурăнакан кӳршĕсене эвакуациленме çăра тĕтĕм чăрмантарнă. 46 çулти хĕрарăма, 85-ри пенсионеркăна тата 14-ри хĕрачана 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Кукамăшĕпе мăнукне медицина пулăшăвĕ пама больницăна вырнаçтарнă.