«Хыпар» 31-32 (27910-27911) № 25.03.2022
Çыртаççĕ-и е тÿсме пулать-и?
«Ку саманаран темĕн те кĕтме пулать те... 90-мĕш çулсем патне кăна таврăнас марччĕ... — хуçалăхри ĕçсене пуçтарнă хыççăн урама уçăлма тухнă кӳршĕ хĕрарăмĕсен калаçăвне кăсăклансах итлеме пуçларăм. — Ара, лавккасенче нимĕн те çукчĕ вĕт. Апат-çимĕçе, ытти тавара талонпа пани манăçман-ха».
Пĕр-пĕрне пӳлсех сăмах вакларĕç вĕсем. Пĕри сасартăк апат-çимĕçсĕр тăрса юласран миххипех сахăр, рис, çăнăх туянса хунă иккен. Тепри те хакланса кайиччен саппассене пуянлатма ĕлкĕрни çинчен савăнса пĕлтерчĕ. «Сирĕн пеккисене пула хаксем хăпараççĕ те ĕнтĕ», — касса татрĕ вĕсене виççĕмĕшĕ.
Çакăн хыççăн калаçу юххи пачах тепĕр майлă çаврăнса ӳкрĕ. Чăнах та, хальхи саманана тата иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене танлаштараймăн. Ун чухне, патшалăх саланнă тапхăрта, заводсемпе фабрикăсем пинĕ-пинĕпе хупăнчĕç, пысăк калăпăшлă производствăсем чарăнса ларчĕç, миллионерсен шутĕнче пулнă колхозсемпе совхозсем арканчĕç...
Халĕ вара? Раççей юлашки 20-30 çулта самаях тĕрекленсе пычĕ, ура çине çирĕп тăчĕ. Çĕнĕ производствăсем те йĕркеленчĕç, продукци туса кăларасси ӳсрĕ… Çапах хамăра хамăр тăрантарма пултаратпăр-ха, куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме вăй-хал çитеретпĕр-ха. Çакăн пек çĕкленӳллĕ шухăшлă сăмах-юмах патне пырса тухрĕç хайхискерсем. Ял хĕрарăмĕсем тĕнче шайĕнчи хаклавçă специалистсем мар пулин те вĕсен калаçăвĕнче çапах та чăнлăх çук мар. Паянхи Раççее Европа çĕршывĕсем санкцисемпе хĕсĕрлесе те, информаци вăрçи пуçарса та халсăрлатма пултараймĕç. Раççей экономики йывăрлăхсене чăтса ирттересси иккĕлентермест. Правительство бизнеса тата граждансене пулăшма çĕнĕрен те çĕнĕ мерăсем йышăнать. Чылайăшĕнпе халăх усă курма тытăннă та ĕнтĕ.
Мĕншĕн хакланать? Хăш-пĕр тавар хакĕ ӳсни вара чăннипех шухăшлаттарать. Акă сахăр 100 тенкĕрен иртрĕ. Анчах ăна ку хакпа та пур лавккара та кураймăн. Сутуçăсем каланă тăрăх, ирхине сентресене тултарса хураççĕ. Анчах çынсем сахăра шутлă минутсенче илсе пĕтереççĕ. Пĕр-икĕ эрне каяллахипе танлаштарсан, суту-илӳ вырăнĕсене сахăра 10 процент ытларах илсе пыраççĕ пулин те — çитмест.
Çак «пăлхава» пусарас тĕллевпе республика Правительствин çирĕпрех мерăсем те йышăнма тиврĕ: социаллă пĕлтерĕшлĕ тавара пĕр алла 3-5 килограмран ытла памалла мар турĕ. Чĕмпĕрте тата интереслĕрех меслет шухăшласа кăларнă. Сахăра виçĕ килограмран сахалрах илсен 58 тенкĕпе сутаççĕ, ытларах тăк — 99 тенкĕпе. Хальхи вăхăтра Шупашкарти лавккасенче асăрханă чи пĕчĕк хак — 77 тенкĕ. Тĕп пасарта 90 тенкĕпе сутаççĕ. Анчах хак улшăнмасси иккĕленӳллĕ. Иртнĕ эрнере сахăр каллех апат-çимĕç хакĕсен ӳсĕмĕн рейтингĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă: 13,8 процент хакланнă.
Раççейре сахăр пĕтесрен, сăмах май, шикленмелли çук. Сахăр завочĕсем çĕршыври халăха унпа туллин тивĕçтерме пултараççĕ. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, пĕлтĕр 41223,6 пин тонна сахăр кăшманĕ туса илнĕ. Виçĕм çул вара тухăç самай пĕчĕкрех — 33915,1 пин тонна — пулнă тăк та сахăр шыраса лавкка тăрăх чупакана асăрхаман...
Росстат юлашки эрнере çавăн пекех тăвар /4 процент/, хура чей /3,9/, рис /3,8/, хура тул /3,3/ хакланнине кăтартать. Пахча çимĕç хакĕсем те ӳснĕ: сухан — 13,6, помидор — 8,2, банан — 7,8, купăста — 6,3, кишĕр — 5,5, хĕрлĕ кăшман — 5,2, пан улми 3,8 процент хăпарнă. Хăяр кăна 6,6 процент чакнă. Паллах, ытти çулта та çуркунне пахча çимĕç хакĕ ӳсетчĕ. Анчах ӳсĕм каплах пысăк пулакан марччĕ.
Экспертсен шухăшĕпе, хаксене продукци туса кăларакансем мар, курттăммăн туянакан пысăк компанисемпе ритейлерсем — тавар туянса сутнинчен тупăш илекенскерсем — ӳстереççĕ. Кĕске вăхăтра — производитель патĕнчен лавкка сентри патне çитиччен — тăкаксем çакăн пек хăвăрт ӳссе кайма пултараймаççĕ. Тарăнрах тишкерсен, сăнасан çакăнта тĕрĕсси те курăнать. Акă, сăмахран, Шупашкарти пысăк лавккасенче помидора 250 тенкĕрен йӳнĕрех хакпа туянаймăн, хăяр 170 тенкĕ ытла. Пĕр-пĕр кĕтесре хĕсĕнсе сутă тăвакансем вара помидора 170-200 тенкĕпе, хăяра 100 тенкĕпе сĕнеççĕ. Ытти пахча çимĕç те вĕсен чылай йӳнĕрех. Кăнтăр çыннисем сутакан улма-çырла хакĕ те самай пĕчĕкрех. Шупашкарти тĕп пасарта акă, пахча çимĕç лавккаринчипе танлаштарсан, чылай йӳнĕрех. Хăяра — 80-90 тенкĕпе, помидора 120 тенкĕпе туянма пулать. Купăста вара хаклă — 88-90 тенкĕ. «Пан улми хакланса килчĕ», — терĕç сутуçăсем. Тĕп пасарта сутă тăвакансене те хаксем ӳсни пăшăрхантарать. Сыр, услам çу питĕ хакланнă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Иван МАДЕБЕЙКИН: Çут çанталăкра кирлĕ мар ÿсен-тăран çук
«Кашни курăкăн хăйĕн чĕлхи пур, вĕсем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ», — тет вăл. Пыл хурчĕсене пылак шерпет, канди пачах памасть. Вĕсене сиплемест те. Çав вăхăтрах тĕкĕлтурасемпе сăвăслансене ĕрчетет. Сăмахăм республикăри паллă хурт-хăмăрçă-зоотехник, ял хуçалăх наукисен докторĕ Иван Мадебейкин профессор çинчен. Иван Николаевича «Хыпар» тĕпелне чуна уçса калаçма чĕнтĕмĕр.
Приокски ăратне кăларма хутшăннă
— Эсир хăй вăхăтĕнче пыл хурчĕсен приокски ăратне кăларма хутшăннă. Чăваш Енри утарçăсем ăна килĕштерчĕç-и?
— Приокски ăрачĕ республикăра юлманпа пĕрех, мĕншĕн тесен Красноярск крайĕнчи Краснополянскри хурт-хăмăр питомникĕ хуртсен çак ăратне ĕрчетме пăрахрĕ. Маларах унта приокски ăрачĕн амисене кăларатчĕç, пакетсем хатĕрлетчĕç, хурт-хăмăр çемйисене йĕркелетчĕç. Халĕ приокски ăратне сарассипе федерацин наукăпа тĕпчев центрĕ /вăл Рыбное хулинче вырнаçнă/ кăна ĕçлет. Унти утарта приокски ăрачĕн амисене кăлараççĕ. Эпĕ кăçал икĕ ама ыйтса илесшĕн-ха — ара, эпĕ приокски ăратне кăларнă çĕре хутшăннă-çке. Шел те, манăн утарта халĕ ку ăратри пĕр ама та çук. Вăтам вырăс, карпат тата бакфаст ăрачĕллĕ пыл хурчĕсене усратăп. Урамрах хĕл каçаççĕ. Приокски ăратне те ĕрчетес килет. Ăна эпир 1992 çулта кăларнăччĕ. Ун чухне республикăна 800-1000 яхăн пакет кӳрсе килетчĕç.
— Ку ăратăн лайăх енĕсене асăнар-ха.
— Малтан Кавказа кайса кăнтăр ăрачĕн чи лайăх амисене илсе килтĕмĕр. Наукăпа тĕпчев институтĕнче утар нумайччĕ. Унта 13 çул ĕçлерĕм. Приокски ăратне кăларас енĕпе вăй хутăмăр. Малтан кăнтăр ăрачĕн амисене вăтам вырăс ăрачĕн аçа хурчĕсемпе /трутеньсемпе/ пĕтĕлентертĕмĕр. Кайран тĕрлĕ енлĕн ĕçлерĕмĕр. Вĕсем хуртсене лайăх хĕл каçассипе, пыл нумай пухассипе, вырăнти условисене хăвăрт хăнăхассипе çыхăннăччĕ. Астăватăп-ха: Узбекистанри хурт амисене кăларакан утара кайнăччĕ. Вĕлле хурчĕсем çĕр мамăк курăкне /хлопчатник/ епле шăркалантарнине тишкернĕччĕ. Унта икĕ çул амасем кăларса Рыбное хулине ярса патăм. Эпир çак ăратпа 14-ăн ĕçлерĕмĕр. Халĕ иккĕн кăна тăрса юлтăмăр. Хуртсен приокски ăратне сарнă пулсан питĕ лайăхчĕ те. Унăн лайăх енĕ чылай. Вăл чиперех хĕл каçать. Çак пахалăха вăтам вырăс ăратĕнчен илнĕ. Клевера, люцернăна лайăх шăркалантарассине вара — кавказ ăратĕнчен. Приокски ăрачĕ çăка пылне аван пуçтарать. Çав вăхăтрах уй-хирте люцернăпа клевера та лайăх шăркалантарать. Ку ăратпа хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ял хуçалăх культурисене шăркалантарма хăюллăнах усă урма пулать.
— Сирĕн хурт-хăмăр отраслĕнче ĕçленĕ стаж аванах пысăк пек туйăнать.
— Хурт-хăмăрпа паллашнăранпа 80 çул иртрĕ. «Пчеловодство» журнала 62 çул çырăнса илетĕп. Аттен Николай Иппатьевичăн вăрманта утар пурччĕ. Унта пĕчĕк пӳрт те ларатчĕ. 7-8 çулта чухнех атте вĕркĕчпе вĕртеретчĕ. Сăхма пуçлатчĕç те: «Вĕртер, вĕртер!» — тетчĕ. Пӳрнесем ывăнатчĕç, вăй çитместчĕ... 1943 çулхи чӳк уйăхĕ. Атте ун чухне лесникчĕ. Çавăнпа пирĕн çемье икĕ пая пайланнăччĕ. Пĕрисем ялта пурăнатчĕç, теприсем вăрманта. Эпĕ аттепе лесник çуртĕнче пурăннă. Анне пиччепе тата шăллăмпа — ялта. Вăрманта пирĕн ĕнесемпе пăрусем, 7 вĕлле пурччĕ. «Ванькка, тăр, пире каçхине çаратнă», — вăратрĕ атте. Тумланса тухрăм. Утар пӳрт умĕнчехчĕ. Пĕрремĕш юр ӳкнĕччĕ. Вĕллесен хупписене уçса пăрахнă, пурте çĕр çинче выртаççĕ. Рамкăсене каснă, хурчĕсем вилнĕ. Хăш-хăш çĕрте юлнă, йăраланаççĕ. Çĕрле пĕр каччă лашапа пынă, михĕпе çĕçĕ илсе килнĕ. Кашни вĕллери пыллă рамăсене касса миххе тултарнă, лав çине хурса тарнă… Эпĕ тӳрех макăрса ятăм. Çав çын Хурапыртан пынă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма повестка панă. Унта кайиччен вăл çемйине пыл парса хăварас тенĕ. Ун чухне пылсăр пуçне урăх пылак çимĕç çукчĕ. Атте вăрра шыраса кайнă, анчах ăна фронта илсе кайма ĕлкĕрнĕ. «Вăл вăрçăран таврăнайман. Ăна пирĕн хуртсем тавăрнă», — тенĕччĕ каярахпа атте. «Хуртсемпе нумай ĕçлемелле, унсăрăн çунатлисем пĕтеççĕ», — тĕв тунăччĕ ун чухне. Пĕрех пĕтме памарăмăр вĕсене, çиччĕрен виçĕ çемье турăмăр.
— Çемьери ытти ача хурт-хăмăрпа интересленетчĕ-и?
— Эпĕ аттепе утар пӳртĕнче пурăннă чухне пичче Андрей вăрçăраччĕ. Геннадий шкулта вĕренетчĕ. Шăллăм Николай пĕчĕкчĕ-ха. Пирĕн çемьере хурта юратакан урăх пулман. Анне Кликерия Андреевна ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Вăл мана сĕнӳ-канаш нумай панă. Çывăх çыннăм ăс панине халĕ те астăватăп. «Вăрмантан таврăннă чухне пĕчĕк кашта та пулин йăтса кил», — тетчĕ вăл. Вут-шанкă питĕ кирлĕччĕ ун чухне. Чăн та, вăрмантан тухнă чухне мĕн те пулин шыраттăм. «Авăнтарнă йывăçа тăратса хăвар», — тетчĕ тата. Çакна паянхи кунчченех тăватăп. Утара кайнă чухне мĕн чухлĕ йывăçа тăратса хăварман-ши? Çапла, анне сăмахĕн вăйĕ калама çук пысăк. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕрпÿре фокусниксем те çитĕнÿ тăваççĕ
Паян Раççейре Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Вĕсем театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература каçалăкĕнче, ялти клубсемпе кану çурчĕсенче тата ытти вырăнта ĕçлеççĕ. Паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче Культура ĕçченĕн кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртĕ. Унта отрасльте малта пыракансене чыслĕç, çавăнпа пĕрлех умри тĕллевсемпе яваплă ĕçсем пирки те калаçĕç. Вулакансене вара Çĕрпӳри культурăпа библиотека аталанăвĕн районти центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăпăр. Ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Яковлева (мăшăрĕн хушамачĕпе Смирнова) ертсе пырать.
«Мерчен» пулăшнипе
Светлана Михайловна культура пурнăçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсене Шăмăршă районĕнчи Васанти халăх ятне тивĕçнĕ тавра пĕлӳ музейĕ çумĕнчи ачасен «Мерчен» фольклор ансамблĕнче тунă. Музей директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников пуçарăвĕпе 1990 çулта йĕркеленĕ ăна. Вырăнти халăх юррисене, такмак-шӳтне Светлана уçă та шăнкăрав пек сассипе янăраттарнă. Пултарулăх тĕнчин авăрне çакланнăскер Васан вăтам шкулĕн 9-мĕш класне пĕтерсен Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Темиçе хут та лауреат пулнă. Ĕç биографине 16 çултах пуçланă: тăван районĕн Кивĕ Шăмăршăри фольклор ансамблĕн пултарулăх ертӳçинче тăрăшнă, тĕп хулари 6-мĕш вăтам шкулти ачасене халăх юррисене юрлама вĕрентнĕ.
Диплом илсен Шăмăршă районне таврăннă: районти культура çуртне методиста вырнаçнă. Юрлама та чарăнман. Светлана Яковлева «Раççей сасси» конкурса хутшăннă, тăван района лауреат пулса таврăннă. 1997 çулта ăна Чăваш патшалăх филармонине чĕнсе илнĕ, «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕнче солисткăна йышăннă.
Светлана Яковлева хăйĕн концерчĕсене те ирттерме пуçланă. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе йăхташсем пысăк йышпа пурăнакан регионсене тухса çӳренĕ, тарăн шухăшлă халăх юррисемпе вĕсен чунне хускатнă. Тăван кĕвве-çемме пропагандăланăшăн ентешĕмĕр 2001 çулта Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ. Вăл ЧНК пуçарăвĕпе çуллен иртекен «Кĕмĕл сасă» конкурсфестивалĕн çĕнтерӳçи те /1999/.
Иккĕмĕш тăван кĕтесĕ
— Филармонире ирттернĕ çулсем çăмăл пулмарĕç, — аса илет Светлана Михайловна. — Çемье çавăрнăччĕ, ачасем те çуралнăччĕ ĕнтĕ. Пурăнмалли кĕтес кирлĕ. Çав самантсене шута илсе ирĕклĕ ишеве тухас терĕм, çамрăксен «Салам» культура обществине йĕркелерĕм. Пилĕк çул ĕçлерĕм унта. Çав вăхăтра ертӳçĕ тивĕçĕсене пурнăçлама пĕлӳ çителĕксĕррине туйрăм, патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм.
Çĕнĕ пĕлӳпе усă курас тени ăна 2014 çулта Çĕрпӳри культурăпа библиотека аталанăвĕн районти центрне илсе çитернĕ. Ун хыççăн пĕр тапхăр тĕп хулари культура учрежденине ертсе пынă, 2019 çулхи раштав уйăхĕнченпе каллех Çĕрпӳре малтанхи должноçĕнче вăй хурать. Вăл районти 42 культура учрежденийĕпе 24 библиотекăшăн яваплă. Çĕрпӳ тăрăхне иккĕмĕш тăван районĕ пек йышăнать.
— Кунта хăш енĕпе ĕçлеме меллĕ, çăмăл-ха? Район ертӳлĕхĕ пире ăнланать, ĕçе хисеплет. Юлашки виçĕ çулта культура тытăмĕнче ĕçлекенсем самай ылмашăнчĕç, çамрăксем килчĕç. Çакă савăнтарать. Çĕрпӳ тăрăхĕнче 37 пине яхăн çын пурăнать, хула та аталансах пырать. Икĕ çулта çĕнĕ икĕ садик уçăлчĕ пулсан та паян та унта вырăн кĕтекен ача нумай-ха. Çав халăха 130 çын культура мероприятийĕсемпе тивĕçтерет, — каласа парать Светлана Яковлева.
Культура пурнăçĕ те вăхăтпа тан пыма тăрăшать. Юлашки çулсене илсен, акă, мĕн калама пулать: клубсем, библиотекăсем çĕнелеççĕ. Чурачăкри, Метикассинчи клубсене тĕпрен юсанă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Сăнав поселокĕнчине, çурт тăрринчен пуçласа урай хăми таран çĕнетнĕ хыççăн, савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Пĕлтĕрех район библиотекине юсанă. Çавăн пекех унти сĕтел-пукана улăштарнă. Вулавăшсенчи фонд та çуллен пуянланать. Çак ĕçсене пурнăçлама вырăнти бюджетсăр пуçне республика, федераци уйăракан кĕмĕл пулăшать. Ку енĕпе район ертӳлĕхĕ питĕ тимлĕ пулнине те палăртать Светлана Михайловна. Сăмахран, районти вĕрентӳпе социаллă пурнăç аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Алла Волчкова культурăри пĕтĕм ыйтăва пĕлсе тăрать, май килнĕ таран пулăшать. Спонсорсем те культурăра ĕçлекенсене хавхалантарма майсем тупаççĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Кукамай вăрмана пил ыйтса кĕретчĕ»
«Чăваш нумай, анчах чăваш чунĕллисем сахаллăн. Эпĕ чунпа та, юнпа та чăваш», — хăйĕн пирки çапла калать Чĕмпĕрте пурăнакан Елена Уресметова.
Ачаран пыракан чун киленĕçĕ
Елена Леонтьевна техникумран вĕренсе тухнă хыççăн заводра, тинĕс ай киммисем валли тапрату хатĕрĕсем тунă çĕрте, ĕçленĕ. Завод хупăнсан 1996 çулта усламçă пулса тăнă. Халĕ больницăра апат-çимĕç киоскĕсем тытса тăрать. Хăй вăл Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕренсе тухнăскере Шупашкарти аслă шкула физика енĕпе вĕренме каймашкăн направлени панă. Анчах тĕп хулана мар, Чĕмпĕрте тăван нумай тесе унта кайнă, института компьютер технологийĕ енĕпе вĕренме кĕнĕ. Пурнăçа пĕлме çук, самантрах тепĕр çулпа пăрса ярать вăл. Амăшĕ сасартăк вилсен Елена вĕренме пăрахса техникума кĕнĕ. Куншăн вăл шăпине ӳпкелемест. Кевер пултăр тесе ахаль кристала та шлифовка тумалла. Çынна та çавăн пекех йывăрлăхсем туптаççĕ.
«Кукамай 29-та тăлăх арăм пулса юлнă. Кукаçи вăрçа кайсан хыпарсăр çухалнă, фельдшер пулнă вăл. Икĕ пĕчĕк ачи выçлăха пула вилнĕ. Пĕри çеç, манăн анне, чĕрĕ юлнă. Кукамай хĕрне питĕ юратса ӳстернĕ. Пĕччен çитĕннĕрен анне нумай ача çуратас тенĕ. Эпĕ çемьере 5-мĕшĕ. Ман умĕнхисем — пурте хĕр. Атте ывăл кĕтнĕ. Ман хыççăн икĕ шăллăм çут тĕнчене килнĕ. Пире кукамай пăхатчĕ. Ăна кура ĕнтĕ эпĕ чăваш чунĕллĕ пулса ӳсрĕм. Пирĕн пахча хыçĕнче киремет вырăнĕччĕ. Чылай вăхăт çумăр çумасан ватăсем пухăнса чӳк тăватчĕç. Эпир, ача-пăча, выляттăмăр, икерчĕ çиеттĕмĕр. Пирĕн ял витĕр пасара çӳрекенсене шывпа сапса йĕп-йĕпе тăваттăмăр. Вара, чăнах та, çумăр çăватчĕ. Кукамай чăваш туррисене ĕненетчĕ. Вăрмана кĕнĕ чухне пил ыйтса кĕретчĕ», — çак ĕненӳ ăна та çывăх пулнине палăртрĕ Елена Леонтьевна.
Вăл тăван ялĕн йĕкĕтнех качча кайнă. Икĕ çул аслăрах Толикпе мĕн ачаран пĕрле выляса ӳснĕ, шыва кĕме çӳренĕ. Йĕкĕте салтака урăх хĕр ăсатнă. Икĕ çул çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă çĕре Елена хĕр пĕвне кĕнĕ те — йĕкĕт ун çине урăхларах пăхма тытăннă.
Ал ĕçĕ — ачаранпах пыракан чун киленĕçĕ. 1-мĕш класранпах вăл амăшĕн çĕвĕ машинине тытнă. Кукамăшĕ, асламăшĕ валли саппунсем çĕленĕ. Ĕлĕкхи чăваш тумне юратасси те ачаранах пырать. Çавăнпа вăл кивĕ япаласене пăрахмасть, май пур тăк çĕнетсе тепĕр пурнăç парнелеме тăрăшать. Ылтăн алăллине кура çынсем ăна арчара типтерлĕ упранакан япалисене пырса параççĕ. Упăшки енчи тăванĕсем сурпан панă ăна. Хăйсен ялĕнчен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен /тăхлачисем унтан/ пуçтарнă япаласем пур унăн. «Масмака, кĕпене, туй арăмĕсен сăхманне çунтарма хатĕрлесе хунăччĕ. Çавăркаласа пăхрăм. Масмакĕсем пĕри усă курнăскер, тепри çĕнĕ, хатĕрлеме тытăннăскер. Çаксене çунтарма юрать-и вара? Илсе килсе упраса хăвартăм. Кайран тăхлачă хăйĕн кĕписене пачĕ. Пир тăрăхĕ питĕ нумай. Вĕсемпе усă курма пĕлмен çынна пама шел. Йăлт алă вĕççĕн тунă вĕт», — хăйĕн коллекцийĕ пирки каласа кăтартрĕ ал ăсти. Çак япаласене вăл халăха кăтартас тĕллевпе Чĕмпĕрти халăх пултарулăх музейĕнче «Эпĕ — чăваш» курав йĕркеленĕ. Вăл çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. Унта темĕн те пур — тухьяран пуçласа килти хатĕр-хĕтĕр таран. Куравра кĕпе уйрăмах нумай. Вĕсен модельне ĕлĕкхи ĕлкепе хатĕрлет, пиртен çĕлет, хăй шухăшласа кăларнă тĕрре машинкăпа эрешлеттерет. 16 çул каялла çĕленĕ вырăс кĕпи те пур. Ăна упăшкин пĕртăванĕн хĕрĕ валли хатĕрленĕ. «Музыка училищинче вĕренетчĕ вăл, «Симбирочка» ансамбльте юрлатчĕ. Эпĕ ун чухне декрет отпускĕнчеччĕ, ăна пулăшас килчĕ, хамшăн та ку ĕç кăсăклăччĕ», — аса илчĕ Елена Уресметова. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Пĕтĕм пурнăç театр тавра çаврăнать
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Ăна Чăваш Енри театрсенче вăй хуракансем те çулленех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шăпах ун чухне пĕрле пуçтарăнса чуна уçса калаçаççĕ, иртнине аса илсе пуласлăх пирки ĕмĕтленеççĕ. Эпир те уяв умĕн республикăри патшалăх театрĕсенче нумай çул ĕçлекен артистсен рейтингне тăвас терĕмĕр.
ГАСТРОЛЕ КАЙСАН УРАМРАХ ÇЫВĂРНĂ
РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева та Чăваш театрне 1961 çулта килнĕ. Вăл та ГИТИСри чăваш студийĕнче вĕреннĕ. «Пире кĕтсе илме хатĕрленнĕ пекех театрăн çĕнĕ çуртне уçрĕç. Çак самант пирĕншĕн питĕ хавхалануллă пулчĕ. Сцена çинчи пĕрремĕш спектакльсем — институтри диплом ĕçĕсем. Вĕсене куракан патне пĕрремĕш хут çитернĕ кун пирĕнпе юнашар ăна лартма хутшăннă режиссерсем те пулчĕç. «Ромеопа Джульетта» премьерине Мария Орлова педагог хутшăнчĕ. Александр Островскин «Ĕç çăкăрĕ» камитĕнче Евгения сăнарне калăплаттăм. Эпир вĕреннĕ институтăн драма артисчĕсене хатĕрлекен факультетĕнче оперетта лартса курман. Çапах Чăваш студийĕнче ăс пухакансене, пурин те сасси уçă пулнине шута илсе, «Малиновкăри туя» хатĕрлеттерчĕç. Манăн унта Эльза бандитка ролĕччĕ. Çав спектакле те Шупашкарти сцена çине кăлартăмăр. Ун чухне музыка театрĕ те йĕркеленнĕччĕ. Унти артистсем те пирĕн ĕçе кăсăкланса пăхрĕç. Ватă сĕрме купăсçă Хазанзун сцена хыçĕнчен эпир мĕнле вылянине сăнаса пăхнă самант халĕ те куç умĕнчех», — аса илчĕ Нина Михайловна. Çамрăк артистсем унсăр пуçне хамăрăн классикăна — «Ялта» драмăна — илсе килнĕ. Тата тепĕр ĕç те — Вера Пановăн «Проводы белых ночей» пьеси тăрăх лартнă спектакль — сцена çине тухмалла пулнă. Нина Яковлевăна унта Жанна рольне шанса панă. Шел, хатĕрлесе çитереймен. Тĕлĕнмелли акă мĕн: Валерий Яковлев паян шăпах çав пьесăна куракансен умне кăларма хатĕрленет, сцена çине вăл «Уйрăлу каçĕ» ятпа тухĕ. Хальхинче Жанна ролĕнче çамрăк актрисăсем пулĕç. Нина Михайловнăн вара — тĕп сăнарăн асламăшĕн ролĕ. Ăна вăл Нина Григорьевăпа черетленсе вылĕ. Халăх артисткин театр ушкăнĕпе кăларнă пĕрремĕш ĕç Леонид Родионов çырнă «Айăпа кĕнĕ хĕр» спектакльти Зоя ролĕ пулнă. Спектакле Тутар, Пушкăрт республикисенче, Пенза, Оренбург облаçĕсенчи чăваш ялĕсенчи гастрольсенче лартнă. Груз турттаракан машинăн кабини хыçне икĕ хăма сарнă та артистсем çавăнта вырнаçса ларнă. Хыçра декорацисем, çывăрмалли раскладушкăсем… пулнă. Çапла икĕ-виçĕ уйăх çӳренĕ. Артистсене çул çинче чикан пек хурални те, тепĕр чухне урамрах, клуб çумĕнчех çывăрма тивни те хăратман. «Питĕ кăсăклăччĕ, савăнăçлăччĕ. Çамрăк пулнă. Малтанхи вăхăтри асра юлнă тепĕр сăнар — Николай Терентьевăн «Хĕвел тухнă чух» ĕçĕнчи Катя Серебрякова. Вăл маншăн хăрушла пысăк роль пулчĕ, — терĕ хисеплĕ артистка. — Пурнăç, пĕтĕм кун-çул, тĕрĕссипе, театрта иртрĕ. Юратнă ĕçпе пурăнтăм. Хальхи вăхăтра сцена çине сайрарах тухатăп пулсан та хама телейлĕ çын тесе шухăшлатăп».
МУСКАВРАН ТЕПЛОХОДПА ТАВРĂННĂ
РСФСР, ЧАССР халăх артистки, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Нина Григорьева та театра Яковлевсемпе пĕр çултах килнĕ. ГИТИСран Нина Ильинична Николай Даниловичпа Ромеопа Джульетта пулса таврăннă. Ку сăнара калăплама чăваш çамрăкĕсене институтри Мария Орлова педагог нумай пулăшнă. Ун чухне студентсен йĕркеллĕ çи-пуç та, урана тăхăнмалли те пулман, вĕрентекенĕ Нинăна хăйĕн туфлине парнеленĕ.
«Ромеопа Джульетта» спектакль мана Николай Григорьевпа çывăхлатса туслаштарчĕ, пурнăç çулĕпе юнашар утмалла турĕ. Эпир романтиксем пулнă, Шупашкара ыттисем пек пуйăспа мар, теплоходпа таврăнтăмăр. Театрта питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Ĕçе тухсанах, авăн уйăхĕнче, çемье чăмăртарăмăр. Пĕрлешсен виçĕ кунран концертпа гастроле ăсатрĕç. Чап-чап уйăхĕ çавăнта иртрĕ», — ăшшăн аса илчĕ Нина Ильинична. Театрта хатĕрленĕ пĕрремĕш пысăк ролĕ Чингиз Айтматовăн «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм» хайлавĕнчи Асель сăнарĕ пулнă, питĕ килĕшнĕ ăна çак ĕç. Унтан «Парнесĕр хĕрти» Лариса, «Аркатакансем» спектакльти Лидия Павловна, «Татăлнă тымарти» Катерина, «Ашкăнчăк инкесем» камитри Форд миссис, ыттисем… Пултарулăхри çулĕ çавăн пек уçăлса пынă. Пĕрремĕш рольне вара 2-мĕш класра чухне панă. Вăл пукане сăнарĕ пулнă. Кайран клубра лартнă спектакльсене те хутшăннă. «Çĕрпӳ ярмăрккине те ятарласа спектакль пăхма çӳреттĕм. Маншăн çакă пысăк телейччĕ. Çав тапхăртан эпĕ сценăна килĕштерме пуçланă та. Çак юратуран паян та сивĕнмен. Театр — манăн пурнăç, тĕллев, ăнтăлу. Эпĕ урăх ниçта та ĕçлеме ĕмĕтленмен. Анчах паян мана тепĕр пулăм — театртан мĕнле уйрăлса тухса каясси — шухăшлаттарать», — чунне уçса калаçрĕ халăх артистки. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Витрене лайăх чÿхемесен савăт-сапа çумалли шĕвек сĕте лекет
Выльăх тухтăрĕн 10 сĕнĕвĕ
«Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухсан Шăхасанта ĕçлеме тытăнтăм. Опытлă веттухтăр Михаил Скворцов чылай ĕçе хăнăхтарчĕ, пулăшса, вĕрентсе пычĕ. Пурпĕрех хăв алăпа тытса тумасан çăмăл пек туйăнать. «Люда, пăхса тăнипе çеç пулмасть, хăвăн туса курмалла, вара веçех асра юлать», — терĕ пĕррехинче Михаил Ильич. Çавăн чухне ăйăр çăмарти касма тиврĕ. Ăна тĕрĕс вырттармалла, пĕлсе касмалла, ун хыççăн кирлĕ пек апатлантармалла, сурана эмеллемелле», — асра юлнине куç умне кăларчĕ Людмила Данилова. Вăл — Канаш районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци тухтăрĕ. Людмила Валериановна Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралса ӳснĕ, ачаранах выльăх-чĕрлĕхе, чĕр чунсене юратнă, çавăнпах ветеринар профессине суйланă. Çак тытăмра тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ЧР патшалăх ветеринари службин Хисеп хутне, РФ Ял хуçалăх министерствин тав хутне тивĕçнĕ. Выльăх тухтăрне хăйне сăмах парар.
Сĕтре мĕншĕн антибиотик тупăнать? Уйăхра пĕрре сĕт пахалăхне ветеринарсем тĕрĕслеççĕ. Хăш-пĕр чухне сĕтре кирлĕ микроорганизмсене аталанма кансĕрлекен япаласем тупăнаççĕ, вĕсен шутне антибиотиксем те кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, савăт-сапа çумалли шĕвек юлать. Савăта лайăх чӳхемесен сĕте лекет. Паянхи саманара интернетри информаципе паллашса ветеринарсене систермесĕрех ĕнене укол тăвакансем пур. Эмел, паллах, сĕтре пулать. Вĕсем йĕркене пăхăнмасăр сĕте сутаççĕ. Тухтăрсем выльăха укол тусан унăн сĕтне çиме, сутма юраманнине ăнлантараççĕ, пуçтаракансене те пĕлтереççĕ. Вĕсен вара çав çынран сĕте вăхăтлăха йышăнма юрамасть. Çакăн пек сĕте çитерсен ачасен аллерги аталанма пултарать. Хăш-пĕр чухне вăл çитĕннисене те аптăратать.
Пирĕн республикăра сурăхсен тĕрлĕ ăратне усраççĕ. Романовская ăратне какайшăн ӳстереççĕ. Вăл виçĕ-тăватă путек таран пăранлать. Меринос ăрачĕн çăмĕ çемçе, вăрăм, паха пулнине калаççĕ. Курдюклă ăрат та тĕл пулать. Вăл пысăкрах, купарчи патĕнче пысăк мăкăль — çу — пуçтарăнать. Ăна какайĕшĕн усраççĕ. Вырăнти сурăхсем вĕтелме пуçлани палăрма тытăнчĕ. Çавăнпа такана улăштарсах тăмалла. Килти такапа чуптарсан путексем йăваш çуралаççĕ, чирлеççĕ. Çуркунне кĕтĕве тухсан сурăхсем чĕкĕрме пуçлаççĕ. Пĕрле шурă хурт татăлса тухать. Мониезиоз пыршăра аталанать. Çавăнпа касăва тухсан икĕ эрнерен эмел памалла. Унсăрăн амака чарма май çук. Унăн хурчĕ, çăмарти выльăхăн каяшĕпе пĕрле тухать, çерем курăкне çиекен тепĕр сурăхăн çăварне лекет. Эмел памасан вăл выльăхăн организмĕнче хĕл каçма та пултарать. Çамрăк путеке çак амак ерсен вĕсен пыршăлăхне хурт тулма, выльăх вара вилме пултарать. Качакана та çаплах пăхмалла. Выльăх тухтăрĕсемпе канашласа эмеле тĕрĕс памалла.
Сысна çури туяннă чухне мĕн шута илмелле? Сутаканран ветеринар сутма ирĕк панă документ — кил хуçалăхĕнчи выльăх нимĕнпе те чирлеменнине, рожăран, чумаран прививка тунине ĕнентерекеннине — ыйтмалла. Сысна çурин ятарлă бирка пулмалла. Сывă çура пăхсах паллă — вăл йăрă, пуç усса тăмасть, вылять. Сăмси таса пулсан сĕт çеç çини палăрать, вараланчăк тăк ытти апата та хăнăхнă. Сыввин шăрчĕ сахал, кĕске, яка. Вăл вăрăмланса, çăралса ӳснĕ тĕк иккĕлентерет.
Чăх-чĕп, хур-кăвакал туяннă чухне те сутуçăран справка ыйтмалла. Вĕсен чăх грипĕ çуккине ĕнентерекен документ пулмалла. Кайăка прививка тумаççĕ, анчах юнне тĕрĕслеççĕ. Ют регионтан сутма илсе килнисеннипе пушшех кăсăкланмалла. Мĕншĕн тесен республикăра ăна тепĕр хут тĕрĕслетпĕр. Туянаканăн çакна пĕлмеллех, сывă кайăк-кĕшĕк илмелле. Сывă чăхăн тĕкĕ яка, йăлтăртатать, вăл пуç усса тăмасть, пасарти шăв-шава пула ялан унталла-кунталла вылянтарать. Кил хуçалăхĕнче чăх-чĕп пыйтлă пулсан тăпра çинче йăваланать. Авал вĕсене пыйтă тăкма кĕл сапса панă, чăхсем унта йăваланнă. Халĕ ветеринари аптекинче пыйтă пĕтермелли эмел сутаççĕ. Килти кайăк-кĕшĕкĕн рационĕнче йӳçĕ апат пулмалла мар. Вăл вĕсене чирлеттерет, каяшĕ симĕс, тикĕт пек хура та, пулать. Белоклă-витаминлă хушма апат çитернĕ чухне асăрханмалла. Тĕслĕхрен, çăмарта лайăх тума «Рябушка» параççĕ. Хушма апат париччен хутаçĕ çине çырнипе паллашмалла. Лайăх тăвас тесе ытлашши пани чылай чухне сиен кӳрет. Белок ытларах пулсан чăхха аптăратса пĕверне чирлеттерет. Тата çуркунне енне чăхсен кокцидиоз пулкалать. Çавăнпа кашни вите-сарая выльăх сутнă хыççăн е çĕнĕрен илсе килсен, вĕсене кĕртиччен тасатса дезинфекцилемелле. Сӳнтернĕ извеç е ятарлă препарат туянса сапмалла. <...>
ЕЛЕНА ЛУКИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...