Комментировать

17 Сен, 2014

Вĕрентекенĕн явап тытмах тивĕ

Ырă хыпар - çуран, усалли утпа çÿрет тени тĕрĕсех. Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ хăйне ачасемпе кăнттам тытни пирки те хыпар хăвăрт сарăлчĕ.

Ĕçĕ акă мĕнре. Хальхи вăхăтра РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ асăннă шкулта ĕçлекен пуçламăш классен пĕр вĕрентекенĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчет. 27 çулти педагог хăйне ачасемпе килпетсĕр тытнă. Пресс-релизра палăртнă тăрăх - вăл урокра "воспитанин" саккунпа килĕшсе тăман меслечĕсемпе усă курнă. Урокра йĕркене пăхăнманшăн пĕр арçын ачан çăварне пĕтĕм класс умĕнче çилĕмлĕ хăюпа - скотчпа - çыпăçтарса хунă, хăшĕ-пĕрин çамки çине хĕрлĕ пастăллă ручкăпа "иккĕ" çырса хунă-мĕн. Вĕренекенсем иккĕмĕш класра чухне урок тăршшĕпе класĕпех ура çинче тăрса çырни те пулнă имĕш. Материалта евитлени чăнлăхпа килĕшсе тăрать тĕк - вĕрентекен хăйĕн "воспитани меслечĕсем" çинчен аслисене пĕлтерме хушман.

Вĕрен мĕн чухлĕ явăнсан та вĕçĕ пулатех. Халĕ унăн "вĕçне" следстви органĕсем тĕрĕс тупса палăртасса шанатпăр. Республикăри Вĕрентÿ министерстви вара унччен алă усса лармĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ прокуратурăна çитернĕ çăхав тĕлĕшпе ведомство ĕнер хăйĕн комментарийĕсемпе журналистсене паллаштарчĕ.

- Çакнашкал пулăм чăнлăхпа пĕр килес тĕк вăл республикăри педагогсен пĕрлĕхĕн ят-сумне сиенлĕ витĕм кÿрĕ. Вĕрентекенсен ытларах пайĕ хăйсен професси ырă пахалăхĕсемпе палăрса тăрать те - ушкăна ăнсăртран тенĕ пек лекнĕ ĕçтешĕшĕн ыттисене пит хăретмешкĕн кăмăллă мар, - çапла пуçларĕ сăмахне вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова. - Темле пулсан та министерство професси этикине пăснă вĕрентекенĕн хăтланăвĕсемшĕн хальхи вăхăтра виççĕмĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амĕшĕнчен каçару ыйтать. Вĕренÿ учрежденийĕнче кунашкал фактсем пулма тивĕç мар. Паллах, шкул администрацийĕн педагогсем саккуна пăхăнни-пăхăнманнине сăнаса тăмалла. Каçал енри шкул ертÿлĕхĕ хăйĕн çак тивĕçне пурнăçламаншăн явап тытĕ. Пĕлÿ паракан заведенин учредителĕн - вырăнти хăй тытăмлăх органĕн - директора тата унăн пуçламăш классемпе ĕçлекен çумне ĕçрен хăтармашкăн йышăнма тивĕ.

Мĕншĕн çакнашкал хăтланнă-ха вĕрентекен, пушшех те - хăй те икĕ ача амăшĕ? Экспертсем чи малтанах унăн ĕç опычĕ пĕчĕккине палăртаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, педагогсене вĕрентсе хатĕрлессинче теори пĕлĕвне мала хунине, педагогикăпа психологи ыйтăвĕсене ăша хывма вара вăхăт сахалрах уйăрнине палăртаççĕ. Чăн та, çакă хальхи пурнăçпа пачах килĕшсе тăмасть. Раççей Федерацийĕнчи "Вĕренÿ çинчен" çĕнĕ саккунра вара воспитани ыйтăвĕ тĕпре.

Ашшĕ-амăшĕ прокуратурăна кăçалхи çурла уйăхĕнче çыру тăратнă пулин те унта икĕ çул каяллахи ĕç-пуç çинчен сăмах пыни журналистсене тĕлĕнтерчĕ. Аслисем "кая юлса" хыпăннин сăлтавĕ кăсăклă. 2014 çулхи çу уйăхĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче хайхи вĕрентекен хăй ку шкулта ĕçлеме пăрахас пирки систернĕ иккен. Чăн та, пурăнмалли вырăна улăштарма хатĕрленннĕрен отпуск хыççăн хăйне ĕçрен хăтарма ыйтса çырнă. Анчах вăхăт çитнĕ те... - кунтах хăварма ыйтнă. Çакна пĕлнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисем валли прокуратура урлă хÿтлĕх шырама тĕв тунă.

Следстви педагогăн тÿнтерле ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларчĕ тĕк вĕрентекене пĕр хушă çак профессипе ĕçлессинчен пăрĕç. Малашне шкулсенче çавăн пек лару-тăру сиксе тухасран асăрхаттарĕ-и ку пулăм? Татса калама йывăр. Çапах та вĕрентÿ ведомствишĕн педагогсен квалификацине професси этики енчен те çирĕп тĕрĕслемелли çинчен систерекен урок пулĕ вăл.

Анна КУПРИЯНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.