Комментировать

6 Апр, 2022

Шупашкарти 30 шкулӑн кӑҫал икшер сменапа ӗҫлеме тивет!

Шупашкарти 30 шкулӑн кӑҫал икшер сменапа ӗҫлеме тивет! Пӗрремӗш класа кӑна 9 пин ача килмелле. Ку - пӗлтӗрхинчен ытларах.
Уйрӑмах йывăр лару-тӑру - ҫӗнӗ микрорайонсенче. "Садовый" микрорайонта шкул ҫӗклеме пуҫланӑ, анчах та кӑҫалах хута ярасси иккӗленӳллӗ. "Солнечный ", "Ясная поляна", 14-мӗш тата "Университет" микрорайонсенче хӑҫан ҫӗнӗ шкулсем ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар. Вӗсенче пурнакан ачасен общество транспорчӗпе чылай аякра вырнаҫнӑ шкулсене ҫӳреме тивет. "Садовый" микрорайон ачисене вара 5 автобус кулленех 29-мӗшпе 64-мӗш шкулсене турттарӗ.

www.hypar.ru Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк