Комментировать

20 Янв, 2022

«Эпир яшка пĕçерсе çиесшĕн, анчах нимĕн те çук…»

Роман Родионов кашни кун çынсен тĕрлĕ шăпине курать. Канмалли кун-и, каç пулнă-и — ырă чунлă арçын йывăрлăха лекнисене пулăшма васкать. Вăл 2009 çулта йĕркеленĕ Шупашкарти «ЧЕБДОБРО» ырă тăвакансен обществи пирки хаçатра çырнăччĕ. Статья тухнăранпа вăхăт самай иртрĕ, унтанпа Роман Михайловичăн каласа кăтартмалли пайтах пухăннă. Çак кунсенче ав Çĕрпӳре те филиал уçăлнă.

Лавккаран — виçĕ хутаçпа

Малтан общество хастарĕсем социаллă учрежденисене, хосписсене тухса çӳренĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене тата сусăрсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсене туянмашкăн Роман Михайловича юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем те укçан пулăшнă. Малтанах реабилитаци центрĕсенче ĕçлекенсем палламан çынран пулăшу илме шикленнĕ, «Эсир депутат-им? Сирĕншĕн çавах сасăламастпăр», — тенĕ.

Çынна ырă тума пултарнăшăн Роман чунран хĕпĕртенĕ, вăл çак ĕçе малалла тăсма хавхаланнă. Килĕнчи шкапра ахалех выртакан, тăхăнман çĕнĕ япаласене пухнă та йывăрлăха лекнĕ çынсене кайса панă. Унтан вăл социаллă сайтсенче ушкăнсем йĕркеленĕ. Халĕ «Контактра» хыпарсене куллен 7 пин çурă çын пăхса тăрать. Подписчиксен, çынна пулăшма хатĕррисен йышĕ кунран-кун ӳсет. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан хĕр шăнкăравланă, паянах куллен кирлĕ япаласене туянса пама хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Çав кунах Роман унпа лавккаран виçĕ хутаçпа таврăннă. Кĕрпе-макароншăн, тушенкăшăн тата ытти хатĕр-хĕтĕршĕн хĕр хăех тӳленĕ.

Пĕр чăматанпа тарса килнĕ

Волонтерсем ырă çынсем килсе панă япаласене, кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕрсене курупкасене тултарса социаллă центрсене, интернатсене леçсе панă. Пандеми пуçлансан çак учрежденисем хупă режимпа ĕçлеме тытăннă, çавăнпа халĕ ытларах чухне адреслă пулăшу параççĕ. Коронавируса пула хăш-пĕр çын ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă. Нумайăшĕн вара кредит тӳлемелле, ачасене тумлантармалла, çитермелле... «Килте апат çимелли нимĕн те çук. Пулăшăр тархасшăн…» — юлашки вăхăтра çапла каласа шăнкăравлакан нумайланнине палăртрĕ Роман. Çавăн хыççăн общество пахча çимĕç, тăварланă хăяр-помидор, компот, салат йышăнма пуçланă. Ырă тăвакансен Шупашкарти обществи нумай ачаллă, сахал тупăшлă, пушара пула пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă тата ытти йывăрлăхпа тĕл пулнă çынсене яланах алă пама хатĕр. Украинăри пăтăрмахсем хыççăн Чăваш Ене куçса килнĕ çемьесене те пулăшнă вĕсем. Пĕр çемье тăван тăрăхĕнчен пĕр чăматанпа тарса килнĕ. Роман Михайлович вĕсене тумтир леçсе панă, ал-ура çавăрса яриччен апат-çимĕçпе пулăшнă.

Холодильник пушă

«Малтан çынсем ман пата шăнкăравлаççĕ. Тĕл пулма калаçса татăлсан общество тара тытнă пӳлĕме пырса хăйсем валли тум суйлаççĕ, тăхăнса пăхаççĕ. Хăйсене мĕн килĕшнине илсе кайма пултараççĕ. Паллах, аялти кĕпе-йĕме тăхăнса пăхаймастăн. Тумтирсĕр пуçне ырă çынсем хăйсем усă курман савăт-сапана, йăлари техникăна та килсе параççĕ. Телевизор, утюг йăтса килекенсем те пур. Чи кирли — вĕсем ĕçлекеннисем пулччăр. Хăшĕ-пĕри шăнкăравлать те: «Çĕнĕ куртка пур, анчах тӳмеленмест. Йышăнатăр-и?» — тесе интересленет. Пирĕн мастерской çук, япалана юсасах килсе пама ыйтатпăр. Килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çынсене те пулăшатпăр», — общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Роман Родионов.

Пĕррехинче 40 çула çывхаракан арçын шăнкăравланă. Вăл пĕр метртан аяккарах нимĕн те курман. Ăна ĕçе йышăнман, сусăрсен ушкăнне те кĕртсе ĕлкĕреймен, çавна май пособи те илеймен. Арçын хăй пурăнакан условисене кăтартмашкăн Романа киле чĕннĕ. «Холодильникĕ пушăччĕ. Унта хумалли ним те çукран вăл ăна çутманччĕ те. Такам унран укçа кивçен илнĕ те каялла тавăрса паман-мĕн. Унăн хваттершĕн тӳлеме те, тумтир туянма та, апатланма та укçа çукчĕ. Эпĕ ăна çав кунхинех хамăрăн склада илсе кайрăм, унпа пĕрле япаласем суйларăмăр. Юрăхлă пушмак тупайманран соцсетьри ушкăнра мĕнле виçелли кирли пирки пост вырнаçтартăм. Ырă çынсем тӳрех тупăнчĕç. Çĕнĕ поста вуласанах тумтирпе те, укçан та пулăшма хатĕр çынсем çийĕнчех тупăнни савăнтарать. Кам мĕн чухлĕ тата мĕнле тĕллевпе укçа куçарса пани пирки пост айĕнче комментари çыратăп», — чунне уçрĕ Роман Родионов.

Пушарта йăлтах çунса кĕлленнĕ

Виçĕ çул каялла Роман патне Йĕпреç районĕнче пурăнакан 5 ачаллă хĕрарăм шăнкăравланă. Вăл пушарта çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнине, ачисем валли тумтир те, апат-çимĕç те çуккине каланă.

«2019 çулхи çу уйăхĕнче пирĕн çуртра пушар тухрĕ. Эпĕ ун чухне ачасемпе аннен çуртĕнче пурăнаттăм. Пушарта пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕччĕ. Пире Роман Михайлович питĕ пулăшрĕ. Манăн ун чухне 5 ачаччĕ. Пурин валли те тумтир, пушмак тупса пачĕ, волонтерсем урлă чашăктирĕк, апат-çимĕç илсе çитерчĕ.

Ял çыннисем те пулăшрĕç, анчах пирĕн хуйха ăнланманнисем те тупăнчĕç. Мăшăр та ун чухне юнашар марччĕ. Ялти пĕр хĕрарăм ун тĕлĕшпе полицие кайса заявлени çырчĕ. Унччен те суд тенкелĕ çине ларса курнăскере тӳрех йĕплĕ пралук леш енне ăсатрĕç. Эпĕ ун чухне унран пиллĕкмĕш ачана кĕтеттĕм. Нумаях пулмасть вăл ирĕке тухрĕ. Унран алимент шыраса илме шухăшламан та эпĕ. Ачасене пулăшма, вĕсемпе тĕл пулма хирĕçлеместĕп, анчах пĕрле текех пурăнмăпăр. Халĕ эпĕ урăх арçынпа çемье чăмăртарăм, 6-мĕш ачана çуратрăм. Вăл 10 уйăхра çеç-ха. Турă çынна чăтса ирттерме пултаракан йывăрлăхсене çеç парать теççĕ. Пире йывăр чухне пулăшнăшăн Роман Михайловича чĕререн тав тăватăп.

Çĕнĕ çулччен ача валли кӳме евĕр çуна кирлĕ пулчĕ. Укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнăран каллех пулăшу ыйтма тиврĕ. Ырă тăвакансен Шупашкарти обществин хастарĕсем пире çĕнĕ çуна килсе пачĕç. Ачасем ăс-тăна аталантармалли теттесемшĕн те питĕ хĕпĕртерĕç. Ахальтен мар, пурнăç йывăртан пулăшу ыйтатăп», — терĕ 6 ачана çитĕнтерекен хĕрарăм.

Роман Михайлович кунсерен вун-вун шăнкăрав йышăнать. Хăш-пĕр çемье патне вырăна тухса лару-тăрăва татса пама та вăхăт тупать.

Ачи пур, ăна çитерме укçи çук

«Икĕ çул каялла пирĕн пата пĕр хĕрача /ăна урăхла калама çук ĕнтĕ/ пулăшу ыйтса шăнкăравларĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. 9-мĕш класра вĕренетчĕ. Хăй ача çуратнă. Хайхискер йышлă çемьере çитĕннине, анчах амăшĕ вĕсем валли тимлĕх сахал уйăрнине пĕлтерчĕ. Ку çемьере мĕн пулса иртет-ха тесе, хам куçпа курса ĕненес тĕллевпе вăл каланă адреспа волонтерпа пĕрле çула тухрăм.

«Эпир яшка пĕçерсе çиесшĕн, анчах пирĕн нимĕн те çук. Какай, çĕр улми, сухан, кишĕр кирлĕ», — тесе çырса ячĕ. Çемье чăннипех те йывăр лару-тăрураччĕ. Килте 3-4 ача, кĕçĕннисем, чупатчĕ. Хваттерте сĕтел-пукан çукпа пĕрехчĕ. Икĕ кравать кăначчĕ. Залра урайне пысăк матрас сарнăччĕ, пĕр купа япала выртатчĕ. «Ку мĕскер?» - тесе ыйтрăм. «Арçын ачасен япалисем, шкап çук», — терĕ çамрăк амăшĕ. Кухньăри çӳлĕксене, холодильнике уçса пăхрăм — пушăччĕ. Волонтерпа пĕрле лавккана кайрăмăр, апат-çимĕç туянса килтĕмĕр. Хĕре укçан пулăшу кирли пирки соцсетьре пĕлтертĕм. Ырă çынсем сахал мар пулчĕç. Кайран хĕр лавккана хăех çӳреме тытăнчĕ. Чекне сăн ӳкерсе ярса паратчĕ. Вăл пирĕн пата темиçе хут та шăнкăравларĕ. Тепрехинче кăкăр сĕчĕ пĕтнине пĕлтерчĕ, ачи валли ятарлă хутăш туянса пама ыйтрĕ. Унăн йăмăкĕ шăнкăравларĕ, шкула каймашкăн форма тата канцтавар çуккине каларĕ. Кун пирки соцсетьре пост кăларнă хыççăн пĕр çын ăна пулăшма килĕшрĕ. Вăл хĕрачана хăйĕн машинипе лавккана илсе кайрĕ, шкул форми, портфель, канцтавар туянса пачĕ. Ачисене пăхманран опекăпа попечительлĕх органĕсем хĕрарăма амăшĕн прависĕр хăварма, шăпăрлансене интерната вырнаçтарма пултарассине пĕлтернĕ. Ачасен сехри хăпнă, каллех ман пата шăнкăравларĕç. Амăшĕн йăмăкĕ вĕсене опекăна илессине пĕлтернĕ, анчах хваттере хăтлăлатма тивнĕ. Соцсетьри ушкăнра сĕтел-пукан, кравать тата обой кирли пирки пост вырнаçтартăм. Çак çемьене пулăшас текенсем хăвăртах тупăнчĕç. Обой сутакан арçын кирлĕ чухлĕ килсе пачĕ. Ачасем хваттере хăйсемех хăтлăлатрĕç, вĕсене килĕнчех пурăнма хăварчĕç. Çакă телей мар-и?» — сӳтĕлчĕ малалла калаçу çăмхи.

Сусăрсем пĕр-пĕрне тупнă

Ырă тăвакансен Шупашкарти обществи Алькеш поселокĕнче пурăнакан сусăрсен çемйине хăйĕн çуначĕ айне илнĕ тесен те йăнăш мар. Арăмĕпе упăшкине волонтерсем кулленех пулăшаççĕ. Юлашкинчен ав апат-çимĕçпе пĕрле аслă çынсен подгузникне, телевизор, япала çумалли порошок пырса панă. Мăшăрăн шăпи питĕ йывăр. Вĕсем ача çуртĕнче çитĕннĕ, ваттисен çуртне лекнĕ. Арăмĕ утаймасть, кӳмере ларать. Упăшки ăс-тăн хавшаккипе аптăрать. Çапах вĕсем пĕр-пĕрне тупнă: хĕрарăм арçыншăн — пуç, арçын хĕрарăмшăн — ура. Арăмĕ упăшкине лавккана хăй тĕллĕн яма та хăрать. Вĕсем хваттерте иккĕшех пурăнаççĕ, вĕсене волонтерсем пулăшнăшăн питĕ савăнаççĕ. Ырă çыннăн тивлечĕ сыпăкран сыпăка куçать теççĕ. Ырă тăвакан ырă куратех. Хаçат вулаканĕсем те Роман Родионова пулăшу сĕнме е ыйтма пултараççĕ.

www.hypar.ru

Любовь ПЕТРОВА.

Роман РОДИОНОВ архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.
 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.