Комментировать

28 Мар, 2022

Ирех - пăр çинче

Иртнĕ канмалли кунсенче ир-ирех Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Атăл пăрĕ çинче хĕрачасем чупса çӳренине асăрханă.

Шыравпа çăлав службине çакнашкал хыпар çитсен каланă вырăна ятарлă «Ижора» кимĕ васканă. Хĕрачасене пăр çинчен кăларнă. Анчах ирхи 7-8 сехетсенче вĕсем унта мĕншĕн тухнă-ха? Çак ыйтăва çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем ачасен ашшĕ-амăшĕпе уçăмлатĕç.

Çăлавçăсем асăрхаттарнă тăрăх, çанталăк ăшăтнă вăхăтра пăр çине кĕресси пурнăçшăн хăрушă. Çиелтен пăхсан пăр çирĕп пек курăнать, анчах хĕвел пăхнипе çемçелет. Пулла çӳрекенсен те асăрхануллă пулмалла, пăр çине кĕме тăхтамалла.

www.hypar.ru Фото чувашинформ.рф

Рубрика: