Комментировать

17 Сен, 2014

Пулăшусăр хăвармĕç

Çапах та хăш-пĕр хваттерте-пÿлĕмре пропискăсăр пурăннисем те «пая» кĕресшĕн

Эксперт комиссийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕнчен Шупашкарти Петров урамĕнчи çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă пилĕк хутлă çурта 1962 çулта хута яни паллă. Секцисенчи пÿлĕмсенче хăй вăхăтĕнче хулари тĕрлĕ предприяти-учрежденире вăй хунă 163 çын пурăнма тытăннă. Сăмах май, хальхи вăхăтра та çавăн чухлех çын пропискăра тăрать. Комисси шухăшĕпе çурта хăпартакансем ал хапăл ĕçлени те, строительство материалĕсен пахалăхĕ ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерменни, раствор хатĕрлемелли технологие пăхăнманни тата проектран пăрăнни, ытти кăлтăк çуртăн «ĕмĕрне чакарнă». Каярахпа кунта тĕпленнисем те условисене лайăхлатас тĕллевпе çуртăн проектне хăйсем тĕллĕн, тивĕçлĕ организацисем ирĕк памасăр çăвăнмалли пÿлĕмсенче душ кабинисем вырнаçтарма тытăннă. Шел те, каллех технологие тĕпе хуман: çавна май стенасем нÿрелме тытăннă. Путвалта тата пĕрремĕш подъездра /вĕсем виççĕ/ ялан шыв тăни те çурт конструкцийĕсене япăх витĕм кÿнĕ. Çак çитменлĕхсене тăтăш улшăнса тăнă управляющи компанисем те «асăрхаман». Ун пек чухне, паллах, çурт тăрăмĕ япăхланса пынине курмастăн.

Вĕренĕн те вĕçĕ пур тенĕн асăннă пулăм та хăй çинчен аса илтернĕ: авăнăн 12-мĕшĕнче, 20 сехет иртсен, кунта пурăнакан пĕр çын хула администрацине çуртăн фасад енĕ майĕпен йăтăнма пуçлани çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çийĕнчех оперативлă штаб йĕркеленĕ, яваплă тытăмсене ура çине тăратнă. Çăлавçăсемпе полици çынсене хваттерсенчен эвакуациленĕ: çутă, газ сÿнтернĕ, шыв пама чарăннă. Çуртăн стенисем хăш-пĕр çĕрте мăкăрăлса тухнă, штукатурка тĕпренсе тăкăннă, çуртăн йывăрăшĕпе аялти хутри стенасенчи кирпĕч катăлнă. Çурт йăтăнса анас хăрушлăх татах пысăкланнă.

Кунти çынсене Шалти ĕçсен министерствин тата МЧС сотрудникĕсем сăнаса тăнипе 2-мĕш тата 3-мĕш подъездрисене хăйсен пурлăхне пÿлĕмсенчен илсе тухма пулăшнă, вĕсене тиесе кайма автотранспорт уйăрнă. Пĕрремĕш подъезда никама та кĕртмеççĕ.

Кунти çынсене хулари вĕренÿ заведенийĕсен общежитийĕсенче вăхăтлăх хÿтлĕх тупса панă, кунне виçĕ хут тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Эвакуациленисен ытларах пайне Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн Шевченко урамĕнчи тата Мускав проспектĕнчи, Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕн общежитийĕсенче йышăннă. Тÿрех каласа хăварам: кунта вăхăтлăх хÿтлĕх тупнисем студентсене япăх тĕслĕх кăтартма тытăннă та иккен - общежитие ÿсĕр таврăнакансем те, харкашу пуçаракансем те, пÿлĕмсен алăкĕсене тапса уçакансем те, стенасене сăрласа варалакансем те пулнă. «Хăнара» чунпа çаплах чурăсланма кирлĕ мар та ĕнтĕ. Тата теприсем апат çиме ĕлкĕрейменнипе кăмăлсăрланаççĕ. Айăпĕ те хăйсенчех - кунта кашнине уйрăммăн апатлантараймаççĕ. Унăн вăхăчĕ паллă, пурне те çавăн чухне сĕтел хушшине пĕрле лартаççĕ.

Пропискăра тăракансенчен 84-шĕ çуртри пÿлĕмсене харпăрлăха куçарнă, 14-шĕ хваттере тара тытса пурăнаççĕ. Юлашкисем пирки кăшт урăхларах каламалла пулĕ: вĕсем пÿлĕмсене субарендăна /хăй тара илсе татах тара пани/ параççĕ. Çавăнпа та авари вăхăтĕнче хăш-пĕр пÿлĕмĕн чăн хуçи кам пулнине те уçăмлатайман. Халĕ те пĕлмеççĕ. Çакă пÿлĕмсенчи япаласене инвентаризацилеме пысăк чăрмав кăларса тăратнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков асăннă çуртран эвакуациленĕ çынсемпе тĕл пулчĕ. Алексей Олегович кунта пĕччен килмен: çынсен ыйтăвĕсене Ленин район администрацийĕн, прокуратурăн, пурăнмалли çурт-йĕрĕн патшалăх инспекцийĕн, миграци службин, налук инспекцийĕн, пушар хуралĕн, чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн тата ытти яваплă органсен специалисчĕсем хуравларĕç. «Йывăрлăхра никама та хăвармастпăр, кашни çемьепе уйрăммăн ĕçлĕпĕр - çивĕчленнĕ ыйтăва пур пĕр пĕрле татса парăпăр», - вĕсен пĕтĕмĕшле хуравĕ çапла пулчĕ.

Кунта та шар куракансенчен калаçăва хăйсен майлă çавăрасшăн «тапаланакансем» пулчĕç. Илтнĕ тăрăх, хăш-пĕр хваттерте-пÿлĕмре нимĕнле регистрацисĕр-пропискăсăр пурăннисен тăванĕсем те «пая» кĕресшĕн. Вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков «пур ыйтăва та Раççей тата Чăваш Республикин саккунĕсене тĕпе хурса татса парăпăр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн кам мĕне тивĕçлĕ - çавна илĕ» тени кăштах лăплантарчĕ, ахăртне. Тĕл пулура инкеклĕ çуртра пурăнакансенчен /кашни подъездран - икшер çын/ пуçару ушкăнĕ йĕркелерĕç. Çитес вăхăтрах тепĕр тĕл пулура малтанхинче мĕн палăртнине пурнăçланине тишкерĕç, ытти ыйтупа малалла ĕçлĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.